Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
Ĕнер Иливан йăпăртлăха килне кайса килчĕ те ырă мар хыпар илтрĕ: кӳршĕ ялсене чӳк пирки калаçса татăлма кайнă ашшĕпе Ятламас çухалнă. Виççĕмĕш кун таçта çӳреççĕ вĕсем. Асламăшĕ вăрçмаллипех вăрçать: чӳк пирки калаçса татăлма кайнă çынсем виçе кун мĕн туса çӳреччĕр? Хĕр шырама вĕсем вун çичĕ çулхи каччăсем мар, вăрă-хурахсемпе çыхланнă теме вăл шухăшлă çынсем мар. Мĕнле те пулин инкек сиксе тухнă ĕнтĕ çул çинче е пуçтахла хăтланнăшăн тытса хупнă вĕсене.
— Иливан, — терĕ асламăшĕ, — аçуна шырама кайсан аванччĕ те çав. Тукай ярас çук пуль сана...
— Ыйтса пăхăп, — хуравларĕ мăнукĕ. — Лашапа кайсан часах çаврăнса килме пулать.
— Ыйтса пăх, Иливан, ыйтса пăх. Унсăрăн темрен тем пуласси пур. Турă сыхлатăрах...
Каялла таврăнсан Иливан пăшăрханса ӳкнине ăна хапхарах тытса чарнă Сарье те асăрхарĕ.
— Мĕн пулнă, Иливан? Эс ма пит пусăрăнчăк? — куçран пăхрĕ хĕр ача.
— Атте çухалнă, — терĕ каччă. — Ятламаспа иккĕш виççĕмĕш кун таçта çӳреççĕ.
— Атя шырама каятпăр, ут утланатпăр та вĕçтеретпĕр кăна санпа, — хăех сĕнчĕ хĕр ача.
— Ун пек юрамĕ. Малтан кукаçунтан ыйтса пăхас пулать, — хăй иккĕленнине пытармарĕ каччă.
— Вăл килте çук. Каçсăр таврăнмасть те.
— Пĕлетĕп.
— Кукаçи таврăннă çĕре эпир иксĕмĕр те килте пулатпăр, Иливан.
— Пур пĕр хăратăп. Мана уншăн чĕн пушă лекет.
Иливан хĕр ача кăмăлне хуçса пăрăнса утрĕ, витене кĕрсе унта нумайччен шухăшласа тăчĕ. «Юрамасть, — тере вăл хăйне юлашкинчен. —Виçĕ кун виçĕ эрне мар-ха вăл — таврăнĕç. Тен, нимех те пулман-тăр-ха. Мăнукĕпе пĕрле ут утланса тухса кайнине пĕлсен Тукай мăрса мана чĕп-чĕр юн тăвать, нӳхрепе хупса лартать. Ун пек ашкăнса сӳреме эп пĕчĕк ача мар пуль...»
Тарçă пурнăçĕ Иливана кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ шухăшласа тума вĕрентнĕ. «Çиччĕ виç те пĕрре кас», — аса илет вăл ялан мăн аслашшĕн ăслă сăмахĕсене. Халь те çапла каларĕ те хăйне тытса чарчĕ. Чунĕ вĕчĕрхеннĕрен çеç чипер çакăнса тăракан чĕн йĕвенсенех тӳрлетем пекки турĕ.
Сарье куçран çухалсан каччă чăтаймарĕ курăнать, кĕçĕн алăкпа пахчана тухрĕ, тĕкме карта урлă каçса майĕпен ял хыçĕнчи сăрт çине хăпарма пуçларĕ. Ку сăрт чылай çӳллĕ пулин те çара мар, унта кутамас йывăçсем, йыт çырли, уртăш, катăркас тĕмĕсем нумай, çавăнпа вĕсен хушшипе пыракан каччă хăйне никам та курмасть тесе шутланăччĕ. Анчах сăрт çине хăпарса çитрĕ кăна — ун çумне Сарье пырса та тăчĕ.
— Эс кунта ма килтĕн çак, Иливан? — ăна тӳрех алăран ярса тытрĕ хăюллă хĕр ача.
— Ав пăх унталла, — терĕ каччă сăрт леш еннелле кăтартса. — Çулпа çын килни таçтан курăнать.
— Чăнах та! — терĕ хĕр ача малалла киленсе пăхса. — Нихçан та хăпарса курманччĕ кунта. Эс килсе çӳренĕ-и вара, Иливан?
— Ара, эп сунарçă пуль, — куларах тавăрчĕ каччă. — Аттепе таçта та çитсе курнă.
Хăй те сисрĕ, ку сăмах кулăшла тухрĕ унăн: «Аттепе таçта та çитсе курнă...» Пĕчĕк ача пек, ашшĕпе çӳренĕ эппин. Пĕччен сунара тухма хăранă, айван.
Сăмаха ирĕксĕрех тӳрлетмелле пулчĕ:
— Ача чухне эп кунта аттепе мулкач йĕрлеме юрататтăм, — терĕ вăл.
— Кăçал хĕлле эс мана сăсар е кăш тытма илсе каятни, Иливан? — ывăннине пĕлтерсе-тĕр, ун çине хыттăнах таянчĕ Сарье.
Каччă чăртмахланса: «Сăсарпа кăш тытма санăн мĕн тума вăрмана каймалла? Вĕсен тирĕсем кукаçу кĕлетĕнче купипех çакăнса тăраççĕ», — тесе каласа хурасшăнччĕ, анчах çакăн пек ырă самантра, хĕр ача ун çумне йăмăкĕ пек лăпчăнса хӳтлех шыранă вăхăтра, ăна кӳрентерме пултараймарĕ.
— Кукаçу ирĕк парсан тархасшăн пыр, кам чарать, — именсе хуравларĕ каччă.
— Вăл чармĕ-ха, эсĕ илсе каймасран хăратăп.
— Эп ма илсе каймастăп пуль вара?
— Юратмастăн мана. Манран ялан тарса çӳретĕн...
Хĕр ача шахвăртса калаçма тăрăшнине сисрĕ пулсан та Иливан тата ытларах вăтанчĕ, малтанах ним тавăрса калама та пĕлмерĕ.
— Ма чĕнместĕн? Тĕрĕс мар калатăп-и-мĕн?
— Тарса çӳремен-çке, — хĕр ача таяннă хул пуççине илсе ун аллинчен вĕçерĕнчĕ каччă. — Ăçта тарас ĕнтĕ манăн? Эп кунĕпе сирĕн картишĕнче. Тата манма юрамасть-çке, йăмăкăм, эс — хуçа мăнукĕ, эп вара — ун тарçи.
— Вара çавăн çинчен те шутлатни, Иливан? — йĕкĕте каллех алăран тытасшăн пулчĕ Сарье.
— Шутлас марччĕ те, шутлаттарать. Ылтăн çĕрĕ çумĕнче шăвăçран касса тунă çĕрĕ йăлтăртатмасть-çке вăл пĕрре те, Сарье.
— Эп ылтăн çĕрĕ пулса тăтăм-и вара саншăн, Иливан?
— Тата мĕскер? — терĕ каччă. — Эс турхан таврашĕ пуль?
— Таврашĕ кăна çав, турхан хĕрĕ мар.
— Хĕрĕ мар тăк — мăнукĕ. Тукай мăнукĕ, ăна эс пит лайăх чухлатăн-ха...
— Чухлатăп, чухлатăп, — темшĕн кăмăлтан сисĕнмеллех улшăнчĕ Сарье. — Пĕлессĕн пулсан эп тăлăх хĕр ача кăна. Атте, Сарри мăрса ывăлĕ, вилнĕ тахçанах, ăна астумастăп та. Анне...
— Аннӳ мĕскер?
— Анне мана çуратса янă та — пăрахнă. Ӳстермен вăл мана. Тепĕр турхана качча тухнă та пурăнать Ар тăрăхĕнче çав чирлĕ çынпа. Мана хăнана та чĕнмеççĕ вĕсем. Чăнах, чăнах. Эп ку таранччен кайса та курман Ар тăрăхне. Халь унта темле вăрçă пырать тет ав, кайма та май çук. Эс мăшкăлласа мана ылтăн çĕрĕ тетĕн. Йĕс çĕрĕ эпĕ, ылтăн мар!
— Ун пекех ан хурла ĕнтĕ хăвна, — хĕр ача чунтан каланине кура ăна хĕрхенесшĕн пулчĕ Иливан.
Вĕсем хăйсем кунта мĕншĕн килнине аса илнĕ пек пулса татах аяккалла пăхрĕç. Çул çинче, таçта инçетре, тусан йăсăрланать, темле урапа килет пулмалла.
— Кукаçусем пулас, атя каяр часрах — васкатрĕ хĕр ачана каччă.
— Халех каятпăр. Пăртак тăхта ĕнтĕ. Чĕре кăшт лăплантăр.
— Чĕрӳ хускалчĕ-и?
— Вăл ман тахçанах хускалнă.
— Ан тĕлĕнтер. Мĕнле тухса тармасть апла вăл кăкăртан?
— Темле тӳсет çав, хам та тĕлĕнетĕп. — Хĕр ача хыттăнах кулса ячĕ. — Сана куратăп та, лăпланать вара.
Ку сăмахсене тепĕр хĕр ача каланă пулсан каччă ăна тӳрех ыталаса илетчĕ пуль, чуп тума та хăюлăх çитеретчĕ пуль. Анчах турхан мăнукне...
— Каллех çăтса ятăн чĕлхӳне, каччă.
— Хăратса пăрахрăн-ха, Сарье, — шухăша кайнă пек хуравларĕ Иливан. — Эс мĕн мар пуль те... йĕкĕлтесшĕн мар пуль те мана.
— Ан аташ, Иливан. Тĕрĕссине каларăм. Хĕр ачан ун пек калаçма юрамасть теççĕ те... Эп персе ятăм ав. Ман сана ялан курас килет. Куратăп та, чĕре лăшт пулать вара. Ĕненмесни мана, Иливан?
— Ĕненетĕп те-ха, çапах нехекрен пулчĕ сăмаху.
— Эс халиччен юратса курнă-и, Иливан?
— Курнă, — пĕр шухăшласа тăмасăр тавăрчĕ каччă.
— Кама?
— Хамăр пахчари йĕтем юпине.
— Ан тĕлĕнтер!
— Чăнах ара.
— Хĕр ачана юратман-и вара? Пĕр хĕр ачана та чуп туса курман-и? — куçа кĕчĕ Сарье.
— Курнă-çке. Сĕтел хушшине ларсан алăри кашăка темĕнччен чуп тăватăп, — кулчĕ каччă.
— Эс юптарса ан калаç, Иливан, чăннине кала.
— Чăнни чăнкă сăрт çинче. Акă çав сăрт çинче иксĕмĕр юнашар тăратпăр.
— Ку аван-ха. Анчах эс манпа этемле калаçасшăн та мар-çке. Тӳрех хăраса ӳкрĕн. Мĕнрен хăратăн, Иливан?
— Тĕрĕссине калас-и? — хĕр ачана хăюллăн куçран пăхрĕ каччă.
— Тĕрĕссине ĕнтĕ. Тата мĕнле пултăр...
— Эс мана юратса пăрахасран хăратăп.
Хĕр ача, ахаль те çырла питлĕскер, хĕп-хĕрлĕ хĕремесленсе кайрĕ. Иливан тытса чарса та ĕлкĕреймерĕ, вăл каччă кăкăрĕ çумне лăпчăнчĕ.
— Эп юратăп çеç сана, пăрахмăп, — ассăн сывларĕ Сарье. Хĕр ача пуçне çĕклерĕ, чĕвен тăчĕ, каччă хăйне чуп тăвасса кĕтрĕ пулас, анчах Иливан, халиччен никама та чуп туса курманскер, иккĕленсе тăчĕ, хăюлăх çитереймерĕ.
— Каçар. Юрамасть, Сарье, — хăйне каланă пек каларĕ вăл.
— Юрамасть тĕк — юрамасть, — терĕ хĕр ача. — Эп ним те ыйтмарăм-çке санран. Мана санпа юнашар тăни те çитет.
— Халь атя ĕнтĕ, — ăна çурăмĕнчен кăшт тĕкрĕ каччă. — Килте пулманнине пĕлсен кукаçу пĕтерет мана...
Каччăпа хĕр киле пĕрле таврăнмарĕç. Ун пек тума юраманнине вĕсем пĕр сăмахсăрах ăнланчĕç. Çапах та каярах юлнă Иливан хыçалти кĕçĕн алăкран кĕрсен Сарье ăна лупас айĕнче, тĕттĕмре, тепре тытса чарчĕ, ун çумне лăпчăнса нумайччен ним чĕнмесĕр тăчĕ.
— Каçпа кĕт. Юрать-и? — пăшăлтатрĕ уйрăлса каяс умĕн.
— Кĕтетĕп, — хăй калас мар тенĕ çĕртенех вĕçерĕнчĕ сăмах. Хăлхара вара çав пĕртен-пĕр сăмах пин хут каланă пек янраса тăчĕ: «Кĕтетĕп, кĕтетĕп, кĕтетĕп!..»
9. Сарьепе Иливан
Иливан хăйне çамрăк каччăсен шутне мар, вăй питти çынсен шутне кĕртет. Темĕн те курнă вăл пурнăçра, темĕн те тӳснĕ. Ача чухнех амăшĕпе пĕрле нухайсем вăрласа кайнă ăна, Хусан тутарĕсене сутнă; нумай çул тыткăнра, чуралăхра пурăннă вăл, вăй питти çынсемпе пĕрле тамăкран тухса тарма вăй çитернĕ; çул çинче те аташса кайман, выçă вилмен, чиперех киле таврăннă, ыттисем пек килте те ашшĕ-амăшĕ çуначĕ айĕнче ачашланса ларман, турхан патĕнче тарçăра ĕçленĕ; ватă тĕкĕрçĕсемпе тан, ашшĕпе тан Хусан патĕнче çапăçнă тата; ак Тукай килĕнче те ытти тарçăсенчен нимрен те кая мар йĕкĕт. Кил-çуртра Иливан тытман ĕç çукпа пĕрех: ака-суха тума пĕлет, тыр вырма, утă çулма пултарать, сунарта ялти çамрăксенчен пуринчен те ирттерет — аслашшĕ ăна иртнĕ хĕлле кун пирки куç умĕнчех каларĕ. Утпа çӳресси, пулă тытасси, вăрманта-мĕнте апат пĕçересси уншăн ним те мар. Ялти йĕпе сăмсасем ăна мăн кăмăллă теççĕ (кунашкал сăмах та кĕнĕ ун хăлхине), пĕве кĕнĕ яш çын вăййа тухмасть имĕш, хăйĕн тантăшĕсемпе хутшăнмасть. Ара, Иливанăн каçсерен ял тăрăх сулланса çӳреме вăхăчĕ те çук. Тата мĕн туса лармалла вĕсемпе урамра, мĕн çинчен калаçмалла?
Ку таранччен Иливан ялти хăй пек каччăсенчен пĕр енĕпе çеç «катăк» пулнă: ыттисем пек улаха, вăййа, тапăсене çӳреймен, хĕрсем хыççăн чупайман. Ку тĕрĕс ĕнтĕ, улахра каччă мĕн пурĕ те иккĕ-виççĕ çеç пулса курнă, вăйă картине вара пачах тăман. Çынна калама та лайăх мар та, савни мĕн иккенне те пит чухласах каймасть çамрăк çын. Ак халь йĕкĕт юрату мĕнне кăшт сиссе илнĕ пек туйăнать. Анчах тĕпĕ-йĕрĕпе хăй те ăнланса пĕтереймест-ха: юрату-и ку е чĕрене кăтăклакан вылянчăк туйăм çеç? Телей-и вăл ялан пĕр çын çинчен шутласси, ялан пĕр çынна кĕтесси е нехекрен килсе тухнă ăншăрт, инкек? Нимĕн те пĕлмест çакна каччă, хăй темле вăрттăн ĕç тунине çеç чухлать. Чĕрене лайăх, хăтлă, ырă, илĕртӳллĕ, ăс-пуç вара систерсех, асăрхаттарсах тăрать: асту, каччă, эс ытлашши иртĕхмесне, тăванăм, эс, чарусăр этем, хăвна картса панă виçерен тухса каймарăн-ши? Мĕнле виçе вăл, кам картса панă ăна — Иливан хăй те калама пултараймасть. Анчах пур-çке вăл ĕренкĕлĕх виçи, атте-аннесем, асаттесем-асаннесем туса панă йĕрке те пур. Каччă çакна çеç лайăх туять: темле хăрушлăхпа çыхăннă çак каçхи тĕл пулусем, паян мар тăк ыран, ыран мар тăк тепĕр кун инкек сиксе тухатех уншăн. Мĕншĕнни каламасăрах паллă: вăл — турхан мăнукĕ, пуян çын таврашĕ, Иливан — мĕскĕн çын ывăлĕ, тарçă. Вăл тин çеç çурăлнă мăкăнь çеçки пек çиçсе, йăлтăртатса тăрать, Иливан çил çинче сулланса ларакан хыт хура кăна. Хăй каларăшле, тислĕк хурчĕ. Мĕн пытармалли, унран ялан тислĕк шăрши кĕрет. Халиччен тарçă çак усал шăрша асăрхасах та кайман, туйсан та туйман пек пулнă, халĕ Сарье сĕртĕннĕ-сĕртĕнмен хăйĕнчен хăй вăтанса тăрать: унран тӳрех лаша тарĕ шăрши перет иккен. Юрать нимĕн те шарламасть хĕр ача. Ытла ырă чунлă-çке вăл, турхан мăнукĕ!
Çапах та иртнĕ каç йăлтах йĕркерен тухрĕ Сарье, йĕкĕте (вăл çапах та хăйне йĕкĕт тесе шутлать) пачах итлеми пулчĕ. Иливан Сарьерен пăрăнса ларать — хĕр каллех ун çумне йăпшăнать, Иливан ун аллисене вĕçертме тăрать — лешĕ вĕсене хытăран хытă чăмăртать. Каччă ăна киле хăвалать — вăл «тата пăртак, тата пăртак» тесех тарçа шурăмпуç киличчен тытрĕ.
Ак паян нимĕн чухлĕ те канса илеймерĕ вăл, хĕвел тухиччен алла шăпăр тытрĕ. Турхан мăнукĕн пурнăç ырă унăн — çывăр та çывăр. Никам та ĕçе хăваламасть, кахал тесе пушăпа хăмсармасть. Тукай арăмĕ Чураппа ав «Сарье, чĕппĕмçĕм, Сарье, чĕппĕмçĕм» тесе çеç тăрать.
Иливан ирхи сулхăнпа картиш шăлать, пуçра пĕр шухăш — Сарье. Йăлт тыткăна илчĕ хĕр ача йĕкĕте. Малтан тĕл пулура, калаçура, хăйсене тыткаланинче вăл хуçа пекчĕ, халь... Ак мĕн пирки калаççĕ иккен арçынсем эсĕ айван, хĕрарăм умĕнче ирĕлсе кайрăн тесе! Калама намăс, Иливан хĕрарăм умĕнче мар, хăйĕнчен çамрăк хĕр ача умĕнче ирĕлсе кайрĕ. Халь вăл каччă мар — мунчала. Халь Иливан йăлтах хĕр аллинче. Мĕн тăвас тенĕ, çавна тăвать унпа хĕр ача, вăл ăçта чĕнет, çавăнта каять каччă.
Кĕçĕр ак Сарье картишĕнче, Иливан тунă вăрăм тенкел çинче ларасшăн пулмарĕ, йĕкĕте пахчана сĕтĕрчĕ.
— Çĕмĕрт тин çеçке тăкнă. Лайăх унта, пахчара, — терĕ вăл. — Эп халех сармалли илсе тухатăп.
— Кирлĕ мар нимĕн те, — хирĕçлесшĕн пулчĕ Иливан.
Итлет-и вăл сана, турхан мăнукĕ! Пĕр çĕклем урай сарри йăтса тухрĕ. Мĕн ирччен кăсăклă япаласем çинчен калаçса ларчĕ. Миçе хутчен чарчĕ ăна каччă, майĕпентерех калаçма, шăппăнтарах кулма хушрĕ. Хĕр ача пурĕ пĕр ахăлтатрĕ кăна. Сехĕрленсе ларнипе йăлт ывăнса çитрĕ Иливан. Çакăнта Тукай сиксе тухас пулсан вăтаннипе çĕр айне анса каймалла çав.
— Ун пекех хăравçă ан пул-ха, Иливан, — вĕрентрĕ тата çийĕнчен хĕр ача. — Çамрăксем калаçса ларнишĕн мĕн пултăр? Тата эп ун хĕрĕ те мар, вăл мана чарма та пултараймасть.
— Ан ухмахлан-ха, Сарье...
— Хĕрĕ мар çав. Качча каяс пулсан эп унтан ыйтса та тăмастăп. Ак тытатăп та пĕр старике, кукаçи пек усал турхана, качча тухатăп.
Иливан ăна, «майĕпентерех» тенĕ пек, темиçе хутчен алăран тытрĕ, пĕррехинче хĕр ахăлтатса кулса ярсан ун çăварне хуплама тăчĕ. Çук, хĕр ача хăйне сăпай тытма пĕлмерĕ.
— Итле-ха, или-или Иливан, — пакăлтатрĕ вăл ĕнер ăна йĕкĕлтеме шыраса тупнă сăмаха çине-çине каласа. — Эс хăçан та пулин авланма шутлатни çак?
— Авланăп-ха, — терĕ каччă.
— Хăçан?
— Кăмака çине урпа акрăм. Сăра тума çав пулса çитсен.
— Кама илетĕн вара?
— Сана, — терĕ юри Иливан хĕр ача вăл мĕнле сăмах каласса кĕтнине пĕлсе.
— Чăнах те. Куçран пăх-ха.
Тĕттĕмре ытлашши нимех те курăнмасть пулин те каччă пит-куçне ун патне çывхартрĕ.
— Мĕн куртăн-ха?
— Пурне те куратăп. Мана юрататăн, çавна куратăп. Пĕлетни, мĕскер, Иливан?
— Мĕскер?
— Чуп ту мана пĕрре. Анчах вăрттăн. Уйăх та, хĕвел те ан курччăр. Ну? Вăтанатни? Кил эппин, хам чуп тăвам.
Иливан хĕр ача ахаль ашкăнать, шăл йĕрет тесе, вăл вара ăна икĕ аллипе ыталаса илчĕ те хыттăнах чуп турĕ, йĕкĕте пуçран шăлчĕ те татах, хальхинче нумайччен, чуп турĕ.
— Эх, или-или Илпван, юрататăп-çке сана. Мĕн тăвас ĕнтĕ ман?
— Хăвна тытса чар. Юрамасть ăна юратма те.
— Мĕншĕн, Иливан?
— Ара, эп сан тарçу-çке.
— Пулин. Чĕре тарçи-тĕрçине пăхса тăмасть. Юратать анчах. Тарçă çын мар-и вара, Иливан?
— Пĕлместĕп. Ăна ĕнтĕ эс кукаçупа кукамунтан кайса ыйт.
— Вĕсем тиркĕç-и сана? — чарăнма пĕлмерĕ хĕрӳленнĕ хĕр ача.
— Ун çинчен калаçар мар, Сарье.
— Ма калаçмалла мар, Иливан?
— Ытлашши сăмах вăл. Пуш сăмах.
— Пĕрре те пуш сăмах мар, — татăклăн каласа хучĕ Сарье. — Çынсем пĕр-пĕрне саваççĕ пулсан...
— Чарăн теççĕ сана, Сарье!
— Юрĕ, тек чĕнместĕп, — сасартăк парăнчĕ хĕр ача. — Юратмастăн пулсан ан юрат. Эп сĕкĕнместĕп. Хăравçă эсĕ, Иливан. Кăшт паттăртарах пулсан эп санпа тухăттăм та тарăттăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...