Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Акă мĕн, Мавра аппа... Эсĕ ху патна Лукарьене чĕнсе кил-ха. Паян каçпулттипе килтĕр вăл. Сана Микула курасшăн, те. Пĕркунне килĕшӳсĕр хăтланнăшăн каçару ыйтать, те.
Мавра, мĕнле килĕшӳсĕрлĕх çинчен сăмах пынине пĕлесшĕнччĕ, анчах ăна хирĕç кавар тунă çĕре хăй те хутшăннипе ыйтма хăяймарĕ. Тата Микула Лукарьене чĕнсе килме хушни савăнтарчĕ ăна. Иккĕшĕнчен пĕри чĕнтерессе тахçанах кĕтрĕ вăл. Вара каллех ылтăн çума тытăнасса шанчĕ. Çавăнпа та Микула хушнине тума хаваслансах килĕшрĕ.
Маврана кăштах канăçсăрланса та çĕнĕ хыпарсем пĕлесшĕн çуннипе кĕтсе илчĕ Лукарье.
— Килях, килях, Мавра аппа... Тĕпелерех иртсе лар! ― Лешĕ сак çине ларсан: — Ял хушшинче мĕнле çĕнĕ хыпарсем пур? — терĕ.
Мавра чеелле кулса илчĕ:
— Ял хушшинче-и? Иртнĕ каç Сантăрсен хапхине Микула тикĕтпе вараланă текен хыпар çӳрет.
— Чăнах-и, Мавра аппа?
— Чăнах, кин. Ял хушшинче никам курман кулăш ахăрать. Сантăрсен килĕнче шăпах тамăк. Халь ĕнтĕ вĕсем Микулана чунтан кураймаççĕ.
Ку хыпарсем Лукарьене савăнтарчĕç. Анчах Микула та Якур пекех тума пултарас хăрушлăх ăна çав-çавах канăç памарĕ.
— Каччисем мĕн шухăшлаççĕ-ши? — Микуласен килĕнчи пурнăçа пĕлесшĕн ыйтрĕ вăл.
Мавра каллех йăрăсла сасă çине куçрĕ:
— Микула мĕн шухăшланине пĕлсен, кин... эсĕ ухмаха ересрен хăратăп.
— Чăнах-и, Мавра аппа? — хумханса сăмах чĕнчĕ Лукарье. — Ырă хыпар илсе килтĕн пулсан, ахаль тумастăп...
— Кин, кин... Хăçан усал хыпар илсе килнĕ эпĕ? — Апла тесен кала... — васкатрĕ Лукарье.
— Микула ман пата пычĕ.
— Мĕн ĕçпе тата?
— Сана курас килет, тет.
— Мана-и?
— Ия, кин... Сана курас килет, тет, — тепĕр хут çирĕплетрĕ Мавра.
Лукарье савăнса кайрĕ, анчах Микула хур кӳнине аса илчĕ те шухăша путрĕ: «Ун чухне тиркерĕ пулсан, халь мĕн тума курасшăн вăл мана? Е ырă кăмăл пырса кĕчĕ-и ăна? Е каллех манран куласшăн-и?»
— Пĕркунне темле килĕшӳсĕр ĕç тунă вара вăл, ун çинчен каласа памарĕ те, анчах питĕ ӳкĕнет, каçару ыйтма хушрĕ. Сана хытах юратса пăрахнă курăнать...
Халь ĕнтĕ Лукарье хăйне намăс тунине пачах та манса кайрĕ, Микулана курас ĕмĕт çĕнĕ вăйпа çунтарма тытăнчĕ. Мавра шухăшне малалла каларĕ:
— Каçпулттипе ман пата пыма хушрĕ сана.
Лукарье пĕр сăмахсăрах чăланĕнчен пилĕк укçа кайса илчĕ те Маврана тыттарчĕ:
— Ку сана, ырă тунăшăн.
— Микулана мĕн калас? — ыйтрĕ вăл юлашкинчен.
— Кала, пыратăп! Ăна хăналама ĕçме-çиме хатĕрле.
— Пĕтĕмпех эсĕ хушнă пек тăвăп, кин. Пӳлĕхçĕ телей патăр сана.
Мавра татах пуç тайрĕ те кайма тăчĕ. Лукарье ăна яшка-çăкăр тыткалакан пӳлĕмрен кăкшăмпа пыл-сăра илсе килсе тыттарчĕ.
— Сăхман арки айне пытарса кай. Микулана ĕçтер... Малтанхи утăмĕ ăнăçлă пулнипе Микула Мавра патĕнчен хавхаланса тухрĕ. Киле таврăнсан, вăл ашшĕне Анука хур кӳнĕ çĕре хутшăнманнине тупа туса ĕнентерчĕ те вĕсен чĕрине каллех килĕшӳ туйăмĕ таврăнчĕ.
Каç хăй çутнă-çутманах, Ваçли пырса çитрĕ те, Микулапа иккĕшĕ тухса кайрĕç. Мавра кил хушшинче Ваçли сарай айнелле пытанчĕ, Микула пӳрте кĕчĕ.
Мавра вашаватлă кĕтсе илчĕ ăна. Сĕтел çине пулштух эрех, кăкшăмпа пыл-сăра кăларса лартрĕ. Клентĕр, сушкă пырса хучĕ. Пурне те хатĕрлесе çитерсен:
— Кăкшăмри пыл-сăра вара... Юри сан валли парса ячĕ. Кăмăлна килнĕ таран ĕç, çи... Вăл нумай тăмĕ, çитĕ! ― тесе хăварчĕ.
Мавра кайсан, Микула юлташĕ тулта шăнса тăнине аса илчĕ те ун патне тухрĕ. Карталăк урлă урамалла сăнаса пăхрĕ. Лере никам та çук иккен.
— Ваçли, ăçта эсĕ? — çурма сасăпа ыйтрĕ Микула.
— Кунтах-çке... — сарайĕнчен чĕнчĕ Ваçли.
— Атя-ха пӳрте.
Вĕсем пӳрте кĕчĕç. Сĕтел çинчи ĕçме-çимене курсан:
— Ав мĕнле! Эсĕ кунта чухăнах пурăнмастăн иккен! — терĕ хаваслăн Ваçли.
Микула эрех тултарчĕ те Ваçлие сĕнчĕ:
— Ан шарла, ĕç хăвăртрах!
Ик-виçĕ черккине ӳпĕнтерчĕ те вăл, çырткаламаллисем илсе, хăй вырăнне тухса тăчĕ.
Лукарье алăка хуллен уçса пӳрте кĕчĕ. Малтанхи пекех ун çийĕнче сукна кĕрĕк. Пуçĕнче пит-куçне хупласа çыхнă шаль тутăр. Малтанхи пекех хăюллă мар хăй. Микула каллех мăшкăлласран шикленчĕ.
Микула, икĕ черкке ĕçсе хĕрӳленнĕскер:
— Именетĕн-им? — терĕ шӳтлерех.
— Именетĕп çеç мар... хăратăп та санран...
Микула сĕтел хушшинчен тухса Лукарье патне пычĕ.
— Ун чухнехишĕн каçар... Кăмăл ытла та пăсăкчĕ те... аван мар турăм.
Лукарье пуçĕнчи шаль тутăрне салтса сак çине хучĕ Мнкула. Кĕрĕк тӳмисене вĕçертме пулăшрĕ. Лукарье чĕри кăкăрне сирсе тухас пек тапма тытăннипе Микулана ыталаса илесрен хăйне аран чарса тăчĕ. Лешĕ кĕрекне хывăнтарса йăрхаха çакрĕ те, Лукарьене пилĕкĕнчен ыталаса:
— Ан хăра... Тивместĕп... — пăшăлтатрĕ çепĕççĕн. Лукарье тӳсĕмлĕхне çухатрĕ. Вăл, Микулана ыталаса, хĕрӳллĕн чуптума тытăнчĕ.
— Чунăм... Эсĕ манăн пĕртен-пĕр юратакан, пĕртен-пĕр савакан йĕкĕт... Сан çинчен шухăшламан кун-çĕр иртмест ман... Хаклă чунăм... кăмăлна уç та мана сав...
Калаçса татăлнă паллă пуласса сивĕ çĕрте кĕтсе илес çук пек туйрĕ Ваçли. Çав вăхăтра чӳрече витĕр кил хушшине ӳкнĕ çутă пăнч! сӳнчĕ. «Юлашкинчен те пулин... Çăмăллăн сывларĕ Ваçли. Анчах халех кансĕрлеме юраманнине чухларĕ вăл. Ан тив, вырнаçма ĕлкĕрччĕр. Ваçли тата тем вăхăт сарайĕнче уткаларĕ, варă çенĕке кĕчĕ. Пӳрт алăкĕ патне йăпшăнса пычĕ те чамăрĕпе алăка хыттăн тӳнлеттерчĕ.
— Çаклантăмăр! Такам йĕрлесе тупнă пире! ― хыттăн пăшăлтатрĕ Микула. Сав самантрах вырăн çинчен сиксе анчĕ. Лукарье тăна кĕнĕ çĕре вăл, тумтирне тупса, пӳртрен тухса сирпĕнчĕ.
Çенĕк алăкĕ умĕнче ăна Ваçли кĕтсе илчĕ:
— Ну, мĕнле, ĕç пулчĕ-и?
— Пулчĕ! — хумханса хуравларĕ Микула. Утса пынă çĕртех пиншакне тăхăнса тӳмелерĕ.
— Шалча тупас пулать, — терĕ Ваçли урама тухсан.
— Халь мар-ха. Ирччен такам та катĕрме пултарать. Вара тăрăшни пĕтĕмпех сая кайĕ. Тĕмшертен таврăнсан тăватпăр. Халĕ унта васкас!
— Юрĕ, эсĕ калашле пултăр эппин! — килĕшрĕ Ваçли. Вĕсем Ваçлисем патне таврăнчĕç те лаша кӳлсе çула тухрĕç.
Уяр та шартлама сивĕ каç. Çуна тупанĕ айĕнчи юр ыратнине тӳсеймесĕр йынăшать. Сивĕ сывлăша пӳлсе илет те калаçма чăрмантарать. Анчах вĕсем, мĕн калаçмаллине кăнтăрлах калаçса татăлнăскерсем, халь ним шарламасăр шухăшласа пычĕç.
Ваçли каллех Кĕтерука аса илчĕ, ун чухне ашшĕ умĕнче çине тăманшăн тата Микула сăмахне итлеменшĕн хăйне хăй ӳпкелерĕ: «Чăнах, мĕншĕн-ха вăхăтлăха Прахăр пиччесем патĕнче пурăнма юрамарĕ? Кайран, вăй çитерсе пӳрт лартсан, тухма пулĕччĕ. Халь пĕтĕмпех пĕтсе ларчĕ. Чĕрере, тырри юхса тухнă пучах пекех, пушă. Кĕтерук пек хĕр тупаяс çук ĕнтĕ текех».
Микула хăвăртрах Анук патне çитсе, унпа калаçасшăн çунса пычĕ.
Вĕсем, Тĕмшер ялне çитсе, Ваçли кукамăшĕ патне кĕчĕç. Кунта вĕсене аш пăтти пĕçерсе хăналасшăн пулчĕç, анчах Микулапа Ваçли улаха тухса курма васкарĕç.
— Энĕшкасси хĕрне вăрласа кайнă теççĕ-ха унта, ― терĕ самах хушшинчен Ваçли кукамăшĕ.
— Кам хĕрне-ши тата?
— Сантăр хĕрне теççĕ. Вăл амăшĕпе пĕртăван аппăшĕ патĕнче лармара пулнă, тет те.
— Нивушлĕ Анука? — чĕри хĕссе кайнипе тӳсеймесĕр сăмах чĕнчĕ Микула.
Васли юлташĕ çине пăхса илчĕ те:
— Кам-ши вара вăрлаканĕ? — тесе ыйтрĕ кукамăшĕнчен.
— Чиркӳ старостин ывăлĕ Элекçей терĕç пулас. Микула ни вилĕ, ни чĕрĕ пулса кайрĕ.
— Вăт ăнать-тĕк ăнать пирĕн пурнăç! — пуçне пăркаларĕ Ваçли.
* * *
Сак иртнĕ икĕ-висĕ талăк хушшинче Тĕмшер ялĕнче акă мĕнле ĕçсем пулса иртрĕç.
Касмуххапа арăмĕ ывăлне авлантарасшăн çунчĕç, хĕр тупса парса та пăхрĕç. Элекçей вĕсем тупнă хĕре тиркерĕ. Хăй юратакан хĕр тупăнсан авланма сăмах парса вăхăта тăсса пычĕ. Тĕрĕссипе, унăн юратакан хĕрĕ пулнă та. Ана качча илесси çинчен те тахçанах шухăшласа хунă вăл. Хĕрĕ хăйне килĕштернине пĕлейменнипе çеç ашшĕ-амăшне калаймасăр тăчĕ. Хĕрĕн кăмăлне пĕлес шутпа Энĕшкасси улахне каясшăнччĕ. Анукпа Микула туслине илтнипе çеç хăраса тăчĕ. Юлашкинчен вăл хăйĕн кăмăл-шухăшие Анук аппăшне каласа пачĕ, хĕре ларма чĕнсе килме ыйтрĕ.
Плаки Анука ларма чĕнсе килме çеç мар, иккĕшин ăраскалне тĕвĕлесшĕн тем тума та хатĕр пулчĕ. «Элекçей пек пуян качча тухасран пысăк телей мĕнле телей тупăн? Пĕтĕм прихучĕпе чаплă Касмуххапа хăталлă пулнинчен пысăк хисеп мĕнле хисеп пултăр?» Вара Плаки Çĕнĕ çул каç Анука пĕр эрнелĕхе ларма чĕнсе килчĕ.
Малтанхи каç Плаки, кӳршĕ хĕрĕсене чĕнсе, улах хăй патĕнче туса пачĕ. Ытти каччăсемпе пĕрле Элекçей те Анука килсе курни ăна калама çук савăнтарчĕ. Элекçей Анука пырса саламларĕ те юнашар ларчĕ. Урăх ним сăмах каличчен кĕсйинчен кнахвит кăларса пама тăчĕ. Анук илмерĕ. Элекçей куна юплемесĕр татах хăюлланса хăй авланма шутланине пĕлтерчĕ. Ашшĕ-амăшĕ Анука илсе парасшăн тесе суйрĕ. Турра асăна-асăнах хăй юратнине ĕнентерме тăрăшрĕ. Ана качча тухсан, райри пек пурнăç курасса шантарма хăтланса мухтанчĕ.
«Атте килĕнчи хĕрле пурнăçран лайăхрах пурнăç ниçта та пулас çук, çавăнпа качча кайма васкамастăп-ха. Каяс вăхăт çитсен, хамăр пек чухăн ачине суйласа илĕттĕм. Эпĕ пуян пурнăçра пулса курман вĕт. "Пуян çын килĕнче çухалса кайма пултаратăп», ― текелесе ларчĕ Анук.
Элекçей пуян пурнăçа хăнăхма питĕ çăмăл тата унăн ашшĕ-амăшĕсем çав тери кăмăллă этемсем, Анук вĕсем патĕнче хăйне çуралнă тăван килĕнчи пекех туйĕ тесе ĕнентерме тăрăшрĕ.
Анчах ку сăмахсем Анук кăмăлне ним чухлĕ те çавăраймарĕç. Вĕсем калаçса татăлаймасăрах уйрăлчĕç.
Тепĕр каçхине Анука мунча улахне чĕнчĕç. Унта вĕсем каллех Элекçейпе юнашар ларчĕç. Анчах килĕшеймерĕç.
Плаки, хĕрарăмăн тĕпчевлĕ куçĕсемпе сăнаса, хĕрĕн чĕри Элекçей еннелле туртăнманнине малтанхи каçах сисрĕ те унпала калаçса пăхма шут тытрĕ.
— Анук, ним пытармасăр кала-ха, çав Элекçей килĕшет-и сана е çук?
— Элекçей-и? — Анук самантлăха шухăша кайса ларчĕ. Анчах чĕри пĕрре те уй еннелле выртман пирки: — Ытти каччăсемпе танах, — терĕ.
— Кунашкал пулма пултараймасть, Анук! — килĕшесшĕн пулмарĕ унпа Плаки. Вара Элекçейĕпе ашшĕ-амăшĕ те ыррине, пуяннине мухтама, ун пек лайăх каччă прихучĕпе те çуккине ĕнентерме тытăнчĕ. Элекçей ăна чунтан юратнине каласа пачĕ. Кунашкал качча алăран вĕçертекентен айван хĕр тĕнчере те пулас çук тесе астутарчĕ.
Аппăшĕ çине тăрса сăмах хускатни тĕлĕнтерчĕ пулсан та, Анук хăйшĕн Элекçей ним те марри çинчен пытармасăр каласа пачĕ.
— Анук, мĕншĕн пирĕн ял каччисене тиркетĕк-ха эсĕ? Нивушлĕ пĕри те сан кăмăлна каймарĕç? Е хăвăр ялта юратакан каччă пур-и сан? — тĕпчерĕ Плаки.
Амăшĕн йăмăкĕ умĕнче шухăш-кăмăлне пытарасшăн пулмарĕ Анук. Хăй Микулана юратнине ним пытармасăр пĕлтерчĕ, ăна качча тухма хатĕрленни çинчен каласа пачĕ. Хĕр пуçăн юлашки пулатăп ĕнтĕ хăнара терĕ.
Элекçее вăл нихçан та качча тухма килĕшес çуккине Плаки вĕçне çитичченех ăнланчĕ. Ун пек пуян çын ачине качча тухмасан, Анук ĕмĕрлĕхех телейсĕр пулассăн туйăнчĕ ана. Мĕнле манпа сирес ку инкеке? Малтанах вăл Элекçей шухăшĕсене, Энĕшкассине кайса, аппăшĕпе йыснăшне пĕлтерме шут тытрĕ. Лешсем, Микулана тиркесе, хĕрне Элекçее качча пама килĕшессе те шанчĕ. Çапах ку мая прахăç турĕ. Ашшĕ-амăшĕ патне кайса çӳренипе вăхăт ну-май иртессĕн туйăнчĕ. Апла пулсан, Анукăн ăраскалне çырлахтарас ĕç хăй аллинчен вĕçерĕнсе, пуян хăтисен умĕнче хисепе тухасси пĕтме пултарасран хăрарĕ. «Çук, тем пулсан та кунашкал пархатарлă ĕçе хамăнах вĕçлес», — тесе шутларĕ те юлашкинчен Плаки, Анук ларма килнĕрен виççĕмĕш кунĕнче, краççын тыткалакан кĕленчине йăтса, лавккана тухса утрĕ.
Лавккара яланхи пекех Элекçей сутă тăвать. Плаки, ытти çынсем кайса пĕтсен, вăрăм сĕтел умне пырса тăчĕ.
— Плаки аппа, салам! — ăна курсанах хаваслăн чĕнчĕ Элекçей. ―Мĕнле пурăнатăр? Хăна мĕн тăвать-ха?
— Аванах пурăнкалаттăмăр та... Усал хыпар илтрĕм... ― ытарлăн хуравларĕ Плаки.
— Мĕнле хыпар тата?
— Паян çакна илтрĕм эпĕ... — пăшăлтатарах каларĕ Плаки. — Анука вăрласа кайма Энĕшкассинчен Микула килет теççĕ, ―Элекçей сăнран улшăна пуçланине сиссен: — Ешĕл, чăн та Анука юрататăн, ăна хăвăн мăшăру тума шутлăтăн пулсан... кĕçĕр илсе кай. Унсăрăн тăрса юлатăн!
Ку хыпар Элекçее, чăнах та, хăратса пăрахрĕ. Вăл, Анук хăй ирĕккĕн качча пырас çуккине ĕненме пуçланăскер, Плаки сĕннине хапăлласах йышăнчĕ.
— Анчах мĕнле майпа илсе каяс?
— Кĕçер ăна ниçта та ямастăп. Упăшка килте пулмасть. Пырăр та илсе кайăр!
— Ырă сăмахшăн тавтапуç, Плаки аппа!
— Тавне кайран, хурăнташлансан...
— Эсĕ ырă тунине нихçан та манассăм çук! Плаки кайсанах, Элекçей пӳрте кĕчĕ те хăй авланма шут тытни çинчен пĕлтерчĕ. Ку хыпара ашшĕ-амăшсем ыр-ласа кĕтсе илчĕç. Элекçей телейĕшĕнех-и, ашшĕпе амăшĕ Анука лайăх пĕлеççĕ. Йăлăмра чухне, Анук Çтаппанпа ăмăртса утă çулнине илтсен, Тĕмшер хресченĕсемпе пĕрле вĕсем те хĕре ырласа калаçнă. Анука вĕсем тиркемерĕç, Сантăр пуян çын марри çеç аптратрĕ. Касмуххапа арăмĕ хăйсем пекех, тен, тата пуянтарах çемьепе хурăнташланма ĕмĕтленетчĕç.
— Анука эпĕ кĕçĕрех илсе килетĕп, — астутарчĕ Элекçей.
— Ытла ан васкат-ха. Энĕшкассине кайса хĕрне курса килес хуть. Вара мĕн пулĕ унта? — килĕшесшĕн пулмарĕ Праски.
— Хĕрне курма инçех кайма кирлĕ мар, вăл хамăр ялтах, Плаки аппăшĕ патĕнче лармара, — пĕлтерчĕ Элекçей.
Кăнтăрла иртсен, Плакисем патне Праски пырса кĕчĕ. Халиччен пĕр-пĕрин патне кайса çӳременрен, ку ахальтен маррине тавçăрчĕ те Плаки ăна уйрăмах вашаватлăн йышăнчĕ.
Праски, кил хуçипе пĕр-икĕ сăмах калаçкаласа илне хыççăн, Анука калаçтарма тытанса, ашшĕ-амăшĕсем мĕнле пурăнни, кăçал миçе хутăрлăх çип арлани тата арлама сӳс пуррипе çукки çинчен, миçе хутăртан пир тĕртме шутлани çинчен те тĕпчерĕ. Çӳпçере миçе тăрăх пир пуррине ыйтса пĕлме тăрăшрĕ. Кунпа та çырлахмасăр, Анукăн кĕпипе саппунĕ çинчи тĕрĕсене хыпашласа пăхрĕ, арлакан çиппи çирĕппе сирĕп маррине тĕрĕслерĕ.
Праски киле кайма пуçтарăнсан, Плаки ăна ăсатма тухрĕ те:
— Инке, пытармасăрах кала-ха, пирĕн хĕр сан кăмăл-на кайрĕ-и е каймарĕ-и? — тесе ыйтрĕ именмесĕрех.
Хĕрĕ килĕшни çинчен Праски те уççăнах каласа пачĕ. Вара Плаки Анука мухтама тытăнчĕ:
— Сантăр йысна пуян çын мар тесе, хĕрĕн мул çук пек ан шутла. Çӳпçинче вунпилĕк тăрăх çинсе пир выртнине хам курнă. Анукăн кĕрĕкĕ те, çăматти те пур. Тĕрĕ тĕрлес, ал ĕç тăвас çĕрте унран ăста хĕр тупас çук. Çăкăр та хăй пĕçерет, сăра та юхтарать. Тырă вырас, утă çулас çĕрте ăна арçынсем те çитеймеççĕ. Пĕр мухтанмасăрах калатăп, инке, Анука хăвăн кинӳ тусан, пĕтĕм ĕçе вăл тăвĕ. Сана, ватăлмалăх ĕмĕрӳнте, хушса ларма çеç тивĕ. — Плаки чарăнса сывлăш çавăрчĕ те: — Ывăлу телейлĕ пултăр тесен, вăхăта ан тăсăр. Ырана хăварсан тăрса юлма пултаратăр. Ăна илес текен каччăсем нумай.
Праски киле таврăнсан мĕн илтни-курни çинчен пĕтĕмпех каласа пачĕ те упăшкин кăмăлне парăнтарчĕ. Вара вĕсем, Анука кин тума килĕшсе, ăна тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрлене пуçларĕç.
Каçхине Плаки, Элекçее сăмах панă пекех, Анука ниçти улаха та ямарĕ. Анук та тухасшăнах пулмарĕ. Элекçей сăмахĕсем тата амăшĕ килсе кайни ăна сисĕмлентерчĕç. «Килте мунчари мар, енчен кам та пулин ашкăкма шутласан, аппа хута кĕрĕ», — шухăшларĕ вăл.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...