Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Улатӑр хӗрарӑмӗсем Ҫӗмӗрлере ҫӑмӑлланӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 26.05.2020 09:01 | 1184 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Улатӑрти ача ҫуратмалли уйрӑма хупма йышӑннӑ. Анчах вӑхӑтлӑха. Кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗ лайӑхлансанах ӑна каллех уҫӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче. Ача ҫуратмалли уйрӑмра ковид центрӗ пулӗ.

Улатӑрти пульницӑн ача ҫуратмалли уйрӑмӗнче эрнесерен 3-4 хӗрарӑм ҫеҫ ҫӑмӑлланать иккен. Ҫав вӑхӑтрах кӑшӑлвиурспа чирлекенсем йышлӑ. Хӗрарӑмсен консультацине хупмӗҫ. Йывӑр хӗрарӑмсене вӑл унчченхиллех йышӑнӗ. Ача кӗтекенсене васкавлӑ пулӑшу кирлӗ пулсан хирурги уйрӑмӗнче йышӑнӗҫ. Унта вӗсем валли икӗ койка-вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Гинекологи чирӗпе аптӑракансене валли те унтах йышӑнӗҫ. Вӗсем валли 4 койка-вырӑн пур.

Ача ҫуратакансене Ҫӗмӗрлене пульницӑн транспорчӗпе илсе кайӗҫ.

#Ҫӗмӗрле, #сывлӑх, #Сывлӑх сыхлав министерстви, #пульницӑсем, #Улатӑр, #кӑшӑлвирус

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4218.77.1875
2020.05.26 15:53
Agabazar
Ачасен çуралнă вырăнне документра епле палăртĕç?
Хамӑр ял // 5739.9.6407
2020.05.26 17:26
Улатӑрпа Ҫӗмӗрле хушшинче миҫе ҫухрӑм? 90 ҫухрӑм яхӑн-и? Шӑтӑклӑ-путӑклӑ ҫулпа.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем