Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станъялти почта историйӗн музейне, вӑл М7 трассӑн 630-мӗш ҫухрӑмӗнче вырнаҫнӑ, уҫӗҫ.
Асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хальхи вӑхӑтра 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ музей ҫуртӗнче витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне 8 экспозици конструкцийӗ: почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ йӗркеленӗ».
Музейри экспонатсене Шӑмӑршӑ районӗнчен, Буинскран ярса панӑ иккен. Станьял тӑрӑхӗнчи Владимир Деревьев музея кивӗ пукансем, шкапсем, патефон панӑ.
«Чӑваш керем» проекта Сергей Сорокин ятлӑ хастар пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ. Унта «Чемен карти» этнокомплекс, сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурин этнографи музейӗ, Ҫӗпӗр тракчӗн тата Стан Ял почта станцийӗн музейӗ, «Сувар» хӑна ҫурчӗн комплексӗ тата кӗрет.