Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Томск чӑвашӗсемпе кемӗрсем те савӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 02.08.2019 03:03 | 1423 хут пӑхнӑ
Культура

Томск чӑвашӗсем Питрава Пӗтрекке тенине Тутарстанри «Сувар» хаҫат нумаях пулмасть пӗлтернӗ.

Томск тӑрӑхӗнчи Горьковка-Петровка ялӗнчи чӑвашсем иртнӗ уйӑхра Питрава пухӑннӑ. Ӑна вӗсем Пӗтрекке теме хӑнӑхнӑ. Уяв ячӗпе така пусса шӳрпе пӗҫернӗ, тултармӑш хатӗрленӗ.

Томск чӑвашӗсемпе савӑнма Кемер облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михайловкӑри «Хӗлхем» ансамблӗ пырса ҫитнӗ. Ушкӑн юрӑсемпе ташӑсенчен, миниатюрӑсенчен тӑракан концерт кӑтартнӑ.

«Ку ансамбле ҫынсем Томск облаҫӗнчи Чӑваш культура обществин 20 ҫуллӑхӗнчен пӗлеҫҫӗ. Уйрӑмах ансамблӗн ертӳҫине Вера Спиридоновӑна тата Александр Спиридонов, Александр Чернов, Алефтина Мурзина солистсене кӑмӑллӑн кӗтсе илнӗ.

Яков Мульдияров ертсе пыракан «Палан» ансамбль тата уяв хуҫи Анна Мульдиярова та тав сӑмахӗсене тивӗҫрӗҫ», — ҫырнӑ «Суварта».

#Прокопьевск, #Кемӗр, #уявсем, #Горьковка-Петровка, #Томск, #чӑвашлӑх, #культура, #Михайловка, #ансамбльсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем