Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пил те пехил сана, конгресӑм!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Станьял 30.10.2017 09:38 | 8963 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

(2017 ҫулхи юпан 28-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Х съездӗнче каланӑ сӑмахран)

 

Ҫуркуннеччен выҫса вилетпӗр пуль тесен те, чӑвашсем ыраш анине пӗрех шуратса хӑварнӑ.

Раҫҫейри вак халӑхсен чӗлхисем тавра, республикӑсемпе автономисем ҫинче каллех хура пӗлӗтсем явӑнма пуҫларӗҫ пулсан та, чӑваш халӑхӗ вилсе выртма шухӑшламасть-ха. Ҫултан-ҫул пайӑрланать те ушкӑнланать, ушкӑнланать те Чӑваш наци конгресӗ тавра тата хытӑрах чӑмӑртанать.

Аслисем астӑваҫҫех тетӗп: ҫак чӑмӑртану патне хаяр кӗрешӳ витӗр ҫитмелле пулчӗ. Шовинистсем таптанине чӑтма патша саманинчех хӑнӑхнӑ. 1907 ҫулта Чӑваш Пухӑвне Юмансемпе Хурисен Чӗмпӗрте полици сӑмси айӗнче вӑрттӑн ирттернӗ, 1917 ҫулта — 100 ҫул ӗлӗк — Никольскипе Комиссаровсем, Алюновпа Николаевсем — чӗмсӗрлӗхе хӑюллӑн сирме пултарнӑ.

ЧНКана никӗслесен вырӑссем мар, чӑваш ҫыннисем пирӗн ҫине ҫав тери хаяр сиксе ларни тӗлӗнтерме пӑрахмасть. 1992-1996 ҫулсенчи элек ҫырӑвӗсене упратӑп. Кунта пире националист, тӑшман, сӑрӑ кашкӑр, ухмах тата ытти ярлӑксемпе илемлетнӗ. «Пока не поздно, нужно дать по языкам интриганам и спекулянтам от национальной политики, стремящимся под флагом защиты «права говорить, писать, читать на родном языке» (слова Станьяла) проводить в жизнь политику дискриминации русского населения России». Ҫыраканӗ — «пенсионер В.Ф.Рыбаков, чуваш по рождению, интернационалист по воспитанию». Акӑ тепӗр ҫыру, «Марафон фашистов» ятлӑ. А. Борисов ҫырнӑскер: «Господа фашисты. Не мечтайте о помпезности своего финиша. Как у всякого фашизма, финал ваш будет по статье 74, как это было в Нюрнберге». Ман пата ҫитнӗ ҫырусем Пичет ҫурчӗпе Патшалӑх ертӳлӗхне те вӗҫнӗ. Ку ҫырусем хыҫҫӑн пире мӗнле медальсем панине хам пӗлни те ҫитӗ. Тавах, ҫав сӗмсӗр вӑхӑт иртрӗ. Паян Конгреса 74-мӗш статьяпа хӑратакан ҫук пулӗ тетӗп.

Йӗркелӳ ӗҫӗнче Культура автономийӗсен саккунӗ (1997 ҫулта пичетленчӗ) ҫӑмӑллӑх кӳчӗ. Ку саккунпа ЧНКан иккӗмӗш тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Вырӑна тухса пӗрлехи ларусем ирттерме, унти пурнӑҫпа тӗплӗрех паллашма май тупӑнчӗ, Мускавра, Ленинградра, Чӗмпӗрте, Ӗпхӳре, Самарта, Тюменьре, Кемӗрте, Иркутскра ирттернӗ тӗлпулусем асра. Унти пӗрлӗхсем тӳрех хастар ӗҫлесе кайрӗҫ. Тулай чӑвашра сарӑлса ӗҫлеме май тупӑннӑ чухне ЧНК Шупашкарти кӗреки пархатарсӑр хирӗҫтӑрӑва кӗрсе кайрӗ, Аслӑ Канаш председателӗн вырӑнне пӗтернӗ хыҫҫӑн пӑтрану пуҫланчӗ. Ҫав вӑрттӑн хирӗҫлетӳ авторӗсем паллӑ. Паянхи уявра мар, Алексей Леонтьев Х съезд валли пухса хатӗрленӗ кӗнекере те мар, историн кайранхи томӗнче вӗсен тилӗ тирӗллӗ ячӗсене «Намӑс хӑми» ҫине хура сӑрӑпа ҫырса хурӗҫ тесе шутлатӑп.

ЧНКан тӳнсе кайнӑ лавне лачакаран туртса кӑларнӑ Николай Федорович Угаслов элтепере тепӗр тапхӑра турта хушшинче хӑварма сӗнӳ тӑрататӑп. ЧНКан тӗп штабӗн ку тапхӑрти ӗҫне йӗркеллӗ тесе хаклатӑп. Ӳпкелеме сӑлтав ҫук. Тапаҫланса туртмалли малашне халичченхинчен нумайрах пулать. Юрӑ-ташӑпа тум енӗпе ҫеҫ ҫырлахас ҫук — ӑс-хакӑл енӗпе вӑйланмалла. Республикӑн патшалӑх статусне туртса илни, вак халӑхсен чӗлхисене шкул программинчен кӑларма тытӑнни, тутар, чӑваш, пушкӑрт нацийӗсене катертсе «единая российская нация» тума тӗллев лартни — кусем пурте чӑваш конгресӗн ятӗнчен малашне «наци» сӑмаха кӑларса пӑрахмаллине систереҫҫӗ.

Ҫак лару-тӑрура пирӗн сӑмах ҫирӗп пулмалла. Апла-и, капла-и, тӗнче сирпӗнмесӗр чӑваш пӗтмест, — тесе каламалла Конгресӑн. Эпӗ ҫапла сӗнетӗп: ача пахчисемпе пуҫламӑш шкулсене чӑваш сӑмахне пӑрӑнми туллин тавӑрмалла, вӑтам шкулта ютран килнисемпе тӑмсайсене чӑваш сӑмахӗпе культурине вӑйпа вӗрентнин усси ҫук, пултаруллӑ ачасем валли Наци гуманитари лицейӗсене республикӑра виҫҫӗ-тӑваттӑран кая мар тавӑрмалла тата университетсенчи чӑваш уйрӑмӗсене пӗрлештерсе Нацин гуманитари университетне (малтанлӑха — факультетне) уҫмалла. Вӗсем Бичурин, Петр Егоров, Ашмарин, Никольский, Мӗтри Юман ячӗллӗ пулма пултараҫҫӗ. Тулай чӑвашри чӑваш чунлӑ ӑслӑ ачасен ҫулне хуплас мар тесен ЧНК ячӗпе унти патшалӑх ертӳлӗхӗсене Уҫӑ Ҫырупа тухма сӗнетӗп.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» Пӑлхар Тимӗрӗ конгресс ячӗпе Владимир Путин патне Ҫыру яма сӗннӗ, съездра пӑхса тухмалли тезисне тӑратнӑ. Хамӑрӑн татӑклӑ шухӑша палӑртса тӗплӗ Ҫыру ямаллах тесе шутлатӑп. Паян Конгресс ку сӑмаха калаймасть пулсан, ӑна эпир Ваттисен Тӗп канашӗнчен е Чӑваш халӑх Хуралӗнчен ярӑпӑр. Тутарсем кӑҫал хӑйсен конгресӗнче Наци Канашне турӗҫ. Пирӗн вӑл — Халӑх Хуралӗ — 1988 ҫултанпах пур. Унӑн йӗкӗр пашхан (сопредседательсем) — Адер Микулайӗпе Шашкар Тимӗрӗ. Халӑх Хуралӗ чӑвашсен Тӗмен патши пекех — пире йывӑр килсен ыйхӑран тӑрать. Вӑратмалли вӑхӑт ҫитсе килет пулмалла.

Аслӑ Пуху чӑвашлӑха аталантарас пирки Чӗнсе каланин проекчӗ пирки виҫ сӑмах хушас тетӗп. Унта вак-тӗвек сӗнӳсем — министрсен пӳлмекне, вӗрентӳ, культура, ялхуҫалӑх тата ытти шаралӑха — «ҫавна сӗнес, кӑна ыйтас» тесе ҫырнӑ. Хыпарлав шаралӑхне ятсене чӑвашла ҫырма, ертӳлӗхе чӑвашла пӗлекенсене лартма, «чӑваш чӗлхине сарма» сӗннӗ.. Тӗрӗссипе, чӑваш пичетӗнче сӑмах ирӗкӗ, шухӑшсен ӑмӑртӑвӗ ҫук. Манран Нью-Йорк, Берлин, Хусан интервью ыйтать, «Хыпар» ҫырса панӑ статьясене лартмасть. Ҫапла хамӑртан тӗртсе тӑшман тӑвасшӑн тапаҫланнине сивлетӗп эпӗ.

Министрсем пирӗн нушана пӗлмеҫҫӗ мар. Вӑтӑр-ҫирӗм ҫул каялла хускатнӑ ытти тӗссӗр сӗнӳсемпе пысӑк ҫынсене чӑрмантарма кирлӗ мар Республика Пуҫлӑхне Ҫыру парса ямалаччӗ: палӑртнине пурнӑҫламаншӑн е пӑсса-тӑсса пурӑннӑшӑн вӑл тӳре-шараран ҫирӗпрех ыйттӑр, вара ҫак теҫетке вак-тӗвек пирки текех шав пулмӗччӗ!

Конгресс — хӑватлӑ вӑй. Хӑватлӑ ӑмӑрткайӑксем шӑна хӑваламаҫҫӗ. Халӑха чӑмӑртама пысӑк та курӑмлӑ ӗҫсем кирлӗ. Эпӗ кураймӑп — анчах хӑҫан та пулин тӑван халӑхӑн нимеленсе лартнӑ Чӑваш Керменӗ пулатех. Тутарсен, ҫармӑссен, якутсен пур — юрать ӗнтӗ пирӗн пухӑнса калаҫмалӑх Наци вулавӑшӗ юлчӗ. Чӑваш сӑн-сӑпатне тивӗҫ Халӑх Керменне конгресс элтеперӗ Николай Угаслов строитель лартма тытӑнсан, эпир кашни виҫшер кирпӗч хумалӑх та мехел тупаймӑпӑр-и?

Ҫак сумлӑ самантра чӗрӗк ӗмӗр каялла пуҫарнӑ кирлӗ ӗҫшӗн савӑнатӑп, кӗрешӳре пулӑшнӑ хастар ҫынсене аса илетӗп. Чӑвашран Аркадий Айдак, Ӗпхӳрен Алексей Кондратьев, Стерлӗрен Борис Борлен, Хусантан Василий Дедушкин, Анат Камӑран Николай Атряскин, Чӗмпӗртен Иван Кирюшкин, Петр Ургалкин, Вениамин Афанасьев, Самартан Валерий Егоров, Валентин Калмыков, Ленинградран Петр Яландаев, Алексей Эхвет, Красноярскран Владимир Мешков, Эдуард Кадеров тата ытти ҫӗрти теҫетке-теҫетке хаклӑ ҫыннӑмсем чӑваш ӗҫӗшӗн ҫулӑмпа ҫунса тухрӗҫ. Таса ячӗсем Наци кӗрешӗвӗн историйӗнче тата Чӑваш нацин 50 томлӑ энциклопедийӗнче (ЧНЭ) упранса юлӗҫ. Ку энциклопеди кӑларӑмӗсем чиперех тухса пыраҫҫӗ. Чӑваш Республикинче темиҫе район кӑна хӑйсен энциклопедине пичетлеймен-ха. Пушкӑрт чӑвашӗсен, Тутарстанри паллӑ ҫынсен, Чӗмпӗр, Пенза, Сарту чӑвашӗсен 2 томлӑ энциклопедийӗсем, Геннадий Храмовӑн «Чуваши на берегах Енисея» йышши уйрӑм кӗнекесем паха тӗслӗх пулса тӑчӗҫ. Мускав, Питӗр, Ҫӗпӗр, Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Крым тата ытти ҫӗрти автономисем хӑйсен энциклопедийӗсене тӑваҫҫех тесе шутлатӑп.

Ҫӗршывшӑн, чӑвашлӑхшӑн, танлӑхшӑн, тӗрӗслӗхшӗн пӗрле кӗрешнӗ пин-пин ӗҫтешӗме пуҫа тайса, тӑван халӑха хӳтӗлекен ҫӗнӗ ӑрӑва пил парса каятӑп Тӑван Конгресс шилӗкӗ ҫинчен.

Тав сана, вилӗмсӗр халӑхӑм! Пил те пехил сире, халӑх ӗҫӗн таса чунлӑ хастар ҫыннисем!

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑвашлӑх, #ҫырусем, #вӗренӳ, #чӑваш чӗлхи, #ЧНК, #политика, #наци вулавӑшӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пурне те пĕлекен // 1571.36.9908
2017.10.30 18:40
Станьял каланипе килĕшмелле, анчах нумай пулмасть кăна вуланăччĕ вĕт "Хыпар" хаçатра хăех хальхи конгреса мухтаса интервью панăчче-çке.
Ним те пĕлмекен // 2235.58.0364
2017.10.30 21:37
Станьяла "Хыпарта" Арланов та, Вашуркина та редакторта ларнă чухне пичетлемен. Х съезд умĕн лартнă интервью "Хыпарăн " мар. Ăна "Чăваш тĕнчи" хаçатран вăрланă, А,С,Иванов министр хушнипе лартса янă.
Базиль Кириллов // 3700.50.5757
2017.10.31 21:57
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: Кӳрентерӳ пур // витлешӳ — ачапчалӑх палли.
Талпиçен // 3121.68.4147
2017.10.31 22:23
Эй, Пĕлекенпе Пĕлмекен! Юпан 31 -мĕшĕнчи "Хыпара " пăхăр-ха.Унта съезд президиумĕнчи Станьяла пĕччене "тата ыттисем" тесе каланă. "Хыпар"Станьялпа мĕнли çакăнтан та курăнать-иç!
Тимĕр Акташ // 2731.75.9262
2017.11.01 17:39
Тавах, Станьял пичче, тăван халăха пил панăшăн! Халь те асра
иртнĕ пĕлтерĕшлĕ шупашкарти 1988-1992-мĕш çулсенчи чăваш хастарĕсен тĕлпулусем, пархатарлă ĕçĕсем. Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Михаил Федотов, Николай Лукианов, Анатолий Кипеч, Валери Туркай, Эдуард Кубарев, Виталий Иванов, Николай Егоров, Станислав Малютин, Пётр Краснов, Алексей Леонтьев, Илле Иванов, Юрий Михайлов, тата ыттисем, кÿршĕри регионсен хастарсем - чăваш истори валли пĕлтершлĕ ĕçĕсем турĕç.
Галина Демидова // 1410.8.3046
2017.11.02 18:17
Тавтапуç Виталий Петрович! Эсир питĕ тăрăшатăр тăван халăхшăн. Эсир тăрăшнине кура эпир те айккинче юласшăн мар. Мĕн пултарнă таран, чăваш ялĕ çинчен, чăваш халăхĕ çинчен çырса кăларас шухăш пур.
Илле // 1542.67.9238
2018.01.15 22:36
Çак "халăх сайчĕ" мана халăхăн пĕр пайĕ пек картмасть, ман Станьяла тиркекен комментарисене пичетлемест пулин те, пĕрех тепĕр хут çыратăп. Угаслов ЧНК-ра халăх ĕçне туманнине курса ĕненнĕ хыççăн та 2017 (!) çулта ЧНК пухăвĕнче каллех Угаслова ЧНКра пуçлăх пулма сĕнекен Станьял икĕпитлĕ! Угаслов ЧНК-на лачакаран туртса кăларнă имĕш, патькка! ЧНК лачакаран тухнă пулсан Станьялăн мĕн чăвашлăхшăн вĕткеленсе çÿренĕ пек тумалла вара? Станьяла тата ун çумĕнчисене тивĕçĕ пуррине-çуккине пăхмасăрах пухусенче пехил паракан штата лартмалла, медаль памалла та ĕçĕ пĕтнĕ. 15.01.2017
Хунну // 3868.24.2898
2018.04.06 09:14
Хунну
Ҫамрӑкснемте унта пулмалла. Интернет урлӑ самаях ӗҫлемелле. Мӗн утмӑлран иртнӗ ҫын ҫине шанмалла. Канӗҫ шырать вӑл вӑхӑтра этем. Мӑнукӗсене пӑхтӑр.
Agabazar // 2217.2.8881
2018.04.06 09:54
Agabazar
Канăç тата тăнăç, ачам, кирек камшăн ытлашши мар. Вăл шутра — тин çуралнă ачашăн та.

Чăннипе вара утмăлтан тахçанах иртнĕ Станьялсемсĕр ним те тăваймастпăр-ха.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем