Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Шӑл йӗрмесӗр кулма вӗренесчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Енӗш 27.03.2017 08:55 | 6727 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

«Капкӑн» журнал пирки пуҫланнӑ калаҫӑва малалла тӑсатпӑр.

 

1970 ҫулта эпӗ тӑванла Пушкӑртстанри район хаҫатӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Унта Николай Леонтьев тусӑм чӗннипе тухса кайрӑм. Унччен салтакра виҫӗ ҫул хӗсметре тӑнӑччӗ.

Пушкӑртсемпе тутарсем мана нихҫан та «кит манта!» (кай кутан!) тесе каламан. Калама ҫеҫ те мар, эпӗ Шупашкара «Капкӑн» журнала куҫнине пӗлсен хӑш-пӗрисем кӗҫ-вӗҫ куҫҫуль кӑлармарӗҫ.

Чӑвашсен кулӑшпа сатира журналӗн тиражӗ вӑл тапхӑрта сахалах марччӗ-ха, анчах ҫав тираж ҫултан ҫул ӳссе пыратчӗ. Паллах, эпир тӑрӑшмасӑр пулаймастчӗ ҫакӑ. Совет Союзӗнчи пур кӗтесӗнче пурӑнакан чӑвашсем те «Капкӑна» илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшаттӑмӑр. Сӑмахран, казахсен «Ара» (Тӗкӗлтура) кӑларӑмӗсенче «Чӑвашсен «Капкӑн» журналӗ» ятпа темиҫе хутчен те ятарлӑ страницӑсем кӑлартӑмӑр. Ҫапла майпа журнал унта 3 пин экземпляр таранччен кайса тӑма пуҫларӗ. Тутарстан, Пушкӑртстан, Мускав, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенче те нумайӑн хапӑл тӑватчӗҫ кулӑш ӑстисене. Кӗҫех «Капкӑн» 97 пин экземплярпа тухса тӑма тытӑнчӗ. Ҫырӑнакансен шучӗ 100 пинрен те иртнӗччӗ, анчах 1980 ҫулта хут ҫук тесе 5 пин ҫырӑнакана укҫа каялла тавӑрса памалла турӗҫ.

Вырӑнти авторсене ятарласа кӑларнӑ значок параттӑмӑр, ку вӗсене чаплӑ кабинет хуҫисемпе хӑюллӑн калаҫма, ҫивӗч темӑсем хускатма пулӑшатчӗ. Тӗрлӗ канашлусене ятарлӑ удостоверенисем те параттӑмӑр. «Капкӑн» вӑл вӑхӑтра КПСС Чӑваш обкомӗн органӗ шутланса тӑратчӗ. Редакцире ятарлӑ автомашина пулманран пире таксипе ҫӳреме талонсем паратчӗҫ. Обком гаражӗнчен машина чӗнсе илме те пулатчӗ. Ҫул ҫӳренӗ чухне пире ГАИ ҫыннисем чарса чӑрмантарма «вӑтанатчӗҫ».

Тӳрех каламалла, «Капкӑн» шӑлйӗрев журналӗ пулман, ӑна ҫӗршывӗпех пӗлнӗ, сума сунӑ темелле. Хӑватлӑ темӑсене те хӑш чух эпир чи малтан ҫӗклеме пултарнӑ. Сӑмахран, Аркадий Ваксберг «Баня» суд очеркне «Капкӑн» хыҫҫӑн самай кайран пичетлесе чапа тухрӗ.

Пӗр ҫулхине пире Одессӑри «Юморина» фестивале чӗнсе чыс турӗҫ. Унта эпӗ Григорий Лучпа кайса килнӗччӗ.

«Капкӑн» — чӑвашсен чи юратнӑ журналӗ. Ун тиражӗ чакнин сӑлтавӗ, ман шутпа, пӗрре кӑна: номерсене никама пырса тивмен, никама та «кӳрентермен» пӑнтӑхнӑ кулӑшсемпе тултарса тӑни. Апла пурӑнма ансатрах ӗнтӗ, «Капкӑн» никама та хӗстермест пулсан капкӑнҫӑсем ҫине сиввӗн пӑхакансем пулмӗҫ. Анчах кунашкал каннӑҫлӑх нумая тӑсӑлманни халь куҫкӗрет.

 

Виталий Енӗш,

Пушкӑртстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Сӑнӳкерчӗкре: В. Енӗш хӑйӗн ӗҫтешӗн Т. Иванов-Таҫукӑн пултарулӑх каҫӗнче (2015).

 

Х.Ҫ. Чӑвашсен профессионал-ҫыравҫӑсен юлашки пухӑвӗнче «Капкӑн» журнала хупнӑшӑн пӑшӑрханса «ҫӳлтисене» чӗнсе ӳкӗт йышӑннӑ теҫҫӗ, мӗншӗн ҫавна паян кунччен те халӑх умне кӑлармарӗҫ?

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#культура, #МИХсем, #Пушкӑртстан, #Капкӑн, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2017.03.27 10:24
Аçтахар Плотников
Сӑмах май, енчен те сирӗн те «Капкӑн» пирки хӑвӑр шухӑша пӗлтерес килет пулсан — статьяна редакци адресӗпе ( site@chuvash.org ) ярса пама пултаратӑр.
Эпĕ // 3000.76.3861
2017.03.27 18:29
Х.Ҫ. Чӑвашсен профессионал-ҫыравҫӑсен юлашки пухӑвӗнче «Капкӑн» журнала хупнӑшӑн пӑшӑрханса «ҫӳлтисене» чӗнсе ӳкӗт йышӑннӑ теҫҫӗ, мӗншӗн ҫавна паян кунччен те халӑх умне кӑлармарӗҫ?

Пулнă ку. А.П. Леонтьев сасăлма ыйтрĕ, пуху сасăларĕ те М.В. Игнатьев ячĕпе çыру яма йышăчĕ: "Капкăна" хупма юрамасть!" Союз председателĕн Г. Максимовăн çак ыйтăва хут çине куçармалла та Игнатьев патне кайса памалла. Çавă çеç.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем