Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Путин хӑйӗн пресс-конференцине вырӑс чӗлхипе ытти чӗлхесем тан мар тенипе пуҫланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 14.12.2017 12:40 | 2599 хут пӑхнӑ
Политика

Паян Владимир Путин журналистсемпе пысӑк пресс-конференци ирттерет. Хуравланӑ чи пӗрремӗш ыйтусенчен пӗри — наци чӗлхисем пирки пулчӗ. «Раҫҫейре ҫивӗч наци ыйтӑвӗ те ҫук», — тесе каланӑ вӑл Тутарстан журналисткине. Чӗлхе политикинче пур ачасем валли те пӗрешкел условисем пулмалли пирки пӗлтернӗ, халӑха хӑйсен тӑван чӗлхисене вӗренме майсем туса памалли пирки каланӑ. Анчах вырӑс чӗлхине вӗренессине ҫакӑ хӗсӗрлемелле марри пирки хушнӑ. Ҫапла май вырӑс чӗлхипе (ӑна нацисем пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли чӗлхе тенӗ) наци чӗлхисен пӗртанлӑхӗ ҫуккине тепӗр хут хӑйӗн сӑмахӗнче ҫирӗплетнӗ.

Сӑмах май журналисткӑн плакатне Раҫҫей президенчӗ «Путин бай-бай» тесе вуланӑ, анчах тӗрӗссипе унта тутарла «Путин бабай» (чӑв. Путин мучи) ҫырни тӳрре тухнӑ.

Аса илтеретпӗр, Владимир Путин 2018 ҫулхи суйлава хутшӑнас кӑмӑлне пӗлтернӗ. Ҫӗнтерес шанчӑкӗ унӑн питӗ пысӑк, ҫапла май чӑваш чӗлхин статусӗ тата шайӗ тепӗр 6 ҫул хушши пысӑк хӑрушлӑха лекесси питӗ уҫҫӑн курӑнса тӑрать.

#вӗренӳ, #Мускав, #политика, #чӑваш чӗлхи, #пресс-конференцисем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери Туркай // 2125.26.2677
2017.12.15 05:32
Хисеплӗ те хаклӑ Аҫтахар!
"Путин бабай" тени чӑвашла "Путин старик" тесе мар, "Путин мучи" тесе куҫать!
Малашне тимлӗрех пулсам, тӑванӑм!
Ӑнӑҫу сунса - Валери Туркай тусу.
2017.12.15 11:48
Аçтахар Плотников
Эп тутарла пӗлмес ҫав. Ҫас юсап.
Валери Туркай // 2428.23.9102
2017.12.15 14:43
Маттур!
Хам // 3000.76.3861
2017.12.15 20:46
Баба́й или баба́йка (тат. бабай — дед, старик) — в славянском фольклоре ночной дух, воображаемое существо, упоминаемое родителями, чтобы запугать непослушных детей.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2017.12.16 22:00
ТӖЛӖНТЕРМӖШ:

ТУТАРСЕМ ВЫРӐС ЧӖЛХЕ ПАЛЛИСЕМПЕ ЕГЭ ЕНӖПЕ ЭКЗАМӖН ТЫТНӐ ЧУХНЕ 1 ВЫРӐН ЙЫШӐНЧӖҪ.

Чӑвашсем те 1-мӗш вуннăлăхра пулчӗҫ. Тап таса вырӑс регионсене ҫӗнтерчӗҫ (Ярославль, Владимир... таты ытти облаҫсене).


Татарские детишки при сдаче ЕГЭ по русскому языку заняли 1 место в России, опередив чисто русские области (скажем, Ярославскую, Владимирскую и т.д.). А ведь там контроль был - будь здоров. Это вам не Кавказ!
Чуваши тоже были на высоте - в десятку регионов по ЕГЭ по русскому языку вошли.
Вместо одобрения и благодарностей...

Станислав Убасси.
Валери Туркай // 2125.26.2677
2017.12.18 08:19
Тӗрӗс калан, Станислав!
Андриян Николаев чӑвашла вӗренсе ӳссех икӗ хут тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленчӗ.
Чӗлхе вӗреннинчен пробема тӑвакансем - виҫӗ пуҫлӑ ҫӗлен пек чашкӑрса тӑракан шовинистсем тата кахал пулса ҫуралнӑ, кахал пулсах вилекен ӑҫтиҫуксем.
Йӗркеллӗ ҫынсем май пур таран нумайрах чӗлхе пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ.
Валери Туркай.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем