Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем


Али-Акрама кунта, Кăкшамара, хан пулма кам чĕнсе илнĕ? Усеин-Сеит. Юсуф княçпа, ун хĕрĕпе, Сююнбике ханумпа, кам çыру çӳретнĕ? Усеин-Сеит. Мĕнле кĕрсе лармалла мар пуль унăн Али-Акрам патне çакăн пек йышăну хыççăн? Калас сăмахсене мĕнле хăйне кăна каламалла мар пуль? Сана кӳрентерме мар, чапа кăларчĕ паян çĕнĕ хан. Нуратдин ятне пачĕ, ханлăхри çарсене ертсе пыраканни пулатăн терĕ. Мĕнле каларĕ-ха вăл çар пуçлăхне тĕрĕк сăмахĕпе? Сераскир терĕ пулас. Сераскир, мĕн пур çарсене ертсе пыраканĕ!

Ун кĕсйинче ав Сююнбике çырăвĕ пур. Хăех систерчĕ-çке, унта вăл сан çинчен те çырать терĕ. Пит курас килет пулĕ-ха сан, часрах курас килет пулĕ çав çырăва. Курăн, тăванăм, ан васка. Васкакан арăмĕнчен савăнман тет».

Çапах çамрăк мăрса паçăр, картишĕнче, чĕри усаллăн йăшт! туса илнине те ăнланасшăн пулчĕ. Çук, чĕрене ухмах, суккăр теççĕ те, вăл ăс хушнине итлеме пĕлмест теççĕ те, ун пекех айван мар-тăр çав чĕре. Сисĕмлĕ-çке çав тери, пуçпа шухăшласа, виçсе-шайлаштарса пăхиччен кăртлатса та илет.

«Эп ăна тăванран хаклă çынна кĕтсе илнĕ пек кĕтсе илтĕм. Хам пурăнакан çурта, атте çуртне патăм, — амаланчĕ пуçра шухăш. — Сĕтел çинчи пĕтĕм ĕçме-çиме те манăнах пулчĕ паян. Çапла сăйланă хыççăн унăн хуçана чĕнмеллехчĕ хăй патне, нуратдинран нимĕн те пытармалла марччĕ. Тахçан ыран е тепĕр кун мар, халь кăтартмаллаччĕ Сююнбике çырăвне».

«Кăкшамар та кăмăла каймарĕ иккен çĕнĕ хана. Крепость тума майлă мар имĕш ку вырăн. Мĕнле майлă мар пултăр Кăкшан хĕрри крепость лартма? Ик çĕр çулхи юмансене кас та йĕри-тавра тем çӳллĕш купаласа тух. Çĕр чавтар. Чавма лайăх кунта — хăйăр. Вырăссем вăрмана шала килсе кĕрес çук, вĕсем уçă вырăнта çапăçма юратаççĕ. Чалăм крепоçĕ тĕреклĕ те çав вăл, анчах хыçалта — çара. Тарас пулсан ниçта та тарса хăтăлаймастăн. Кунтах тутармалла крепоçе. Кăкшамартах. Урăх çĕре куçас пулсан та (ӳлĕмрен шĕкĕр хула Хусан пулать пуль ĕнтĕ), хатĕр япала санах юлать».

«Мĕн пытармалли пур, — малалла шухăшларĕ çĕнĕ нуратдин, — тутар княçĕсемпе мăрсисем (Хусан ханĕсем пирки калама та кирлĕ мар) çĕр-шыври ытти халăхсене — чăвашсемпе çармăссене, ирçесемпе удмуртсене, пушкăртсене — нихăçан та шансах пĕтереймен. Вĕсене панă чухне сахалтарах панă, илнĕ чухне вĕсенчен ытларах илнĕ. Ясак пуçтарнă чух та çаплахчĕ. Ту енĕпе апат çармăссенчен ытларах сăптăратчĕç. Хусанта пур çĕрте те хăйсем хуçаччĕ. Хушма, вĕрентме ăстаччĕ ĕнтĕ. Уйрăммăнах ку ĕçе Крымран килнĕ княçсемпе улансем юрататчĕç. Çавăнпа пит мăн кăмăлланса кайрĕç те юлашки çулсенче тутар княçĕсемпе мăрсисем. Усеин-Сеит çавсенчен пĕри ĕнтĕ. Куç умĕнче вĕçĕмсĕр йăпăлтатать хăй, ман шăллăм, ман тусăм тесе кăна тăрать, пĕр-пĕр ĕçе тытăнсан шанмасть ăна. Асăрханă, вырăс воеводисен те пур вăл йăла. Вĕсем те ытти халăхран тухнă служилăй çынсем, çĕрпӳсемпе старостăсем çине урăхларах пăхаççĕ. Те катăкрах тесе шутлаççĕ хăйсенчен. Çапла шутлаççĕ пулĕ çав. Али-Акрам Усеин-Сеит хăраххи ĕнтĕ вăл. Ак килнĕ-килмен хăй тавра тутар мăрсисене пуçтарма тытăнать».

Унтан Мамич-Бердей пуçĕнче иккĕленӳллĕ шухăшсем сирĕлнĕçемĕн сирĕлсе пычĕç, часах мăрса вĕсене маннă пек пулчĕ. Куç умне каллех — миçемĕш хут — Сююнбике сăнарĕ тухса тăчĕ. Пăхать, пăхать Мамич-Бердей çине пит-куçĕпе хĕвел пек çиçсе тăракан хĕрарăм, кăмăла ирĕлтерсе йăл-йăл кулать, ун еннелле аллисене тăсать. «Паллатни эс мана, Мамич-Бердей, астăватăн-и пăртак? — тет ĕнтĕ. — Эп сана лайăх астăватăп. Аçупа пынăччĕ эс ун чухне Xусана. Пит çамрăкчĕ-ха, анчах хитреччĕ. Эп сана асăрхарăм та упăшкаран: «Кам ывăлĕ вăл, ман çине шăтарасла пăхакан йĕкĕт?» — тесе ыйтрăм. «Çармăс мăрсин, Мамич-Бердейĕн, ывăлĕ. Унăн та ячĕ ашшĕнни пекех — Мамич-Бердей. Паллаштарас-и?» — терĕ Сафа. «Тепĕр чух паллаш-тарăн, — терĕм эпĕ. — Ятне хума пĕлнĕ вара ашшĕ! Ывăлне хăйĕн пекех телейлĕ тăвас тенĕ пуль».

Хан арăмĕ çине, Хусан пирĕштийĕ çине тĕмсĕлсе пăхма пултарнă-ха вăл, анчах мăрса ывăлне курсан çапла ыйтнă-ши Сююнбике? Мамич-Бердее ыйтнă пекех туйăнать. Манман-çке вăл, ашшĕ ăна Хусан кремльне пĕрремĕш хут ертсе кайнине паянхи пек астăвать. Хан пӳлĕмнелле иртсе пынă чухнех пурте асăрхарĕç Мамич-Бердей ывăлне. Хăйĕн пӳлĕмне кĕрсен хан ыйтрĕ ун пирки. Сююнбике те куçне хупса тăман пуль çак самантра. Ахальтен асăнмасть пуль çармăс мăрсине çырăвĕнче.

Çапах та иртни вăл иртниех çав. Çамрăк çын иртнĕ кунпа пурăнмасть, ĕмĕтпе, ыранхипе çунатланать. Халь курасчĕ Сююнбикен Мамич-Бердее. Ку вара ĕмĕр асра юлмалли тĕл пулу пулнă пулĕччĕ. Нумай-нумай япала çинчен, Хусан çинчен, Атăл тăрăхĕнчи ĕçсем çинчен чуна уçса калаçĕччĕç вĕсем.

Унтан пĕр-пĕрне алăсенчен тытĕччĕç те, хĕрпе каччă пек, куçран пăхĕччĕç. Çамрăк-çке, тĕреклĕ-çке, хăйне кура чипер-çке Мамич-Бердей. Ун пек тĕл пулу пулма пултарать. Хăçан та пулин, виç уйăхран-и, çур çултан-и, çулта-лăкран-и, пулмаллах вăл.

Шухăшпа Мамич-Бердей çак самантра Сююнбикепе юнашар ларчĕ. Пуçне ун чĕрçи çине хунă каччă. Хусан пирĕштийĕ хăйĕн пĕчĕк çеç пӳрнисемпе ăна юратса, ачаш-шăн çӳçрен лăскать.

— Эх, Мамич, Мамич, мĕн чухлĕ вăхăт сая кайрĕ пирĕн, иксĕмĕрĕн, мана Мускава илсе килнĕренпе. Ытла нумайччен шырарăн-çке эс хăвăн чун савнине...

— Çапах та юлашкинчен тупрăм-тупрăмах.

— Тавах сана уншăн, ман шăллăм нуратдинĕ. Паттăррăн кĕрешрĕн эсĕ хамăр шĕкĕр хулана, Хусана, каялла тавăрассишĕн. Мĕн виличчен, чĕре тапма чарăниччен юратăп эп сана уншăн...

Халь тесен халь ут утланĕччĕ те Ахматекпа темиçе çынна илсе Атăл урлă каçĕччĕ, Мускавалла çил пек вĕçтерĕччĕ çамрăк мăрса тупата. Анчах вăхăчĕ майлă мар-çке Мускав çулĕ тăрăх утсене ĕрĕхтерсе çӳреме. Çĕнĕ хан килнĕ ав, Сююнбике шăллĕ килнĕ. Çар пуçтармалла, вăрçа хатĕрленмелле. Маларах кайса килмеллеччĕ Мускав тулашне. Анчах маларах та алла усса ларман-çке Мамич-Бердей, вырăссене хирĕç Мĕша тăрăхĕнче çапăçнă.

«Чим, — терĕ çармăс мăрси, хăйне пӳрнисемпе çамкаран хыттăнах тĕртсе илсе. — Усеин-Сеитăн, çĕнĕ визирăн, мĕн ĕç пур халь, эпир çар пуçтарнă вăхăтра? Ак кама ямалла элчĕ туса Сююнбике патне! Ыранах кайтăр, тепĕр кунах. Тиекĕ, çыру çырма пĕлекенни, пур Али-Акрамăн. Усеин-Сеит та çыру хайлама ăста, паллах. Çавăн пек нумай вĕреннĕскер çырусене ют çынна çыртарать-и? Мамич-Бердей хĕпĕртесе ӳкрĕ: çав тери ырă шухăш килсе кĕчĕ пуçа! Мĕнле маларах тавçăрса илеймен вăл ăна?»

Мăрса хăй те туйрĕ, ĕмĕтсемпе аташнăран вăл чунтан çуйкăнланса кайнă. Чĕре хыттăн тапать. Тăнлавсем, темле йывăр ĕç тунă хыççăнхи евĕр, тăнк-тăнк-тăнк! туса тăраççĕ.

Мамич-Бердей каçхи сывлăшпа сывласа пăртак лăпланас тесе пахча енчи чӳречине уçрĕ. Кăкшан енчен çил варкăше килсе çапăнчĕ, кăкăра уçăлтарса ячĕ. Тĕттĕмре такама кĕтнĕ пек, чылайччен тăчĕ мăрса чӳрече умĕнче. Хутран-ситрен вăл урамра хуралçăсем калаçнине илтрĕ. Темшĕн çывăрма выртас килмерĕ. Анчах канма вăхăт ĕнтĕ. Ирхине нуратдинăн тем тесен те ханран маларах ура çинче пулмалла.

15. Хан хайĕн талайне кăтартать

Ахматек хăюллă та пуçтах этем пулнине Мамич-Бердей тахçанах пĕлет. Ăна вăл хăйĕн тусне тата ытти мăрсасене пин хут кăтартса панă. Ак паян нуратдин çакна тепĕр хут курса ĕненчĕ. Ирхине çывăрса тăрса картишне кăна тухнăччĕ — лаç патне Ахматекпа ун тарçи темиçе пĕрме пулă турттарса та пычĕç.

— Мĕнле пулă тупрăн-ха, Ахматек? Ман валли илсе килмерĕн пулĕ те? — аякранах ыйтрĕ Мамич-Бердей.

— Сан валли, сан валли, нуратдин. Сăр стерлĕкĕ. Леш шĕкĕ пулă, Усеин-Сеит юратса çиекенни, — терĕ тусĕ ăна.

— Чăнах те?

— Чăнах пулмасăр. Тин çеç лавпа Атăл хĕрринчен турттарса килтĕмĕр. Ак Янгултан ыйт. Вырăссене тĕл пултăмăр унта. Тытса хупатпăр тесе хăратрăмăр та, пĕр лав пулă тултарса пачĕç пире.

— Суймасть-и вăл, Янгул?

— Суймасть ĕнтĕ. Ахматек пит тĕрĕс çын иккенне пĕлместĕн-им вара? — хуравларĕ ун тарçи. Мамич-Бердей ĕненсе пĕтереймерĕ — те чăннине каларĕç вĕсем, те мухтанса кăна калаçрĕç.

— Тĕрĕс çын, пуллуна часрах хĕрарăмсене пар эппин, — терĕ хуçа. — Хан валли ирхи апата пулă шӳрпи хатĕрлеччĕр.

Хăна-вĕрле нумай пулассине пĕлсе Мамич-Бердей стерлĕк пулла сăра хуранĕпех пĕçерме хушрĕ. Чи пысăк пуллине — «стерлĕк патшине» суйласа илсе хан валли пĕчĕк хуранпа уйрăм пĕçерер терĕ.

Вăл шутлани тӳрре килчĕ — Кăкшамарти княçсемпе мăрсасем, çĕрпӳсемпе улансем, чĕннисем те, чĕнменнисем те, пурте тенĕ пекех çармăс мăрси патне пуçтарăнчĕç. Кашниех çĕнĕ хана курасшăн, ун сăмахне итлесе пăхасшăн пулчĕ.

Пухăннă пек халăх хан пӳртĕнчи пысăк пӳлĕме те шăнăçмарĕ, çавăнпа юнашар пӳлĕм алăкне уçса темиçе сĕтелне унта вырнаçтарма лекрĕ. Юрать Али-Акрамăн сасси çинçе те янравлă. Вăл калаçни юнашар пӳлĕмре те сăмса умĕнче вăрăм туна нăйлатнă пекех илтĕнсе тăчĕ.

— Ĕнер сиртен хăш-пĕрисем... пĕрремĕш йышăнура пулаймарĕç курăнать, — терĕ çĕнĕ хан, «хăш-пĕрисем» сăмах хыççăн, чĕлхине çĕтернĕ çын пек, такăнса тăрса. — Пăхма та кăмăллă, паян йышлăн эсир. Ав мĕн чухлĕ князь, мăрса, юзбаши, улан пăлхавçăсем хушшинче. Шанса, ĕненсе тăратăп, аллах пулăшсан ыран вĕсем тата нумайрах пулĕç.

Юсуф княçăн вăталăх ывăлĕ вырăссене хирĕç сăмах çаптарма аванах вĕренсе çитнĕ иккен. Нумайччен вăрçрĕ вăл «Хусана тĕп тунă» воеводăсене, Мĕша тăрăхĕнче пăлхавçăсене аркатнă Иван Шереметевпа Андрей Курбские, Семен Микулинскипе Петр Морозова тем те пĕр каласа ылханчĕ. Черкке хыççăн черкке йăвантарса пулă шӳрпи сыпса ларакан хăнасенчен темиçе хутчен те кăшкăрса ыйтрĕ Али-Акрам:

— Çакăншăн каçаратпăр-и вырăссене, княçсемпе мăрсасем, юзбашисемпе улансем?

— Каçармастпăр!

— Пуриншĕн те тавăратпăр!

— Хусана каялла илетпĕр! — кăшкăрашрĕç лешсем.

Хан ĕнер кама мĕнле ĕçлĕ вырăн, мĕнле ят парса тухнине те манман иккен. Паян вăл çав чаплă çынсене пĕтĕм халăх умĕнче ярлык тыттарчĕ. Ĕненмеллерех пултăр тесе нишанджн çырса хатĕрленĕ ярлыксене кунта, сĕтел хушшинче тугра — пичет пусса çирĕплетрĕ.

Пурте тухса кайсан Али-Акрам Усеин-Сеит умĕнчех мăрсаран йĕкĕлтесе кулма тапратрĕ.

— Стерлĕк патши çитертĕн апла паян эс мана? — ыйтрĕ вăл вăрçма хатĕрленнĕ евĕр.

— Чăн-чăн патши пулчĕ, — терĕ çармăс мăрси.

— Эс ку таранччен пĕлмен-и вара, стерлĕк патши Сăр шывĕнче пурăнать.

— Эпир Сăр стерлĕкне çирĕмĕр те.

— Çук, эпир паян Атăл стерлĕкне çирĕмĕр, — ан тавлашса тăр тенĕ пек хыттăнтарах каларĕ Али-Акрам. — Эс мана улталарăн, нуратдин.

— Каçар, аслă Али хан, — айăпа кĕнĕ çын пек, йăвашшăн каларĕ мăрса. — Мана хама та улталарĕç пулас.

— Пулăшăн пулсан каçарма юрать, анчах урăх çĕрте улталасан...

— Ĕмĕрте пулмасть ун пекки. Эп çав çĕр çăтман Ахматека ĕнентĕм. Вырăссенчен туртса илтĕмĕр, Сăр стерлĕкĕ терĕ те...

— Юрĕ, юрĕ, — лăплантарасшăн пулнă пек çурăмран лăпкарĕ ăна хан. — Хастар пул, чее пул, такама та ултала, анчах мана ан ултала.

Каçпа, Мамич-Бердей телейне, Усеин-Сеит килте пулмарĕ, вăл васкавлă ĕçпе Хусан çывăхне кайнă терĕç, вĕсем вара ханпа иккĕшĕ çеç калаçса ларчĕç. Али-Акрам унтан Мĕша тăрăхĕнчи çапăçу пирки тĕплĕ ыйтса пĕлчĕ, мăрса каласа кăтартнă чухне йынăшнă пек вĕçĕмсĕр ай-ай-ай! ай-ай-ай! тесе пычĕ.

— Вăйлă çапăçрăмăр унта эпир, — терĕ Мамич-Бердей, — Шереметев стрелецĕсене нумай пĕтертĕмĕр. Вĕсем тарăхса çитнипе ялсенчи, аулсенчи, руэмсенчи халăха нумай тĕп турĕç. Такам шутланă вара, те чуххăмăн калаççĕ, ялсенче вун пилĕк пин çынна вĕлерсе пĕтернĕ тет. Вĕсенчен ултă пинĕ вăй питти арçынсем тет. Ыттисем вара — ачасем, хĕрарăмсем, ваттисем.

— Çарĕ пысăк пулнă çав вĕсен, — сăмах хушрĕ Али-Акрам. — Вăтăр пин çын! Вăл çара хирĕç тăма кансĕртерех... Янчурапа Элĕк ăçта ĕнтĕ халь? Сисетпа Сарай тарса хăтăлчĕç-и тата?

— Пурте пĕтрĕç пулмалла. Виличчен çапăçатпăр тесе тупа тунăччĕ.

— Эсĕ хăтăлнă-çке? — куçа кĕчĕ хан.

— Эпир Усеин-Сеитпа иксĕмĕр вăрман хĕрринче çапăçаттăмăр. Чакса тухма, чăтлăха кĕрсе кайма май килчĕ, — ăнлантарчĕ мăрса.

— Пултаратăр. Вĕсен аллине çакланман, — те ырласа, те йĕкĕлтесе каларĕ Али-Акрам. Унтан татах ыйтрĕ. — Даниил Адашев халь те ку таврара алхасса çӳрет теççĕ. Вăл тĕрĕс-и? — терĕ.

— Тĕрĕсех пуль. Ĕнер Илеть енче темиçе ял çунса кайнă терĕç.

— Илеть енче тетĕн? Сан хăвăн руэму та çавăнта марччĕ-и?

Мăрса ун çине сăнаса пăхрĕ: пурне те пĕлет ку Али-Акрам. Илеть тăрăхĕнче те пулса курнă-ши вара?

— Çавăнта, — терĕ вăл ассăн сывласа.

— Руэмна ан çунтарса ятăр Даниил Адашев.

— Халĕ ĕнтĕ пур пĕрех, — ал сулчĕ Мамич-Бердей. — Çунтарсан та вĕçне çитиччен çапăçас пулать.

— Вăл тĕрĕс, — ун сăмахне ырланă евĕр каларĕ Али-Акрам. Вара мăрса унтан мĕн кĕтнине сиссе хăех Сююнбике ятне асăнчĕ.

— Эп сана аппа çырăвне кăтартмарăм пулас-ха, — кăкăр умĕнчи шалти кĕсйине хыпашларĕ вăл. — Акă ун çырăвĕ. Кăшт лӳчĕркеннĕ те-ха, çапах вулама пулать. Ме, вула.

— Хăвах вуласа пар-ха, эп хутла питех ăста пĕлместĕп, — именчĕклĕн тавăрчĕ Мамич-Бердей.

— Эппин итле. Ну, малтан килтисене салам çырнă, аттепе пĕр тăван пиччене, Исмаила, вăрçса илнĕ. Акă сан пирки. «Усеин-Сеит хаджи мана çармăс мăрси Мамич-Бердей çинчен çырать. Вăл каланă тăрăх, питĕ паттăр вăл, питĕ тавçăруллă. Паттăрлăхĕ пирки ним те калаймастăп, анчах тавçăрулăхĕ пурах унăн. Вăл мана хан арăмĕ туса Хусана илсе пыма ĕмĕтленет тет. Тем пекчĕ те, пĕтĕм телей аллахран килет-çке. Халь эп Мамич-Бердейрен хăйĕнчен çыру кĕтетĕп»...

Вуласа панине ĕненмен пек, мăрса çырăва хăй аллине илчĕ, ăна нумайччен пӳрнипе йĕрлесе ларчĕ. Те куçĕ алчăраса кайнăран, те хутла начар пĕлнĕрен Мамич-Бердей çырура пĕр сăмахне те вулаймарĕ.

— Çук, чухласа пĕтерейместĕп. Çаплах çырнă-и вара, аслă Али хан?

— Эй, аллах! Çаплах пулмасăр!

— Çыру кĕтетĕп тенĕ. Çырасчĕ ун патне часрах. Кама та пулин Раменскине ярасчĕ.

— Ха, эсĕ вăл ăçта пурăннине те пĕлетĕн иккен! — савăнăçлăн кулчĕ Али-Акрам.

— Йăлтах пĕлетĕп, йăлтах. Мĕнле воевода патĕнче пурăннине те пĕлетĕп. Нумай шухăшланă эп Сююнбике çинчен. Курасса эп ăна пĕрре çеç курнă, çапах чĕререн тухма пĕлмест вăл, сан аппу. Кĕçĕр тĕлĕкре те Сююнбикепе аташнă.

Мăрса вара чăтса тăраймарĕ, хăйĕн вăрттăнлăхне — Сююнбикене юратнине, унпа туслашма шутланине, Мускав тулашне кайса килме ĕмĕтленнине пĕтĕмпех çĕнĕ хана уçса пачĕ.

— Çыруне çырма пулĕ-ха ăна, — терĕ Али-Акрам, мăрса сăмахĕсенчен нимĕн чухлĕ те тĕлĕнмесĕр. — Анчах мĕнле çитерĕпĕр ăна?

— Çын ямалла, — çийĕнчех хуравларĕ мăрса.

— Кама?

— Усеин-Сеита ямалла. Акă кама. Чи шанчăклă çын — çавă. Эс кунта çитни çинчен хыпар тутăр, манран çыру патăр. Малалла мĕн тăвасси пирки пĕтĕмпех калаçса татăлтăр тата.

— Ара, хаджи пит ватă-çке, — хирĕçлеме пăхрĕ хан. — Çитмĕлти старике ун пек инçе çула мĕнле кăларса ярăн? Тата визирь вăл пирĕн, кирлĕрен те кирлĕ çын.

— Пĕр уйăха унсăрăн та пурăнкалăн ĕнтĕ, аслă Али хан, — терĕ Мамич-Бердей. — Уйăхранах, виç эрнеренех çаврăнса килет вăл. — Ватă тесен... тепĕр çамрăкран ирттерет пирĕн старик. — Хĕрарăмсем патне чупать халь... кирлĕ пулсан...

— Хĕрарăм тени çук-çке кунта, нуратдин. Эп килнĕренпе пĕрне те курмарăм-ха,

— Ну, вăл тупать. Кăкшамарта Хусан çывăхĕнчи тутарсем йышлăн пурăнаççĕ. Ĕлĕк вĕсем служилăйсем пулнă, хан хушнипе тĕрлĕ ĕç тунă, тĕрлĕ çĕре кайса çӳренĕ. Халь — ясак тӳлекен ахаль çынсем çеç. Çавсен кашнин виçшер-тăватшар арăм, хатын...

■ Страницăсем: 1... 7 8 9 10 11 12 13 14 15 16 17