Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Мĕнле майла аçупа ятлаçма хăйрăн вара?
— Тĕрĕссипе, эпĕ мар, Çтаппан пичче, атте ятлаçса кайрĕ. Авланма шут тытрăм та, атте, эпе савакан хĕре тиркесе, çураçма килĕшмерĕ. Çавна пула тилĕрсе кайрĕ.
Ваçли канаш кĕтнине ăнланчĕ Çтаппан. Анчах сăмахне каличчен малтан Макçăм вырăнĕнче хăй мĕн тума пултарасси çинчен шухăшларĕ. Вăл ачисем ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен тухманнине юратать. Ун килĕнче арăмĕпе ывăлĕ те ăна хăйсен ирĕкĕпе пăхăнса пурăннă. Микула хăй шухăшне пурнăçласшăн çине тăрсан, Çтаппан сăмахсăрах килĕшĕччĕ-и тен. Ывăлĕ ашшĕ-амăшне е хăйне сиен кӳмелле ĕçе пуçăнас çука пĕлет вăл. Макçăм пуçĕпех урăх кăмăллă этем. Килĕнче вăл никама та ирĕк памасть. Пурне те хăй аллипе тыткалать.
— Тен, чăнах та, хĕрĕ тиркемелле? Сире çавăрма нумаях кирлĕ мар. Хĕрĕ çепĕç те йăпăлтирех пулсан эсир хăвăра та манатăр! — терĕ Çтаппан.
— Ваçли херĕ, атте, калама çук маттурскер! — калаçăва хутшăнчĕ Микула. — Кĕтерук!
— Кĕтерук?.. Прахăр хĕрĕ мар пулĕ?
— Çавă, атте!
Çтаппан ку хĕре питех пĕлмен пирки иккĕллĕ каларĕ:
— Кĕтерука нимшĕнех те хурлама пултараймастăп. Ашшĕ-амăшĕ ĕçлĕхлĕ, тӳрĕ çынсем. Çапах аçуна итлемеллеччĕ. Аçупа аннӳ тиркеççĕ пулсан, вĕсем ун çинчен санран аванрах пĕлеççĕ.
— Çук, Çтаппан пичче, вĕсем нимĕн те пĕлмеççĕ! — кӳренсе хирĕç тавăрчĕ Ваçли. — Вĕсем, хăйсем пуян пек, Кĕтерука чухăн çын хĕрĕ тесе хурлаççĕ. Тата, Уляна аппа хĕр çеç çуратнăран, Кĕтерук та ывăл çуратмĕ тесе сӳпĕлтетеççĕ. Малашне мĕн пуласса кам пĕлме пултарĕ?
Чухăн çын хĕрне ăмсанма кирлĕ мар тесе канаш парасшăнччĕ Çтаппан, анчах Ваçлин юлашки сăмахĕсем ун чĕрине те кайса тиврĕç. Вăл çавăнтах хăй ăраскалне аса илчĕ. Вăл та ытлăн-çитлĕн пурăнакан хресчен шутĕнчеччĕ, халь çап-çарах тăрса юлчĕ. Сантăр патне хăтана кайсан, вăл та Макçăм Прахăра хурланă пек хурласан, ăçта кĕрсе каймалла? Çтаппан ирĕксĕрех чĕмсĕрленчĕ.
— Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ? Мĕн канаш паратăр мана?
— Ваçли, ман шутпа, акă мĕн, — каллех сăмах хушрĕ Микула, — каялла чакма юрамасть. Пурнăçра кăмăла каякан хĕр нумай тупаймăн. Авланасса та ĕмĕр тăршшĕпе пĕрех авланатăн!
— Авлан та ĕç пĕттĕр!
— Вара? Вара ăçта каймалла?
— Ун енне кайсан, Кĕтеруксем патне кай. Вĕсен ывăл çук. Сана хаваслансах йышăнĕç. Малалла мĕн тумалли пурăна киле курăнĕ!
Ку шухăша Микула юлташне мĕнле те пулин май тупса парас кăмăлпа каларĕ. Анчах Ваçли кӳренчĕ:
— Эсĕ, яла култармалăхне, хама качча тухма хушатăн иккен? Ку юлташла канаш мар вара!
— Акă мĕн, Ваçли, — терĕ Çтаппан. — Эсĕ пирĕн патăрта лар-ха, эпĕ кайса аçупа калаçса пăхам.
— Тархасшăн, Çтаппан пичче. Хам та çавна каласшăнччĕ сана.
Макçăм килĕнче мĕн пулса иртнине курсан, Çтаппан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Урайĕнче пукансем ӳпне-питне саланнă. Кашăксем, тăм тирĕк ванчăкĕсем сапаланса выртаççĕ. Алăк патĕнче кĕтесре Верук макăрса ларать. Ун çумне пырса тĕршĕннĕ икĕ хĕрĕ ĕсĕклесе йĕреççĕ. Малти кĕтесре Уçка чĕтресе тăрать, Макçăм, халь хăшне те пулин тытса силлес пек, каллĕ-малле уткаласа çӳрет.
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум, мĕн пулнă сире? — сăмах чĕнчĕ Çтаппан, самай вăхăт шарламасăр тăнă хыççăн.
Макçăм хирĕç чĕнмерĕ. Анчах килĕнчи йĕркесĕрлĕхсене кумăшĕ курнипе аванмарланчĕ.
Çтаппан килсе кĕни Верука хăюллантарчĕ. Вăл куç-çулĕ витĕр тухакан сассипе:
— Пирĕннинчен путсĕр кил ниçта та çук! Пирĕн Макçăмран путсĕр этем те çук! — терĕ.
— Çăварна хупла!
Макçăм чăмăрне çĕклесе Верук патнелле утăмларĕ. Çтаппан иккĕшин хушшине кĕрсе тăчĕ:
— Тăхта-ха, кум, ытлашши ан вĕрилен!
Çтаппан хута кĕнине курсан, Верук татах хăюлланчĕ.
— Çук, хупламастăп! Пĕтĕмпех каласа паратăп! Ан тив, эсĕ ухмахланнинчен пĕтĕм ял култăр! Ывăлна хăваласа кăларса ятăн, мана хĕнесе тăкрăн. Сĕтел çинчи тирĕк-чашăка çапса çĕмĕртĕн!
Макçăм арăмне чышса ярасшăн пулчĕ — Çтаппан ирĕк памарĕ.
— Ах, кум, — хурлăхлăн каларĕ Верук. — Ваçли авланма шут тытнă. Ку, путсĕрскер, харкашу тапратса ячĕ. Кĕтерук пирĕн киле юрăхлă хĕр мар имĕш! Эсĕ ху çине чипертерех çаврăнса пăхасчĕ. Ху кам-ши?
Çтаппан Макçăм кăмăлне çавăрма тăрăшрĕ:
— Хаклă кумсем... Эпĕ те Ваçлие авлантарасси çинчен сӳтсе явма килтĕм. Халь вăл пирĕн патăрта ларать-ха...
Макçăм куçне çĕклесе Çтаппан çине пăхрĕ, хăлхине тăратрĕ. Кумăшĕ ывăл хутне кĕме килнине пĕлсен, Верук та макăрма чарăнса шăпланчĕ.
— Эпĕ çакна каласшăн, кум... Кĕтерук çав териех начар хĕр мар. Прахăр та хурламалли çын мар. Вĕсем чухăнни пӳлĕхçĕрен килнĕ-и, тен? Эпир пурсăмăр та унăн ирĕкĕнче...
Макçăм çавăнтах пулчĕ ăна:
— Кĕтерук аван хĕр тесен, мĕншĕн пире илтересшĕн эс ăна? Сан хăвăн та авланас ывăл пур. Илсе пар та кин ту!
Çтаппан ирĕксĕрех сассине хăпартрĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, кум... Микуля Кĕтерук илме шухăшласан, хирĕç пĕр сăмах та калассăм çук. Иккĕшĕ пĕр-пĕрне килĕштерсен телей çеç сунăп. Кунашкал харкашу тапратмастăм. Сан Ваçли пек ăслă та маттур ывăлăн кăмăлне хуçмастăм.
Кумăшĕ тĕрĕс каланине ăнланчĕ Макçăм. Анчах арăмĕпе ачисем умĕнче труках парăнас килмерĕ.
— Кум, тархасшăн, ан вĕчĕрхентер. Ман санпала пĕрре те хаяр пулас килмест!
— Иксĕмĕр хушăра туслăха хакламасан, хаяр пулма та тивет. Эпĕ хам сăмаха пурпĕр каялла илессĕм çук. Сан Ваçлипе килĕшмеллех!
— Макçăм, кум тĕрĕс каларĕ... Килĕш те, ĕçĕ пĕттĕр! Верук сăмах хушни Макçăма çĕнĕрен тарăхтарса ячĕ.
— Кум, акă мĕн... Килна кай та йĕрке ту! Эпĕ хам кил-те хам хуçа!
Кун хыççăн, чăн та, урăх ним калаçмалли юлмарĕ. Çтаппан ассăн сывларĕ:
— Ху пĕлетĕн, кум... Сан ывăл — сан ирĕк... Кайран çеç ӳпкелешмелле ан пултăр!
Çтаппан тӳсĕм çитерсе çине тăнă пулсан, Макçăм парăнĕччĕ-и тен. Анчах кумăшĕн çатрака кăмăлне пула Çтаппан аллине сулчĕ:
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр эппин... Хăвăн ирĕк... Сăмах тунăшăн хаяр ан сунăр! — тесе тухса кайрĕ.
VIII
Прахăр çемйинче, хăйсĕр пуçне, паян Ваçлин евчи килессе пурте пĕлчĕç. Ку хыпар Натюшран тухрĕ. Вăл хăйĕнчен çамрăкрах йăмăкне каласа пачĕ, лешĕ — тепĕр аппăшне. Виççĕмĕшĕ амăшĕн хăлхине çитерчĕ. Вара вĕсем ирех евчĕ кĕтме хатĕрлене пуçларĕç, пӳрт ăшчиккине çуса тасатрĕç.
Хăйне телейлĕ суннипе Кĕтерук нихçанхинчен те ытларах савăнчĕ. «Кĕçех евчĕ килет, — шухăшларĕ вăл. — Атте-анне качча тухма пиллĕх парĕç. Вара ман ĕмĕт пурнăçланĕ. Урăх эпĕ нихçан та çын ĕçне туса тарăхмăп, пĕтĕм чуна парса Ваçлие пăхма, унăн ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшăп...»
Вăхăт кăнтăрларан та сулăнчĕ — евчĕ килеймерĕ. «Нимех те мар, — хăйне йăпатма тăрăшрĕ Кĕтерук. Хăтана ялан тĕттĕмленсен çӳреççĕ». Кĕтерукăн хăвăртрах каç пултарасси килчĕ. Анчах вăхăчĕ, юри тенĕ пекех, васкамарĕ.
Юлашкинчен пӳртре хăй çутрĕç. Евчĕ çаплах çитеймерĕ. Труках Кĕтерук чĕрине иккĕленуллĕ шухăш пырса кĕчĕ те сивĕ тытнă чухнехи пекех шăнтса пăрахрĕ. «Чуптăвасшăн çеç çапла каламарĕ-ши вăл? Турă çырлахтăр, мĕн турăм эпĕ?» Кĕтерук пит-куçне намăслăх вут-кăварĕ хыпса илчĕ.
Кĕтмен çĕртен Мавра пырса кĕчĕ. «Куна евчĕ туса яман-ши?..» Прахăр çемйи сисчĕвленчĕ, Уляна Маврана вашаватлăн йышăнчĕ. Анчах вăл евчĕ маррине пĕлсен, Прахăр çемйи каллех салхуланчĕ, Мавра, вăхăт тупса, Кĕтерук çывăхне пычĕ те:
— Ман пата кай-ха эсĕ! — тесе пăшăлтатрĕ. — Сана унта Ваçли кĕтсе ларать.
Кĕтерук çакна çеç ăнланчĕ: юратакан каччипе иккĕшĕн хушшинчи пурнăçра кĕтмен инкек сиксе тухнă. Унсăрăн хăй патне чĕнтермен пулĕччĕ вăл.
Кĕтерука каччи кăштах тăнăçланнă чĕрепе кĕтсе илчĕ. Ашшĕ килешменнипе Ваçли авланасса çитес çула хăварма шутларĕ. Çулталăк кĕтме ытла нумаях та мар пек туйăнчĕ ăна. Тата çак хушăра вăл пӳрт лартмалăх ĕçлесе тупасса та шанчĕ.
— Кĕтерук... — çепĕççĕн те хурлăхлăрах чĕнчĕ Ваçли, — тархасшăн каçар... Ман сана ăнлантарса памалли пур...
— Мĕн тата? — çуйланчĕ Кĕтерук.
— Кăçал туй тăваймастпăр...
Кĕтерук чĕри çĕçĕпе чикнĕ пекех ыратса кайрĕ. Ваçли хăтана пыма пулнине хăй çеç пĕлнĕ пулсан тепĕр майлăччĕ. Халь ĕнтĕ амăшĕпе йăмăкĕсем те пĕлеççĕ. Ваçли шухăшне улăштарнине пĕлсен мĕн калĕç вĕсем? Тусĕн куçĕ умне мĕнле курăнас? Вĕсем иккĕшĕ венчете пĕрле кĕме шут тунăччĕ вĕт.
— Апла тесен, улталарăн-и мана... ― чунĕ тăвăлланса килнипе пăшăлтатрĕ Кĕтерук.
— Çук, Кĕтерук, улталаман... Иртнĕ каç сана чĕрери чи ырă шухăша каласа патăм... Анчах паян... Атте мана хирĕçлессе шухăшлама та пултарайман...
— Ваçли, ан суй! Аçу сана мар, мана хирĕçлет. Тархасшăн, кала-ха, мĕншĕн çав териех килĕшмерĕм-ши эпĕ ăна?
Ваçли, хĕрĕ умĕнче йăлтах тӳрре тухасшăн, ашшĕпе иккĕшин хушшинче мĕн пулса иртнине пытармасăр каласа пачĕ. Кĕтерук мăйран пăвса пат пекех пӳлĕне-пӳлĕне сывла пуçларĕ, кунта килнĕшĕн пăшăрханчĕ, Ваçли ăна йăпатма васкарĕ:
— Кĕтерук, эпĕ сана нихçан та юратма пăрахас çук. Тархасшăн, лăплан. Тепĕр çул кĕтесси нимех те мар.
— Ваçли, кирлĕ мар... Урăх нимĕн те ан кала! Пурне те илтрĕм, пурне те ăнлантăм. Тепĕр çултан нимĕн те улшăнас çук. Манăн анне ывăл ача çуратмĕ. Атте пуяймĕ... ― Кĕтерук ура çине тăчĕ.
— Кĕтерук!..
— Кирлĕ мар, кирлĕ мар, Ваçли. Ан чар мана. Эпĕ сана усал сунмастăп... Телейлĕ пул... Малалла калаймарĕ Кĕтерук. Куçĕнчен куççулĕ шăпăртатса юхса анчĕ.
Урам хушшинче вăл ăçта пуснине курмасăр чупрĕ. Хăйне çăмăл креслаллă лав хуса çитнине те сисмерĕ. Такам ăна пилĕкĕнчен ыталаса тытрĕ те темĕнле тĕпсĕр çĕре пăрахрĕ. Кĕтерук кăшкăрмарĕ те, Кирек ăçта ӳксен те пур-пĕрех мар-и? Унăн пĕтĕм ырă ĕмĕт-шухăшне татрĕç...
IX
Микула тĕксе хăварнă хыççăн Лукарье, тăна кĕрсе, ура çине тăчĕ, кĕрĕкне тăхăнчĕ, шаль тутăрĕпе питне хупласа çыхрĕ те Мавра пӳртĕнчен тухса кайрĕ. Киле вăл мунчаран сĕрĕм лектерсе таврăннă пек çитрĕ. Хывăнмасăрах вырăн çине ӳксе, хурлăхлăн ĕсĕклесе макăрчĕ. Качча тухнăранпа икĕ çул хушшинче упăшки ăна пĕр хут çеç кӳрентермен, пĕр хут çеç хур кӳмен пулсан та, вăл куççуль кăларманччĕ. Упăшки Кĕтерука мăшкăллама тапăннине те тумлам куççулĕ кăлармасăр тӳссе ирттерчĕ. Микулай хисеплеменни унăн тӳсĕмлĕхĕнчен вăйлăрах пулчĕ. «Пакăç темерĕн!» — вăл йĕрĕнсе каланă сăмахсем Лукарье хăлхинчен туха пĕлмерĕç, чĕрине мăка çĕçĕ пек каскаларĕç. «Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ? Кунашкал намăс курнă хыççăн мĕнле пурăнмалла тĕнчере?.. Ма йĕрĕнчĕ-ха вăл манран? Çав териех начар хĕрарăм-ши эпĕ? Е ăна çавăрма пĕлмерĕм-и? Вăл пачăшкă маррине мĕншĕн çавăн чухнех тавçăрса илеймерĕм-ха? Лешĕ авланнă, аскăнланса та курнă. Ку чунĕпе, ӳчĕпе те каччă-и тен?!» Микула хĕрĕ Анук тенине аса илчĕ те Лукарье ун çинчен шухăшлама тытăнчĕ. Пĕлет-и ăна вăл? Çук, ялти ытти хĕрсемпе танах, сахал пĕлет. Микула хăйне хур туни Анука юратнинчен килнĕ пек сунса, Лукарье чĕрине хĕре тавăрас çилĕ капланса килчĕ. Анчах мĕнлĕ майпа? Курайман çынсене упăшки Хĕлип урлă тавăрнине Лукарье лайăх пĕлет. Ку меслетпе усă курма ăна та йывăр мар. Хушмалла çеç. Вара Анукăн пĕтнĕ пуçĕ çавăнта пулĕ. Лукарьен хĕре çӳренĕ çĕртех типĕтсе хăртас килчĕ. Куна асамăçласа кăна тума май пур. Лукарье куç-çулĕсене типĕтмесĕрех çывăрса кайрĕ. Ирхине тăртăннă куçĕсемпе вырăн çинчен тăчĕ...
Лукарье Ваçухха патне пырса кĕчĕ. Пӳртри пăнтăхнă сывлăшпа йӳçĕ тĕтĕм кăкăрне хĕртсе илчĕç. Ана таçта, виле шăтăкне аннăнах туйăнчĕ. Кăмака çинче çын йăшăлтатни, çав самантрах хăрăлтатса тухакан сасă илтĕнчĕ:
— А-а... Камăн хĕрĕ е ывăлĕ пулчĕ çавăнта? Сехмет-и е пӳлĕхçĕ хăваласа килчĕ сана?
— Эпĕ-ха ку, Ваçухха аппа...
Ваçухха, суккăрлана пуçланă куçĕсемпе тинкерсе пăхса, ку хĕрарăм пуян килтен килнине тавçăрчĕ.
— А-а... хĕрĕм... паллаймарăм-çке сана?
— Эпĕ — Лукарье... Михха арăмĕ.
Лукарье тени юмăçшăн ниме те пĕлтермерĕ, анчах Михха ячĕ хыпăнтарса ӳкерчĕ ăна.
— А-а... хĕрĕм... Телей е инкек... Сехмет е пӳлĕхçĕ хăваласа килчĕ сана ман патăма?
Лукарье ылтăн укçа кăларса кăмака çумне пычĕ те:
— Ваçухха аппа, ме-ха сана кучченеç! — тесе, юмăçăн ывăç тупанĕ çине хучĕ.
— А-а... — сассине тăсрĕ Ваçухха. Куç çути вăйсăрланнă пулсан та ылтăн укçана уйăрса илчĕ. Çавăнтах ăна хĕвне ярăнтарчĕ.
— Ваçухха аппа, эсĕ чĕлхене тытма пĕлет тенине илтнĕ эпĕ, ― астутарчĕ Лукарье.
— А-а, хĕрĕм... Уншăн нимĕн те ан шухăшла... манăн чĕлхе вилтăпри пекех чĕмсĕр. Ман пата çĕршер, пиншер этем килсе кайнă. Эпĕ вĕсен ятне те астумастăп. Мана пулĕхçĕ çынсен йăрăсне тытса усрамалăх ăстăн паман. Ман умра кăмăл-шухăшна пĕтĕмпех каласа пама пултаратăн...
— Ваçухха аппа... — пăшăлтатрĕ Лукарье. — Ялта пире курайман тăшмансем пур... Унăн ячĕ — Анук...
— А-а... — Анук камне аса илме тăрăшса, сассине тăсрĕ Ваçухха. Ялта Анук ятлă хĕрарăм нумаййипе: — Камăн хĕрĕ е арăмĕ пулать-ха вăл? — тесе ыйтрĕ.
— Сантăр хĕрĕ вăл.
— А-а... — пĕлнĕ пек мăрлатрĕ Ваçухха.
— Çав Анук текеннин каччи пур — Çтаппан ывăлĕ Микула. Иккĕшне сивĕтесчĕ те, Анукне вут-кăвар тивнĕ чечек пек типĕтсе хăртасчĕ.
— А-а... Эпĕ сана... канаш парăп, хĕрĕм... Эсĕ Анукăн çӳç пĕрчине туп, кĕпи-йĕмминчен пĕр саплăк касса ил те çăхан йăви çине кайса хур. Çуркунне çăхан йăвана ларĕ те Анук типсе хăрма тытăнĕ. Тата çуркунне ертекен мăшăр шапана тыт та, çиппе çыхса, кăткă йăви ăшне алтса чик. Асту, шапасем кăшкăрнă сасă хăлхуна пырса ан кĕтĕр, вара ху та пĕтетĕн. Тепĕр кунне кай та алтса кăлар. Унта эсĕ вĕсен шăммисене çеç тупăн. Пĕр шăммине илсе кил те, çав шăмăпа Микулана виçĕ хутчен сĕртĕн. Вара вăл Анукран сивĕнĕ... теприне юратма пуçлĕ... — Ваçухха шухăшне каласа пĕтермесĕрех чарăнчĕ.
— Кама юратĕ вара? — тӳссе тăраймарĕ .
— А-а... Пурне те каласа пама эсĕ кӳренесрен хăратăп, хĕрĕм.
— Кала, пĕтĕмпех кала, Ваçухха аппа. Нимĕн те ан пытар манран! — йăлăнчĕ Лукарье.
— Сана юратĕ, хĕрĕм...
— Ан тив, юраттăр... Анукран çеç çивĕнтĕрччĕ! — савăннипе вутлăн-хĕмлĕн пулса каларĕ Лукарье.
— Сивĕнет, сивĕнет, хĕрĕм...
Лукарье труках тăна кĕчĕ. Юмăç карчăк сĕннисене çуркунне çеç пурнăçлама пулать. Унччен Микулапа Анук ним чăрмавсăр мăшăрланĕç те...
— Ваçухха аппа, çуркуннене кĕтсе илесси. Унччен темĕн сиксе тухас пулĕ? Часах раштав çитĕ, ӳте кĕрĕ...
— А-а... Анланатăп, хĕрĕм, ăнланатăп... Апла тата тепĕр канаш парăп сана: çитес вырсарникун чиркĕве кай, çурта ил те Микула угодник умне: «Анук пуçĕ каялла пултăр, пурнăçĕ çак çурта пекех çунса кайтăр», — тесе пуçхĕрлĕ ларт.
— Тавтапуç, тавтапуç, Ваçухха аппа. Эс каланисем пурнăçлансан, нимĕн те хĕрхенмĕттĕм!
Лукарье юмăç карчăк патĕнчен хавасланса тухрĕ. Вырсарникуна кĕтсе, Мавра патĕнче пулса иртнĕ ĕçсем çинчен ял хушшине сăмах тухнипе тухманнине пĕлме тăрăшрĕ. Ним сас-хура та илтĕнменрен упăшкине пĕр пăшăрханмасăр кĕтсе илчĕ, каллех марисем енне ăсатса ячĕ. Вырсарникун чиркĕве кайса, юмăç карчăк хушнă пек турĕ. Кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне иртрĕ. Анук типсе хăрма мар, тен, пушшех те чиперленсе пычĕ-и? Микулапа иккĕшин хушшинчи юрату татах çирĕпленсе тĕвĕленчĕ. Лукарье ним тума аптраса каллех юмăç патне кайса ăс ыйтрĕ. Çавăнтан вара Сантăрсен кил таврашĕнче асамласа пăрахнă укçа, çăкăр татăкĕ тата ытти вак-тĕвексем тупăна пуçларĕç. Пĕррехинче Анукăн çуса çакнă кĕпине касса кайнă терĕç. Сантăрпа Наçтик, хăйсен килне асамăçланине сиссен, темле инкек çывхарасса кĕте пуçларĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...