Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: «Чӑваш халӑх сайчӗ» пӗрремӗш чӑвашла электронлӑ кӑларӑм пулать-и?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 20.03.2017 10:38 | 2870 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

Паян тинех хыпар ҫитрӗ — «Чӑваш халӑх сайтне» электронлӑ кӑларӑм пек регистрациленӗ иккен. Унӑн номерӗ: ЭЛ № ФС 77-68592. Хӑйне ӑна нарӑсӑн 3-мӗшӗнчех регистрациленӗ тет, анчах та кун пирки паян ҫеҫ пӗлме май пулчӗ. Хальлӗхе свидетельство хучӗ пирӗн пата ҫитмен-ха (ярса пани ҫинчен пӗлтереҫҫӗ).

Шел те, пӗрремӗш чӑвашла электронлӑ кӑларӑм тесе пирӗн сайта хаклама май ҫук. Ку вырӑна пирӗнтен маларах Тутарстанра тухса тӑракан «Сувар» хаҫат йышӑнма ӗлкӗрчӗ. Вӗсен сайтне пӗлтӗрех, раштавӑн 6-мӗшӗнчен регистрациленӗ. Ҫавах та хальлӗхе чӑвашла тухакан электронлӑ кӑларӑмсен шучӗ иккӗ кӑна тесе ҫирӗплетме май пур (урӑххисене тупаймарӑмӑр).

Чӑваш халӑх сайтне 2005 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗнче регистрациленӗ. Унти информаци чӑвашла, вырӑсла, акӑлчанла тата эсперантолла (ку версине катертес шухӑшлӑ) тухса тӑрать. Пирӗн портал анлӑ — унта тӗрлӗ сайтсем кӗреҫҫӗ. МИХ пек регистрациленнӗ пайсен йышне Хыпарсем, Статьясем, Энциклопедиллӗ пай, Пӗлтерӳсем, Хурал кӗтесӗ, Видеосем тата Сӑнсен пуххисем кӗреҫҫӗ.

#Тутарстан, #сайтсем, #МИХсем, #хаҫатсем, #тӗнче тетелӗ, #чӑваш чӗлхи, #Сувар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2017.03.20 11:19
Аçтахар Плотников
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
2017.03.23 09:25
Питӗ аван! Мухтав чӑвашлӑхшӑн ӗҫлекенсене!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем