Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Акан 30-мӗшӗ иртнӗ май эпир ирттерекен «Ҫӑлтӑр ҫути» комикссен ӑмӑртӑвӗн 1 тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫсене хак парса вырӑнсене палӑртӑпӑр.
Пӗрремӗш тапхӑра вӗҫленӗ май ҫак пӗтӗмлетӳсене тума май пур:
- пурӗ 11 ӗҫ килчӗ;
- хутшӑнакансен йышӗ — 13 ача (1-9 кл.)
- 7 шкул ачисем хутшӑннӑ — Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Питӗркасси шкулӗ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗ, Шупашкарти 49-мӗш шкул тата 2-мӗш лицей, Красноармейски районӗнчи Красноармейски тата Именкасси шкулӗсем, Канашри 10-мӗш шкул.
Пур ӗҫсемпе те эсир кунта паллашайратӑр.
Ку ӑмӑрту пирӗншӗн ҫӗнӗлӗх пулчӗ, ҫавна май ӗҫсен йышӗ пысӑках маррине эпир ҫитменлӗх тесе хак памастпӑр. Тепӗр ӑмӑртӑва, тен, нумайрах хутшӑнӗҫ. Ӗлкерейменсене пӗлтерес килет — ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен сирӗн ӗҫӗрсене йышӑнӑпӑр, вӗсене вырӑн валеҫнӗ чухне ҫеҫ шута илмӗпӗр (вырӑн лекмӗ). Пурне те (каярах ярса паракансене те!) ӗнентерӳ хучӗпе тивӗҫтерӗпӗр!
