Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине укҫа уйӑрни сая кайман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 05.04.2017 19:30 | 1736 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине бюджетран укҫа уйӑрни сая кайман. Энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине вӑл тӳлесе татнӑ — 6,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫа иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗ таран тата пуш уйӑхӗшӗн аванс евӗр саплаштарма кайнӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче парӑма кӗрсе кайнине пула ӗҫлеме чарӑнса ларас патнех ҫитнӗччӗ. Предприятин энергокомпани умӗнчи парӑмӗ пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне 6,1 миллион тенке ҫитнӗ.

Энергетиксем асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче предприятие хыснаран 50,4 млн тенкӗ уйӑрма йышӑннӑччӗ.

Маларах ун пек йышӑнӑва Шупашкарти депутатсем республикӑн тӗп хулинчи троллейбус управленийӗ валли тунӑччӗ. Унтисем 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑччӗ.

#парӑмсем, #троллейбуссем, #укҫа-тенкӗ, #депутатсем, #ларусем, #транспорт, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем