Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе Шупашкарта митинг иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 25.04.2018 18:01 | 2372 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ

Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе Шупашкарта паян йӗркеленӗ митинг «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб ятпа иртнӗ.

Унта вӗренекенсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, студентсем, хастар ытти ҫынсем пухӑннӑ. Тухса калаҫакансем хушшинче ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑваш обществин ертӳҫи Володар Тимофеев, ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Виталий Станьял ӑсчах, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч тата ыттисем пулнӑ.

Митингра тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки калаҫнипе пӗрлех чӑваш юрри-такмакӗ янӑранӑ. Унта Иван Яковлевӑн «Халалӗ» те янӑранӑ.

#Тутарстан, #Чӗмпӗр, #Шупашкар, #уявсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Теччӗ районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1484.93.3620
2018.04.25 19:42
Agabazar
Олег Мустаев ма Чĕмпĕрте митинг ирттермест?
Шухăшлакан // 1357.12.0562
2018.04.25 23:21
Яковлев, Угаслов, Мустаев, Туркай, Станьял, Кипеч... Мускавра тата Федоров текенни чечек кайса хунă пулать вилтăпри çине... Кураков кăна çитмест парадра, анчах вăл та сиксе тухĕ-ха, айккинче тăрса юлаканниех мар. Мантарăн чăваш халăхĕ! Камсем талпăнаççĕ сан ертÿçÿсем пулма. Çавăнпа нихăçан та йĕркеллĕ, типтерлĕ халăх пулаяс çук эпир.
Agabazar // 1550.38.9738
2018.04.26 12:02
Agabazar
Хрущёв вӑхӑтӗнче, Брежнев вӑхатӗнче епле каланӑ, халӗ те ҫапла калаҫҫҫӗ.
Астор скиф // 8023.0.2952
2018.04.26 17:03
Шухӑшлакан,Несӗл историне пӗлмен халӑх анрашса каять...
Эсир асӑннӑ ҫынсем пачах та хӑй кам иккенне те пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем "чӑваш" сӑмахӗ мӗн палӑртнине те ӑнланмаҫҫӗ... Эх мӑнтарӑн ҫухалса кайнӑ скиф ушкӑнӗ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем