Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Ваçли те тӳссе лараймарĕ. Ура çине тăчĕ те, шавлăн ал çупа-çупа, сăвă каласа ячĕ:
― Ак ĕнтĕ те пăх ĕнтĕ...
Кунта мĕскер мыскари?
Куна пĕлнĕ пулсассăн,
Виçĕмкунах килмелле!
Ваçли сăвви çине хуравласа Микула сăвă каларĕ:
― Тăррăс, тăррăс тапар-и,
Уратине хуçар-и?
Уратине хуçар-и,
Çĕн урата хывар-и?
Ташласан-ташласан Микула хăй вырăнне пырса ларчĕ. Хуткупăсне çаплах хаваслăн каларĕ. Анук пĕр-икĕ çаврăм турĕ те, йăкăш-йăкăш утса пырса, Микулана пуç тайрĕ. Ташлама чарăнса сак çине кайса ларчĕ.
— Вăт, ку пырасла! Куна ташă теме юрать! ―хаваслăн эхлетрĕ Ваçли.
Микула хуткупăс калама пăрахрĕ. Кĕсйинчен сăмса тутри кăларса, тарне шăлса типĕтрĕ,
Тата нумайччен ташларĕç, юрларĕç çамрăксем. Ыттĕкелле выля-выля мăйăр катрĕç. Саланма вăхăт çитсен, пуринчен малтан Ваçли тухса кайрĕ. Ун хыççăн ыттисем те мăшăрăн-мăшăрăн тухрĕç.
Анук, кĕнчелеççисем патĕнче кăштăртатса, юлташĕсемпе пĕрле тухма ĕлкĕреймерĕ. Микула хуткупăсĕпе аппаланса вăхăта ирттерчĕ. Анук хыççăн хуткупăсне хулпуççи çине çакса Микула тухрĕ.
— Пĕччен кайма хăрамастăн-и? ―ыйтрĕ Микула урама тухсан — Ăсатса ярас мар-и?
— Хăрамастăп пулмалла... ―иккĕллĕ хуравларĕ те Анук малалла утса кайрĕ. Микула хуса çитсен, Анук ун çине куç хӳрипе пăхса, кăмăллăн кулса илчĕ. Анчах иккĕшĕ те сăмах пуçараймасăр чĕмсĕрленсе пычĕç.
Сасартăк йытă вĕрсе янă сасă çĕрлехи шăплăха касса кайрĕ. Такамăн кил хушшинче ларакан хурĕсем çуйăхса какалама тытăнчĕç.
Е хĕрпе калаçма сăмах тупайманран, е йытă сасси хăлхине йăкăслантарнипе:
— Вăт явăл пуçĕ! — терĕ Микула.
Каччи çатракаланни тата йытăпа хурсем шав çĕклени Анукшăн кулăшла туйăнчĕ. Вăл хыттăнах кулса ярасран хăйне аран чарса:
— Йыттăн ĕçĕ çавă, уншăн мĕн ятламалли пур? — терĕ. Çав вăхăтра таçта инçетре метеор йăрлатса анчĕ. — Куртăн-и? Çăлтăр ӳкрĕ. Кашни çыннăн хăйĕн çăлтăрĕ пур, вăл ӳксен, çынни те вилет, теççĕ. Чăн-ши çав?
— Пĕлместĕп...
Микула кăмăлĕ çав-çавах пăсăккине сиссе, Анук та пăшăрханчĕ:
— Микула, пăхатăп та сан çине, эсĕ йăлтах улшăннă.
— Эпĕ улшăннă-и? — ирĕксĕррĕн кулса илчĕ Микула. — Çук, Анук, эпĕ мар... эсĕ улшăннă!
— Ытла та кулăшла этем эсĕ, Микула!
— Куна тĕрĕс каларăн. Эпĕ, чăн та, кулăшла этем. Эсĕ урăх каччăна кĕтнĕ, ун вырăнне эпĕ пырса кĕтĕм. Хăвна ăсатма та ирĕк памарăн, эпĕ çаплах хыççăн сĕтĕрĕнсе пыратăп. Ăçтан кулăшла пулмăн? — Юлашкинчен чĕрине ыраттаракан шухăшĕсене каласа пачĕ Микула.
— Кама кĕтнĕ вара эпĕ? Кам çинчен калаçатăн эсĕ?
— Эпĕ мар, ун çинчен улахра Якур та, ытти каччăсем те калаçрĕç.
Анук тӳсеймесĕр янăравлă кулса ячĕ.
— Кулатăн эппин?
— Санран мĕнле кулмастăн пулĕ? Эс сăлтавсăр çилленессе тĕлĕкре те курман эпĕ.
— Анук, эсĕ йăнăшатăн... Эпĕ пĕрре те çилленместĕп, — ӳпкеленĕн тавăрчĕ Микула. — Эпĕ киле таврăнсан, кунашкал халайсене илтессе сунман.
Анук Микула шанманнине сирме тăрăшмарĕ:
— Эсир, каччăсем, хăвăра çеç юрататăр çав! Аякри çулта хăв темиçе хĕрпе те туслашнă-и, тен?
Юратакан хĕрĕ шанмасăр калаçни Микула чĕрине тиврĕ. Кăмăлĕнче мĕн пуррине каласа пама хистерĕ.
— Анук, уссăрах тарăхтаратăн... Эпĕ суйма е кутăна пеме пĕлместĕп, çавăнпа тӳррĕн калатăп: çул çинче тĕл пулнă хĕрсем мана ялта чунтан юратакан хĕр пуррине тата вăйлăрах аса илтеретчĕç. Ку хĕре эпĕ тĕнчери чи илемлĕ хĕрпе те улăштармастăп. Мĕншĕн тесен юрату илемĕнчен ытлараххи урăх ниепле илем те çук. Нивушлĕ Атăл çине тухса каяс умĕнхи каç каласа хăварнисене мантăн?
— Çук, Микула, сан сăмахна манман эпĕ. Халь каланă пекех астăватăп. Эсĕ, вăт, эпĕ каланисене чăн та маннă...
— Анук... эпĕ вĕсене яланах чĕрере тытса усранă. Анчах эп ĕмĕтленнĕ пек килсе тухмарĕ. Эсĕ ху сăмаху çине тăмарăн.
— Эпĕ хам сăмах çине тăманни ăçтан курăнчĕ вăл?
— Ун çинчен улахра каланисене ху та илтрĕн.
— Çынсем темĕн те калама пултараççĕ вĕсем!
— Ма ман çинчен калаçмаççĕ?
— Каламаннине ăçтан пĕлетĕн? Тен, сан çинчен çĕр хут ытларах каланă?
— Анук, эсĕ тĕлĕнтеретĕн. Ман çинчен кам усал сăмах калама пултартăр?
— Усал сăмах калакансем кирек хăçан та тупăнĕç. Эпĕ вĕсене чĕрене хуман çеç. Эпĕ сана шаннă... Тен, эсĕ те ман сăмахсене манман пулĕ?.. Анчах ĕненмен вĕсене. Ĕненнĕ пулсан, çĕрĕк турта пек хуçăличчен манпа юнашар пырса лармаллаччĕ. Пĕтĕмпех каласа панă пулăттăм. Ман санран пытармалли нимĕн те çук... Кĕçĕр те таса пĕлĕт умĕнче сăмах паратăп, санран пытармалли ĕç нихçан та тăвассăм çук...
Хĕрĕн чунтан тухакан сăмахĕсем Микула чĕрине çемçетрĕç. Хăвăрт парăнасшăн мар çеç:
— Апла тесен, ăçтан сиксе тухрĕç ку хăлапсем? Эпĕ вĕсене хам пуçран шухăшласа кăларман вĕт! ― терĕ.
— Тĕрĕс, Микула, ку халапсене, чăн та, эсĕ шутласа кăларман. Тата ăнсăртран та сиксе тухман вĕсем. — Микулан куçĕнче каллех пăшăрхану палăра пуçларĕ. Анук ăна курмарĕ, Элекçейпе иккĕшин хушшинче пулса иртнĕ ĕçпе кĕçĕрхи халапсем мĕнрен пуçланса кайнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ.
Вĕсем сисмесĕрех чăвашла хапха умне çитсе чарăнчĕç. Анук сăмахĕсем хуравланмасăрах юлчĕç. Хуравланма та кирлех пулмарĕ. Унсăрăн та вĕсем кăмăлĕсем пĕр-пĕрин умĕнче çак çăлтăрлă тӳпе пекех тасине лайăх ăнланчĕç. Микула хăюланса аллисене Анук хулпуççи çине хучĕ те хăй çумнелле хуллен туртса илчĕ. Анук пуçне Микула кăкăрĕ çине хучĕ.
— Анук... чунăм... уссăрах кӳрентернĕшĕн ан çиллен... — хĕрĕн пит-куçне вĕри сывлăшĕпе савса пăшăлтатрĕ Микула.
— Эпĕ нихçан та сана кӳренмелле тумăп...
— Шанатăп, Анук... Урăх нихçан та... нихçан та сан çинчен усал шухăшламăп...
— Эпĕ, Микула... нихçан та хам çинчен усал шухăшламалла тумăп...
Çапла пĕтĕм таса чĕререн тупа туса тăнă çĕрте вĕсем хăйсенчен телейлĕ çын çут тĕнчере те çук пек сунчĕç. Анук, урисем шăнса, сивĕ çӳлелле хăпарнине туйрĕ. Анчах ку каçа вăл вĕçсĕр-хĕрсĕр тăсасшăн пулчĕ. Вăхăт çеç шеллемерĕ, малаллах шурĕ. Сарай тӳпинче автан авăтса ячĕ.
— Ой, Микула, киле кĕмелле!
— Ма васкатăн? — уйрăлас килмесĕр сăмах чĕнчĕ Микула.
— Тул çутăлса килчĕ. Кашни самантрах атте е анне тухма пултарать. Урампа çынсем çӳреме пуçлĕç. Эпир тăнине курсан тем калĕç!
Микула аллисене Анук хулпуççийĕ çинчен илчĕ.
— Эпĕ кĕретĕп ĕнтĕ... Питех шăнтăм...
— Ыран ăçта тĕл пулатпăр?
— Улах пирĕн мунчара... Ырă каç пултăр...
— Чипер кĕрсе çывăр...
IV
Тепĕр кунне Микула, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан самай вăхăтран, Михха патне кайма çĕнĕ пиншакĕпе çĕнĕ çĕлĕкне тăхăнчĕ.
Ашшĕ вăтăр тенкĕ укçа кăларса пачĕ те парăнса килĕшме сĕнекен сасăпа:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачам, тем пулсан та кăмăлна тӳлеккĕн тытма тăрăш. Ятлаçса çĕнтерес те, хăратас та çук ăна. Хуна валли инкек шырани çеç. Аннӳ тем чул та каларĕ мана... Чунĕ сĕтлĕ кӳлĕре çӳретĕр... — Çтаппан сăхсăхса илчĕ. — Ан çыхлан çавăнпала, пăрăн ун çулĕ çинчен терĕ. Эпĕ итлемерĕм. Мĕнпур инкекĕ те çавăнтан сиксе тухрĕ. Эсĕ ăслăрах пул. Кăмăллăн калаçса татăлма тăрăш. Çĕре çеç каялла çавăрса илесчĕ. Каллех ĕлĕкхи пек пурăнма пуçлăттăмăр, — терĕ.
— Ан хăра, атте, хамăра хур кӳме памăп! — ĕнентерсе хăварчĕ Микула.
Урама тухсан вăл çĕр çинчен те манса кайрĕ. Юратнă хĕрĕпе тĕл пулнине аса илчĕ. «Анук, Анук...» юрласа ячĕ унăн чунĕ. Чĕри ăшшăн вăркăшрĕ. «Эпĕ нихçан та... нихçан та хам çинчен усал шухăшламалла тумăп...» — Хĕрĕн ырă сăмахĕсене аса илсе хăйне хăй ӳпкелерĕ: «Ухмах мар-и эпĕ, уйăх пек таса хĕре шанмасăр калаçрăм».
Микула хăй те сисмерĕ, вырăсла хапха тĕлне çитрĕ те, пуçĕнчи хаваслă ĕмĕт-шухăшĕсем вĕçсе саланчĕç. Унăн куçĕ умĕнче амăшне вăхăтсăр вĕлернĕ, пурнăçне тĕп тунă сехметĕн хула пек кил-çурчĕ ахăрса ларать. Килте чухне Михха патне килсе хăйĕн шухăшне тӳррĕн каласа парас-си уншăн нимех те мар пек туйăнатчĕ. Халь, акă, иртнĕ каç ашшĕ каласа панисене тепĕр хут аса илчĕ те, Микула кăмăлĕ пăсăлчĕ. «Мĕн шыраса килтĕм эпĕ çакăнта? Каш-кăр çăварне лекнĕ сурăха хăçан çăлса хăварни пур? Е мăшкăлласа кăларса ярсан... Намăса ăçта чикес вара?» Микула çĕре каялла илес шухăша тапратнăшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Ашшĕ тӳсейми кĕтнине пула çеç каялла чакма шутламарĕ.
Микула кайри пӳрте хăюллăн кĕчĕ. Çав самантрах, Миххана тĕл пуласса кĕтнĕскер, никам çуккине курсан кичемленсе кайрĕ. «Мĕн хăямат, килте çук-и кусем?» Анчах ним шухăшласа ĕлкĕриччен алăк патне ура сасси çывхарни илтĕнчĕ. Кирек кам тухсассăн та никама пăхăн-маннине палăртас шутпа Микула икĕ аллине каялла тытрĕ, пуçне кăшт каçăртрĕ.
Малти пӳртрен уяв майĕпе юсав тумланнă Лукарье тухрĕ. Алăк патĕнче тăракан яштака пӳллĕ, илемлĕ те маттур çамрăк çине пăхса илчĕ те сăмах чĕнсе мĕн ĕçпе килнине ыйтас вырăнне аса илме тăрăшрĕ: «Ăçта... хăçан тĕл пулнăччĕ эпĕ ку çамрăка?» Унăн шухăшĕсем» çиçĕмрен хăвăрт чупса, айлăмра утă çулнă вăхăта çитсе ӳкрĕç. Вăйă варрине пĕр яштака каччă тухса тăчĕ. «Ну! — кăшăллатса кастарнă çăра çӳçне силлентерсе, янăравлă сассипе кăшкăрчĕ вăл: — Хаваслăрах кала хуткупăсна, эпĕ ташлатăп!» «Çавă!» — кăшт çеç хыттăн каласа яраймарĕ Лукарье. Чĕри серепене çакланнă кайăкăнни пек тапма тытăнчĕ. Вĕриленнĕ юнĕ питçăмарти çине хĕрлĕ сăр сапса хăварчĕ.
Хуçи вырăнне арăмĕ тухнине курсан, хĕрарăм умĕнче паттăрланма пăхни Микулана аванмарлантарчĕ. Çавна пулах вăл Лукарье хăйне мĕнле куçпа кĕтсе илнине те асăрхаймарĕ. Анчах кунта мĕн ĕçпе килнине астунăран вăхăта пушăлла ирттермесĕр сăмах чĕнчĕ:
— Ман Миххана курмаллаччĕ.
Ăмсанакан каччăн сасси çывăхрах илтĕнни Лукарье хăлхинче кĕсле хĕлĕхĕ янăранăн туйăнчĕ. Вăл, пуçне çĕклесе пăхма хăймасăр, чĕри майăн сывларĕ. Хумхануллăн та çепĕççĕн хирĕç чĕнчĕ:
— Мĕн ĕçпе кирлĕччĕ вăл сана?
Лукарье ыйтăвĕ çине хуравланă пекех малти пӳртре арçын сасси илтĕнчĕ:
— Кам унта?
Лукарье труках тăна кĕчĕ. Камне ятран каласан, упăшки кăмăл-шухăшĕнче мĕн пуррине пĕлессĕн туйăнчĕ. Вара çынна ним вырăнне хуман сассипе;
— Такам, палламастăп! ―терĕ те малти пӳртелле кĕрсе кайрĕ.
Арăмне хирĕç Михха тухрĕ. Çийĕнче сатин кĕпе, жилетка. Кăкăрĕ урлă сехет вăчăри çакăнса тăрать. Уринче сăрăллă çăматă.
Михха паян хавас кăмăллă. Ĕнер çеç-ха вăл марисен енчен ăнăçлă ĕç туса таврăннă. Вăрман улпучĕсем ăна Элнет юханшывĕ хĕрринчех пуртă пырса кĕмен вăрман уйăрса пачĕç. Кас та шыва йăвантар. Ан тив, куншăн вăрман улпучĕсене «кучченеç» сахалах памарĕ пултăр. Тупăшĕ тата ытларах пуласса шанать. Кăçал вăл, Элнет юхан-шывĕпе пиншер тăваткăл чалăш йывăç юхтарса, Царицынпа Аçтăрхан хулисене çĕршер челена ăсатма шутлать. Тырпул сутăн илес ĕç те ăнса пырать. Куланай хывнине тӳсеймен чăвашсем пурлă-çуклă тыррине те (ыраша пăтне хĕрĕх пуса, сĕлĕпе урпана — çирĕм пилĕкшер пуса) Михха амбарĕсене пырса йăвантарчĕç. Пуласлăхри ĕмĕчĕсем тата пысăкрах. Вăл тем пулсан та Атăлкасси улпучĕ пек куç ытамне вырнаçайми çĕр тытасшăн, шутласа кăларайми выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тăрăшать. Вара, ку таранччен Хусан хулинчен инçех кайса курманскер, ют патшалăхри хуçасемпе суту-илӳ пуçарса, вĕсен çĕршывне те кайса курĕ.
Михха кĕтмен çĕртен Микулапа тĕл пулнипе хумханса кайрĕ. Вĕсене тĕп тунăшăн намăсланнипе мар, труках çамрăк чухнехине аса илнĕрен. Микуларан виçĕ çул аслăрах пулсан та, иккĕшĕ пĕрле хут вĕреннĕ, каччă шутне кĕрсен, иккĕшĕ улахсене çӳренĕ. Михха, тем таранах усал чĕреллĕскер, ытти каччăсемпе час-часах çапăçнă. Чухăн çын ачисене ним вырăнне хумасăр мăшкăлланă пулсан та, Микулапа нихçан тытăçман. Мĕншĕн тесен Микула хăй тивĕçлĕхĕшĕн тăма пултарнине аван пĕлнĕ.
— А-а... Микула! — хавхаланса чĕнчĕ те пырса ал тытрĕ. — Эсĕ килнипе ельпох та савăнатăп!
Михха кунашкал йышăнасса Микула ниепле те кĕтменччĕ. Вашаватлăн ал парса саламлани Микула шухăшĕсене арпаштарчĕ. Вăл хирĕç тавăрса калама тивĕçлĕ сăмах тупаймасăр:
— Эпĕ килнĕччĕ... — терĕ те шăпланчĕ.
— Куратăп, эсĕ килнĕ... Çавăншăн савăнатăп та! Михха кулни Микулана тăна кĕртрĕ, çемçеле пуçланă кăмăлне хытарчĕ.
— Пирĕн çĕре миçе тенкĕшĕн туртса илнĕ эсĕ? — тӳр-тен ыйтрĕ вăл.
Михха та труках кулма чарăнчĕ. Çĕр çинчен сăмах хускатнине илтсен, тăна кĕрсе, хăй камне аса йлчĕ. Микула çине тинкерсе пăхрĕ. Яштака та маттур, хăйне хăй никама пăхăнманла тытакан каччă тăнине курсан: «Ашшĕ евĕрех!» — ирĕксĕртен çуйланса шухăшларĕ. Анчах авăкланнă çиллине ирĕк памарĕ. «Кĕлмĕçпе ятлаçса кăмăла пăсас-и вара? Ăна хăй камне астутарнипе те çитĕ». Михха, Микула ыйтăвĕ çине тӳррĕн хуравламасăр, чухăнсемпе калаçнă чухнехи мăнаçлă сасă çине куçрĕ:
— Эпĕ сана ĕç ыйтма килнĕ пулĕ тесе...
Михха хуçалла калаçма тытăнни Микула кăмăлне çирĕплетрĕ. Вăл, сехмет мăнкăмăллăхне хуçма шут тытса, ăна ним вырăнне хуман пек, пуçне кăшт каçăртрĕ:
— Ĕç вăл — шуйттан мар-ха, шыва тармĕ! Атăл — тĕнче пекех аслă. Мĕнле ĕçе саван, унта çавнашкал ĕç пур. Вăхăт çитсен каятăп та. Халь сан патна хамăр çĕре каялла илме килтĕм! Çĕре каялла илме килтĕм, — çирĕплетрĕ Микула. — Уншăн мĕн чухлĕ тӳлемелле?
Микула укçа тӳлеме пулнине илтсен, Михха кăмăлĕ пăсăлчĕ. «Ун; чухлĕ укçа ăçтан тупнă вăл? Ман патра тарçăсем сахал ĕçлеççĕ-и? Икĕ ят çĕрне илмелĕх укçа нихăшĕн те çук».
— Ельпох та çĕре сутăн илмелĕх укçа пур-и санăн?
— Мĕн пурри ―кĕсъере. Хамăр çĕршĕн тӳлеме çитет. ― Микула кăштах шухăшласа тăчĕ те: — Тĕрĕссипе, хамшăн килсе сăмах та тăвас çукчĕ. Маншăн çĕр чăрмав çеç. Унпала алă-урана çыхса лартни кăна. Çĕрсĕр эпĕ кăйкăр пек ирĕклĕ. Çуркунне çитсен, акă, Ваçлипе иксĕмĕр каллех Атăл çине каятпăр. Хамăр кăна мар, ытти çамрăксене те ертсе каятпăр. Ан тив, вĕсем те çут тĕнчере çӳресе курччăр, ырă та ирĕклĕ пурнăçăн тутине астивсе пăхчăр. Ваттисем-çке темшĕн çамрăксен кăмăл-шухăшне ăнланасшăн мар. Атте каçхине çĕре каялла илес тесе сăмах хускатрĕ. Çавна пула сана чăрмантарас терĕм. Халĕ сан сăмахна кĕтетĕп!
Микула ытла та никама та пăхăнманла калаçни Михха чĕрине хускатрĕ. «Çĕрсĕр эпĕ кăйкăр пек ирĕклĕ...» Чăн та, кăйкăр кайăк пекех вĕт вăл. Мĕн çыхса тăратĕ ăна ялта. Йăвине тĕпрен салатнă. Анчах вăл кăйкăра тухни мана мĕн усă кӳрĕ? — шухăшларĕ Михха. Çавăнтах Ми-кула халапĕнче хăрушлăх пуррине те сисрĕ. — Ытти çамрăксене ертсе кайсан?.. Атăл хĕрринче пурăнакан çамрăксем саланса пĕтсен, йывăçа кампа юхтармалла? Хирти ял çамрăкĕсемпе ĕç тăваймăн. Йывăç юхтарас вырăнне хăйсем путса пĕтĕç». Микулапа Ваçли илĕртсен, çамрăксем Атăл çине кайма пултарасса Михха ним иккĕленмесĕр ĕненчĕ. Хуласенче çĕнĕ хапрăк-заводсем шăтса ӳснине, Атăл çинче пăрахутсемпе баржăсем ытларах çӳреме пуçланине, унта рабочисем ытларах кирлине лайăх пĕлет Михха. Çавăнпа Микула ирĕклинчен кĕвĕçме тытăнчĕ. Микулана тавăрас кăмăл-шухăш вĕресе хăпарчĕ. «Анчах мĕнле майпа? Çĕр çумне çыхнипе. Мĕнех вăл маншăн икĕ ят çĕр. Çĕрсĕр этем, чăн та, кăйкăр пекех ирĕклĕ. Ана нимĕн те пĕр вырăнта чарса тăрас çук. Çĕрлĕ этем тымар янă пекех ирĕкне çухатать. Эй, асатте-аннесем... Сирĕн йăласене пăсса, алла лекнĕ мула каялла тавăрса панăшăн каçарăр... Пиллĕр, çырлахăр...»
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...