Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Ҫӗре хресчентен — муниципалитета

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.06.2017 18:43 | 2097 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене Чӑваш Енре хресчентен муниципалитет аллине куҫараҫҫӗ. Кунта сӑмах туртса илни пирки пымасть. Усӑ курман ҫӗр пайӗсене муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарса вӗсене ырӑ алла — ҫӗре юратса ун ҫинче ӗҫлеме хатӗррисене — параҫҫӗ.

Паян Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче видеоҫыхӑну мелӗпе ирттернӗ канашлура та ҫак ыйтӑва хускатнӑ. Унта ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов тата ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева хутшӑннӑ. Вӗсен мунициаплитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашланӑ.

Усӑ курман ҫӗр пайӗсене республикӑра 200 пин гектара яхӑн шута илнӗ, вӗсенчен 97 процентне муниципалитетсен харпӑрлӑхне регистрациленӗ. Канаш, Етӗрне, Элӗк, Тӑвай, Шӑмӑршӑ, Елчӗк. Куславкка, Комсомольски, Пӑрачкав, Шупашкар районӗсенче вӗсене регистрацилесе пӗтернӗ. Хӗрлӗ Чутай тата Красноармейски районӗсенче ку енӗпе вӑрахӑн тимлеҫҫӗ.

#Юстици министерстви, #Ял хуҫалӑх министерстви, #канашлусем, #Шупашкар районӗ, #Пӑрачкав районӗ, #Куславкка районӗ, #Елчӗк районӗ, #Шӑмӑршӑ районӗ, #Тӑвай районӗ, #Элӗк районӗ, #Етӗрне районӗ, #Канаш районӗ, #статистика, #ял хуҫалӑхӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Краснармейски районӗ, #ҫӗр ыйтӑвӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Михаил ВолковСун // 3115.14.5139
2018.07.10 23:41
Майоровсем пек пуҫаруллӑ ентешсене хавхалантарма пӗлеймест тӳре-шара. Конфискаци мар, карантинра тытса выльӑха регистрацилеме пулӑшма ӑс ҫитереймен. Темӗнле хут ҫитмест тенӗ ӗнтӗ. Йӑршура пулӑсем вилнине те вӑхӑтра тӗрӗслеменни те бюрократсен айӑпӗ. Халӗ вӗсен аллине 200 пин га ҫӗре тыттаратпӑр. Ҫӗр банкӗ тумаллаччӗ, пай хуҫисемпе килӗшсе, каллех халӑха ҫараттаратпӑр вырӑнти пӗчӗк олигархсемпе вӗсемпе тӑван чиновниксене. Чубайс ӗҫӗ чӗрӗ!
Михаил ВолковСун // 3115.14.5139
2018.07.10 23:41
Майоровсем пек пуҫаруллӑ ентешсене хавхалантарма пӗлеймест тӳре-шара. Конфискаци мар, карантинра тытса выльӑха регистрацилеме пулӑшма ӑс ҫитереймен. Темӗнле хут ҫитмест тенӗ ӗнтӗ. Йӑршура пулӑсем вилнине те вӑхӑтра тӗрӗслеменни те бюрократсен айӑпӗ. Халӗ вӗсен аллине 200 пин га ҫӗре тыттаратпӑр. Ҫӗр банкӗ тумаллаччӗ, пай хуҫисемпе килӗшсе, каллех халӑха ҫараттаратпӑр вырӑнти пӗчӗк олигархсемпе вӗсемпе тӑван чиновниксене. Чубайс ӗҫӗ чӗрӗ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем