Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Акатпӑр пӑрҫа, ӳстеретпӗр ыраш...»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.12.2017 18:58 | 1873 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
 Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫачӗллӗ ачасем
Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫачӗллӗ ачасем

Тӑван чӗлхемӗре упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ паян ҫивӗч тӑракан ҫак темӑна черетлӗ хутчен сӳтсе явасси Тутарстанри «Сувар» хаҫатӑн «Пӗр класрисем» ушкӑнӗнче хаҫат ҫырӑнма чӗнсе каланинчен пуҫланса янӑ.

«Нумай ҫӗре ҫитетӗн те тӗлӗнмелле япалапа тӗл пулатӑн. Чӑваш ялӗсенче ӗҫлекен бюджетниксене «Сувар» хаҫата ҫырӑнма сӗнетӗн те вӗсем ҫапларах хуравлаҫҫӗ: «Пире районран тутарла хаҫат ҫырӑнма хушаҫҫӗ, квитанцин копине сканласа ярса памалла, отчет ыйтаҫҫӗ. Ҫырӑнмасӑр пултараймастпӑр. «Сувара» тетӗр-и?.. «Суваршӑн» вӑрҫакан ҫук вӗт, ҫырӑнмасан та юрӗ-ха...» Ҫак сӑмахсене чӑвашсенчен илтме тивни уйрӑмах кӳрентерет», — ҫырнӑ «Сувар» хаҫат хӑйӗн старницинче.

«Эпир, чӑвашсем, 40—30 ҫул каялла вырӑс чӗлхи пирӗн пурнӑҫра ҫапларах вырӑн йышӑнать тесе шутламан та. Тутара куҫас хӑушлӑх ҫукчӗ, ҫавӑнпа та хуларан каникула килекен ачасем чӑвашла калаҫнинчен пирӗн хушӑра тӗлӗнекен ҫукчӗ. Ун чухне чӗлхе ҫухаласси ҫинчен никам та шутламан. Мӗншӗн тесен ун пек хӑрушлӑх ҫукчӗ. Глобализаци веҫех вырӑна лартрӗ. Паянхи кун ҫак хӑрушлӑх куҫ умӗнчех – ялта чӑваш ашшӗ-амӑшӗ «вырӑс» ачине ӳстерет. Акатпӑр пӑрҫа, ӳстеретпӗр ыраш... Мутаци мар-и вара ку? (...) Пирӗн ятсем те вырӑсла, сӑн-питпе те европеецсем, тӗнпе те христиан. Вырӑс туссен хушшинче ним мар ҫухалса кайма пултаратпӑр. Пире халӑх пек чӗлхе тата йӑласем кӑна тытса-чӑмӑртаса тӑраҫҫӗ», — чуна ыраттарса ҫырнӑ унта.

#МИХсем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Тутарстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем