Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Çав вăхăтра урам енчи чӳречерен тахăшĕ:
— Ман арăм пуласси мĕн ятлă?! — тесе кăшкăрчĕ.
— Ваçухха ятлă! Ваçухха! — юмăç карчăк ятне каларĕ Ваçли.
Çамрăксем кĕрр! кулса ячĕç.
Çак хушăра чӳрече тулашĕнче тепĕр сасă янăрарĕ:
— Ман упăшка пуласси мĕн ятлă?
— Ачасем, камăн ятне калас? — хуллен ыйтрĕ Ваçли.
— Кирле пичче ятне кала, унран ватти никам çук, — сĕнчĕ Микула.
— Кирле ятлă, Кирле! — кăшкăрчĕ Ваçли. Чӳрече тулашĕнче ихик! кулса яни илтĕнчĕ.
Тирĕкри кăмрăк татăкне çавăрса ывăнсассăн:
— Атьăр, тухса чăх тытатпăр! — шут тытрĕç çамрăксем. Манран мĕнпурĕ те виçĕ чăхпа пĕр автан çеç. Вĕсене тытма харăсах улттăн тухрĕç. Картана кĕрсен, чăхсем ларакан каштана хыпашласа тупрĕ те Микула хĕрринче лараканнине хуллен хăпăтса илчĕ. Унпа юнашар Анук пырса тытрĕ, чăххи хăранипе какаласа илчĕ. Ун сассипе Микула аллинчи автан та ыйхăран вăранчĕ, хулăн сассипе авăтса ячĕ.
Чăх вырăнне автан тытни Микулана аванмарлантарчĕ. Çапах та пĕр тытнăскере ярса хăвармарĕ. «Ăраскал пехилленĕ телейрен хăтăлас çук», — тесе шухăшларĕ.
Анукпа Кĕтерук — чăх, Микула автан тытса кĕнине курсан. пӳртрисем ахăлтатса кулчĕç:
— Телей çук сан, Микула. Кăçал авланасси пулаймасть!
— Анук та качча тухаймасть!
— Кĕтерук та!
Юлашкинчен пуслăх йăвантарма тытăнчĕç. Ваçли пуслăхĕ çурçĕр еннелле ӳкрĕ.
— Марисен енне ӳкрĕ! Ваçли мари хĕрне качча илет! — кула-кула калаçса илчĕç çамрăксем.
— Мари хĕрĕ лексен пырĕ. Вутшанкăшăн шухăшламалли çук. Милĕк, пушăт тавраш тесен!.. — шӳтлем пекки турĕ те Ваçли Кĕтерукпа юнашар пырса тăчĕ.
— Мари хĕрне илетĕн-и-ха ĕнтĕ? — тăрăхласа илчĕ Кĕтерук та.
— Мĕнех тăвăн ĕнтĕ, чăваш хĕрĕсем тиркесен, мари хĕрне илме тивет...
Анук пуслăхĕ хĕвеланăç еннелле ӳкрĕ. Куна курсан, пурте Анука шеллесе ассăн сывларĕç. Хĕвеланăç енче çăва пур, пуслăх ун еннелле ӳксен, пуласлăхра вилĕм кĕтме пулать.
Пуслăха пурте йăвантарса пăхрĕç. Пуслăхĕ, ытларах хĕвеланăç еннелле ӳксе, вĕсен кăмăлĕсене пăсрĕ. Сасартăк кӳршĕ картишĕнче автан авăтса ячĕ.
— Çур çĕр çитрĕ... Кайрăмăр! — терĕç те çамрăксем васкавлăн пӳрте кĕчĕç. Кăмака çинче типнĕ хăйăсене илсе тухрĕç. Тавлашмалла чупса çăл патне анчĕç. Аллинчи хăййисене валашкари шыва чиксе кăларчĕç, каялла таврăнчĕç, хăййисене вут тивертсе çунтарма тытăнчĕç. Ваттисен халапĕ тăрăх камăн хăййи вăраххăн çунать, çав ну-майрах пурăнать, хăвăртрах çунса пĕтекеннин — кунçулĕ кĕскерех.
Пуринчен малтан Анукăн çунса пĕтрĕ те: «Мĕн курмалăхне пулĕ-ши ку? Кĕçĕр юмăç пăхнин мĕнпур инкеклĕ тупсăмĕ мана тиврĕ», ― тесе салхуланчĕ.
Юмăç пăхса пĕтрĕ. Килелле саланма вăхăт. Каччăсем хĕрĕсене çавăта-çавăта утрĕç. Микула яланхи пекех Анука ăсатма кайрĕ. Хĕрĕ салхуланса пынине сиссе, ăна йăпатма тăрăшрĕ:
— Анук, хуйхăрма пăрах эсĕ! Юмăç кăтартни пурте пулас пулсан... Кашни çулах камăн та пулин хăййи маларах çунса пĕтнĕ, пуслăхĕ хĕвеланăç еннелле ӳкни те пулман мар. Анчах уншăн никам та вилни туйăнмасть. Пули-пулмишĕн пăшăрханар мар.
— Микула, тархасшăн, унашкал ан калаç. Пуласлăхра такам умне тем сиксе тухасси пур! Ана никам та пĕлес çук. Кĕçĕр, юри пекех, юмăç пăхнин усал тупсăмĕсем иксĕмĕре тиврĕç.
Микула, хăй çавăрса янă кăмрăк татăкĕ кĕл тĕлĕнче чарăннине аса илсен, кулса ячĕ:
— Юмăç пăхнипе ман арăм кукша пуçлă пулмалла. Тĕрĕс-и вара ку?
Микула мĕне систерсе каланине Анук ăнланчĕ.
— Тĕрĕссипе тĕрĕс маррине калама ир-ха. Авланма тăрсан темле хĕр лекĕ?
Чăвашла хапха патне çитсен, Микула Анук çулне пӳлчĕ.
— Эсĕ мĕн, мана шăнтса вĕлересшĕн-и? — çурри çурмалла шӳтлесе каларĕ Анук.
— Ан хăра... нумаях тытса тăмăп. Ман санпала кăштах калаçмалли пур, — терĕ те Микула ним калама аптраса тăчĕ.
— Кала эппин, итлетĕп... — ачаш та çепĕç сассипе пăшăлтатрĕ хĕр.
— Анук, — юлашкинчен хăюлăх çитерчĕ Микула, — Вăт... атте мана авланма хушать...
Анукăн кăмăлĕ савăнăçпа тулчĕ. Анчах Микула хумханни кулăшла туйăннипе шӳтлеме тĕв турĕ.
— Аçу авланма хушрĕ... Хăвăн авланас килмест-и?
— Çук, хам та авланма шут тытрăм.
— Апла тесен ма авланмастăн?
— Ку санран килет, Анук.
— Манран килет?.. — Анук кулса ячĕ. — Эсĕ ытла та тĕлĕнмелле этем, Микула. Сан авланасси мĕн сăлтавпа манран килет пулĕ? Е хĕрне пăсасран хăратăн-и?
— Анук, шӳтлеме хăтланса, ним пĕлмене персе ан тăр. Манăн малашнехи пурнăç телейлĕ пуласси санран килессе ху та лайăх ăнланатăн. Эпир иксĕмĕр нумайранпа туслă. Ĕнтĕ ку таранччен тĕвĕленсе пынă туслăха венчетре тăрса çирĕплетес самант çитрĕ. Е, кăмăл тумасан, ĕмĕрлĕхе уйрăлăпăр, — Микула чарăнса сывлăш çавăрчĕ те хушса каларĕ: — Анчах татăклă сăмах париччен каллĕ-маллĕ шухăшласа лăх. Эпĕ сана качча илсен çупа пыл çинче усратăп тесе суйма шутламастăп. Пирĕн пурнăç çулĕсем ытла та тумхахлă, тара ӳкиччен ĕçленипе çеç майлăрах пурăнма пултарăпăр...
Анукан пуçĕнчен шӳтле шухăшсем тухса ӳкрĕç. Чĕри çеç нихçанхинчен хаваслă тапрĕ. Ку хыпара хăй пурнăçĕнчи чи хаклă самант пек кĕтнĕ вăл. Микулана качча тухсан телейлĕ пуласса тахçанах ĕненнĕ. Анчах хĕрĕн каччăна юратнипе пуçне çухатма юрамасть, харпăр хăйне алăра тытма пĕлмелле.
— Микула, эпĕ килĕшнине ху та пĕлетĕн вĕт...
— Анук!.. — хĕре ыталаса хăй çумне пăчăртарĕ йĕкĕт.
— Микула, ман килĕшни çеç çителĕксĕр. Эпĕ сĕм вăрманта е хирте ӳснĕ курăк-чечек мар, манăн аттепе анне пур. Вĕсем мĕн калĕç?
— Вĕсемшĕн ан хăра, Анук. Аçупа аннӳ тиркемессе шанатăп эпĕ.
— Çапах кăштах тăхта. Ӳте тин çеç кĕнĕ, ĕлкĕрĕпĕр... Унччен Тĕмшерти Плаки аппа патне ларма кайса килме ирĕк пар...
— Каймасан юрамасть-ши?
— Хамăн та каясах килмест те, апла питĕ чĕнсе хăварчĕ. Тата анне те килĕшрĕ. Юрĕ ĕнтĕ, юлашки хут лар-ма кайса килем... Эсĕ те кунта каччăлла çӳресе юл.
— Мĕн тăвас тен, кайса кил эппин...
— Ĕнтĕ кĕретĕп эпĕ... Ырă каç пултăр...
Микула хĕре хăрах аллипе хулпуççинчен, тепринпе пилĕкĕнчен ыталарĕ те чуптума хăтланчĕ.
— Ан васка... Нумаях кĕтмелле пулмĕ... Кĕçех пĕрлешĕпĕр...
Çак вăхăтрах ялăн тепĕр вĕçĕнче, Прахăр карталăкĕ умĕнче, тепĕр мăшăр уйрăлайми тăрать.
— Кĕтерук, ыранччен кăна кĕтмелле ĕнтĕ, ыран евчĕ яратăп, ― терĕ юлашкинчен Ваçли. — Урăх эс нихçан та çын ĕçне туса çӳремĕн...
Кĕтерук шарламарĕ, тутине каччă тути сĕртĕнсе вут тивертсен те пĕр сăмах каламарĕ. «Ан тив, чуптутăр. Пурĕпĕр ыран евчĕ ярать. Кĕçех унăн арăмĕ пулăп». Кĕтерук пыл-сăра ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ пекех уйрăлчĕ Ваçлирен. Пӳрте кĕрсен, васкавлăн хывăнса, йăмăкне ыталаса выртрĕ.
— Натюш, — савăнăçлăн пăшăлтатрĕ Кĕтерук. Тутисем хăйĕн çав-çавах вут пек тĕлкĕшрĕç.
— Мĕн эсĕ? — ыйхă тĕлĕшпе аппăшĕн ытамĕнчен вĕçерĕнесшĕн пулчĕ Натюш.
— Натюш... — тата хытăрах пăчăртарĕ ăна Кĕтерук.
— Ма çывăрмастăн? Мĕн мĕштĕртетсе выртатăн?- ― Тутлă ыйхăран вăратнăшăн ӳпкелесе илчĕ Натюш аппăшне.
— Савнă йăмăкăм... Çывăрас та килмест ман... Эпĕ ытла та телейлĕ...
— Мĕнле телей çинчен сӳпĕлтететĕн эс?
— Ыран пирĕн пата евчĕ килет.
VII
Тепĕр кунне Ваçли ыйхăран яланхи пекех ир вăранса тумланчĕ те кил хушшине тухрĕ. Сурăхсене картаран кăларса ыраш улăмĕ пăрахса пачĕ. Лашине шăварса ларĕ. Вара пӳрте кĕрсе ыттисемпе пĕрле ирхи апат çиме ларчĕ.
— Атте, анне... — хумханарах сăмах пуçарчĕ. Вăл. Макçăмпа Верук, ывăлĕ темĕнле пысăк ĕç çинчен калама шутланине сиссе, кашăкĕсене сĕтел çине хучĕç те хăлхисене чăнк тăратрĕç. — Улаха чупса çӳреме текех çамрăк мар ĕнте эпĕ. Турă ырлăхĕпе çирĕм виçĕ çула çитрĕм. Авланма шут тытрăм.
Верук ывăлĕн кăмăлĕпе пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ. Килте ăна, пĕр хĕрарăма, йывăр тивет. Ултă çынна пĕччен тумлантармалла унăн. Çав хушăрах килти ĕçсене те кая хăварма юрамасть. Упăшки хĕрарăм ĕçне хутшăнсах каймасть. Ăна кура ачисем те амăшне питех пулăшасшăн мар, Макçăм та шухăша кайрĕ. Вăл, ытти хресченсемпе танах, шурă пурт лартма ĕмĕтленет. Кун валли унăн кĕсйинче Ваçли ĕçлесе тупнă утмăл тенкĕ выртать. Çитес çул та çавнашкалах ĕçлесе килсен, шурă пӳрт лартасса шаннăччĕ вăл. Халех ывăлне авлантарсан, утмăл тенкĕрен нумаях та юлмĕ, туй тунă çĕре кайĕ. Ывăлне уйăрса кăлариччен тĕп хуçалăха та хытарса хăвармалла. Çапах ывăлĕпе килĕшменнине Макçăм уççăнах пĕлтерме хăймарĕ. Çапах та Ваçли васкамасан аванахчĕ.
— Пурнăçра пĕр хут кăна авланмалла та-ха... Ытла кĕтмен çĕртен пулать-çке капла. Тĕрĕс, çамрăках мар ĕн-тĕ эсĕ, ватах та мар. Тата пĕр-икĕ çул пурăнсан шăпах вăхăтлă пулĕччĕ.
Ашшĕпе амăшĕ ним чармавсăрах килĕшессе шаннăччĕ Ваçли. Çавăнпа вĕсенчен ыйтса-туса тăмасăрах Кĕтерук патне евчĕ яма сăмах пачĕ. Халь, ав, ашшĕ иккĕллĕ калаçать.
— Атте, çитес çула хăварма сăлтав çук. Кăçал-и е çи-тес çул пурпĕр авланас пулать. Анчах эсир ман кăмăла хирĕç пырасса шутламанччĕ, — çинерех тăма шут тытрĕ Ваçли.
— Тĕрĕс, Ваçли.., Ман шутпа та çитес çула хăварма кирлĕ мар пек, — ывăлĕ хутне кĕрсе сăмах хушрĕ Верук.
— Апла тесен мĕнех вара?.. Авланмалла-тăк, авланмалла. Пиçнĕ çырлан хăйĕн вăхăчĕ... — Каллĕ-маллĕ шухашласа ларнă хыççăн килĕшрĕ Макçăм. — Кам хĕрĕ патне хăтана ярас тетĕн?
Ваçлин палăртса хунă хĕре пуррине сисрĕ Макçăм. Верук та ашшĕ хутне кĕчĕ:
— Чăнах, Ваçли, кам хĕрĕ патне хăтана каймалла?
Ваçли юратакан хĕрĕн ятне хаваспах каласа парĕччĕ. Ашшĕпе амăшĕ хăйсемех тавçăрса илмĕç-ши тесе шухăшласа тăчĕ.
Хамăр ял хĕрĕсенчен кама кин тума тивĕç тесе шутлатăр эсир? Ман çавна пĕлесчĕ.
Ашшĕ-амăшĕ тенин, кирек камăн та, хĕре валли качча, каччă валли хĕр сăнаса хуни пурах ĕнтĕ. Ун çинчен вĕсем вăхăт çитмесĕр никама та каламаççĕ. Верук та çавах, ывăлĕ вĕсен шухăшне пĕлесшĕн пулнине илтсен вĕсен, халичченех шут туса хунă пек, Анук ятне асăнчĕç те ăна мухтама тытăнчĕç.
Ашшĕпе амăшĕ калаçнисене итлесе ларнăçемĕн Анук чипертен чипер хĕр пек курăна пуçларĕ, çавăнпа та Ваçли юлташĕн телейĕшĕн пĕтĕм чунĕпе савăнчĕ. Кĕтерук та Анукран юлмасса ĕненсе, ашшĕпе амăшĕ хăйсен шухăшĕсене каласа пĕтерсенех:
— Çук, Анук мар! — терĕ çирĕппĕн.
— Мĕншĕн? — тĕлĕнчĕç Макçăмпа Верук.
— Анукăн хăйĕн каччи пур.
Ывăлĕ кунашкал ăнлантарса пани Макçăмпа Верукшăн ниме те пĕлтермерĕ.
— Урăх каччи пур тетĕн-и? Каччă упăшка мар вăл, ун енне кайсан, кам вăл пирĕнпе тавлашма шутлакан? Сăмах çук, ĕлĕкрех Çтаппан кум пирĕнпе тавлашасшăнччĕ. Курăпăр, Сантăр кама маларах йышăнĕ? Вăт... Анука качча илме кăмăл тусан, тăрăшса пăхар...
— Атте... эсĕ те, анне... Çын пурнăçĕ çинчен калаçса вăхăта ан ирттерĕр-ха. Луччă ман валли урăх хĕр тупма тăрăшăр, ― Кĕтерука асăнасса шутласа калаçрĕ Ваçли.
Ывăлĕ килĕшменнине кура Макçăмпа Верук ытти хĕрсене суйлама тытăнчĕç. Анчах Верука килĕшекен хĕр Макçăма килĕшмерĕ, Макçăма килĕшекенни — Верука. Иккĕшĕ те кăмăллакан хĕр тупăнсан, Ваçли тиркерĕ. Ялти хĕрсене тишкерсе тухнă хыççăн, вĕсем ют ял хĕрĕсене суйлама тытăнчĕç. Çапах та виççĕшин кăмăлне ларакан хĕр тупăнмарĕ. Вуншар хĕре суйланă хушăра та Кĕтерук пуррине аса илмерĕç. Вара каллех Анук çинчен сăмах тапратрĕç.
— Хуть шыра, хуть ан шыра, Анукран лайăх хĕр тупас çук. Çавăн патне хăтана каяс!
— Ахалех унашкал шутлатăр эсир. Анук пек лайăх хĕр татах пур! — терĕ Ваçли. — Кĕтеруках илер! Мĕнтен япăх вăл!
— Кĕтерук?..
Макçăм пуçне Прахăр арăмĕ хĕр çеç çуратни, çакна пула вăл ытла чухăн пурăнни аса килчĕ. «Хĕр çеç çуратакан амăшĕн хĕрĕ ывăл ача çуратасси пур-и вара?
_ Çук, Ваçли, Кĕтерук пирĕн киле килĕшмелле хĕр мар. Эпир хамăр патăрта чăх кĕтĕвĕ ĕрчетме пултараймастпăр. Этемĕн ăрăвĕ пуçланнăранпах: чăх кайăк, хĕрарăм çын мар тенĕ.
Ваçли чĕри кăртах турĕ. Кун çинчен вăл нихăçан та шухăшламан. Арăмĕ ывăл çуратасса кам ĕмĕтленмĕ! Хĕр çеç çуратакан хĕрарăма кам ылханмĕ.
Кĕтерук ĕçлĕхлĕ, сăн-пичĕпе, пĕвĕ-сийĕпе те Анукран кая хĕр маррине Верук лайăх пĕлет. Хăй хĕрарăмĕпе Улянан телейсĕр ăраскалне те ăнланать. Çакăнпа пĕрлех, Кĕтерукăн пир-авăр çуккине те сисет. Унашкал хĕре качча илнĕ кунах тумлантарма тивет, Нивушлĕ ун ывăлĕ пир-авăрлăрах хĕре качча илме тивĕç мар? Верук та упăшки хутне кĕчĕ:
— Пĕлетĕп, Кĕтерук хурламалли хĕр мар. Ĕçчен вăл. Пит-куçĕ, пĕвĕ-сийĕнчен те аптрамалла мар. Çапах та пирĕн киле юрамасть.
— Мĕншĕн? ―чунтан тарăхрĕ Ваçли.
— Вăл çаппа-çарамаспа пĕрех. Ăна тумлантарма... хамăрăн та çӳпçе тĕпĕ курăнать.
— Хаклă аттем. Хаклă аннем... Эпĕ сире ăнланатăп. Эсир те мана ăнланасчĕ. Кĕтерукпа иксĕмĕр эпир пĕр-пĕрне чунтан юрататпăр. Ана эпĕ никамăн хĕрĕпе те улăштарассăм çук. Эсир мана хăвăрăн ывăлу вырăнне шутласа телей сунатăр пулсан, Кĕтерук патне хăтана кайăр!
Макçăм парăнмарĕ, килĕшесле мар сасăпа:
— Эсĕ çамрăк халь, пурнăçра нимĕн те курса чухламан. Эпир, аннӳпе иксĕмĕр, аллă çине пусрăмăр. Мĕн тусан хамăр ачасене лайăх пуласса та чухлатпăр. Юлашкинчен çакна çеç калатăп: сирĕн юратуран телей мар, çĕтĕк сăхман та çĕлесе тăхăнас çук, — терĕ те вăл, ачи хутне кĕресрен, арăмĕ çине сиввĕн пăхса илчĕ.
Ашшĕ килĕшес шутлă маррине туйсан, Ваçли те татса калама шут тытрĕ:
— Апла эпĕ те çакна калама пултаратăп: килĕшетĕр-и эсир е килĕшместĕр-и, пурпĕр Кĕтерука качча илетĕп!
Макçăм аптраса ӳкрĕ. Хăй килĕнче унăн шухăшĕпе килĕшменнине пуçламăш хут курчĕ.
— Сан кил ăçта вăл? Эс малтан кил ту-ха, вара кирек кама çавăтса кĕр! Ку ман кил чухне, кунта хуçи — эпĕ!
— Тĕлĕнмелле, укçа тыттарнă чухне эпĕ аван ывăлччĕ. Хам кăмăла каякан хĕре качча илес тесен начар ывăла тăрса юлтăм.
Ашшĕпе ывăлĕ хушшинче харкашу тапраннине курсан Верук хăраса ӳкрĕ. Ӳпкелесе те йăпатуллă сассипе:
— Мĕн çитмен сире? Эсĕ, Макçăм, йăлтах ухмаха тухрăн курăнать. Мĕн тăван, пĕр-пĕрне килĕштереççĕ пулсан, ан тив, мăшăрланччăр, Вĕсемпе пирĕн пурăнмалла мар вĕт! — терĕ.
— Эс мана вĕрентме-и? — хаяррăн кăшкарса пăрахрĕ те Макçăм арăмне çупса ячĕ.
— Аннене ан тив! — ура çине сиксе тăчĕ Ваçли.
— Мĕн терĕн эсĕ, йĕксĕк пуçĕ?! — пӳлĕннĕ лаша пек хашкарĕ Макçăм. Тилĕрнĕ куçĕсем çулăмланчĕç.
— Ваçли, Ваçли! — куççуль витĕр ӳкĕтлерĕ Верук, ― Яла ан култар, тархасшăн. Тухса кай хăвăртрах!
Тытăçас пулсан, ашшĕне вăй çитерессе шанчĕ Ваçли. Анчах кун хыççăн ял кулли пуласран хăрарĕ. «Анне сăмахне итлени пархатарлăрах пулĕ!» — тесе шухăшларĕ те тухса кайрĕ.
— Малтан пӳрт лартса кур, вара чăх кĕту ĕрчет! — кăшкăрса юлчĕ Макçăм.
Кил хушшине тухсан, Ваçли куçĕнчен куççулĕ юхса анчĕ. Унан мĕнпур ырă ĕмĕтне тăван ашшĕ сая ячĕ. «Мĕн тăвас ĕнтĕ? Кĕтерук куçĕ умне мĕнле курăнас? Вăл евчĕ пырасса кĕтет вĕт». Ваçли юлашкинчен юлташĕ патне кайса канаш ыйтма шут тытрĕ. Тен, Çтаппан пиччĕшĕ ашшĕ кăмăлне çавăрĕ?
Ваçли паян Кĕтерук патне евчĕ ярасса Микула та пĕлнĕ. Ним иккĕленмесерех хăтана кайни ăнăçлă пуласса та шаннă. Вĕсем, эрне каярах е маларах хĕрĕсене çураçсан та, венчете пĕрле кеме шут турĕç. Анчах Ваçли пырса кĕрсен, Микула юлташне. инкек çапса хуçнине сисрĕ.
— Мĕн пулнă сана? Мĕншĕн çав териех салху?
— Аттепе ятлаçрăмăр... — ассан сывларĕ Ваçли. Çтаппана Ваçли сăмахĕсем тĕлĕнтерчĕç:
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...