Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин канашлӑвӗнче ҫул-йӗр тӑвакансене сӑмах лекнӗ.
Ҫул-йӗр тӑрӑмне тишкернӗ Владимир Иванов яваплисем пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вырӑна тухсах тӗрӗсленине палӑртнӑ. Федераци пӗлтерӗшлисенчен Канаш районӗнчи Шӑнкӑртам патӗнчи ҫула хурланӑ. Министр ҫул-йӗре вӑтам хак панӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку енчен ҫивӗчрех пулнӑ. Вӑл ҫул-йӗр ҫинчи шӑтӑк-путӑка сапланипех ҫырлахмалла маррине, ӑна тӗплӗн тата вӑхӑтра юсамаллине тата подряд организацисене тӗрӗслесе тӑмаллине асӑрхаттарнӑ. Тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан подрядчиксене явап тыттармаллине те палӑртнӑ Элтепер.
Аса илтерер, кӑҫал Чӑваш Енри ҫул-йӗре юсама 5 миллиард тенкӗ ытла пӑхса хӑварнине шута илсен тупра енчен йывӑрлӑх пулмалла мар.