Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Сӑмах ӑсти — Порфирий Афанасьев» литературӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш халӑх поэчӗ 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Порфирий Афанасьев Тутарстанри Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе вӑл Хусанта тухса тӑракан «Хӗрлӗ ялав» хаҫатри литература ӗҫченӗнчен пуҫланӑ.
Тӗрлӗ ҫулта Порфирий Афанасьевӑн «Хуркайӑк ҫулӗ», «Хӗвел хапхи», «Ҫарӑмсан кӗввисем», «Тав», «Корни», «Родники под Ильмами», «Пурӑнатӑп Атӑл хӗрринче», «Юрату ҫӗршывӗ», «Каҫхи кӑвайт» кӗнекисем, «Писатели Чувашии» библиографилле справочникӗ тата ытти кун ҫути курнӑ.
Поэт тӑлмачӑ евӗр те нумай ӗҫленӗ. В. Шекспирӑн, М. Шолоховӑн, Ф. Достоевскин, Л. Леоновӑн, В. Распутинӑн тата ытти нумай ҫыравҫӑн ӗҫне чӑвашла куҫарнӑ. Унӑн хайлавӗсене те тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ.