Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ чӑваш халӑхне чӗнсе калани

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 14.10.2010 17:42 | 2197 хут пӑхнӑ

Пӗрлӗхшӗн, пуласлӑхшӑн!

Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗ чӑваш халӑхне чӗнсе калани

 

Хисеплӗ аякри-ҫывӑхри тӑванӑмӑрсем, йӑхташӑмӑрсем!

 

«Чӑваш пӗтсен тӗнче пӗтет», — тесе каланӑ халӑхра авалтан. Йӑнӑшман пулӗ пирӗн аслӑ асатте-асаннесем: тӗнче илемӗ, Раҫҫей вӑйӗ — кашни халӑх аслӑ ҫӗрӗмӗр ҫинче хӑйне-хӑй пурӑнни, аталанни, хӑй чӗлхипе культурине упрани.

Чӑваш историйӗ пуян: хунн-сувар юнӗ чупать пирӗнре. Хальхи Раҫҫей Федерацийӗнче те тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнатпӑр эпир: йышпа-шутпа — тӑваттӑмӑш халӑх. Эпир ӗҫчен халӑх. Ӗҫре те, усал тӑшман тапӑнсан та эпир мӗскӗн, айван пулман: харсӑр, матур, ытти халӑхсемшӗн тӗслӗх вӑл, чӑваш халӑхӗ.

«Эй, чӑваш халӑхӗ! Хӑвна пӗтме ан пар!» — теҫҫӗ пил парса наци чысне ҫӳле ҫӗкленӗ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, аслӑ педагог Геннадий Волков тата ытти хастар чӑваш ҫыннисем. «Чӑваш ачи, сассуна пар!» — тенӗччӗ гениллӗ поэт Ҫеҫпӗл Мишши. Акӑ 2010 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак сасса пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫырав тӑвакансем 7-мӗш графари «Эсир хӑш наци ҫынни» тени патне ҫитсен ҫирӗппӗн: «Эпӗ чӑваш!» — тесе калӑр, ачӑрсенче те чӑваш юнӗ пулнине ан пытарӑр. Эсир чӑваш тесе ҫыртарнишӗн пӗлӗт йӑтӑнса анмасть, ӗлӗкхи пек сирӗнтен пӑрӑнакан-йӗрӗнекен пулмасть, кӗсъере укҫа катӑлмасть.

Хамӑр халӑх шӑпишӗн, пуласлӑхӗшӗн эпир яваплӑ. Раҫҫей патшалӑхӗн тӗрлӗ халӑхсемлӗ пӗрлӗхӗшӗн те чӑваш ҫынни явап тытать.

Эпир, чӑвашсем, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗр халӑх пек пулса юлар. Хӑшӗ-пӗрисем «сувар», «шумер», «вирьял» тесе ҫыртарӑр тенине итлер мар: эпир XXI ӗмӗре чӑваш тесех кӗнӗ, истори те ҫакнах ҫирӗплетрӗ.

Ҫамрӑксем! Хӑвӑр халӑх пуласлӑхӗшӗн эсир те яваплӑ: сассӑра тӗрӗс парӑр.

Аслисем, шурсухалсем! Ачӑрсене, мӑнукӑрсене тӗрӗс суйлав тума пулӑшӑр.

Республика тулашӗнчи тӑванӑмӑрсем! Хӑвӑр чӑваш пулнине ан манӑр, Республикӑри йӑхташсем сирӗнпе пӗрле, сире пулӑшма хатӗр.

Чӑваш интеллигенцийӗ! Эпир сире шанатпӑр, ӗненетпӗр: наци пуласлӑхӗ пирки сирӗнтен ытларах ҫунакан ҫук.

Чӑваш ҫынни, сассуна пар! Пӗрле пулар, хамӑр пӗрлӗхе ҫирӗплетер!

Ҫапла пултӑр!

#ҫырав, #ЧНК

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем