Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкар юбилейӗ тӗлне ҫырнӑ гимн ҫӗнтерӳҫи паллӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 20.08.2019 06:39 | 1432 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул ҫитнине халалласа ҫырнӑ гимнсен конкурсне ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Пурӗ 116 заявка пулнӑ.

Хайлава каярах «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) ушкӑнра халӑхпа суйларӗҫ. Тӗнче тетелӗнче сасӑлакансем 10-мӗш номерлӗ хайлава килӗштернӗ. Унӑн авторӗ — Роман Сакулин. Ҫӗнтернӗшӗн ӑна 200 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Роман — профессилле музыкант, композитор тата аранжировщик. Унӑн хайлавне тӗнче тетелӗнчисем пысӑка хурса хакланӑ: «Чунтан хатӗрленӗ ӗҫ. Итлерӗм, пӑхрӑм, питрен йӑл кулӑ каймарӗ!))»; «Ром, юрӑ супер! Геленджик саншӑн сасӑлать!» т.ыт.те.

Юрра ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Юрӑ уйӗнче пуҫласа шӑрантарӗҫ. Ӑна «Русское радио» ирттернӗ «ХаРРошая премия» финалисчӗсем Турецкий хорӗпе юрлӗҫ.

#уявсем, #Шупашкар, #укҫа-тенкӗ, #конкурссем, #юбилейсем, #культура, #тӗнче тетелӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 9992.1.0312
2019.08.20 10:49
Agabazar
Чӑваша Шупашкар пирки вырӑсла юрӑсем юрлаттарасшӑн пулас.
Юрра Тетелре тупса итлесе пӑхрӑм. Пур енчен пахсан та — ниме тӑман япала.
Унашкал юрра Владивосток, Кострома, Тольятти, Урюпинск пирки те ҫырма пулать.
Шупашкарсене ҫаклатса илекенни ку юрӑра нимӗн те ҫук. Сӑмах пуххи, сасӑ-шав пуххи.
Ну, кӑна манӑн уйрӑм шухӑш тейӗпӗр. Паллах, ҫӗнӗрен ҫуралнӑ хайлава каҫса кайса мухтакансем те пулӗҫ.
Африкан // 1535.55.3596
2019.08.20 17:31
Шупашкар пирки вырасла та, чавашла, тутарла та, акалчанла та юрласан пите лайах пулмалла. Есленешен,тарашнашнашан автрне мухтасан та пусмасть. Тен, малашне, ыттисем те тарашес. Чавашла та, вырасла та... "Ма хитре-ши Шупашкар ураме……." ля--ля...-ля...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем