Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Сантӑр Савкилта BBC радиовӗнче вак чӗлхесем пирки калаҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.10.2019 11:10 | 2435 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Кӗҫнерникун, юпан 4-мӗшӗнче, Александр Савельев (Сантӑр Савкилта чӗлхеҫӗ миноритари ("вак") халӑхсемпе чӗлхесен ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явма BBC радиовӗн Мускаври студийӗнче пулнӑ. Сантӑр Савкилта пӗлтернӗ тӑрӑх, BBCӗн The Real Story подкасчӗн кӑларӑмне ҫыртарнӑ. Унта Францире пурӑнакан Розанн Милин бретон чӗлхеҫи, Канадӑри индейсен чӗлхисене тӗпчекен Барбара Мэй Бернхардт чӗлхеҫӗ те хутшӑннӑ. Ертсе пыраканӗ Лондонран иккен.

«Эпӗ Альберт Разин, ар (удмурт) халӑхӗн паттӑрӗ, хӑйне ҫунтарса янипе чӑваш чӗлхин кӑткӑс лару-тӑрӑвӗ пирки акӑлчанла сӑмах тытрӑм», — тесе ҫырнӑ чӑваш тӗпчевҫи «Контактра» страницӑра. «Бретон пики хӑйӗн ачалӑхӗ ҫинчен каласа панине илтсен эпӗ хамӑн ачалӑха палларӑм. Пӗрпеклӗхсем, чӑн та, нумай: Францире те, Раҫҫейре те миноритари халӑхсен шӑпи тертлӗ те хӗн-хурлӑ», — пӗтӗмлетнӗ Сантӑр Савкилта.

Розанн каланӑ тӑрӑх, юлашки ӗмӗрсенче влаҫсем пирӗн чӗлхене вӗлерес тесе калама ҫук нумай укҫа тӑкнӑ, калама ҫук нумай вӑй хывнӑ. Халӗ вара пире эпир ирӗклӗ упчӑра (обществӑра) пурӑнатпӑр, хӑвӑрӑн чӗлхӗре аталантарас тесен хӑвӑрӑн укҫӑра тӑкӑр, хӑвӑрӑн вӑйӑра хывӑр теҫҫӗ.

«Паллах, ҫакӑнпа эпир килӗшме пултараймастпӑр», — татса каланӑ Александр Савельев.

#МИХсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #чӗлхесем, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/santaar?w=wall15176_1782
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 4251.38.2526
2019.10.05 17:10
Agabazar
Миноритарлă тени вак чĕлхе тенине пĕлтермест.
Agabazar // 4251.38.2526
2019.10.05 17:17
Agabazar
Миноритарлă сăмах пĕлтерĕшне пĕлес тесе малтан сăмахсарсене пăхса илмелле пулнă.

Миноритарлă тенине хирĕçли — мажоритарлă.

Минор тата мажор.

Мажор тата минор.
Agabazar // 4251.38.2526
2019.10.05 17:47
Agabazar
Ну "вак" тенине тен Савельев хӑйех каланӑ пуль-ха. Сӑмахсарсене пӑхса илмелле тени ҫавӑнпа та самаях кулӑшла. Савельев хӑй ку тӗлӗшпе такама та вӗрентме пултарать.
Илле // 7769.1.5529
2019.10.05 22:11
Акапасар тăванăм! Атя вак япала пирки чăкăлташар мар. Чи кирли - пирĕн шĕкĕр хулара пурăнакан тăванăмăр хамăрăн халăх нушипе пурăнать. Пурнăç вĕт-ха калама çук çăтать пире, хамăр çинчен те мантарать.Вăл вара манман, хамăр пек шăпаллă халăхсемпе пĕр хушша килсе çак çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă. Хамăр лачакара хамăр çеç тапаçланни - пĕр япала, тĕнче опытне пĕлни - тепĕр япала. Тен, чĕрĕлсе тăма хăват шăпах унтан кĕрĕ? Е пире хавхаланма сăлтав пулĕ. Çавăнпа вĕт-ха пире тĕнчепе çыхăнтарасшăн мар. Чăваш чĕлхи Канашран иртсен кирлĕ мар теççĕ, выртăр та вилĕр çав шăтăкра теççĕ. Куратпăр, тĕнчене чăваш чĕлхи, чăваш шăпи те кăсăк иккен. Мускавсене кирлĕ мар пуль, тĕнчене - кирлĕ. Тав тăвар Сантăр тăвана тĕнчепе тан калаçма ăс-тăн тата мехел çитернĕшĕн, малашне ăнăçу сунар. Çакăн çинчен калаçмаллла, мĕн унта термин пирки?
Сăмахĕ -миноритари чĕлхисем - ман, шутпа, тĕрĕсех. Çав шутра вак тенĕ ăнлав та пур. Акалчан чĕлхиллĕ пек, вырăс чĕлхиллĕ пек... савăнса саркаланаять-им-ха чăваш чĕлхилли? Апла пулин те, вăл термин ыйтăвĕ çеç.
Agabazar // 3578.51.0082
2019.10.06 07:49
Agabazar
Мажоритарлă е миноритарлă пуласси ăçта пурăннинчен килет тепĕр чухне.

Калăпăр, Венгрире венгр чĕлхи — мажоритарлă. Румынире (Трансильвани) е Сербире (Воеводина) — миноритарлă.

Чăваш чĕлхи тĕнчен нихăш кĕтесĕнче те мажоритарлă мар. Пур тĕлте те миноритарлă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем