Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
Тукай ытти тарçăсем ватăрах, çаврăнăçусăртарах терĕ пулас, хăйпе пĕрле каллех Автейпе Иливана илчĕ. Асту, юлан утпа кайнă чух турхан Иливана хăварать-и? Унсăрăн вăл нихçан инçе çула тухмасть. Каччă хăй çеç мар, Сарье те кулянчĕ пулас çакăн пек хăрушă вăхăтра Атăл хĕррине кайнăшăн — кĕçĕн алăк умĕнче тунсăхлăн пăхса юлчĕ. Юрать, кĕтсе пăхтăр-ха пăртак, ватă пуяна качча каяссипе каймасси çинчен тĕплĕрех шухăшлатăр.
Кăшт кайсан, ялтан тухичченех, аслă тарçă хăй айванлăхне кăтартрĕ-кăтартрех.
— Тукай пичче, — терĕ вăл, — эп ухă таврашĕ чикмерĕм, те чикмеллеччĕ ĕнтĕ...
Турхан, малта пыраканскер, лашине чарса кăшкăрса пăрахрĕ:
— Эс мĕскер, пĕчĕк ача мар пулĕ те? Çакăн пек пăтранчăк вăхăтра хĕç-пăшалсăр кам çула тухать. Вĕçтер часрах каялла. Кайран пире хăваласа çитетĕн.
Хуçа вăрттăн кулакан Иливан çине пăхса илчĕ, ун çурăмĕ хыçĕнче тулли ухă такмакĕ пуррине курчĕ те ăна нимĕн те калаймарĕ.
Вăрмана кĕрсе кайсан вĕсем учĕсене умлă-хыçлă уттарса пычĕç. Тукай тарçине çав-çавах пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Унтан иккĕн çеç юлнине кура майлă вăхăт çитрĕ терĕ пулас, алпа сулса йĕкĕте хăйĕнпе тан пыма хушрĕ.
— Эс, Иливан, мана ним те пĕлмест тесе ан шутла, — кĕтмен çĕртен калаçма пуçларĕ вăл. — Эпир арăмпа йăлт куратпăр унта. Халлĕхе йăпанăр та-ха, анчах эсĕ, каччă, Сарье пусне минретме пăрах.
— Эп... эп ним те туман-çке, Тукай ĕмпӳ, — вăтаннипе сăмахсене аран-аран шыраса тупрĕ тарçă.
— Ним те туман пулĕ те-ха, анчах хĕр вăл астаракан япала. Вăйăран вăкăр тухать теççĕ ун пек чух. Çав сăмаха илтнĕ-и?
— Илтнĕ, Тукай ĕмпӳ.
— Куратăп-ха, хĕрĕ пиçсе çитнĕ вăл. Ăна ĕнтĕ каччă кирлĕ, упăшка кирлĕ. Мăрсасем, турхансем пĕтрĕç ав таврара. Кама качча парас — аптрамалла.
Сисрĕ Иливан, юлашки сăмахсене хуçа уншăн каламарĕ, вăл хăйĕнпе хăй калаçрĕ курăнать. Тарçă ăшра кулса илчĕ: ав мĕнле инкек сиксе тухнă иккен турханшăн — мăнукне качча пама мăрсасем пĕтнĕ.
— Эс ачи начар йышши мар та-ха, — умри çул çине пăхса малалла калаçрĕ вăл. — Аллу-уру та çыпăçуллă, курăму та пур, сан пек каччăсене хĕрсем юратаççĕ. Çапах эс ман тарçă-çке, Иливан...
— Эс мана тарçăран хăтар, — евĕклĕн каларĕ каччă.
— Мĕскер, тарçăран хăтарса мăрса е турхан туса хурас-и? — пуçне татах ун еннелле пăрчĕ хуçа. — Ĕлĕк ăна тума пултараттăмччĕ те пуль. Ĕлĕк ман тем тума та хăват пурччĕ. Халь урăхла пурнăç пуçланчĕ ав. Тарçăран хăтарма пултарăп, анчах мăрса тăваймăп. Выçă ларма тытăнăн та тепĕр çĕре тарçа кайса кĕрĕн çав. Çу-ук, Сарьене урăх каччă кирлĕ, пĕр-пĕр пуян ывăлĕ. Никам та тупăнмасан куç курать унта. Халлĕхе ан çыпçăн, асту. Пĕр-ик каç ларнă — çитет. Эп темиçе хут калама юратмастăп, Иливан. Темрен тем пулса тухсан ĕмĕрлĕхе хур тăватăп. Çавна малтанах пĕл. Илтрĕн-и, каччă?
— Илтрĕм, Тукай ĕмпӳ, — калаçу çакăнпа пĕтнине ăнланса хыçарах юлчĕ Иливан.
Кӳршĕ яла пырса кĕрес умĕн вĕсене Автей хăваласа çитрĕ. Халь ĕнтĕ пачах урăхла калаçу пуçланчĕ. Вĕсем лашисене чарса урамри çынсенчен вăрманти вут-кăвар çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕç. Виçĕ çĕрте виçĕ ушкăнран ыйтсан та пĕр сăмах пулчĕ: Шеремет вăрманне вут тĕртнĕ. Автей ăнланмарĕ — мĕнле Шеремет вăрманĕ?
— Ак Иливан пĕлет, — терĕ хуçа çамрăк тарçине куç хĕссе. — Астăватăн-и Шереметев воеводăна, Иливан?
— Астăватăп, — патшан çывăх çыннине пĕлнипе мухтаннă пек, хуравларĕ каччă.
— Иккĕн, шăллĕпе пиччĕшĕ, çапăçрĕç вĕсем Хусан патĕнче. Иккĕшĕ те Иван Васильевич ятлă. Вĕсенчен пĕрне, аслине, патша Атăл леш енче çĕр пачĕ — çĕрĕ нумай мар унта, вăрман ытларах. Ав пăлхавçăсем ăна вут тĕртнĕ, ухмахсем.
— Ухмахсем çав, — терĕ Иливан турхан калаçăвне хутшăнма май килнишĕн савăнса. — Шеремет вăрманĕ кăна-и, пĕтĕм йăлăм çунать ав. Кайса сӳнтер халь, ниепле те сӳнтерейместĕн.
— Фу, сывлама та май çук, тĕнче пĕтнĕ чухнехи пекех, — терĕ аслă тарçă.
— Çавăн пек айванла хăтланатпăр çав тепĕр чух, — тарçăсене тĕлĕнтерсе вĕсемпе пĕр шайри çын пекех калаçрĕ турхан. — Ун пек синкер пирĕн ялта та пулнăччĕ. Урасмет текен куштан кураймасăр ман кил-çурта вут тĕртсе ячĕ. Сӳнтереймерĕмĕр, пĕтĕм ял çунса кайрĕ вара. Хăй хăтăлса юлчĕ тетĕр-и? Урасмет та шăкăрр çунса кайрĕ. Çынна усал сунакан хăй те пĕтет мар-и...
Çапла калаçса кăтартрĕ те Тукай Атăл хĕррине çитиччен тек çăвар уçмарĕ. Иливана хăй тĕллĕн тĕрлĕ шухăшпа йăпанса пыма майлă пулчĕ. «Пĕлет, мур илесше, пĕтĕмпе пĕлет, — терĕ вăл турханпа калаçнă чухнехи пек именчĕклĕн кулса. — Ытла куçкĕретĕн лартăмăр çав темиçе каç. Сарье чарса та чарăнмарĕ-çке. Йăлт пĕчĕк ачалла хăтланчĕ. Тепĕр енчен, турханпа Чураппа пĕлни лайăх та. Вĕсем ман пирки мăнукĕпе калаçнах ĕнтĕ. Сыхлантăр Сарье. Пурин çинчен те тĕплĕрех шухăшласа пăхтăр».
Çавăнтах ăна паçăр аслă тарçă йĕплесе каланă сăмахсем аса килчĕç. Тарçăсем те сисме ĕлкĕрнĕ вĕсем пĕр-пĕрин патне туртăннине. Те тахăшĕ çĕрле итлесе выртнă-ха. Юратаççĕ çынсем ыттисен вăрттăн ĕçĕсене сыхлама. Унтан вара йĕпрен пĕрене тăваççĕ.
Атăл патне çывхарнă май сывлăшри тĕтĕм тата вăйланчĕ. Йăлăмра вут-кăвар алхаснине лашасем те сисеççĕ — пырсан-пырсан сасартăк хартлатса илеççĕ. Ав турхан урхамахĕ сăмса шăтăкĕсене сарса пăрахнă, хăранипе вăхăтăн-вăхăтăн тăп чарăнать, хуçа хăваланипе çеç малалла каять.
Урак ялĕнче юлан утсем тӳрех Атăл хĕрринчи каçă патне анчĕç. Тукай тĕрĕс çул тытнă иккен — пĕтĕм халăх халь кунта хĕвĕшет. Пĕрисем вут-кăвара сӳнтерме йăлăма васкаççĕ, теприсем, мăрье тасатакансем пек хуп-хура пулнăскерсем, çийĕнчи тумтирне çĕтсе-çурса пĕтернĕскерсем, Атăл ку енне каçаççĕ. Калаçнинченех паллă, такам та пур кунта: вырăсĕ, чăвашĕ, çармăсĕ, тутарĕ. Ак иккĕлле çыхса çыпăçтарнă пысăк кимĕсем çинчен темиçе юлан ут тухрĕ. Тукайпа ун тарçисем вĕсене çийĕнчех палласа илчĕç — Мамич-Бердейпе ун çыннисем. Мамич-Бердей те турхана курма ĕлкĕрчĕ, утне çавăтса ун патне пычĕ.
— Ырлăх-сывлăх сунатăп сана, Тукай мăрса, — чыслăн пуç тайрĕ вăл.
— Хăвна та сывлăх сунатăп, çĕрпӳ, — терĕ турхан ăна алă парса. — Эс мĕнле килсе тухрăн Урак таврашне? Эп сана таçта аякра тесе-ха.
— Аякра та пулса куртăмăр. Хĕлĕпе çапăçрăмăр вырăссемпе. Шереметев хăваласа ячĕ ав. Халь кунталла куçас терĕмĕр.
— Кун пек ирĕккĕн çӳреме хăруш мар-и вара сирĕншĕн? Вырăссем сыхламаççĕ-и пăлхавçăсене? — тăрăхланă лек ыйтрĕ турхан.
— Ăçта, мĕнле çӳремеллине пĕлетпĕр-çке ăна. Пирĕн йăртăх лайăх ĕçлет. Ку таврара пирĕн çынсем лăк тулли. Шик! шăхăратăп та, халех çĕр çын чупса килет. Кирлĕ пулсан сана ним мар тыттарса яратăп.
— Мĕншĕн вăл?
— Пирен пата пыманшăн, — хăй пĕлтĕрхи калаçăва манманнине систерчĕ çармăс мăрси. — Сарри вĕçтерсе çитрĕ ав, эс тапранса тухмарăн пулать. Ну, пиртен ниçта та тараймастăн. Халь пирĕн çар Атăл тăрăхне пуçтарăнать. Кĕтетпĕр сана, Тукай мăрса. Çыннусене те кĕтетпĕр. Ывăлушăн тавăрмаллах сан вырăссене. Çапла-и?
— Пыраймастăп пуль, — терĕ турхан сӳрĕккĕн. — Ватăлтăм, Мамич-Бердей. Çитмĕлти старик тем тума кирлĕ сире?
— Ват çын тăват çынна тăрать, пыр, — çийĕнчех хуравларĕ çармăс мăрси. — Усеин-Сеит княçа пĕлетĕн-и? Пĕлетĕн, паллах. Çитмĕлтен иртнĕ. Вырăссене хĕçпе ваклать кăна. Мĕша тăрăхĕнче пурне те тĕлĕнтерчĕ паттăрлăхĕпе.
— Вăл пур тăк, сире пĕр старик çитет. Эп ытлашши пулăп тата...
— Пымастăн апла? — сассине хытарса ыйтрĕ Мамич-Бердей.
— Пыраймастăп, — хăраса тăмасăр тӳрех тавăрчĕ Тукай. — Эпир ун пирки тахçанах калаçса татăлнăччĕ-çке санпа. Ма тепĕр хут тапрататăн вăл калаçăва?
— Вăхăт çавнашкал халь, Тукай мăрса. Пăлхав кунсерен вăй илсе пырать. Пысăк çар пуçтаратпăр кăçал, кетсе тăр. Часах ак Атăл тăрăхĕ кĕрлесе тăма пуçлать. Аттен тахçанхи тусĕ тесе пĕлтерсе хурам: çак кунсенче пирĕн пата çĕнĕ хан персе çитмелле.
— Çĕнĕ хан? — тĕлĕнчĕ Тукай. — Апла эсир ача вăййи вылямастăр курăнать. Ăçтан илсе килетĕр-ха ăна, каллех Крымран-и?
— Пирĕн туссем йышлă: Крым, Аçтăрхан, Нухай, Тĕрĕк. Таçтан ыйтсан та хан параççĕ. Хан пулсан ханлăх та пулать...
Тукай ăна хирĕçлесшĕнччĕ, чĕлхе вĕçпе «Малтан ханлăхне туса хумалла, вара тин ханне шырамалла» текен сăмахсем те килнĕччĕ, Мамич-Бердее тавлашса çĕнтерес çук тесе шутларĕ. Çапах та вăл чи кирлине ыйтрĕ-ыйтрех:
— Вăрмана кам вут тĕртнĕ, кала-ха, вăл та пăлхавçăсен ĕçĕ-и? — терĕ.
Кайран тин ăнланчĕ, ку сăмаха урăхларах çавăрса каламаллаччĕ унăн, мĕншĕн тесен Мамич-Бердей тарăхнипе шăлне çыртрĕ, унăн тути чĕтресе илчĕ.
— Эс ват çынни ват çын та сав, çапах та чĕлхӳ чарусăртарах сан, Тукай мăрса, — терĕ вăл кăшт шухăшласа тăрсан. — Эпир хамăр та Атăл леш енче пурăнатпăр, мĕнле вут тĕртме пултаратпăр эпир йăлăм вăрманне? Вут-кăвар Шереметев вăрманĕнчен тухнă. Ху пĕлен, Шереметев вăрманĕ Акпарс çĕрĕсемпе юнашар. Вăрмана кам вут тĕртни каламасăрах паллă.
— Акпарс ун пек хăтланас çук-ха вăл, — терĕ Тукай. — Иртен-çӳрен е пĕр-пĕр сунарçă ашкăнма пултарнă тесен ĕненнĕ пулăттăм.
— Кам мĕнле шутлать, — кайма хатĕрленсе йĕри-тавра пăхкаларĕ çамрăк мăрса. — Эпĕ çав Акпарсах шанмастăп. Ну, сывă пул, Тукай мăрса. Кăкшамара манса ан кай. Атте килĕнче ĕлĕкхи туссемпе пĕрле ĕçсе çийĕпĕр санпа.
— Ху ман пата çитсе кур, — ячĕшĕн каларĕ Тукай. — Халь Алттыш патне çул тытатни-ха?
— Эс юмăç пекех, — кулчĕ Мамич-Бердей. — Пурне те витĕр куратăн. Çавăнталла çитсе килесшĕн. Тепре калаçса пăхас-ха унти мăрсасемпе — мĕнпе пулăшма шутлаççĕ вĕсем пире. Енчен пулăшма шутламасан эп вĕсене ак çакна кăтартатăп, — аллинчи саламатне сывлăшра чашлаттарчĕ вăл.
Тукай ăна çапла ăнланчĕ: ку ĕнтĕ хĕре калани кин хăлхине кĕтĕр тени пулчĕ. Хăратма пăрахмасть Мамич-Бердей Ту енчи мăрсасене. Пурне те хăйĕн юррине юрлаттарасшăн. Анчах саламат тени çумра кашни мăрсан пур-çке. Ыттисем те хăмсарма пултараççĕ унпа.
Мамич-Бердейпе сăмахлани ăшне кантармарĕ курăнать, турхан каçă çине тата шаларах кĕчĕ. Паллакан çынна урăх тĕл пулмарĕ вăл, ун вырăнне леш енчен каçакан стариксемпе чылайччен пуплесе тăчĕ.
— Хăрушă, айтур хăрушă унта, — терĕ турхана ятранах чĕннĕ пер кĕреçе сухалĕ. — Выльăх-чĕрлĕх ниçта кайса кĕме пĕлмест, тискер кайăксем урса кайнă. Этем çине çаплипех пыра-пыра тапăннине хам куçпа куртăм. Пăшисем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе Атăл ку енне ишсе каçаççĕ.
— Сӳнтерекенсем пур-и вара? Ку енчен халăх каçнă-и? — ыйтрĕ Тукай.
— Каçнă та, пит сахал. Леш енче пурăнакансем хăйсем тĕллĕн тăрмашаççĕ. Паратпа Кăкшăм тăрăхĕнче вăрман касаççĕ, çĕр чаваççĕ. Те тытса чарайĕç тетĕп-çке.
— Халăха хăваламалла. Ку енчен ытларах каçмалла, — терĕ Тукай.
— Кам хăвалатăр? Çунма тытăнсан вăрманăн хуçи çук унăн. Пурте пĕçсене çеç çапатпăр. «Ах та ах»... Эс те пулин пăхса кăна тăратăн ав...
Ку ĕнтĕ куçкĕретĕн калани пулчĕ.
— Эп пĕлме килтĕм. Халех илсе каçатăп çынсене, — теме çеç пултарчĕ турхан.
Хăй васкаса çыран хĕрне тухрĕ, Иливанпа Автее шыраса тупрĕ те, виççĕн сиккипе килелле вĕçтерчĕç.
Çул çинче кашни ялта чарăнса тăчĕç. Тукай сасси хăрăлтатакан пуличчен кăшкăрашрĕ. Каçма çинче илтнĕ сăмахсем пит вырăнлă пулчĕç уншăн.
— Мĕн аллăрсемпе пĕççе çапса тăратăр? «Ах та ах» тенипе вут-кăвар сӳнет-им? Пуртă, кĕреçе илĕр, йăлăма васкăр! Ăçта сирĕн староста? Кам хăваласса кĕтсе тăрать вăл?
Пĕр ялта тин çеç суйланă старостăна хăйне хытах тустарчĕ.
— Мĕн янккаса çӳретĕн ял тăрăх? Часрах халăхна пуçтар. Атăл леш енне васка. Кам вăрманĕ çунать? Хамăрăн. Хамăрăнах сӳнтерес пулать.
— Çынсем халь вăрман вырăссен аллинче терĕç те, эпир васкамарăмăр, — тӳрре тухма сăлтав тупрĕ староста.
— Вырăс вăрманĕ, чăваш вăрманĕ çук тĕнчере. Вăрман вăл — халăхăн. Унпа пĕтĕм халăх усă курать. Ун пек сăмахсене итлесе ан тăр, пуçтар халăхна. Кĕçĕрех леш енне каçăр.
Хăйĕн ялне çитсен турхан пĕтĕм халăха ура çине тăратрĕ. Иливанпа Автее хапхаран кĕме те памарĕ.
— Вĕçтерĕр ял тăрăх. Пурне те каласа тухăр: вăрман сӳнтерме каймалла, мĕн пур ĕçе пăрахса йăлăма васкамалла халь.
Малтан çынсем кăшт турткалашма пăхрĕç, каймалла-ши, каймалла мар-ши тенĕ пек, пуçĕсене хыçкаларĕç. Çапах вăрçса, хистесе каланă сăмах хăйĕн ĕçне турĕ. Чăнах, вăрман тем тесен те халăх пурлăхĕ ĕнте вăл, ăна пĕтĕм халăхпа упраса усрамалла терĕç.
Килне кĕрес умĕн турхан урамра Северьян тимĕрçе курчĕ. Тытса чарчĕ те ăна та вăрмана хăваларĕ.
— Тимĕрне перекетле пăртак. Халăхпа пĕрле Атăл леш енне вĕçтер. Хăвăн патăнта пурăнакан вырăссене те кала, иккĕш те вăрман сӳнтерме пыччăр. Хĕрарăмĕ Чураппа патне килтĕр. Вĕсен пире валли апат-çимĕç хатĕрлемелле пулать.
Северьян, юрĕ, турхан, эс каланă пек тăвăпăр тенĕ пек, пуçне ухса çеç тăчĕ.
12. Аслă чӳк
Атăл леш енчен тĕнĕ пăкки пек хуп-хура таврăнсан çынсем килсерен мунча хутса кĕчĕç. Мунчине пурте хăрăмпа тусантан тасалас тесе чĕртсе ячĕç те-ха ăна, анчах ăшши панă чух, милĕкпе çапăннă чух пурин те чĕлхе вĕçĕнче «чӳк» сăмах пулчĕ: «чӳк сиплĕхĕшĕн ку», «чӳк лайăх ирттĕрччĕ», «чӳк мая килтĕрччĕ».
Атăл леш енчех калаçса татăлчĕç ваттисем, малтан шутласа хунă пек, темиçе ялпа пухăнса аслă чӳк ирттерес терĕç.
— Киремет хăйĕн хаярлăхне тата тепĕр хут кăтартрĕ, — терĕç шур сухаллисем. — Иртнĕ кĕркунне çĕнĕ тыр-пул ячĕпе сăрапа пăтта начар чӳклерĕмĕр курăнать. Пилерти ырăсене начар асăнтăмăр. Çилленчĕ киремет, аçа-хаяр ячĕ, пĕтĕм халăхпа каçару ыйтма лекет.
Чӳк пуçлăхĕсене тĕрлĕ ялтан суйласа илчĕç. Илтимĕр ахаль юмăç вырăнне кăна пултăр терĕç, ăна чӳк пуçлăхĕ тума килĕшмерĕç: юрлăрах çын. Юрлă çынна чӳк пуçĕ тусан тырă пулмасть теççĕ-çке.
Киремете парне пама чи малтан лаша илме шутласа хучĕç. Ялсенче ват лаша темиçе те тупăнчĕ, анчах вĕсем чӳк пуçĕсене çырлахтармарĕç. Çамрăкраххине туянма турхан патне каяс терĕç. Каяс умĕн чылайччен иккĕленсе тăчĕç: хытăскер, ытла хаклă ыйтма пултарать. Чӳкĕн ун йĕрки çапла: хуçи мĕн чухлĕ ыйтать, çавăн чухлĕ парса илмелле. Кĕлешсе, турткалашса тăма юрамасть.
Турханăн кӳлмен лаша витере темиçе те тăрать, халăх кăмăлне кура пĕрне, чи тĕреклине, сутас терĕ. Хакне ыйтма пĕлчĕ ĕнтĕ, вăл тĕлĕшрен Тукая вĕрентме кирлĕ мар.
— Лаша хаклă халь. Пасарта эсир ку хакпа тупаймастăр та, — терĕ те — ĕçĕ те пĕтнĕ. Чĕн йĕвеншĕн хакне ӳстерчĕ-ха тата. Лашана утланса тӳрех Сĕмĕле леçрĕç.
Ĕне выльăх виççĕ илчĕç. Халăхран пуçтарнă ытти укçипе темиçе сурăх, хур-кăвакал туянчĕç.
Ял хушшинче илтсе тăраннă усал хыпара асра тытса, ваттисем тĕкĕрçĕсене хирлӳпе ухă такмакĕсене илме, Сĕмĕл çыннисене вара сенĕксем йăтса тухма хушрĕç. Сĕмĕл улăхĕ аслă çул хĕрринчех-çке вăл, такам мурĕ те пырса тухма пултарать чӳкленĕ хушăра.
Турхан тарçисем чӳклеме каясси пирки хуçаран юри кĕрсе ыйтрĕç — камăн кайма юрать, камăн кайма юрамасть.
— Пĕр иккĕшĕ юлатăр пуль, — терĕ Тукай, никам ятне те асăнмасăр. — Кам юлассине Автей калĕ.
Кăна илтсен Иливан кăвакарса кайрĕ: лешĕ ăна тем тесен те киле хăварать. Вăл сехĕрленсе ӳкни тĕле килчĕ, картишне тухсан турхан тăванĕ Иливанпа тепĕр тарçă çине пӳрнепе тĕллесе кăтартса «эсĕ юлатăн», «эсĕ юлатăн» тесе пĕлтерчĕ. Ку Иливаншăн, аслă чӳкре пĕрре те пулса курман каччăшăн, хăйне пĕр-пĕр тапăран е сĕрен уявĕнчен хăварнипе пĕрех пулчĕ. Çапах та ку эрлĕке чиперех чăтса ирттерчĕ йĕкĕт, Автее хирĕç çăвар уçса пĕр сăмах та каламарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...