Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем


— Ăçта? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ каччă.

— Тĕнче хĕрне! Сăмахран, асатте патне.

— Сăр тăрăхне-и? Сарри мăрса патне-и?

— Унта мĕн, начар тетен-им? Ним мар йышăнать пире. Вăл мана хăй ӳстересшĕн пулнă. Анчах анне кунта илсе килнĕ, кукаçие парса хăварнă. Эп кукаçи мăнукĕ мар, асатте мăнукĕ. Каятпăр-и ун патне? — пĕр кулмасăр ыйтрĕ хĕр ача.

— Каятпăр ĕнтĕ, — ăна пĕрремĕш хут хăй тытса ыталарĕ Иливан. — Кукаçу лаша парас çук пире. Çуранах, утатпăр-и?

— Çуран та ним мар çитетпĕр.

— Ну, халь кĕретпĕр-и?

— Кĕретпĕр, савни. Кил, тепре чуп тăвам та, кĕрсе çывратпăр. Тавтапуç, савни. Ну, тата тепре, юлашки хут. Халь кайрăм. Ырă тĕлĕк кур, Иливан.

Чарусăр хĕр ача, «никамран хăраман» Сарье юратăвне кукамăшĕнчен пытарайман курăнать, айванлăхне пула ун çинчен пĕтĕмпех каласа кăтартнă — тепĕр каçхине (вăл кун Иливан ашшĕпе Ятламас та таврăннăччĕ ĕнтĕ) пахчана сĕлкĕш тухрĕ. Тем çинчен те калаçрĕç вĕсем, пĕчĕк ачасем пек, тем çинчен те ĕмĕтленсе пăхрĕç — чун-чĕре туйăмĕ пирки пĕр сăмах та пулмарĕ. Ку питех те кăмăла кайрĕ Иливана. Шăп çавăн пек йĕркеллĕ тытмалла хĕр ачан яш каччăпа ларнă чухне. Ытлашши сӳпĕлтетмелле мар, каччă çумне сухăр пек çыпăçмалла мар. Ăçта каясси, мĕн тăвасси яланах каччăран килмелле вăл. Çапла ăнланать Иливан яш-кĕрĕм хушшинчи туслăха. Ашшĕ-амăшĕ, кӳрши-арши, тăванĕ-пĕлĕшĕ çапла вĕрентнĕ ăна. Çавăн пек хитре те вăл. Хĕр ача сана качча тухатăп тесе хăй сĕкĕнме тытăнсан мĕн ырри пултăр?

Çапли çапла та-ха вăл, анчах Сарье пĕрре сӳтме пуçланă çăмхана вĕçне çитичченех сӳтес терĕ пулас. Çывăрма кĕрес умĕн те пулин хускатрĕ-хускатрех яланхи сăмахне.

— Иливан, кала-ха, эс вара мĕн-и, туйла авланатни? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ вăл йĕкĕте пуçран ачашшăн шăлкаласа.

— Туйла пулмасăр! — хĕр ача темле пăтăрмах хатĕрленине сиссе тӳрккесреххĕн хуравларĕ каччă.

— Вара туйра чăваш йăлипе арăмна саламатпа туртса çапатна?

— Çапатăп. Тем тесен те çапатăп!

— Ой, мĕнле хăрушă! — пуçне сулкаларĕ хĕр ача. — Эп ăна ниепле те чăтса ирттерес çук. Упăшкаран патак çиеп-и? Çаптармастăп хама саламатпа! Мĕнле мăшкăл: сана çын умĕнче, пĕтĕм халăх умĕнче саламатпа ăшалаççĕ.

— Ара, аттесен, асаттесен йăли-çке вăл. Аннӳ те тӳснĕ вăл саламата, асаннӳ те. Пĕррелĕхе санăн та тӳсмелле.

— Çук, çук, эп çаптармастăп, — Иливан аллинче çак самантра чĕн саламат пулнă евĕр, ларнă çĕртех алли-урипе тапкалашрĕ Сарье. — Эп пĕрех хут ват çынна каятăп та туйне те тутармастăп. Кукамай ахаль те ват пуяна парасшăн ав...

— Хăвăн кăмăлу, — терĕ Иливан аран-аран тухакан сасăпа. — Такам мурĕ шухăшласа кăларнă çав усал йăлана, саламатпа çапассине...

Унăн тек калаçас килмерĕ. Чĕре йăлт пушанса юлчĕ. Кăкăра тавăрса пăх — нимĕн те çук унта. Мĕнле час вут хыпса илет иккен çамрăк чĕрене, мĕнле час сӳнсе ларать вăл. Тĕлĕнмелле! Вутсăрах хыпса илет, шывсăрах сӳнет. Пит тĕлĕнмелле.

10. Çухалнă çынсем

Ахтупайпа Ятламас никам шырамасăрах тупăнчĕç. Чиперех çӳренĕ вĕсем ялсем тăрăх. Сĕмĕле те çитнĕ, унти чӳк пуçĕпе тĕл пулса калаçнă. Чӳк картине пăхса тăракан мучавăра та шыраса тупнă. Юлашкинчен Тукай ялĕнчен пынă элчĕсен чăнах та чăрмав сиксе тухнă — вĕсен кӳршĕллĕ ялсенче чылаях чарăнса тăмалла пулнă.

Турханкассинчен килнĕ чух Ахтупайпа Ятламаса çул çинче тахçан ĕлĕк вăрçăра пĕрле çӳренĕ çармăс тытса чарнă. Çармăс çынни хăйĕн тусĕсем ялсем тăрăх мĕн çăмăлпа çӳренине пĕлсен вĕсене Юнкă тăрăхĕнче чăвашсемпе çармăссем чӳк тунă чух вырăссемпе тытăçса илни çинчен каласа кăтартнă.

Ĕç çапла пулнă. Иртнĕ эрне кунпа шăмат кун унти чăвашсемпе çармăссем малтан калаçса татăлса арçынĕ-хĕрарăмĕ, ватти-вĕтти улăха, чӳк карти патне пуçтарăннă. Ик лаша, темиçе вăкăр пуснă чӳк халăхĕ киремете парне пама, путек-сурăх, хур-кăвакал нумай илсе пынă.

Пĕрремĕш кунĕнче ĕçкĕ-çикĕ йĕркеллех, ваттисем шутласа хунă пекех иртнĕ. Иккĕмĕш кунĕнче Юнкă хĕррине сасартăк темиçе юлан ут сиктерсе çитнĕ. Кусем Васильев-Новгородран Сĕве хулине кайма тухнă казаксем пулнă. Аслă çулпа пынă чух таврара пур çĕрте те халăх хĕвĕшнине курнă та вĕсем мĕн пулса иртет кунта тесе улăхалла çул тытнă. «Басурмансем» темле киремете чӳк тунине пĕлсен тарăхса кайнă пулас, хăйсем кам иккенне кăтартма шут тытнă.

Казаксем пуçтарăннă халăха лашисемпе таптаса киремет картине кĕрсе кайнă та кăшкăрашма пуçланă, пурне те килĕсене саланма хушнă.

Ваттисем хушшинче вăрçăра пулнисем, вырăсла пĕлекенсем тупăннă. Вĕсем казаксене ăнлантарса панă: кайăр ыррăн, тасалăр кунтан, пирĕн йăла-йĕркене ан пăсăр. Унсăрăн халăх тарăхса кайсан инкек пулма пултарать тенĕ. Çар çыннисем хăйсен вăй сахаллине чухласа илнĕ те усал сăмахсемпе вăрçса лашисене каялла çавăрнă.

— Халь кайнă-и вăл казаксем? — ыйтрĕ сармăс тусĕнчен Ятламас.

— Нимĕн те пĕлместĕп, — терĕ çармăс çынни. — Эп вĕсене хам куçăмпа курман çав. Каясса кайнă пулĕ те-ха, анчах тепре те килме пултараççĕ-çке вĕсем, калпайсем. Çуркунне пур çĕрте чӳк ирттернине пĕлеççĕ вырăссем. Çавăнпа эсир унта асăрханарах ĕçсе çийĕр. Чӳк хуранĕсене пăрахса вăрмана тармалла ан пултăр.

— Чăнах, тĕлĕнтеретĕн-ха эс пире, — терĕ вăл каласа кăтартнипе аптраса ӳкнĕ Ахтупай.

— Тармастпăр эпир, стрелецсене куркаланă, вĕсемпе калаçма пĕлетпĕр, — паттăрланчĕ Ятламас.

— Ну, ну. Çапах та сыхланăр.

— Сыхă пулатпăр. Систернĕшĕн тавах сана. Эппин, ху та çитме тăрăш Сĕмĕл таврашне. Какай нумай пулать пирĕн. Казаксен лашисене те вакласа чӳк хуранне яратпăр. Курса тăрăн...

Кун хыççăн Ахтупайпа Ятламас шухăшларĕç-шухăшларĕç те кӳршĕллĕ ялсене тепре çитсе килес терĕç. Юнкă тăрăхĕнче мĕн пулса иртнине тĕплĕн пĕлмесĕр вĕсем киле таврăнма пултараймарĕç.

Тури Карапашра Ахтупайпа Ятламасшăн тĕлĕнмелли татах тупăнчĕ. Элчĕсем укăлча хапхинчен пырса кĕнĕччĕ кăна, урам кукăрĕнчен вĕсен еннелле аллисене вăрăм сăнă тытнă виçĕ çын ыткăнчĕç.

— Камсем килеççĕ? А ну чарăнăр! — кăшкăрчĕ палламан çынсенчен пĕри сăннипе хăмсарса.

— Эпир-ха ку, туй каччисем, — терĕ Ятламас нимĕн чухлĕ те хăраса ӳкмесĕр. — Сирĕн яла хĕр пăхма килетпĕр.

— Парăпăр сире хĕр пăхма! Шăл йĕрет тата. Ухтарăр вĕсене иккĕшне те!

Сăнă йăтнă икĕ çынни элчĕсем патнелле çывхарчĕç.

— Чим, тăхтăр, — хăйне ухтарма васкаканăн сăннине ярса илесшĕн пулчĕ Ятламас. — Малтан калăр: камсем эсир? Мĕн кирлĕ сире пиртен? — Вăл ухтарма хушакан çынни енне çаврăнчĕ. — Чим, эп сана паллатăп-çке, эсрел çури. Эс — Кĕчкей çынни. Яту мĕнлеччĕ-ха сан?

— Эп те сана палларăм, — кулса ячĕ лешĕ. — Ятламас эсĕ, купăс ăсти. Тахçан ĕлĕк çарта пĕрле пыйтланса пурăннăччĕ. Юлташна та паллатăп, — Ахтупай умне пырса тăчĕ вăл. — Кĕрешнĕ чух мана пуçхĕрлĕ ывăтнăччĕ. Ятна маннă, тăванăм...

Ахтупай ăна хăйĕн ятне каларĕ, алă пачĕ.

— Мĕн çынсен сехрине хăпартса çӳретĕр ялсем тăрăх? — пĕлесшĕн пулчĕ Ятламас.

— Пăлхавçăсем эпир, — терĕ Кĕчкей çынни. — Илтнĕ-и вĕсем çинчен?

— Илтнĕччĕ. Анчах пăлхавçăсем таçта аякра, Хусан леш енче, пулма кирлĕ.

— Кунта та пур, — хуравларĕ Кĕчкей çынни сиввĕн. — Кĕривĕш вăрманĕнче халăх кăткă пекех...

— Кăткă пекех тетĕн? Мĕн тăватăр вара унта, Кĕривĕш вăрманĕнче? Вырăссем валли утă хатĕрлетĕр-и? — татах шăл йĕресшĕн пулчĕ Ятламас.

— Вырăссене хăйсене сыхлатпăр. Атăл тăрăх нумай çӳреççĕ халь вĕсем.

— Çарататри вара вырăссене? — тĕпчерĕ Ятламас.

— Вăл та пулкалать. Пĕр-ик купса лексен алăран вĕçертместпĕр.

— Ялсенче те пăртак пайта шыратăр пулмалла. Чăвашсене те çарататăр ĕнтĕ тепĕр чух. Çапла-и?

— Сан пек çĕтĕк йĕмлисене тивместпĕр. Пуянтараххи лексен...

— Ак çак пуян вăл, — Ахтупай çине тĕллесе кăтартрĕ Ятламас. — Сунара çӳресе улпута тухрĕ. Тĕрĕслĕр-ха, кĕсье тулли укçа унăн. Манăн та сахал мар. Эп купăс каласа пуйса кайрăм.

— Ялта пурнăç мĕнле унта сирĕн? — ун сăмахĕсене хăлхана чикесшĕн пулмарĕ Кĕчкей çынни. — Вырăссем ясак пуçтараççĕ-и?

— Пирĕн енче сисĕнсех каймасть. Сирĕн енче мĕнле?

— Пит алхасма пуçларĕç. Чăтма çук. Çавăнпа ак çакна тытма тивет, — аллинчи вăрăм сăннине силлесе кăтартрĕ Кĕчкей çынни.

— Пулăшать-и вара? — пĕрремĕш хут сăмах хушрĕ Ахтупай.

— Хăçан мĕнле. Тепĕр чухне пулăшкалать. Тырă вырма тухиччен килте ĕç çук. Кăшт ашкăнса юлар.

— Ашкăнмалли çулсем иртрĕç çав, — терĕ Ятламас сăнă йăтса тăракан икĕ çамрăка сăнаса пăхса. — Ватăлтăмăр пулас, тăванăм. Тата хăвăра тытасран хăрамастăр-и вара? Явсан-явсан кантран ун вĕçĕ те пулаканччĕ...

— Пур пĕрех пĕр тамăк, — ал сулчĕ Кĕчкей çынни. — Килте мăян пашалăвĕсĕр пуçне нимĕн те çук. Кун пек тепĕр чухне вырăс кулачне те тутанкалатпăр.

— Ну, хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр, — вĕсемпе тавлашса тăма шутламарĕ Ятламас. — Эпир урăх ĕçпе килнĕччĕ ку яла. Эрне кун Сĕмĕлте аслă чӳк ирттерес тетпĕр. Пире ваттисем кунти чук пуçĕсемпе калаçса татăлма ячĕç. Элчĕсем эпир.

— Пит чаплă çынсем, — кулчĕ Кĕчкей çынни. — Ĕне-выльăх нумай пусатăр-и чӳк ячĕпе?

— Аслă чӳкре унсăр май çук ĕнтĕ. Лаша та, ĕне те илесшĕн ваттисем. Çичĕ ялпа чӳклесшĕн-ха кăçал.

— Сĕмĕлте тетĕн? Çитес эрне кун-и?

— Эрне кун, — терĕ Ятламас. — Пырса халăха шуйхантарас тетĕр-и? Ан хăтланăр. Урăх çĕрте пайта шырăр, чӳк тунă çĕрте мар. Чӳк вăл — таса ĕç, турă ĕçĕ, унта йĕркене пăсма юрамасть. Çылăх пулать.

— Куç курать унта, — татса каласшăн пулмарĕ Кĕчкей çынни. — Пăлхавçăсен çылăх çук вĕсен. Хырăм çурăм çумне çыпăçса ларать те, çылăх мĕн иккенне йăлт манса каятăн. Çавăнпа чӳк хуранне пире валли те пĕр сурăх ярăр.

— Çапах та эс эшкерне ертсе ан пыр, — калас сăмаха каламасăр чăтаймарĕ Ятламас. — Хăвăр ялсемпе пĕрле пырăр, тархасшăн. Уншăн сăмах та çук.

Вĕсем ĕнтĕ çапла пĕр харкашусăр уйрăлас тесе алă тытнăччĕ, çав хушăра Кĕчкей çыннин ыйтмалли татах та тупăнчĕ.

— Сирĕн Тукай мăрса пурăнать-и-ха унта? — терĕ.

— Пурăнать-çке, — хуравларĕ Ятламас. — Мĕн, салам калас-им пăлхавçăсенчен?

— Кала, кала. Сана манман вĕсем те. Сан пата хăнана килме хатĕрленеççĕ-ха тесе кала. Лашасем нумай пулĕ-ха унăн?

— Нумай. Вара мĕн?

— Пире лаша ытларах кирлĕ. Çуран çӳреме чăрмавлăрах, — кулчĕ Кĕчкей çынни. — Сăхăм валли те темиçе лаша кансĕрлеместчĕ. Тукайăн ытлашши лаша тупăнассăн туйăнать мана...

Ятламас «Пырса тĕрĕсле ара!» тесе йĕкĕлтесшĕнччĕ, шарламарĕ. Кусене чĕнме кирлĕ мар-тăр, ахалех персе çитĕç. Пуçĕсене ун пек шухăш пырса кĕнĕ пулсан ĕçне те тăвĕç апăршасем. Турхана çаратма тесе пырĕç те çула май ыттисен кил-çурчĕсене те тустарса тухса кайĕç.

— Пирĕн ялта ун пек-кун пек илтĕнмест те, эп пĕтĕм таврара тăнăç пурнăç тăрать тесе-ха, — калаçса пычĕ урампа иртнĕ чух Ахтупай. — Тĕнче самаях хускалнă курăнать, Ятламас.

— Каларĕ-çке, Кĕривĕш вăрманĕнче халăх кăткă пек терĕ. Эппин, Хусан леш енчи пăлхавçăсем кунталла тапаççĕ. Те аркатса тăкнă-ха лере вĕсене...

— Çулла пăлхавçăсене Атăл кирлĕ, шыв çулĕ кирлĕ. Çавăнпа уçă çĕрелле тухнă вĕсем.

— Лайăх вырăн шыраса тупнă çĕр çăтманскерсем. Пĕр енчен Атăл кунта, тепĕр енчен — Çавал. Атăл çинчен хăваласа ярсан Çавал тăрăхне тапаççĕ ĕнтĕ, Çавал çинчен хăваласан — Атăл хĕррине. Эп илтнĕ, йăлăм вăрманĕнче те йышлă тет пăлхавçăсем.

— Тукай ăна пĕлет. Пире нимĕн те шарламарĕ.

— Пĕлет, паллах. Нумай пулмасть уя патне Сĕнтĕр енчи чăваш мăрси Алттыш килсе кайнă тет.

— Туслă вĕсем иккĕш. Пĕр-пĕрин патне час-час çӳреççĕ.

Сĕмĕл тăрăхĕнчи пĕр ялта çĕр каснă чух элчĕсем ку таврари пăтăрмахла ĕçсем çинчен тата нумай илтрĕç. Аслă çул çинче пăлхавçăсем иртнĕ эрнере стрелецсене те тапăннă иккен, Шупашкар çывăхĕнче воевода çыннисене вĕлернĕ.

Çĕрпӳ патĕнче ясак пуçтаракансене ялтан сенĕксемпех хăваласа янă.

— Хăйсенех пĕлмелле, хĕрхенмелле пире, мăян çулĕнче куланай пуçтармалла мар ĕнте, — пăшăрханса калаçрĕ кил хуçи, Хусана илнĕ çĕрте çапăçнă ватă тĕкĕрçĕ. — Ман шутпа, турхансем çав крепь хутне пытарса усраççĕ пек туйăнать. Патша панă хут пулмалла-çке пирĕн. Куланай пуçтаракансене çавна кăна кăтартмалла. Патша пичечĕ те пур тет вăл хут çумĕнче...

— Чăнах, çав крепь хучĕ тени ăçта вăл пирĕн, Ятламас? — кун çинчен пĕрремĕш хут илтнĕ пек çуйкăнланса ыйтрĕ Ахтупай.

— Эс пĕлетĕн пуль. Сĕве хулинче эс Тукайпа пĕрле çӳренĕ пек астăватăп, — лăх-лăх кулчĕ лешĕ. — Курман-и вара?

— Вăл хута Тукайпа Акпарс илнĕ тетчĕç, — хăех ăнлантарчĕ Ахтупай. — Çавсенчен ыйтас пулать.

— Ак çитсен ыйтатпăр. Хамах калатăп, сан тарçу пулнă Ахтупай крепь хутне курасшăн тетĕп.

— Çăвар вылятса мар, чăнах ыйтмалла вăл хут пирки мăрсасенчен, — Ахтупая хӳтелесшĕн пулчĕ кил хуçи.

— Эп те çавна калатăп мар-и? Хăрах куçпа та пулин пăхса илесчĕ ун çине. Куланай пуçтаракан вырăса çав хутпа питĕнчен çат! тутарасчĕ.

— Пĕркун тем çинчен те калаçрăмăр ун патĕнче, патша хучĕ пирки мансах кайнă.

— Тукай вилмен-çке-ха, çитсен ыйтатпăр ак. Çĕр айĕнчен чавса кăлартăр, анчах туптăр. Эп илтнĕ, мăрсасем вăл хута çухатасран çĕр айне чавса чикнĕ тет.

— Ăна эпĕ те илтнĕ.

— Апла чăнах та çĕр айĕнче вăл. Тукай ăна тислĕк вырăнне çĕртет. Ун вырăнне акăш-макăш тыр-пул туса илет ак. Курса тăр...

— Ах, тур, калаçма та çук санпа. Ялан шăл йĕрессипе, — çилленме тăчĕ Ахтупай.

Çапах та хăйсем чиперех калаçса татăлчĕç: чӳк пирки сăмах татма кĕрсен Тукайран тем тесен те крепь хучĕ çинчен ыйтмалла терĕç. Пĕлмелле, ăçта вăл хут, камра? Ма ку таранччен халăха кăтартмаççĕ ăна? Ма çĕр айĕнче тытса усраççĕ?

11. Вăрман çунать

Иливан кĕçĕр те, яланхи пекех, çывăрса тăранаймарĕ. Хĕвел курăнмасть-ха, анчах сисет вăл, тул çутăлнă. Ытти тарçăсем картишĕнче кăштăртатаççĕ ĕнтĕ.

Темшĕн пуç ыратать, сывлама йывăр. Шăналăк айĕнчен тухрĕ те ӳсĕр çын пек тайкаланса шыв валашки патне тăнкăлтатрĕ. Питне темле кипке таткипе шăлса типĕтсен тин асăрхарĕ — картишĕнче тĕтре. Пахчана тухрĕ — ним курăнми тĕтре. Анчах ма ĕнĕк шăрши кĕрет? Сывлама паçăрхи пекех йывăр.

— Мĕн пулнă, Автей? — ыйтрĕ вăл аслă тарçăран ун аллинчи кĕреплене илсе.

— Вăрман çунать, йăлăм вăрманĕ, — ирĕксĕртен тенĕ пек хуравларĕ лешĕ.

— Ĕнер çукчĕ-çке кун пек тĕтре. Пит вăйлă çунать-шим вара?

— Ĕнер те çунатчĕ. Эс ытлашши хĕпĕртенипе асăрхаман ăна.

— Мĕн калаçатăн, Автей? Мĕншĕн хĕпĕртемелле пуль манăн?

— Пĕлетпĕр. Ан шарла. Ав хуçа тухать. Лашусене хыркăчла часрах.

Иливан куç хӳрипе пăхсах курчĕ — пусма вĕçĕнче Тукай тăрать. Вăл та çывăрса тăранайман пулас — ик аллипе карăнсах çăвар тулли анасласа илчĕ.

— Иливан, тăнă-и эс?

— Тăнă-çке, Тукай ĕмпӳ (тарçăсем ĕлĕкхи йăлапа турхана халĕ те ĕмпӳ тесе чĕнеççĕ, хуçа уншăн вăрçмасть, килĕшет пулас ăна ĕмпӳ — чăваш патши тенĕ сăмах).

— Виçĕ ут йĕнерле. Апат çинĕ-çимен Урака тухса каятпăр.

Урак вăл Атăл хĕрринчи ял. Унта çитме сахалтан та çирĕм пилĕк çухрăм. Эппин, паян кунĕпех çул çинче пулать Тукай ĕмпӳ. Тен, Атăл леш енне те каçас тейĕ-ха.

«Тепĕр тарçине кама илет-ши? — вĕçет пуçра шухăш. — Çак куштан Автее илмесен пит аванччĕ те...»

Юратмасть Иливан юмăç ывăлĕпе Автейпе çул çӳреме. Килте те тахçанах йăлăхтарнă вăл ăна. Ялан чĕрре кĕрет, хăй аслă тарçă иккенне кăтартма тăрăшать. Çул çинче унпа ним çинчен калаçма çук. Ашшĕне Çĕрпӳри хуçалăхран хăваласа кăларчĕ Тукай ĕмпӳ, çĕрсĕр хăварчĕ, ывăлне темшĕн тытса пурăнать-çке кунта. Иливан шучĕпе, ывăлĕ ашшĕнчен нумай усалтарах: ĕметсĕр, чăркăш, кĕвĕç. Пĕр çынна ырă туман пулĕ вăл ĕмĕрĕнче. Çавăнпа никам та этем вырăнне хумасть ватă хусаха. Автей ятне асăнсан пурте сурса кăна иртсе каяççĕ.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 17