Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Кансĕрлетĕн çав. Ав, унта пушă вырăнсем нумай! Ку Якур чĕрине кайса тиврĕ. Хĕр ун çине сиввĕн пăхнине туйрĕ вăл. «Мĕн пулчĕ ăна труках? Юнашар ларма хăй сĕнчĕ-çке? Халĕ çине тăрсах хăвалать. Нивушлĕ Элекçейпе иккĕшĕ туслине каласа панăшăн çилленчĕ? Е вырăна ун валли упрасшăн-и?» Анук Микулана юратни çинчен Якур пуçне те пырса кĕмерĕ.
— Хупа юнашар вырăна Элекçей валли хатĕрлесшĕн-и? Килсе кĕтĕр çеç, çавăнтах алăкран тухса ӳкĕ!
— Питех кирлĕччĕ эсир мана Элекçейпе иксĕр! ―çиллессĕн каларĕ те Анук, Якур çумĕнчен вăр-вар тăрса, Ваçлипе юнашар кайса ларчĕ.
Микула чунĕ кăштах çăмăлланчĕ. Якурпа Анук туслă пек шутлани суя пулнине ăнланчĕ вăл. Анук ахальтенех ун çумĕнчен тăрса тармарĕ. Элекçей çеç çав-çавах пуçĕнче сăвăс пек тăрăнса ларчĕ. Анчах Ваçли пурин çинчен те вăлтса пĕлессе шаннипе, вĕсем калаçнине ыттисем ан итлеччĕр тесе, хуткупăсне тата хаваслăрах калама тытăнчĕ.
Анук каччă çумĕнчен тăрса кайнине чăваш хĕрĕсен хушшинчи яланхи йăла теме çук. Хăйпе юнашар кăмăлпа пырса ларнă качча кунашкал хур кӳме кашни хĕрех хăю çитереймĕ. Анукран та, ялан хăйне тӳлек те сăпай тытаканскертен, кунашкал хăтланасса кĕтменччĕ.
Анук çумран тăрса тарни Якура малтанах минретрĕ. Тăна кĕрсен, чĕри ирĕксĕрех тилĕрсе кайрĕ. Ан тив, вăл чухăн, Михха тарçи çеç пултăр. Пурпĕрех хăйне ыттисемпе танах шутларĕ. Халь никам курман намăса кĕртнине тавăрмасан, чăннипех çын вырăнне хумĕç. Якур никам сисиччен Анук патне ыткăнса пычĕ те, ун пуçĕнчи тутăрă сӳсе илсе, хăй вырăнне кайса ларчĕ.
Анук хăранипе малтанах ним каласа яраймарĕ. Кăштах тăн илсен:
— Якур, тутăра пар! Ан ашкăн, тархасшăн! ― терĕ.
— Тутăра парас-и? ―тăрăхларах чĕнчĕ Якур. ―Ма парас мар, паратăп. Юнашар килсе лар!
Микула труках хуткупăсне калама чарăнчĕ. Ытти çамрăксем те юрлама пăрахрĕç.
Хĕрĕн тутăрне туртса илнишĕн чи малтан Ваçлие аван мар пулчĕ. Хăравçă ятне илтес мар тĕсен, йăла хушнă тăрăх, Якура тавăрмаллах. Ваçли ура çине сиксе тăчĕ те юнавлă сасăпа хыттăн каларĕ:
— Якур, тутăра тавăрса пар!
— Сана мĕн ĕç! Вырăнта пек чухне кутна хĕссе лар!
— Сана калаççĕ: тутăра тавăрса пар! ―тата хыттăнрах каларĕ те Ваçли çапăçма хатĕрленсе тăчĕ.
Павăл Микулапа Ваçлие тем пекех кураймасть. Çавăнпа Якур майлă пулас шухăш та пурччĕ унăн. Микула хуткупăсне сак çине лартса Ваçли хутне кĕме хатĕрленни чарчĕ.
Пуринчен ытла хĕрсем хăраса ӳкрĕç. Тавлашакан каччăран пĕри парăнмасан, каллех çапăçу тапранĕ те, тем курса ларăн. Вĕсем те йăлăнса шавлама тытăнчĕç:
— Якур, тутăра тавăрса пар! Пирĕн улăха ан пăс!
— Чĕнмесĕрех килнĕ те ашкăнса ларатăн!
Ытти каччăсем малтанах Якурпа Ваçли çапăçнине курасшăн ĕмĕтленсе лăрчĕç. Унтан кулăшли мĕн пултăр! Хĕрĕсем хăраса кăмăлсăрланни шухăшĕсене улăштарчĕ. Вĕсем çав вăхăтрах Якура тапăнчĕç:
— Якур, тутăра тавăрса пар!
— Пирĕн улаха ан пăс!
Якур çилли ĕрĕхсе каяс пек тулашрĕ пулсан та, хĕрсемпе каччăсем Анук хутне кĕни тата Микула çапăçма хатĕрри тăна кĕртрĕ. «Патăк çийиччен каялла чакни пархатарлăрах. Май килсен, иксĕмĕрех тĕл пулнă чухне пуриншĕн те тавăрăп!» ―шут тытрĕ те вăл ура çине тăчĕ.
— Мейĕр, тархасшăн! ―тесе тутăра ывăтса хăварчĕ.
Хĕрсем тинех çăмăллăн сывласа ячĕç. Çапăçу тапранас хăрушлăх çухалчĕ. Микула та хуткупăсне калама тытăнчĕ, Каллех хаваслă юрă шăрана пуçларĕ.
Пуринчен ытла Анук савăнчĕ. Вăл чăрсăрланни кĕтмен çĕртен ăнăçлă иртрĕ. Çавăнпа пĕрлех, хăйне хăй Якурпа Элекçее шутламасăр тыткалани Микула кăмăлне улăштарнă пек туйрĕ. Ахальтен-и вăл каллех хуткупăсне калама тытăнчĕ. Анук хăйпе юнашар ларакан Ваçли сăмах хускатасса сывлама чарăнсах кĕтрĕ. Чун савни пурнăçĕ çинчен юлташĕ урлă пĕлмесен тата кам урлă пĕлĕн!
Ваçли нумаях кĕттермерĕ. Куçĕсемпе ăшшăн та тĕпчевлĕн пăхса пăшăлтатрĕ:
— Ну... Эпир çук чухне мĕнле пурăнтăр? Куна-çĕре мĕнле ирттертĕр?..
— Питĕ аван... ― Анук та пăшăлтатса хуравларĕ — Хăвăр мĕнле пурăнтăр? Мĕнле ĕçлесе килтĕр?..
— Эх, Анук... Эпир мĕнле пурăннипе ĕçлени çинчен пĕр труках каласа пама хĕн. Çу каçиччен темиçе хулана çитсе тĕрлĕ халăха куртăмăр.
Çак самантрах пуçне шĕкĕлчекен шухăшĕсем тĕрĕссипе тĕрĕс маррине пĕлес килсе кайрĕ Анукăн.
— Тĕрлĕ халăх хушшинче çӳресе, тĕрлĕ хĕрпе тĕл пулса паллашрăр-и?
Ку сăмахсене Анук ăнсăртран мар, чĕри вăрканипе хускатнине Ваçли тавçăрса илчĕ. Хăй те шӳтлесе пăхасшăн тата Ануксем хăйсем мĕнле пурăннине пĕлесшĕн пулчĕ.
— Тунмастăп, Анук...Тĕрлĕ хĕрпе тĕл пулса паллашрăмăр, ―тесе ячĕ вăл. ―Хĕрĕсем пĕринчен тепри хӳхĕмрех. Пĕринчен тепри илемлĕрех. Аса илсен халĕ те чĕре хускалать.
Çакна илтсен, Анук аллинчи йĕке сирпĕнсе кайрĕ те урайне ӳксе ункă çырса хăварчĕ. Вăл, чĕри ыратнине пытарасшăн, йĕке хыççăн пĕшкĕнчĕ. Пурĕпĕр пит-куçĕ хут пек шуралса кайнине пытараймарĕ. Куна Ваçли Анук хăй вырăнне ларсанах асăрхаса илчĕ те вăл Микулана ĕлĕкхи пекех юратнине ĕненчĕ. «Çын тени кĕвĕçнипе çеç çакнашкал сăнран ӳкме пултарать». Ваçли ăшĕнче çăл шывĕ пек тапса тухма хатĕр кулăш хăпарчĕ. Анчах кулса ярас вырăнне вавĕмле хăрушлăх çывхарнинчен хăранă пек пулса кайрĕ. «Ассăр этем темерĕн, мĕн туса хутăм эпĕ? Ман сăмахсене Анук юлташне каласа парсан мĕн тăвас? Кĕтерук, эпĕ кирлĕ мара сӳпĕлтетнине илтсен, пуçĕпех курайми пулĕ». Йăнăша юсама, Анука урăх майлă ăнлантарма шутласа илчĕ вăл.
— Анчах, акă мĕн, Анук... ― терĕ Ваçли. ― Эпĕ никам хĕрĕпе те паллашман.
— Апла тесен, кам паллашнă? — Ваçли çине пăхмасăр хумханса ыйтрĕ Анук.
Ваçли усал тăвасшăн пекех:
— Камне хăвах чухламалла ĕнтĕ. Эпир унта иккĕнех пулнă вĕт! — терĕ.
Анук сасси пăчланса ларчĕ. Чĕри йывăр мăлатукпа çапнăн тапма тытăнчĕ.
Ваçли те хăйне кирлĕ сăмах çине куçаймасăр чĕмсĕрленчĕ. Хĕрĕн сăн-пичĕ улшăнни ытла та кулăшла туйăнчĕ. Çавăнтах: «Кĕтерук мана, Анук Микулине юратнă пек юратсан, çут тĕнчере манран телейлĕ çын та пулас çук», ― тесе шухăшларĕ.
Чĕри çунса тухасла вăрканине пула Анук ним тума аптрарĕ. Юрлама та пăхрĕ, лăпланаймарĕ.
— Анук... — юлашкинчен сăмах чĕнчĕ Ваçли, — эсир халь Кĕтерукпа туслă мар-и-мĕн?
Тусăмĕ çинчен сăмах тапратни Анука чун кĕртрĕ.
— Ку сăмаха ăçтан тупрăн эсĕ? — терĕ вăл ӳпкелешсе.
— Ăçтан тупни паллах. Иксĕр тусăмлă пулсан, ма улаха килмен вăл?
— Ма килмен-и? ― Анук каллех чĕмсĕрленчĕ. Михха патĕнче усал ĕç пулса иртнĕ хыççăн Кĕтерук ниçта та тухмарĕ, çамрăксен нимле вăййи-куллине те хутшăнмарĕ. Анчах ун çинчен мĕнле каласа парас? Ваçли йăнăш ăнлансан, тусăмне аван мар пулĕ. Анук урăх ним сăмах тупайман енне:
— Пирĕнпе вылясшăн-куласшăн пулмарĕ те — килмерĕ, ― терĕ калас килнĕ-килмен сассипе.
Ваçли тата ытларах çуйланчĕ, тата ытларах тĕлĕнчĕ. Вăхăт пур чухне Кĕтерук çамрăксен вăййи-куллнне яланах хаваспа хутшăннине лайăх астăвать вăл. Халь, çулталăкра пĕр хут çеç килекен улаха хутшăнасшăн пулма-сан, ырă еннех мар пулĕ.
— Мĕн пулнă ăна?
Ваçли сассинчи çуйлăха Анук çав самантрах сисрĕ те, вăл инçетри хĕрсемпе паллашни çинчен калаçнине аса илсе, ăна хăйне тĕпчесе пăхма шут тытрĕ.
— Кĕтерук мĕн тума кирлĕ сана? ― хăйне чунсăрла тыткалама тăрăшса каларĕ вăл.
Ваçли, пуçран çапса антарнă пек, ним калама аптраса ларчĕ. Тĕлĕннĕ те хăранă куçĕсемпе Анук çине тинкерсе: «Мĕншĕн çав териех нӳремсĕрле хуравларĕ вăл?
Эпир Кĕтерукпа варлă пулнине пĕлет вĕт? Апла тесен, Кĕтерук урăх каччă тупман-и?..» ― хуйхăрса шухăшларĕ.
— Эсĕ кунашкал калаçасса кĕтменччĕ, Анук... Эпĕ Кĕтерук çинчен ма ыйтнине хăвах пĕлетĕн пулĕ тенĕччĕ. Эсĕ пĕр-пĕрне нихçан курман çын пекех айкашатăн... Эпир ухмаххисем... Сирĕн çинчен мĕн чухлĕ шухăшламан-ши? Сирĕнпе тĕл пуласса мĕн чухлĕ ĕмĕтленмен-ши?
Анук чĕрине труках савăнăçлă шанчăк пырса кĕчĕ. Пичĕ çине хĕрлĕ сăн тапса тухрĕ. Вăл Ваçли шухăшне каласа пĕтериччен кĕтсе илеймесĕр:
— Кампа ĕмĕтленнĕ эсир? ― терĕ хăвăрттăн.
— Ун çинчен ма ыйтатăн? Эпир кампа ĕмĕтленнине хăвах чухламалла, ―хĕрӳленнипе сассине хăпартарах каларĕ Ваçли.
— Ма кăшкăратăн? Çынсем илтчĕр тетĕн-и-мĕн?
— Ан тив, илтчĕр! Эпĕ суйнине мар, чăннине калатăп! Ваçли сăмахне Анук ним иккĕленмесĕрех ĕненчĕ. Хăйне хăй тата ытларах шантарасшăн:
— Тĕрĕслĕх миçе вара сан? ―терĕ.
— Мĕнле тĕрĕслĕх миçе ман? ―ăнланмарĕ Ваçли.
— Ара, хăвах шухăшла... Нумай та пулмасть çул çӳренĕ çĕрте илемлĕ хĕрсемпе паллашнине каласа патăн. Халь тата Кĕтерук çинчен ыйтатăн... Темĕнле ĕмĕтсем пулни çинчен калаçатăн... Çук, Ваçли, ĕнтĕ чĕрне хури чухлĕ те ĕненместпĕр сире!
— Мĕн хĕрĕ пултăр унта! — юлашкинчен аллине сулчĕ те Ваçли тӳррĕн каларĕ: ―Эпĕ инçетри хĕрсем çинчен пакăлтатни пурте суя! Ĕнен, Анук, сире аса илмен кун иртмен пирĕн. Микула тесен... Çывăрнă чухне те санпа аташса выртатчĕ. Мĕн каласси пур вара... Микула çеç-и!.. ― Ваçли каллех аллине сулчĕ те шăп пулчĕ.
Малалла каламасан та Ваçли Микула пекех хăйĕн юратакан хĕрĕшĕн вутпа шыва сикме хатĕррине Анук лайăх ăнланчĕ. Суя сăмах сӳпĕлтетсе салхулантарнăшăн Ваçлие ятлас килчĕ унăн. Чĕри ытла пысăк савăнăçпа тулнăран, ун çинчен çав самантрах манса:
— Ваçли... ― çепĕççĕн чĕнчĕ вăл, ― эсĕ Кĕтерук улаха мĕншĕн килмен тесе ыйтрăн. Ан хăра, ăна нимĕн те пулман... Вăл сана ĕлĕкхи пекех кĕтсе пурăнать. Улаха вăл никампа калаçса тунсăхланă чунне йăпатма май çукран çеç килмерĕ.
Çуйланни тата хуйхăрни те ахаль çеç пулнине илтсен, Ваçли чĕри те савăнăçпа хыпса илчĕ. Вăл Анука тав туса аллине тепĕр хут чăмăртасшăнччĕ. Ытти çамрăксем тĕлĕнесрен именнипе хăймарĕ. Кăштах чĕмсĕрленсе ларнă хыççăн:
— Анук, ыран улаха чĕн-ха ăна. Сана Ваçли питĕ курасшăн те... ― терĕ хуллен.
— Чĕнетĕп... ― пĕр сăмахпа килĕшрĕ Анук.
Çапла ĕнтĕ, Ваçлипе Кĕтерук хушшинче пĕр-пĕрне шанмалла мар сăлтавсем сирĕлчĕç. Анук та хăйне Микула юратнине ĕненчĕ. Чĕри çеç лăпланса çитеймерĕ. Элекçей çинчен сăмах тапратнипе Микула юнашар ларманнине ăнланса, çав-çавах пăшăрханчĕ. Ун çинчен вăл Ваçлие каласа парса Микулана пĕлтерме хушасшăнччĕ, ĕлкĕреймерĕ. Павăл кĕтмен çĕртен кăшкăрса сăмах чĕнни чăрмантарчĕ.
— Ачасем, чур!
Микула хуткупăсне калама чарăнчĕ. Хĕрсемпе каччăсем те юрлама пăрахрĕç.
— Хĕрупраçсем, эсир мĕн, юрăпа хăналаса çĕр ирттерме шутларăр-им? ―терĕ вăл малалла. Хĕрсем çак сăмаха çеç кĕтнĕ пек:
— Вăхăт, ара! Тытăнас!
— Ытла каçа юлас мар! ― шавлăн калаçса илчĕç те кĕнчелеççисене тĕпелти кĕтесе тăратрĕç. Кăмакари хуплуна кăларса тата мăйăр тултарнă тăм тирĕке сĕтел çине лартсан, малтан пырса кĕнĕ пилĕк каччи пилĕк шкалькă эрех кăларчĕç. Микулапа Ваçли, çакна курсан, пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç: «Эпир мĕн хуратпăр?»
Микула нумай шухăшласа тăмарĕ, вак-тĕвек тăкаклăх хăварнă аллă пуслăх кĕмĕлне кĕсйинчен кăларса хуплу çине хучĕ. Микула хыççăн Ваçли те аллă пуслăх кĕмĕл кăларса хучĕ те:
— Хуплу та, мăйăр та, эрех те пур. Укçи хĕрсем валли кăнахвит илме пултăр! ―терĕ.
Кун хыççăн пилĕк каччăпа пилĕк хĕрĕ малтанхи пекех мăшăрăн сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Пĕр кĕтесрен Ваçли пырса ларчĕ те, сĕтел хушшинче вырăн юлмарĕ. Микула, нумай шухăшласа тăмасăр, айĕнчи пуканĕпех çамрăксене хирĕç пырса ларчĕ.
Анук вырăнсăрах юлчĕ.
— Ман ăçта ларас ĕнтĕ? ―кулкаларĕ вăл.
— Эсĕ кил хуçи арăмĕ вырăнне пулатăн! ― шӳтлĕн хуравларĕç хĕрсем.
— Мĕн тăвас тетĕн... Ирĕксĕрех сăра ĕçтерме тивет, ―килĕшрĕ. Анук. ― Хуплуне кам касĕ?
— Микула! Микула касать!
— Вăл кил хуçи, эсĕ кил хуçи арăмĕ пулатăн!
Çамрăксĕм хушшийче кăллех хаваслă кула янăрарĕ. Анук пĕр савăннипе, пĕр именнипе хăмач пек хĕрелсе кайрĕ. Микула та хавхаланчĕ.
— Кунашкал хисеплĕ тивĕçрен хăтарма ыйтатăп. Эпĕ нихçан та хуплу касса курман, касма та пĕлместĕп, — терĕ.
— Ан култар, Микула, хуплу касма пĕлмен каччă мĕн каччи вăл? ―тăрăхларĕ Ваçли.
— Пĕлетĕн пулсан, ху кас!
— Çук, Микула, унашкаллин амăшĕ вилнĕ! Эсир Анукпа иксĕр, кил хуçи, пурне те сирĕннех тума тивет. Пирĕн хăна пулса лармалли çеç!
— Микула, хуплу кас хăвăртрах!
— Мĕнле пĕлетĕн, çавнашкал кас! ―шавларĕç çамрăксем.
— Эсир ма çав териех тапăнтăр вара? Ку чăнах та хуплу касма пĕлмест тесе шутлатăр-и? Хуплу касасси баржа ăшĕнчен шыв тăкассиех мар-ха, ăна касма пулĕ! — хуплуна хăй умнелле шутарчĕ Микула. Вара, ваттисен йăлипе хуплу çине çĕçĕпе хĕрес палли чĕртерчĕ те, хуппине тăваткалласа касрĕ. Унтан айккинчен йĕри-тавра касса çаврăнчĕ.
— Акă суеçĕ ăçта! Хуплу касма пĕлместĕп терĕ!
— Кил хуçи тени хуплу касма пĕлмесен тата кам пĕлĕ! — кулкаласа илчĕç çамрăксем.
— Эпĕ хам ĕçе турăм, ĕнтĕ кирек мĕн хăтланăр! ― терĕ те Микула хуплуне сĕтел варрине тĕртсе хучĕ.
— Çук! Çук! ―каллех шавларĕç çамрăксем: ―Эсĕ ĕçтеретĕн, Анук сăрипе хăналĕ!
...Çамрăксем сыпкаларĕç. Хаваслăн та шавлăн шӳтлесе калаçрĕç. Хĕрнĕçемĕн вĕсен сассисем шавлăрах янрама пуçларĕç. Хăшпĕр каччăсем хĕрĕсемпе пăшăлтатма та тытăннă. Çакна кура Микула та Анукпа юнашар ларасшăн çунчĕ, анчах ниепле те май килмерĕ. Никам та хăйсен вырăнĕсене пушатмарĕç. Ваçли юлташĕн кăмăлне ăнланчĕ пулин те пулăшма пултараймарĕ.
— Эпир кил хуçисем пулса савăнтăмăр, ĕнтĕ ыттисем ку ырлăха курса савăнччăр, ― терĕ юлăшкинчен Микула.
— Чăнах та, тантăшсем! Вĕсене улăштарма та вăхăт ĕнтĕ! — юлташĕн хутне кĕчĕ Ваçли.
Çакнашкал ыйтнипе те вырăнтан сикмерĕç çамрăксем. Никамăн та юнашар ларакан савнă мăшăрĕнчен хăпас килмерĕ. Вĕсем çине тăрсах хирĕçлерĕç:
— Эсир пуçланă, эсирех вĕçлер!
Çамрăксем шавлама чарăнсан, Микула кăштах йĕкĕлтенĕн хуравларĕ:
— Юрĕ, ара, эсир калашлех пултăр... Малалла та хамах ĕçтерĕп. Анчах эпĕ сирĕн ташлас килет-и тен тесе шухăшланăччĕ. Ташлас килмесен хăвăрăн ирĕк!
Çамрăксем тин Микулан хуткупăс пуррине аса илчĕç те, ташлас килнипе ура тупанĕсем кĕçĕте пуçларĕç.
Микула хăй пуканĕпех стена çумне сиксе ларчĕ. Хут-купăсне туртса ячĕ. Çамрăксем ал çупма пуçларĕç, Анука ташша чĕнчĕç.
— Эпĕ ĕçлĕ çынне курмастăр-и? Ман сăра ĕçтермелле! ―ташă пуçарасран хăтăлас шутпа каларĕ Анук.
— Сăра ĕçтересси нимех те мар. Мĕнле те пулин хам та тултарса ĕçтерĕп! ― килĕшесшĕн пулмарĕ Ваçли.
Анук кăмака умнелле пăрăнма хăтланчĕ. Ваçли ăна урай варрине çавăтса кăларчĕ.
Анук килĕшрĕ, ташă пуçарнăшăн çăмăлттай хĕр тесе шутласран сăвă каларĕ:
Тарăн варта хур пусрăм,
Вăрă тесе ан калăр.
Ташă пуçарса ташларăм,
Шухă тесе ан калăр.
Анук сăввине каласа пĕтерчĕ те, акăш пек юхма тытăнчĕ. Хĕрсем ал çупа-çупа сăвă каларĕç:
Кĕрес мар теттĕм шыв çине,
Кимĕ кĕчĕ мĕн тăвас.
Тухас мар теттĕм ташлама,
Ташлас килчĕ мĕн тăвас!
Микула тӳссе лараймарĕ. Пукан çинчен тăрса, хут-купăс каласа ташлама тытăнчĕ. Вăл мĕн таран маттур ташларĕ — Анукăн ташши çав таран илемлĕрех курăнчĕ. Анук мĕн таран илемлĕ ташларĕ — Микулан ташши çав таран маттуррăн курăнчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...