Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Камсен юррисене янӑратать «Тӑван радио»? Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи эпир унчченхи хыпарсенчен пӗринче асӑннӑ «Киремет tv» ушкӑнра шӑп ҫак ыйту тавра пуҫ ватаҫҫӗ.
Постне вырӑсла ҫырнӑ-ха, ҫапах та эпир чӑвашла куҫарар: «Каллех Тӑван радио. Вырӑсла юрлакан, анчах Чӑваш Енре пурӑнакан юрӑҫсен ӑҫта каймалла?» — хурав шырать унта пӗри. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «Тӑван радиора» ытти каналпа та янӑракан Раҫҫей поп-музыки нумай, анчах хамӑр патри авторсен сахал.
«Тӑван радион» музыка редакторӗ Петр Вунберов радиостанцин тӗп формачӗпе килӗшӳллӗн вӗсен музыка архивне чӑваш тата вырӑс поп-музыки ытларах кӗнине ӑнлантарнӑ. Рэп-юхӑмӗллисем сахал лекнӗрен юрӑҫа вӑл урӑх радиостанцисемпе ҫыхӑнма сӗннӗ.
«Киремет tv» вара «Тӑван радио» ют авторсен вырӑс рокне те, поп-рокне те ҫителӗклӗх янӑратать, хамӑрӑннисем валли вара вырӑн ҫук тесе ҫирӗплетет.
Agabazar // 1447.02.3754
2018.01.29 14:35 | |

Радио вăл — юрăçсем валли мар. Радио — итлекенсем валли.
Япалана пÿçхĕрлĕ çавăрса хунă. Радио юрăçсен амбицийĕсене тивĕçтермелли хатĕр мар.