Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кузьмина Вера Кузьминична

Кузьмина Вера КузьминичнаЧӑваш академи драма театрӗн актриси. 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16 Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Тӑвай районӗ) Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

1947 ҫулта ГИТИСӑн чӑваш студине вӗренсе пӗтернӗ. М.М. шкулӗ Вара Кузьминаран тӗрлӗ енлӗ акрисӑна хатӗрленӗ.

1958 ҫулта Чӑваш АССРӑн тава тивӗҫлӗ артистки, 1967 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ актриси, 1975 ҫулта РСФСРӑн халӑх артистки, 1980 ҫулта СССР халӑх артистки ячӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ. 1973 ҫулта унӑн ятне Чӑваш АССРӑн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ. Халӑх туслӑхӗн орденне, 4 степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденӗсене тивӗҫлӗ пулнӑ. 1991 ҫулта К. В. Иванов ячӗпе хисепленсе тӑракан Чӑваш Енӗн патшалӑх премиӗн лайриачӗ пулнӑ.

1999 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Указӗпе Тӑван ҫӗршывӑн театр искусствине аталантарас енӗпе пысӑк вӑй хунӑшӑн IV степеньлӗ «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑланӑ. Маларах В.К.Кузьмина «Халӑхсен туслӑхӗ» ордена тивӗҫнӗ.

Ролӗсем

Чи паллӑ рольсем ҫинчен калас пулсан ҫаксене асӑнмалла:

  • Уля Громова ("Молодая гвардия", 1947);
  • Анисья ("Власть тьмы", 1966);
  • Полинка (А.Макаенкӑн "Трибунал", 1972);
  • Амӑшӗ (Ф.-Г.Лоркин "Кровавая свадьба", 1974);
  • Кетерук (Н.Айзманӑн "Кай, кай Ивана", 1965, 1974);
  • Сентиер амӑшӗ (П.Осиповӑн «Айдар», 1965, 1988);
  • Михетер арӑмӗ (К.Ивановӑн «Нарспи» тӑрӑх лартнӑ, 1979);
  • Ильинична (М.Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» тӑрӑх лартнӑ, 1981);
  • Амӑшӗ (Б.Чиндыковӑн "Ежевика вдоль плетня", 1990);
  • Хора ертсе пыракан (Н.Сидоровӑн "Плач девушки на заре", 1995);
  • Эухени асанне (А.Касонӑн "Деревья умирают стоя", 1996);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех Н. Терентьев ҫырнӑ пьесисенче вылянӑ рольсем:

  • Надя ("Что такое счастье?", 1958);
  • Хведура ("Нет жизни без тебя". Чуваш. ТЮЗ, 1970);
  • Пӑлаки ("Грех", 1980);
  • Клавье ("Пожарная лошадь", 1986);
  • тата ыттисем.


 
Категорисем: Чӑваш актёрӗсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-11-19 22:24:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 18798 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем