Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
— Аван, аван, — терĕ Сююнбике. — Эх, çавнашкал йĕкĕтсем ытларах пулсанччĕ. Мĕн пур шанчăк та çавсем çинче кăна.
— Пур, пур ун пеккисем, ырă бике. Тутар княçĕсемпе мăрсисем те сахал мар пирĕн патра. Çар хутшăнсах пырать. Кĕркунне енне ак...
— Кĕркунне таврăнмаллах Хусана. Атте пырса çитсен, Ямгурчей пулăшсан ĕç ăнмаллах пек туйăнать. Вырăссен Атăл тăрăхĕнче çар йышлă мар халь. Пур пеккине те Иван патша Астрахань патне анма хушнă. Çав вăхăтра тапранас пулать сирĕн, князь. Пирĕн Али пит пултарусăр марччĕ-ха вăл. Пĕчĕк чухне кутăнччĕ хăй, эп ăна час-час хĕнеттĕм вара. Халь мĕнле, кутăнлашмасть-и?
— Сисмен, — терĕ Усеин-Сент кăшт çеç кулса ямасăр. — Йĕркеллĕ тытать хăйне. Мăрсасем юратаççĕ ăна.
— Эс Мамич-Бердейне хавхалантар ĕнтĕ, — тепĕр хут асне килчĕ пулмалла хан арăмне çармăс мăрси. — Сююнбике сан çинчен йăлт ыйтса пĕлчĕ те, вăл сана шанать, çĕнтерӳ хыççăн Хусанта тĕл пулма ĕмĕтленет те. Чим, тăхта, — ларнă çĕртен хĕр ача пек яшт! сиксе тăчĕ те бике пурçăн халатне варкăштарса юнашар пӳлĕмелле чупрĕ, унтан ылтăн тĕслĕ ал тупанĕ — шăвăç амулет илсе тухрĕ. — Асăнмалăх ак çакна пар эс ăна манран, хаджи.
Сююнбике амулета, питĕ шел-çке ку япалана парса яма тенĕ пек, çавăркаласа пăхкаларĕ те Усеин-Сеита тыттарчĕ.
— Ку пит хаклă парне пулать уншăн, ытарайми бике. Пирĕншĕн те хаклă парне пулать. Тавтапуç, рехмет, пирĕн хĕвелĕмĕр, пирĕн шанчăкăмăр Сююнбике.
Садыя текен хĕрарăм кунта мĕн-мĕн илсе килмеллине каламасăрах чухларĕ. Сююнбикепе хăна умри черккесене тултарчĕç.
— Ку эрехе атте Нухайран ярса панă, — терĕ хан арăмĕ. — Çавăнпа чи малтан ун сывлăхĕшĕн ĕçер, хаджи.
— Çапла пултăр, ырă бике. Нухайри чи аслă мăрса сывлăхĕшĕн, чыслă та сăваплă Юсуф князь сывлăхĕшĕн!
Унтан вара Али-Акрам, Мамич-Бердей тата ыттисен сывлăхĕшĕн черкке пушатрĕç вĕсем. Иккĕшĕн те киккириккисем самаях хĕрсен, пĕр харăс тенĕ пек, кăшкăрса ячĕç:
— Хусаншăн!
— Хусаншăн!
— Хамăр шĕкĕр хулашăн! Хусанта мĕн пур тус-тăвансемпе часрах тĕл пулассишĕн!
Вĕсем савăннине никам та курмарĕ, илтмерĕ. Алăк умĕнче çеç Садыя аппа хăлхисене чанк тăратса чĕрне вĕççĕн уткаласа çӳрерĕ.
20. Юхăма хирĕç ишме йывăр
Кăкшамарти пăлхавçăсемшĕн лăпкă пурнăç пĕтрĕ пулас. Пĕр кунхине кăнтăрла иртсен темиçе çĕрте сăрнай сасси янраса кайрĕ. Урама хул хушшине тумтир хĕстерсе, сăнăсемпе хăртсем, ухă хатĕрĕсем йăтса тухнă çынсем пĕр-пĕринчен «Мĕн пулнă? Мĕне пĕлтерет ку, сăрнай кăшкăртни?» — тесе ыйтса тăмарĕç, тĕрлĕ енне саланса малтанах каласа хунă вырăна — ял тулашĕнчи канавсемпе хӳтлĕхсем патне чупрĕç. Темиçе çĕр çын хăйсем çак кунсенче кăна чавнă шăтăксене сиксе çапăçăва хатĕрленсе те тăчĕ. Анчах умра никам та курăнмарĕ. Хăйсен пысăках мар утлă çарĕ çеç тусан кăларса Хусан çулĕ еннелле вĕçтерчĕ. Часах унта пищаль сассисем илтĕнсе кайрĕç, темиçе хутчен лаша чуна çӳçентерсе кĕçенсе илчĕ. Пăлхавçăсем туйрĕç, Хусан çулĕ çинче çапăçу пырать. Хăш-пĕрисене лаши-мĕнĕпех амантрĕç те пулас, мĕншĕн тесен аманнă лаша çеç çапла хăрушшăн кĕçенме пултарать.
Çав вăхăтра йывăçсен хӳттипе канавсем патне унта та кунта стрелецсем çывхарчĕç. Темиçе çĕрте вут-çулăм курăнчĕ, пăшал пенĕ сасăсем йышланчĕç. Тĕкĕрçĕсем те лайăх тĕллесе ухăсемпе печĕç.
Хĕвел аннă тĕле çапăçу пĕтрĕ. Стрелецсем хăйсен çын чылай вилнине кура каялла чакрĕç пулас. Казаксем те тек курăнмарĕç. Юлан утсем вырăссенчен юлнă утсене кăкарса каялла таврăнчĕç. Курчĕç пăлхавçăсем — пĕр учĕ çинче вырăс казакĕ ларса пырать. Ăна, тыткăна лекнĕскере, Мамич-Бердей килне илсе кайрĕç.
Тата темиçе кунтан вырăссем тепре килсе тапăнчĕç. Хальхинче çапăçу малтанхинчен вăйлăрах пулчĕ. Стрелецсем ял пĕр вĕçĕнче пăлхавçăсен тĕреклетнĕ вырăнне те çĕмĕрсе тăкрĕç. Анчах вĕсене пулăшакан пулмарĕ те, стрелецсем вара юлашки вăйне парса çапăçса пурте тенĕ пекех хăйăр çине выртса юлчĕç.
Утлă çар казаксене Атăл хĕррине çитиччен хăваларĕ. Пăлхавçăсем вырăссен пысăк киммисем çине кĕрсе кайрĕç, унти хурала пĕтерсе тăкрĕç. Киммисене Кăкшан тăрăх хăйсем патне илсе кĕчĕç.
Тепĕр эрнерен вырăссем тек килес çуккине пĕлсе хан хăйĕн пӳлĕмĕнче мăрсасемпе, ытти ятлă çынсемпе канаш тытрĕ.
— Эпир сирĕнпе темиçе кун Даниил Адашев окольничий ертсе килнĕ çарпа çапăçрăмăр, — терĕ вăл, темле чаплă çĕнтерӳ тунă пĕк, мăнаçлăн хăлаçланса. — Ним те калаймăн, лайăх çапăçрĕç пирĕн çынсем. Адашев Хусана çитичченех тарчĕ пулмалла. Виçĕ пысăк кимĕ, пищальсем, темиçе лаша хăварчĕ пире валли. Анчах вăл пире кăшт вĕрентсе те илчĕ, мĕнле калас, тăн пачĕ. Крепость начар пирĕн, тăванăмсем, пысăкрах çарпа килсен вырăссем ăна ним мар аркатса тăкма пултараççĕ. Хăйăрлă çĕр крепость тума майлă вырăн мар. Чул крепость тума вăхăт кĕскерех. Çавăнпа эп сире халех Чалăма куçма сĕнетĕп. Хатĕр крепость пур çинче мĕншĕн хӳтĕсĕр вырăнта кĕтсе лармалла пирĕн вырăссене?
— Тĕрĕс!
— Тахçанах çавăнта каймалла пулнă! — кăшкăрашрĕç мăрсасем.
— Эппин, никам та хирĕç мар сиртен, — малалла калаçрĕ Али-Акрам, куратни, мĕн каларăм эп сана тенĕ пек, Мамич-Бердей çине пăхса илсе. — Ман сăмахăм çапла, княçсемпе мăрсасем, çĕрпӳсемпе улансем: ыран ирех пурин те Атăл çине тухмалла. Утлă çара кимĕсемпе леш енне каçаратпăр, вăл Чалăма сылтăм енĕпе хăпарать, ытти япаласене — пищальсене, апат-çимĕçе, тумтире — кимĕсем çине тиетпĕр. Çуран çар пĕтĕмпе тенĕ пекех кимĕпе ишет. Сылтăм енче, ялсем тĕлĕнче мĕнле кăна кимĕ пур, вăл йăлтах сирĕн. Салтăр та илĕр, салтăр та илĕр. Ирĕк паратăп. Ту енчи халăх пирĕншĕн ырри ним те туман, пирĕн те унти çынсене хĕрхенмелле мар...
Пăлхавçăсем Кăкшамар ялĕнчен тухса кайнăшăн пĕр çын çеç кулянчĕ — Мамич-Бердей. Ял йĕри-тавра çĕр чав-тарма, йывăç турттарса хӳтлĕх тутарма ĕлкĕрчĕ вăл, кирпĕчрен е чултан хӳме çавăрма вăй çитереймерĕ. Çар кунтах хĕл каçнă пулсан чăн-чăн крепость ӳссе ларатчĕ ĕнтĕ Кăкшан хĕрринче, анчах хан ниепле те юласшăн пулмарĕ-çке. Ăна Чалăм кирлĕ иккен, çĕр айĕнчи крепость. Урăх ним те мар.
— Унта ытла çул çинче, куç умĕнче пулатпăр, аслă Али хан, вырăссем ялан тапăнма пуçлĕç, çар пуçтарма та памĕç, — ӳкĕтлеме пăхрĕ çармăс мăрси лешĕ Ар-Сĕнтĕр пирки сăмах хускатмассерен. — Хĕл каçиччен е кĕркуннеччен тăхтас мар-и?
— Халь куçатпăр, ку таврара вырăссем çук чух куçатпăр, — хăйĕннех печĕ Али-Акрам. — Хăйăр вăл мана Нухайрах йăлăхтарнă... Лере, атте патĕнче, крепость кирлĕ мар, кунта пире вăйлă крепость кирлĕ. Каятпăр, каятпăр Чалăма, нуратдин. Çар пуçтарма майлăрах — Ту-çи енче халăх ытларах пурăнать.
Тата ялан мечĕт пирки мăкăртатрĕ хан:
— Кунта сан аллаха кĕл тума мечĕтӳ те çук...
— Тăватпăр! — шантарса каларĕ çармăс мăрси.
— Эп мĕнле каланă, çавăн пек пулать. Кăкшамару вăл сан вăрманти усланкă кăна, крепоçа ун пек çĕрте тумаççĕ.
Курчĕ Мамич-Бердей, хана ӳкĕте кĕртме çук. Мĕн тă-вас тетĕн, каймалла тăк каяс пулать терĕ вара мăрса, упа йĕнĕре выртнă пек, çĕр айĕнче пурăнса пăхас пĕрре, Ту енчи çĕрпӳсене çывăхран хăратса тăрас. Кăкшамара каялла килме те пулĕ, вăл хăйĕн хуçинчен ниçта та тарас çук.
Чалăма куçасси пирки хан çармăс мăрсисемпе уйрăммăн канашласа пăхрĕ. Вĕсем те унти крепоçе шанчăклăрах вырăн тесе шутлаççĕ иккен.
— Çавăнта каймалла, çавăнта, — терĕ Ахматек те. — Унта Акпарс патне хăнана çӳреме çывăх пулать. Хĕрсем те нумай Ту-çи енче.
— Вăл хулана вырăссем тупăпа персе те çĕмĕреймеççĕ. Тĕреклĕ тунă ăна пирĕн аттесем.
— Вырăс купсисене çаратма та майлă унта.
Мамич-Бердей вара шарламарĕ. Çынсен умĕнче ханпа тавлашма аван мар. Хăйсен хушшинче те калаçса татăлайман тейĕç. Калĕччĕ мăрса, Чалăм вăл пăлхавçăсемшĕн çеç мар, вырăссемшĕн те майлă, ăна йĕри-тавра хупăрласа илсен чул крепоçре выçă вилме пулать тейĕччĕ — юрамасть. Пурăнса пăхчăр-ха çĕр айĕнче. Арлан хăйĕн шăтăкĕнче выртать-выртать те апат шырама пурпĕр çиеле тухать-çке. Çавăн чухне ярса илеççĕ те ăна ытти тискер кайăксем.
Çапах мăрса асăрхаттарчĕ Али-Акрама.
— Тăвалла хăпарнă чух вырăссем курмĕç-и пире? Атăл çинчех тапăнасшăн пулмĕç-и вĕсем? — терĕ.
— Курччăр ара, пăхса чĕтресе тăччăр, — паттăрланчĕ хан. — Пире тапăнмалăх вăй çук халь вĕсен. Ман йăртăхсем темиçе хутчен те кайса килчĕç Чалăма.
Хан çыннисем çĕнĕ çĕре куçса кайма уява хатĕрленнĕ пекех хатĕрленчĕç. Ал айĕнчи япаласене — тӳшек-минтер, савăт-сапа, ĕçме-çиме таран — Атăл хĕррине турттарчĕç. Мамич-Бердей пӳрчĕ йăлтах пушанса юлчĕ. Макăрас пек тухса кайрĕ мăрса хăйĕн килĕнчен. Али-Акрам Сююнбике шăллĕ пулмасан тытса çурĕччĕ вăл хана çапла мăшкăл кăтартнăшăн.
Чăтрĕ мăрса, шăлне çыртрĕ те чăтрĕ. Хан валли хатĕрленĕ пысăк кимĕ патне çитиччен утне унпа юнашарах уттарса пычĕ-ха тата. Ара, нуратдин мар-и вăл, Усеин-Сеитпа иккĕшĕ вĕсем ханăн чи çывăх çыннисем мар-и.
Хан хушнипе пысăк кимĕ пуçне элем — тем вăрăмăш ут хӳри çакрĕç. Тĕкĕрçĕсем сарлака та вăрăм кĕсменсем умне кĕрсе ларчĕç те харăссăн ишме пуçларĕç. Кимĕсем тапранса кайрĕç. Малтан вĕсем Атăлăн сылтăм еннелле çул тытрĕç, вара тӳп-тӳррĕн çыран хĕррипе пычĕç.
Пăлхавçăсем хан çыран хĕрринчи кимĕсене пуçтарма хушнине асра тытрĕç — тăвалла хăпарнăçемĕн вак кимĕсен шучĕ ӳсрĕ, шыв çинчи çар темиçе çухрăма тăсăлчĕ.
Утлă çар нумай мала кайнă ĕнтĕ. Часах сылтăм енче унта та кунта тĕтĕм йăсăрланни курăнса кайрĕ.
— Ялсем çунаççĕ, — терĕç пĕр пĕчĕк кимĕ çинчи чăвашсем. — Мĕн тума вут тĕртмелле ĕнтĕ чипер пынă çĕртен пирĕн ялсене?
— Мамич-Бердей хăй куштанлăхне кăтартать, — тарăхса каларĕ пĕри.
— Хăйĕн Кăкшамарти кил-çуртне çунтарса ямалла унăнне.
— Ан васка, çунтарĕç-ха, чăвашсем те мăрса умĕнче парăмра юлмĕç...
Шупашкар тĕлĕнчен пăлхавçăсем çĕрле иртрĕç. Çар йышлах мар пуль те, çапах хирĕç тухма пултараççĕ унта терĕç. Вĕсене ниçта та никам та хăваламарĕ. Хирĕç пулакансене пăлхавçăсем хăйсем тыта-тыта чарчĕç.
Иккĕмĕш кунĕнче çил тухрĕ. Хумсем çӳле-çӳле çĕкленсе кимĕсене вăйлăраххăн пыра-пыра çапма тытăнчĕç. Ишме йывăрланчĕ.
— Чарăнасчĕ пăртаклăха. Ывăнтăмăр!
— Канса илесчĕ!
— Анаталла анмастпăр-çке эпир, тăвалла хăпаратпăр... Ишме йывăр, — шавларĕç çине-çине тĕкĕрçĕсем.
Вĕсене ялан пĕр сăмахпа тавăрчĕç:
— Юрамасть. Хан хушмасть.
Шупашкар тĕлĕнче пăлхавçăсем вырăссен икĕ ладйине хирĕç пулчĕç. Пысăкскерсем, шыва май вĕсем пит сулмаклăн анатчĕç, тытса чарма май килмерĕ. Ладьясен çулне пӳлме тăнă темиçе пĕчĕк кимĕ хыттăн пырса тăрăннипе айккинелле ыткăнса кайрĕç, ӳпне çаврăнса ӳкрĕç. Чылай тĕкĕрçĕ хумсен айĕнчен тухаймарĕ.
Кимĕсем Чалăма çитсен крепоçре темиçе хутчен тупăран печĕç, Али-Акрам ăна илтсе чăтса тăраймарĕ, кимĕ çинчи чатăр кавирĕсене турта-турта антарчĕ. Кĕркке, хăйне никам та ан паллатăр тесе пулас, пысăк тутăр пĕркеннĕччĕ. Хан ăна асăрхарĕ те хĕр ача пуçĕнчи тутăра сирсе пăрахрĕ, çиллине шăнараймасăр урайне печĕ.
— Халăх умĕнче намăс ан кăтарт, — никам илтмелле мар хăтăрса тăкрĕ вăл савнине.
Çыран хĕрринче, çӳллĕ сăрт айĕнче, нимле халăх та пулмарĕ. Али-Акрама хăйĕнчен маларах çитнĕ княçсемпе мăрсасем çеç кĕтсе илчĕç. Çапах та хан вĕсен куçне те пулин савăнăçлă çын пек курăнас тесе йăл-йăл кулкаларĕ, такама саламланă пек, чылайччен аллине сулкаласа утрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...