Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Кша! — урăх сăмах çуккине пĕлтерсе, аллине сулчĕ Михха.
Çтаппан, ывăлĕ таврăнасса кĕтсе ларнăçемĕн, вăл ĕç кăларма пултарас шанăçа çухата пуçларĕ, анчах Микула хĕрĕнкĕрех килсе кĕнине курсан, тĕлĕннипе ним калама аптрарĕ.
Микула пӳрт алăкне хупса тĕпелле пĕр утăм ярса пусичченех:
— Атте, çĕр хамăрăн! — терĕ.
Çухалнă шанчăкĕ тепĕр хут тупăннине илтсен, хăлĕ çеç пăшăрхантаракан çуйлă шухăшĕсем Çтаппан пуçĕнчен сирĕлчĕç. Вăл ачи çине ăшă кăмăлпа пăхрĕ — икĕ куçĕнчен куççуль тумламĕсем юхса анчĕç...
V
Микула кайсан, Михха та нумайх тăмарĕ, марисен енне тухса утрĕ. Лукарье ку киле качча килнĕренпе вара пуçламăш хут упăшки тухса кайнăшăн савăнчĕ. Унăн, пĕччен юлса, юратуллă ĕмĕт-шухăшĕпе çеç пурăнса курас килчĕ. Микула чăмăртаса хăварнă алли халь те вут-кăвар çинчи пекех çунать. Лукарье ăмсаннине Микула та сисмесĕр тăма пултарайман. Ахальтен тĕлĕнерех те çепĕççĕн пăхрĕ-и вăл ун çине. Улах çĕрте курнăçайрасчĕ. Вара Миххан усал шухăшĕсем çинчен те каласа панă пулĕччĕ. Упăшкана хĕрарăм пек е унăн йăрăсне упраса пурăнмалла мăшăрĕ пек улталатăн-и — çылăхĕ пĕрех.
— Анлан, Мавра аппа, эпĕ сан патна юлма пултарайтерсен мĕнле-ши? Çук, юрамасть. Килте ют куçсем нумай, çав самантрах асархĕç. Микула пачăшкă мăр. Пур киле те куç хывтармасăр кĕрсе çӳреме пултараймасть. Ăçта, мĕнле майпа курнăçмалла-ши унпала?» Юлашкинчен аса илчĕ Лукарье. Хăвăрттăн тумланса урама тухрĕ.
Шăп кăнтăр тĕлĕ. Ку вăхăтра урам хушши яланах пушă. Хĕрарăмсем вут хутнипе, арçынсем выльăх-чĕрлĕхĕсене пăхнипе ниçта та тухса çӳремеççĕ. Лукарье, çул çинче никама хирĕç пулмасăр, Мавра килне çитрĕ. Вăл пырса кĕни Маврашăн ыр-усал сиксе тухнă пекех туйăнса кайрĕ. Ку тарана çитсе те Михха ăрăвĕнчи çын ун алăк пуканĕ урлă каçнине курманччĕ. Мавра, амăшĕ тăлăххăн çуратннпе, ытти хресченсем умĕнче те шутсăр пулнă. «Вĕлтрен çинче çуралнă» текен усал чап сарăлнăшăн ун патне пĕр каччă та хăтана пыман. Ун чухне «амăшне пăх та — хĕрне ил» тенĕ йăла ытла та çирĕпчĕ. Çавăнпа Мавра ват хĕр пулса юлнă, Амăшне, ăраскалне, этемлĕхре тĕрĕслĕх çуккине ӳпкелесе пурăннă вăл. Унăн çĕр те çук, виçĕ чăхпа пĕр автанран пуçне нимле выльăх-чĕрлĕх те пулман. Вăл час-часах хутаç çакса ыйткаласа та çӳренĕ.
Пуян та хăватлă Михха арăмĕ пырса кĕнине курсан, Мавра именнипе ним калаймасăр хытса тăчĕ.
Лукарье ăна йăпатса хăй майлă çавăрасшăн:
— Мавра аппа, — йăрăсла сасăпа сăмах пуçарчĕ. — Туятăп: эпĕ килсе кĕни сана тем пекех тĕлĕнтерчĕ... Чĕнмен хăна кирек хăçан та чăрмав çеç. Эпĕ хăна та мар. Эпĕ пысăк ĕçпе килнĕ çын. Анчах мĕн ĕçпе килнине ăнлан-тариччен çакна астутарасшăн: эпĕ кунта пулни тата ман çăвартан тухнă сăмахсем иксĕмĕр хушăмăрта юлмалла. — Мавра хуравласса кĕтсе илмесĕр, кĕсйинчен вунă тенкĕлĕх ылтăн кăларчĕ, ун ывăç тупанĕ çине хурса пачĕ. — Ку сана чĕлхене çыртма пĕлнĕшĕн пулать!
Мавран ывăç тупанĕ çинче темĕнле сарă йăлтăркка япала выртать. Вăл, ылтăн укçана нихçан та курманскер, каллех ним калама аптраса тăчĕ.
Мавра чĕмсĕрленнине йӳн тӳленĕшĕн кăмăлсăрланчĕ пек сунса, Лукарье тепĕр ылтăн кăларса хучĕ:
— Акă тата вунă тенкĕлĕххи паратăп!
«Турă çырлахтăрах, чăн та, ылтăн-им ку?» — чĕри хаваслăн тапма пуçларĕ Мавран. Такам туртса илесрен хăранăн ывçине чăмăртарĕ. Халь вăл чĕлхине чарма çеç мар, Лукарье тем ĕç хушсан та тума хатĕр.
— Ырă кинĕм... Сăваплă иконсем умĕнче тупа туса калатăн: ман чĕлхе сан ирĕкрен тухса пĕр сăмах ытлашши персе ярсан та, ăна касса пăрахăп.
Мавра тупа туни Лукарье шанчăкне çирĕплетрĕ. Вăл чĕринче мĕн пуррине хăюллăн каласа пачĕ.
— Ах, Мавра аппа... Эпĕ Çтаппан ывăлне юратса пăрахрăм. Ăна пула выртсан та ыйхă килмест. Кăнтăрла та ниçта кайса кĕре пĕлместĕп. Тархасшăн, пире иксĕмĕре улах туса лар.
Мавра Лукарьен шухăш-кăмăлне лайăх ăнланчĕ. Ниме тăман ĕç тума ыйтнине илтсен савăнчĕ.
— Улахне тума пулĕ, кин... Хăçан кирлĕ, çавна çеç кала.
— Кĕçĕрех, Мавра аппа... Ăна хăналама эрех, клентĕр, сушка ил. — Мавра шухăша кайса тăнине асăрхасан, вăл хăйне панă укçинчен катасшăн мар пек ăнланса, тата пилĕк тенкĕлĕх кăларчĕ: — Ку ĕçме-çимелли илме пултăр!
— Тавтапуç, тавтапуç кин. Эсĕ мĕн хушнине пĕтĕмпех тăвăп! — хĕрӳленсе хуравларĕ Мавра. ― Каç, хăй çутсан кил вара.
— Килетĕп, килетĕп, Мавра аппа! — килĕшрĕ Лукарье. Пит-куçне шаль тутăрĕпе хупласа тухса кайрĕ.
Мавра, пĕчченех юлсан, чăмăрне уçрĕ. Унăн ывăç тупанĕ çинче сарă та йăлтăркка виçĕ япала. «Тур çырлахтăр, мĕн-мĕн илме пулмасть ку укçапа! Шухăшласан, хуть лавĕпех тырă ил. Лаша е ĕне илме те çителĕклĕ. Кăмăл тусан, пачăшкă арăмĕ пекех капăр тумланса çӳре». Кунашкал пуянлăха вăл тĕлĕкре те курман. «Ватăлмалăх кунăмра турă хĕрхенсе телей пачĕ. Ан тив, Лукарье астăр, ман унта ним ĕс те çук. Микулапа иккĕшне улах туса панăшан çылăхах пулмĕ. Ун вырăнне эпĕ пĕр хĕл те пулин çын çинче çӳремесĕр туттăн пурăнса курăп». Мавра икĕ пысăкрах ылтăнне тутăр таткипе чĕркесе турăш умне хучĕ те, хăй ĕмĕрĕнче пуçламăш хут, пӳрт алăкне тул енчен питĕрсе хăварчĕ.
Микула пĕчченех çĕрулми шуратса ларнă вăхăтра вĕсем патне Мавра пырса кĕчĕ.
— Килях, килях, Мавра аппа! — кăмăллăн йышăнчĕ ăна Микула.
Мавра сăхсăхса илчĕ те сăмах пуçарса ярасшăн, вăл ĕçленинчен тĕлĕннĕн пуçне сулкаласа:
— Çĕрулми шурататăн эппин? — терĕ.
— Шуратас пулать. Шуратса паракан çук та...
— Çĕрулми шуратакан кирлĕ тесен, авланас пулать. Аçупа иксĕр, икĕ упа, пĕр шăтăкра пурăннипе çитĕ.
— Нимех те мар, Мавра аппа. Эпир пур ĕçе те тума хăнăхнă. Авланасси тармĕ.
— Куна тĕрĕс каларăн, Микула. Авлансан нихăçан та качча пулаймăн! — тĕрĕ Мавра килĕшсе. Çавăнтах йăрас сасă çине куçрĕ: — Каç, хăй çутсан, ман патна пыр-ха.
— Хĕрсем сан пата пуçтарнаççĕ-им?
— Çук та.
— Апла тесен ма пымалла сан пата?
— Ма-и? — Мавра хуллен йăхлатса кулчĕ. ― Пырсан хăвах курăн. Пыратăн-и? — Микула ăнлансах каймарĕ пулсан та килĕшрĕ. Лешĕ тата çинерех тăрса хушса каларĕ: — Каç, хăй çутсан пыр вара. Эпĕ кĕтсех тăратăп, асту! Пырсан веçех пĕлĕн, Унччен никама та сăмах ан шăт...
Мавра тухса кайсан, Микула темиçе май шухăшласа та тупсăмне тупаймарĕ. Ытларах Анук улаххăн курнăçма чĕнтернĕ пек туйăнчĕ ăна. Çавăнтах ку шухăшĕпе те килĕшмерĕ. «Мĕн сăлтава пула чĕнет-ши вара? Каç хăйсен мунчинче улах ларатпăр терĕ-çке. Е кĕтмен инкек сиксе тухрĕ-ши? Çапах та вăрттăн улах тума кирлĕ марччĕ. Путлĕ хĕр вăрттăн улах туни халиччен те пулман.
Микула Ваçлипе сӳтсе явасшăнччĕ. Мавра никама та шарлама хушманни чарса тăчĕ.
Юлашкинчен каç пулчĕ. Ашшĕ лампа çутсан, Микула хуткупăсне çакса тухса кайрĕ.
— Килях, килях, Микула! Шăп вăхăтра çитрĕн! — хаваслăн кĕтсе илчĕ Мавра. Анчах Микула алăк çумĕнчен хăпайманнипе: ― Сана, мĕн, алăкран кăкарса тăратнă-им? Е малалла иртме хăратăн-и? — терĕ.
Микула хирĕç чĕнмерĕ, вырăнтан та хускалмарĕ. Кунта килнĕ чухне вăл, пӳрте кĕрсенех е Анука, е кама та пулин урăххине курасса шаннăччĕ. Мавраран пуçне урăх никам çукки ăна питех тĕлĕнтерчĕ.
— Малалла иртме пулĕ, Мавра аппа, — юлашкинчен сăмах чĕнчĕ Микула, — çакна çеç ăнланаймастăп: мĕн ĕçпе чĕннĕ эс мана?
— Ытлашши ан васка-ха. Васкакан арăмĕнчен савăн-ман, теççĕ. Луччă хывăн та тĕпелелле иртсе лар. Эпĕ сана клентĕрпе хăналăп... ― Мавра сĕтел çине клентĕрпе сушка пырса хучĕ. Пулштух эрех тата каçхи улахран юлнă сăра кăларса лартрĕ.
Сасартăк Микула пуçне тавçăру пырса кĕчĕ. «Нивушлĕ ку ват хĕр хăй патне чĕннĕ мана? Кунашкал хĕрарăмсем çамрăксене илĕртни çинчен сахал халап çӳрет-и?» Йĕрĕннипе Микула кăмăлĕ пăтранчĕ.
— Эс ăçта каясшăн? — хăраса чĕнчĕ Мавра.
— Анлан, Мавра аппа, эпĕ сан патна юлма пултараймастăп! — кӳрентермелле сăмах каласа ярасран хуравларĕ Микула.
Мавра та Микула мĕн шухăшлине тавçăрса илчĕ.
— Çук, эсĕ мана кирлĕ мар. Качча хам пата чĕнес вăхăт иртнĕ ĕнтĕ манăн...
— Мавра аппа, ма тĕрĕссине каламастăн эппин?
— Вăхăт çитсен пурне те пĕлĕн. Халь çакна çеç ан ман: сан аллуна телей килет. — Мавра каллех малтанхи хаваслă сасă çине куçрĕ: — Ху нимпе те хăяймастăн ĕнтĕ. Атя, карчăк çеç- пулсан та, сана пăхма тивет. — Вăл Микула аллинчи хуткупăса илсе сак çине лартрĕ. Пуçĕнчи çĕлĕкне хывса йăрхаха çакрĕ. Хăйне сĕтел хушшине кĕртсе лартрĕ. Урам енчи чӳречине кипкепе карчĕ те, черкке çине эрех, курка çине сăра тултарса: — Кăмăлна кайнă таранах ĕçсе çи. Эпĕ каятăп ĕнтĕ, — терĕ.
Мавра тухса кайни Микула пуçне тĕрлĕ шухăшсем çĕмĕрессинчен хăтараймарĕ. Вăл каллех Анука аса илчĕ. «Каччисене вăрттăн улаха чĕнни те пулкаланă, анчах вĕсем хăйсен чысĕсене çухатнă хĕрсем çеç. Нивушлĕ Анук та?..» Микула чĕрине пăр татăкĕ кĕрсе ӳкрĕ. Аллисем ирĕксĕрех чăмăртанчĕç. «Ешĕл ку улаха вăл шутласа кăларнă пулсан, юратнине пăхмасăрах патак çитерсе хăварăп!» Кирек кам килсе кĕрсен те хăюллăн кĕтсе илме тесе, тултарнă эрехпе сăрана тĕппипех ĕçсе лартрĕ. Самай вăхăт иртсен те никам килменнипе, сĕтел хушшинчен тухса, алăкăн-тĕпелĕн уткалама тытăнчĕ. Çул курки тултарса ĕçме тăнăччĕ кăна — алăк уçăлчĕ те, пурте шаль тутăрĕ пĕркеннĕ хĕрарăм кĕрсе тăчĕ. Микула палласа илеймесĕр тĕлĕнсе пăхрĕ. Хĕрарăм тутăрне салтса хулпуççи çине антарсан. Лукарье пулса тăчĕ.
— Мавра аппа ăçта? — çепĕççĕн чĕнчĕ Лукарье. Микула труках хуравлаймарĕ. Çĕнĕ тавçăру унăн чĕлхине çыхса лартрĕ. «Çакăн ĕçĕ мар-и ку? Вăл хăналама шутламан-и?» Кĕтмен инкеке çакланас мар тесен, лайăхрах тĕпчесе пĕлмелле.
— Пĕлместĕп! — хыттăн хуравларĕ Микула, — мĕн ту-ма кирлĕччĕ вăл сана?
Микула шучĕпе Лукарье, ĕçпе килнĕ пулсан, çакнашкал хуравланă хыççăн тухса каймаллаччĕ.
— Апла пĕчченех кил хуçи вырăнче ларатăн курăнать?
— Халлĕхе пĕчченех. Мавра аппа хупса хăварчĕ те, çак çимĕçсене сыхласа ларатăп.
— Ман шутпа, эсĕ пĕрре те тунсăхламастăн? Эпĕ хăçантанпа алăк сумĕнче тăратăп ĕнтĕ. Эсĕ саламламастăн та, ларма та сĕнместĕн. Ах, Микула. Микула... Ытля та чунсăр каччă эсĕ... — Лукарье хуллентерех кулса илчĕ те, Микула хуравласса кĕтмесĕр, хывăнма тытăнчĕ.
Мавра йăрăсла калаçнисем, мĕнпур ĕçме-çимине хатĕрлени мĕнрен килнине халь ĕнтĕ Микула ним иккĕленмесĕр ĕненсе çитрĕ. Юратакан хĕрне шанмасăр усал шухăшланишĕн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Иртнĕ каç çеç ун пирки нихçан уçал шухăшламăп тесе сăмах панăччĕ.
Лукарье пасартан илнĕ чаплă пуставран çĕлетнĕ кĕрĕкĕпе шаль тутăрне хывса хучĕ, пурçăн кĕпепе саппун вĕç-çĕн тăрса юлчĕ. Хăвăрттăн пырса алăк кĕлине хучĕ те:
— Сехметсем килсе кĕресрен пултăр-ха ку, — терĕ хаваслăн. Унтан, пурçăн кĕпине йăлкăштарса, сĕтел патнелле утăмларĕ. — Мана чĕнмерĕн те-ха эсĕ... Анчах эпир кунта иксĕмĕр те пĕр тан кил хуçисем, — тесе, Микулапа юнашар пырса ларчĕ. Вăл тухас çула пӳлчĕ.
Лукарье хăйне мĕнле тыткаланинчен Микула пуçĕнче тата тепĕр шухăш çирĕпленчĕ. Паçăр кăнтăрла, Михха патĕнче чухне, арлă-арăмлă пурнăçра вĕсенчен телейлĕ, пĕрне-пĕри юратса пурăнакан мăшăр та çук пек туйăннăччĕ. Халь вĕсем ун умне юратусăр çеç мар, этемлĕх чысне çухатнă çынсем пек тухса тăчĕç. Анчах Лукарьешĕн ку та сахал. Вăл, Микулана аташтарса, ăна таса хĕрĕн куçĕ умĕнче çĕре ӳкересшĕн.
Микула шарламасăр ларни вăл халиччен хĕрарăм курманран килет пулĕ тесе, Лукарье тата ытларах аскăнланчĕ.
— Микула, эсĕ тĕлĕнетĕн пулмалла?.. Çапах ан тĕлĕн... Эпĕ сана юратнипе ухмаха тухрăм ĕнтĕ. Ан хăра. Эпĕ санран нимĕн те ытлашши ыйтмастăп. Пĕр хут çеç савасчĕ мана. Халь маяшăн пурпĕр. Эпĕ ниме те шеллеместĕп, никамран та хăрамастăп... — Лукарье лампăна вĕрсе сӳнтерчĕ те Микулана мăйĕнчен ыталаса илчĕ. — Ах, чунăм... асран кайми савнă чунăм... — Микула пичĕ çине вĕри сывлăш сирлĕтсе пăшăлтатрĕ Лукарье.
Микула мăйĕ тавра хĕрарăм алли мар, Анукпа иккĕшне пăвакан сивĕ ӳтлĕ çĕлен явăннăн туйăнчĕ. Вăл ăна хăвăрттăн ярса тытрĕ те, мăйĕнчен вĕçертсе, сирсе ячĕ.
— Савнă тусăм, мĕн пулчĕ сана? — чĕтреше пуçларĕ , Лукарье.
— Çул пар тенĕ сана! — çиллĕн кăшкăрчĕ Микула. Лукарье кăларса ярасшăн мар тапаланчĕ. Микула тӳсеймерĕ, ăна вăйпа тĕксе ячĕ. Лукарье сĕтел хушшинчен сирпĕнсе тухса, урайне кайса ӳкрĕ. — Пакăç темерĕн! Эсир çынла пурăнма пĕлместĕр!
Пуртре тĕттĕм пулсан та, Микула хуткупăсĕпе çĕлĕкне хыпашласа тгирĕ те алăкран сирпĕнсе тухрĕ. Урампа таса та уçă сывлăшра, вăл тискер кайăк чĕринчен çăлăннă пек, çăмăллăн сывласа ячĕ.
VI
Çĕнĕ çул каçĕ çитрĕ. Иртнĕ çулхи пурнăç, йывăр пулчĕ пулсан та, халь никама та хăратмасть. Вăл каялла таврăнмасса кашниех пĕлеççĕ. Этемсене килес çулхи пурнăç канăçсăрлантарать. Мĕн илсе килĕ вăл: тутă е выçă пурнăç-и? Телейлĕ е телейсĕр пурнăç-и? Чухăнăн мĕнпур ĕмĕрĕ те ыран тутă, телейлĕ пурнăç килессе кĕтнинче. Ку шанăçа пĕр самантлăха çеç çухатсан та, вăл вăхăтсăр тăпра айне кĕрсе выртĕччĕ. Çĕнĕ çулхи пурнăç мĕн илсе килессе ниепле те пĕлме çук çав. Анчах юмăç пăхнипе çакна та пĕлме май пур иккен. Çав ĕмĕтне Энĕшкассисем салмалăх çăнăхĕнчен тунă пашалу ăшне кĕмĕл е пăхăр укçа чиксе кăмакана хучĕç. Пашалăвĕ пиçсен, ăна пуç айне хурса, тĕлĕк асăнса выртрĕç. Ирхине вара, укçа тĕсĕ мĕнле улшăннине пăхса, килес çулхи ăраскалне пĕлме шутларĕç. Пашалу ăшĕнчи укçа çуталмасан, килес çулхи пурнăç телейсĕр пу-лать иккен. Çуталсан ―телейлĕ. Çĕнĕ çул каç курнă телĕк мĕне пĕлтерессине чухлаттарма юмăç патне кайрĕç.
Микула, Ваçли, Анук, Кĕтерук тата вĕсемпе пĕрле улах ларакансем те çак ĕмĕтпе Мавра пӳртне пухăнчĕç. Урай варне пукан вырнаçтарчĕç. Тăм тирĕке шыв тултарса пукан çине лартрĕç. Тирĕк хĕрри тавра çăкăр, укçа, тăвар тата кĕл хучĕç. Шывĕ çине кăмрăк татăкĕ ячĕç.
— Кам малтан юмăç пăхас тет? — пĕр-пĕрин çине пăхкаласа илчĕç вĕсем.
Кашниех ыттисенчен малтан юмăç пăхса хăй ăраскалĕн пуласлăхне пĕлесшĕн çунчĕ, кăмрăк татăкĕ тăварпа кĕл тĕлĕнче чарăнасран хăраса тăчĕ.
— Эпĕ! — юлашкинчен килĕшрĕ Микула. — Воспоти помилей, пирĕн пуп Данилей... — сăхсăхса илчĕ те, шыври кăмрăк татăкне икĕ пӳрне хушшине хĕстерсе, тирĕк тавра çавăрса ячĕ.
Пурте кăмрăк хыççăн сăнаса пычĕç: «Мĕн тĕлне чарăнĕ?»
Савăрса янă кăмрăкĕ çăкăр е укçа тĕлне чарăнасса кĕтрĕ Микула. Ку вара, пуян хĕре качча илсе, паян пурнăçпа пурăнасса пĕлтерĕ. Анчах кăмрăк çăкăр тĕлĕнчен иртсе кайрĕ... Укçа тĕлĕнчен те... Шăп кĕл тĕлне çитсен чарăнчĕ. Çамрăксем ахăлтатса кулса ячĕç:
— Микула, сан арăму кукша пуçлă пулать!
Анук çурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Хĕрупраçсем хăйĕнчен кулнă пек туйăнчĕ ăна.
Микула аллине сулса тирĕк патĕнчен пăрăнчĕ. Ун вырăнне Кĕтерук пычĕ, кăмрăк татăкне савăрса ячĕ.
Çамрăкссм каллех шăпланчĕç, кăмрăк хыççăн сăнама тытăнчĕç. Лешĕ, çаврăнсан-çаврăнсан, укçа тĕлĕнче чарăнчĕ.
— Кĕтерук, телейлĕ эсĕ! Пуян çын ачине качча тухатан! — юмăç пăхни пуласса ĕненсе калаçса илчĕç.
«Ваçлие качча тухас пулсан, унтан пуян каччă кирлĕ те марччĕ мана. Вăл кăçал та утмăл тенкĕ ĕçлесе килнĕ. Çитес çул тата ытларах ĕçлесе тупĕ. Унпала ĕмĕр тăршшĕпех телейлĕ пулăттăм», — тесе шухăшларĕ Кĕтерук.
Анукăн кăмрăкĕ тăвар тĕлĕнче чарăнчĕ. Ку ĕнтĕ Анук чухăн çын ывăлне качча тухасса пĕлтерчĕ. Хĕрупраçсем хушшинче ассăн сывланисем илтĕнчĕç. Никамăнах та чухăн ачине качча тухас килмест. Нумайăшĕ кукша пуç лексен те, чухăн ачи ан пултăр теççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...