Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Тӗнче чемпионатне хутшӑнакан футболистсем Шупашкарта хатӗрленмӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 12.02.2018 16:19 | 2104 хут пӑхнӑ
Спорт

Раҫҫейре кӑҫал иртекен тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче Шупашкарта пӗтӗм халӑх пӗлекен футболистсене кураймӑпӑр. Шанни тӳрре тухмарӗ. ФИФА хыпарне тишкернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗршыв командисем валли матчсене хатӗрленме тата ҫак тапхӑрта пурӑнма уйӑрнӑ хуласен йышӗнче Шупашкар ҫукки паллӑ пулчӗ.

Аса илтерни вырӑнлӑ, республика тӳри-шари футболистсене тренировкӑсем ирттерме икӗ спорт комплексне сӗннӗччӗ. «Спартакра» футболла вылякансен «Волга Премиум Отель» хӑна ҫуртӗнче выртса тӑмаллаччӗ, «Олимп» стадионра хатӗрленекенсен «ДИС» отельре чарӑнмаллаччӗ. Пӗтӗмпе ФИФА ҫӗршыври 60 спорт комплексне тишкернӗ, вӗсемпе паллашма футболистсен пӗрлештернӗ командисен яваплӑ ҫыннисем ҫула 123 хут тухнӑ. Ҫапла вара 32 базӑна суйласа илнӗ.

Футболистсем чемпионат вӑхӑтӗнче Питӗр, Сочи, Мускав, Хусан, Саранск, Грозный, Тольятти, Геленджик, Краснодар, Воронеж, Анапа, Калуга, Ессентуки хулисенче, Мускав, Чулхула, Калининград, Ленинград облаҫӗсенче тата Тутарстанри Медведково ялӗнче хатӗрленӗҫ тата пурӑнӗҫ.

#Анапа, #спорт, #ӑмӑртусем, #Питӗр, #Сочи, #Мускав, #Хусан, #Саранск, #Грозный, #Тольятти, #Геленджик, #Краснодар, #Воронеж, #Калуга, #Ессентуки, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем