Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 01.06.2017 08:22 | 2687 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче ял уявӗ иртрӗ. Иртнӗ ҫулхи пекех ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Уява Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ансамлӗн артисчӗсем кӑна мар, ялти халӑх та ӗлӗкхи арчаран туртса кӑларнӑ чӑваш тумне тӑхӑнса тухнӑ. Хӑнасене тулли сӗтел кӗтсе илчӗ. Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Вӗсене вырӑсла кӑна хатӗрленӗ пулин те кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ.

Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа пурне те малашне те ялшӑн тӑрӑшма чӗнсе каларӗ, уяв йӗркелекенсене чунтан тав турӗ. Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ ял историйӗпе паллаштарчӗ, уява килнӗ виҫӗ вӑрҫӑ тата педагогика ветеранне, кӑкӑр тулли наградӑллӑ 98 ҫулхи Яковлев Алексей Алексеевича асӑнмалӑх пӗчӗк парнепе, хӑйӗн «Вӑтӑр ҫичӗ пӗртӑван» кӗнекипе чысларӗ. Ку парнене ялти виҫӗ пӗчӗк ача та тивӗҫрӗҫ: Вадим Патеев, Алеша Чучаков тата Максим Михайлов. Пухӑннисене ҫавӑн пекех Элӗк райпо представителӗ ҫак ялти сӗт нумай сутакансене парнесемпе чысларӗ. Уявра юбилярсене, ҫирӗп мӑшӑрсене чысларӗҫ, вӗсен ячӗпе фольклор ушкӑнӗ юрӑсем шӑрантарчӗ.

Хальхи вӑхӑтра 49 килте (вӗсенчен 27 ҫуртра никам та пурӑнмасть) 78 ҫын шутланса тӑракан пӗчӗк ял халӑхӗ уявра чылайччен савӑнчӗ. Аякри тӑвансене курса чунтан калаҫни, хаваслӑ юрӑ-ташӑ, кӑпӑклӑ чӑн-чӑн чӑваш сӑри, техӗмлӗ хуран яшки тата вырӑсла хатӗрленӗ плакатсем кӗрлевсене ҫулталӑклӑх хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗ.

#Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Кӗрлев, #уявсем, #ял уявӗсем, #Штанаш ял тӑрӑхӗ, #культура

 

Сӑнсем (20)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2017.06.01 09:40
Аçтахар Плотников
Информацие эпӗ, сайт редакторӗ улӑштарнӑ. Галина Зотова ҫырнине шута илсе вырӑсла плакатсем никам кӑмӑлне те хуҫман тесе ӑнлантӑм, апла тӑк — ку вӗсене савӑнтарнӑ.
2017.06.01 10:28
Аçтахар Плотников
Cӑмах май, эсир кун пирки мӗн шухӑшлатӑр? Комментарисем кӗтетпӗр //статья валли кирлӗ пулӗҫ
Такам // 9259.3.8429
2017.06.02 20:28
Сӑлтавӗ мӗнре ? Чӑвашра чӑвашла пӗлтерӳ тата плакат икӗ хут хаклӑрах ларать. Чӑвашла туйсем ирттернӗшӗн ӗлӗк ятарласа налук ильнӗ. Вӑл вӑхӑтран чиновниксен пуҫӗнче нимӗн те улшӑнман. Ӗҫ укҫине те икӗ хут пекех сахалтарах илетпӗр,хаксем те пысӑкрах. Пӗтме хушнӑ пулсан часрах парӑнни канлӗрех ?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем