Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Кӗтмен хӑнасем
— Хăвăр икшер лаша нлнисĕр пуçне ман валли суйласа хунă ăйăра та кăкарса кайăр. Ăна Юсуф пиччĕре ку сана аттерен парне тесе паратăр. Çавăн пек пысăк ĕç хушатăп сире, ывăлăмсем. Иксĕр те намазлык чикĕр сăран хутаçсене, йĕнер айне тиха какайĕ ытларах хурăр — çул çинче тарпа пиçтĕр. Пиччӳ мĕнле те пулин парне парсан ăна киле илсе çитерĕр.
...Аçтăрхантан килнĕ хаклă çыннине ăсатрĕ кăна, Юсуф княçа унпа вырăс элчи калаçасшăн пулни çинчен пĕлтерчĕç. Темскер юлашки вăхăтра вырăссем, Крымпа Астрахань элчисемпе ăмăртнă пекех, кунĕн-çĕрĕн ун патне чупма пуçларĕç. Мĕне пĕлтерет-ши ку? «Пирĕн вăрттăн ĕçсене сисмен-ши вĕсем? — терĕ Нухай княçĕ. — Тахăшĕ ытлашши сăмах персе яман-ши ман çывăх çынсенчен? Халех пĕлтерес марччĕ эпир Ямгурчейпа мĕн пирки калаçса татăлни çинчен. Унччен ман пата ялан килсе çӳрекен, кунта уйăхĕ-уйăхĕпе пурăнакан элчи, Тургеневĕ, чирлĕ терĕç-ха. Хальхинче хăшĕ сĕтĕрĕнсе килчĕ-ши çак шăрăхра?»
Чатăра пĕр аллăсенчен иртнĕ çӳллĕ те ырхан çын кĕрсе тăчĕ. Тулта сывлама çук вĕри пулсан та хăй хура сăсар тирĕнчен çĕлетнĕ тăрнашка çĕлĕк тăхăннă.
Вăл çĕлĕкне васкамасăр хыврĕ те княçа чыслăн пуç тайрĕ. Юсуф, ăна килех тесе те, тĕпелелле ирт тесе те каламарĕ, элчĕ хăй малтан сăмах чĕнессе кĕтрĕ.
— Эпĕ вырăс элчи Черемисинов пулатăп, — терĕ лешĕ. — Иван Семенович Черемисинов.
— Илтнĕ сан çинчен, нумай илтнĕ, — тин ăна хирĕç пĕр-ик утăм турĕ князь. — Хусана нумай хăваларĕ пулас сана Иван патша, стрелецкий голова?
— Хушсан каяс пулать, — хуравларĕ элчĕ. — Патшалăх ĕçĕ çавнашкал вăл.
— Кунта, инçерен те инçе çĕре, мĕн çăмăлпа ячĕ-ха сана?
— Инçи-мĕнĕ, — княçа тавăрса калама кирлĕ сăмахсем шырарĕ Черемисинов. — Хамăр патшалăх чикки ĕнтĕ. Патшалăхĕ пысăк та-ха пирĕн...
— Пысăк, пысăк, — каллех хăй вырăнне софа çине кайса ларчĕ князь. — Ак кунта кил. Çывăхарах вырнаç. Хăлха витĕрех мар та, начартарах илтетĕп эпĕ. Эс каланине илтрĕм-ха, патшалăхĕ пысăк терĕн. Çаплах ĕнтĕ, çаплах. Пĕчĕк мар сирĕн çĕр-шыв. Иван Васильевичăн алли вăрăм та унăн, Руçе пит пысăклатса ячĕ.
— Хăй те сарчĕ пăртак. Анчах ашшĕ, Василий Иванович, çавăн пек Русь парса хăварчĕ ăна.
— Пăртак, — кулчĕ Юсуф. — Хусан ханлăхĕ пăртак кăна-и сирĕншĕн?
Ку ытлашши калаçу пулнине систерсе элчĕ ăна нимĕн те тавăрса каламарĕ.
— Патша сăмахне кала, итлетĕп, — терĕ князь ӳпĕннĕ çĕртен яшт тӳрленсе тăрса.
— Хамăр государь Иван Васильевич сана çак çырăва пама хушрĕ, — хĕвĕнчен çыру кăларса Юсуф еннелле тăсрĕ элчĕ.
— Рехмет сана, — терĕ князь ăна илсе. — Сăмахпа мĕн калама хушрĕ?
— Нимен те каласа ямарĕ, князь. Ырлăх-сывлăх сунчĕ сана, унти мăрсасене салам кала терĕ.
— Тепĕр хут рехмет ыр сăмахушăн.
Черемисинов хăй кунта киличчен Нухайра темиçе çул элчĕ пулса пурăннă Тургенев патне кĕрсе тухнăччĕ. Вăл ăна çапла асăрхаттарчĕ: Юсуф элчĕсемпе тавлашма пит юратать, асту, сыхлан терĕ.
Князь хальхинче те унпа кăштах тытăçса илесшĕн пулчĕ курăнать. Сăмахне çийĕнчех тупрĕ — тӳрех Хусанти ĕçсене ярса илчĕ.
— Пĕтертĕр Хусана, пĕтертĕр, — калаçрĕ вăл чунĕнчи эрлĕке пытармасăр. — Мĕн тери чаплă хуларан тĕнче мăшкăлĕ туса хутăр. Ăçтан-ăçтан кăна пымастчĕç пуль сутăçсем унта: Бухараран, Хиваран, Астраханьтен, Шемахăран, Кафаран... Хула хурт уйăрнă вĕлле пек сĕрлесе кăна тăратчĕ. Курбан байрам мĕнле чаплă иртетчĕ çулсерен! Эрнелĕхе тесе пыраттăмăр та вара, уйăх, ик уйăх суту тăваттăмăр. Эс Хусан пасарне пĕрре те пулин çитсе курнă-и, стрелецкий голова?
— Пулнă-çке. Анчах уншăн ма кулянатăн эс, князь? Пасарĕ вăл ӳлĕмрен те пулĕ-ха унта. Эпир суту-илӳ тума никама та чарман.
— Çу-ук, ĕлĕкхи пек пулаймасть. Эсир тутарсем пек суту-илӳ тума пĕлместĕр. Тепĕр тесен сирĕн пата пыма та хăрамалла халь. Стрелецсем, казаксем ашкăнаççĕ тет çул çинче. Купсасене пит çаратаççĕ тет Атăлпа пынă чух.
— Пăлхавçăсем çаратаççĕ купсасене, вырăссем мар. Çыннусем питех тĕрĕс пĕлтерсе тăмаççĕ курăнать сана, князь, — тем пек тавлашас мар тенĕ çĕртенех сăмах тĕртрĕ элчĕ.
— Эп анатран хăпаракансене вырăссем тыта-тыта чараççĕ тенĕ пек илтнĕ, — хăйĕннех çаптарчĕ Юсуф. — Пурне те ухтараççĕ тет, бакшиш ыйтаççĕ тет, памасан таварĕсене туртса илеççĕ тет.
— Суя сăмах ку, князь, суя сăмах. Вырăссем суту-илӳ тунă чух йĕркене пăсмаççĕ. Çынсем мĕнле — эпир те çапла. Хусан таврашĕнче халь лару-тăру лăпкă мар, çавăнпа йĕрки сахалтарах. Анчах ку вăл вăхăтлăха кăна...
— Сахалтарах çав йĕрке тени, сахалтарах, стрелецкий голова. Хусан таврашĕнче çеç мар, хулара та асар-писер пурнăç пуçланса кайнă тет унта сирĕн. Хусан мăрсисене хула тулашне хăваласа кăларнă эсир. Хан керменĕнче пищальсем, тупă етрисем, сăнчăрсем, тимĕр тăлăсем купаланса выртаççĕ тет. Воеводăсем ку кермене тиркеççĕ тет имĕш, унта пурăнмаççĕ тет, хăйсене валли урăх çурт тутараççĕ тет. Кремль картишне пысăк чан çакса хунă пулать, ăна кĕлле кĕнĕ, кĕлĕрен тухнă чухне мар, вăхăта пĕлтерсе çапаççĕ тет. Мечĕтсем вырăнне чиркӳсем, соборсем лартма тытăннă эсир. Урам ячĕсене те вырăсла хурса тухнă тет. Тĕрĕс-и ку йăлтах, стрелецкий голова?
— Хăшĕ-пĕри тĕрĕс те пуль, — хăюллăн хуравларĕ Черемисинов. — Кирек мĕнле хуçа та килне-çуртне хăй пĕлнĕ пек çавăрать, унта хăйне кирлĕ пек йĕрке тăвать.
Вăл хăй те: «Çапла-и, князь?» — тесе ыйтасшăнччĕ, шарламарĕ: ку элчĕ пит чăрсăррăн калаçать манпа тесе шутлĕ тата.
Юсуфăн чунĕ канман иккен-ха, кил хуçи сăмахпа тата пăртак перкелешсе илесшĕн.
— Ман патăмра тин кăна Ямгурчей çынни пулчĕ. Сана хирĕçех тухрĕ, куртăн пуль? — ыйтрĕ вăл.
— Куртăм, анчах эп ăна палламастăп, Мускавра курман, — терĕ Черемисинов.
— Çамрăк-ха, Мускава çитеймен. Çав каласа пачĕ. Ниçта кайса кĕме çук, вырăссем пит хĕсеççĕ пире терĕ. Кала-ха, ăнлантарса пар мана, стрелецкий голова, ма кураймастăр эсир Астрахань ханне? Мĕн усал тунă вăл сире? Ма çав териех тапăнатăр ман тусăма, Ямгурчее?
— Ытлашши тапăнатăр тени тĕрĕс сăмах мар-ха вăл, князь, — ун ыйтăвне хуравламасăр хăварма пултараймарĕ элчĕ. — Эпир ăна тапăнса нимĕн те туман. Анчах хăйĕн çыннисем урлă пирĕн государь Иван Васильевнч Ямгурчее çапла асăрхаттарса хучĕ: эсĕ унти хан вырăнне, Измаил вырăнне, пире улталаса вăйпа туртса илтĕн терĕ. Хан пулса тăнă хыççăн пире хирĕç кĕрешместĕп, сирĕнпе туслă пурăнатăп тесе сăмах патăн — халь хăвăн сăмахна тытмастăн терĕ.
— Мĕнле тытмасть вăл хăй сăмахне? Чиперех тытать. Сире сăтăр тăвас тесе нимле усал ĕç те туман вăл, — куç-кĕретĕнех хӳтĕлесшĕн пулчĕ Юсуф хăйĕн тусне. Черемисинов вара чăтаймарĕ, калас мар тесе шутланă япалана каласа хучĕ:
— Ямгурчей хан вырăнне йышăннăранпах пирĕн тăшмансене пулăшса тăрать. Халь ак Нухайри хăш-пĕр мăрсасемпе пĕрле («санпа пĕрле» темеллеччĕ те ĕнтĕ, элчĕне ун пек калани килĕшмест-çке) çар пуçтарасшăн, хăй çыннисене пăлхавçăсене пулăшма тăвалла, Хусан патнелле ярасшăн. Çара турттарма кимĕ те нумай пама пулнă вăл мăрсасене.
— Илтмен, — тĕлĕннĕ пек пуçне сулкаларĕ князь. — Пирĕн мăрсасем те нимле вăрçа та хатĕрленмеççĕ. Эп нумай пулмасть Яик тăрăх чылай çĕре çитсе куртăм — пур çĕрте те лăпкă, йĕркеллĕ. Кумыс ĕçеççĕ те бишбармак çиеççĕ, урăх эп нимĕн те асăрхамарăм.
— Асăрхамарăн апла? — йĕкĕлтесе илесшĕн пулчĕ Черемисинов. — Çывăхран курăнмасть çав тепĕр чухне, аякран курăнарах парать. Сан çавăн пек пулса тухнă ĕнтĕ.
Князь ку сăмахсене илтмĕш пулчĕ.
— Эпир Мускавпа туслă пурăнасшăн, пирĕн мĕн пур ĕмĕт та çавă анчах, — терĕ вăл юри хытăраххăн калаçма тытăнса. — Сире Исмаил тăванĕ Дербиш-Алей пит пăтратать пулмалла. Суять Дербиш-Алей сире, ан ĕненĕр ун сăмахне. Вăл Иван патша умĕнче йăпăлтатса Астраханьте хăй хан пуласшăн. Çавăнпа ун çыннисем пур çĕрте те Ямгурчей пирки элек сараççĕ. Ху тухса çӳре, элчĕ, аулсене. Мăрсасем сар пуçтарнине ниçта та кураймастăн. Хусана мĕн тума çар ямалла пирĕн? Хусан хулине халь пирĕн тусăмăр Иван патша тытса тăрать. Çапла кала та хам шăллăма Иван Васильевича: Юсуф князь сана ырлăх-сывлăх сунать те, вăл санпа ĕмĕр туслă пурăнасшăн те.
— Юрĕ, князь, калăп, — терĕ Черемисинов. — Эс ху та ун саламне мăрсасем патне çитер ĕнтĕ...
Юсуф ăна ăсатма чатăртан тухрĕ те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнсе кайрĕ: лаша тăратмалли хӳтлĕх енчен ăна хирĕç икĕ йĕкĕт килеççĕ — Исмаил ывăлĕсем.
«Каллех «элчĕсем», — кулчĕ вăл ăшра. — Хăй килме шикленнĕ те ку шăпăрлансене янă. Мĕнле хыпарпа килчĕç-ши ĕнтĕ — ырăпа-ши, усалпа-ши?»
19. Мускав тулашĕнче
Раменское ялĕ вырăссен шĕкĕр хулинчен çывăх та мар, инçе те мар — çуран икĕ кун, утпа пĕр кун каймалăх. Мускавра пулса курĕ-и, курмĕ-и Усеин-Сеит, анчах Хусанта умлă-хыçлă икĕ хан арăмĕ пулнă Сююнбике пурăнакан яла вăл чиперех çитрĕ. Çул çинче ăна чăрмантаракан инкек нимех те пулмарĕ темелле. Темиçе çĕрте хурал заставине илсе кĕрсе ярлыкне тĕрĕслерĕç унăнне, Сăр леш енче ушкуйниксенчен сиккипе тармалла пулчĕ, çавă анчах. Раменскинче хваттере кĕме тӳрех шанчăклă çын тупăнчĕ. Вĕсем Ахматек пасарта паллашнă пĕр тутар патĕнче çĕр каçрĕç. Ку вăл Семен Микулинскишĕн ĕмĕр асăнмалăх ырă ĕç тунă старик пулчĕ. Хусан вăрçи хыççăн воевода ăна кунта илсе килнĕ, халĕ вăл çывăхри ялсенче вак-тĕвек суту-илӳпе йăпанса пурăнать.
Малтанлăха Усеин-Сеит унпа суту-илӳ ĕçĕсем пирки çеç калаçрĕ. Пупленĕ хушăра Хусанти темиçе усламçă ятне асăнчĕ — вĕсене пурне те пĕлет кил хуçи. Кăшт ларсан тӳрех каларĕ ăна:
— Чухлатăп, эс, хаджи, Раменское таврашне хамăрăн ытарайми бикене курас ĕмĕтпе килнĕ пулас-ха, — терĕ кил хуçи.
— Курсан кансĕрлеместчĕ, — хаваспах тавăрчĕ Усеин-Сеит ăшра ăна ĕç çинчен калаçас вырăнне пуш сăмах купи купалассинчен хăтарнăшăн тав туса. — Салам каламалли пурччĕ ман Сафа-Гирей арăмне...
— Ыран ан кай, хаджи, — асăрхаттарчĕ кил хуçи. — Ун патне халь Касимовран Шигалей Шейх Аулиярович килнĕ. Пĕрер кун пурăнать те каять ак вăл. Унччен тăхта. — Çавăнтах Усеин-Сеит хăй çине пит тĕлĕнсе пăхнине курса çапла каларĕ. — Пулкалатăп бике патĕнче, пулкалатăп. Çын таçта пурăнсан та хăйне валли тус-юлташ шырать, мар-и. Эпĕ те шыракаларăм Раменскинче. Ырă çын, сана ăнланакан этем кунта та çук мар вăл.
— Туятăп, — терĕ Усеин-Сеит. — Шигалей пирки систерсе хунăшăн тавах сана, эфенди. Манăн ун куçĕ умне курăнма юрамасть.
— Юрамасть пулсан ан курăн. Эп сана килтен хăваламастăп. Инçе çул хыççăн темиçе кун канса илсен те çылăх мар.
Сююнбикене куриччен Усеин-Сеит Юсуф княçăн Мускаври элчи патне кайса килесшĕнччĕ — сутуç темскер вăл шухăша ырламарĕ.
— Пулкалать элчи Сююнбике патĕнче. Эп те паллатăп Кельдеура. Анчах темшĕн кăмăлламастăп вăл этеме. Бике те пит йышăнасшăнах мар ăна. Тата — мĕн парать пуль сана унпа калаçни, князь? Юлашки вăхăтра Нухайра пулман вăл, хăйсен çĕр-шывĕнчи ĕçсене çын сăмахĕ тăрăх кăна пĕлет. Али-Акрам тин çеç çитрĕ пулсан, вăл сана унтан ытла ним те каласа кăтартаймасть. Вăхăту хĕсĕкрех тетĕн-çке-ха. Мускава кайса килме сана сахалтан та виçĕ кун кирлĕ. Пĕр-пĕр чăрмав сиксе тухсан эрне, ик эрне иртет.
Усеин-Сеит нимĕн те татса калаймарĕ. Вăхăчĕ хĕсĕк ĕнтĕ унăн, ку тĕрĕс. Анчах ватлăх кунра çитсе курас килет-çке шĕкĕр хулана, Али-Акрампа Мамич-Бердей умĕнче Мускавра та пултăм тесе мухтанас килет.
Ăна ертсе кайнă тутара палланăран-тăр, хуралçăсем пуçне чалма çыхнă княçа картишне ытлашши тĕпчесе тăмасăрах кĕртсе ячĕç. Шалта ăна хирĕç тепĕр хуралçă тухрĕ. Ку Сююнбике çынни пулчĕ пулмалла. Çине вăл казакин тăхăннă, уринче — çăм пушмак, пуçĕнче — пурçăн çиппе тĕрлесе эрешленĕ кĕлеппуç.
— Эс Сююнбике патне пуль-ха, эфенди, — терĕ вăл, эп сана ăсатма хатĕр тенĕ пек, çерем тăрăх княçпа юнашар утма тытăнса.
— Çавăн патне, ытарайми бике патне, илсе кай мана...
Вăл кĕнĕ вăхăтра Сююнбике ал тутри вĕçĕпе куçĕсене шăлкаласа тăратчĕ. Хăйне хĕрхенччĕр тесе юри турĕ-ши вăл çакна е чăнах та макăрнăччĕ-ши — ăна Усеин-Сеит пĕлеймерĕ.
Сафа-Гирей арăмĕн ăс-тăнĕ ĕлĕкхи пекех çивĕч иккен-ха: Хусан княçне вăл çийĕнчех палласа илчĕ.
— Килях, ырă хăна, килях, Усеин-Сеит хаджи, — терĕ вăл унран малтан сăмах хушса.
— Эпĕ чăрмантарас терĕм-ха килсе, — каччă евĕр ун аллине чуп турĕ князь.
— Чăрмантармастăн, савăнăç кӳретĕн мана, хаджи. Хусан çыннисем сайра сӳреççĕ халь ман пата. Çук, манса кайнăран мар, урăххи пирки... Шанчăксăр çын пулса тăтăм эпĕ хама Мускава илсе килнĕренпе. Питех кĕртесшĕн мар ман пата çынсене.
— Унашкал вăхăт часрах пĕттĕрех, — терĕ Усеин-Сеит Сююнбике сĕннипе ăна хирĕç кавир çине вырнаçса ларса.
— Темскер, пĕтесси курăнмасть, хаджи. Атте ыйтса пăхрĕ Иван патшаран, кăларса ярасшăн мар нимпе те мана Нухай çĕр-шывне.
— Илсе каясчĕ. Майне тупасчĕ сана хăтарма, пирĕн телейĕмĕр, пирĕн шанчăкăмăр Сююнбике. Хамăр шĕкĕр хулара курасчĕ сана, пултаруллă, маттур, хăвна тивĕçлĕ ханпа юнашар ларнине курасчĕ.
— Унашкал вăхăтсем иртсе кайрĕç пуль, князь. Икĕ ханпа юнашар ларса куртăм. Виççĕмĕшне кунта ирĕксĕр качча пачĕç. Темиçе хутчен хан пулса курнăскерне, ăнман çынна, ман хаяр тăшманăма...
— Сăмахне илтнĕ, анчах ĕненес килмест. Сана вара, ытарайми Сююнбике, чăнах та Шигалее качча панă-им?
— Панă, панă, — терĕ Сююнбике алăка хуллен уçса пăхнă хĕрарăма пӳлĕме кĕме хушса. — Садыя аппа, пире çимелли мĕн те пулин илсе килсе пар-ха эс... — Хĕрарăм алăка хупсан Усеин-Сеита кĕскен ăнлантарса пачĕ. — Ман упăшка вăл халь. Пурăнасса хăй Касимовра пурăнать, теплере-пĕрре кунта килкелесе каять. Ун çыннисем кунта шăршласах çӳреççĕ. Ак çак Садыя аппана та вăл илсе килсе ячĕ. Пурнăç мар — тамăк. — Вăл кăшт чарăнса тăчĕ, вара малалла каларĕ. — Мана хама та илсе кайрĕ пĕрре Касимова. Хитре, хăтлă вырăнта ларать Касимов. Ока хĕрринче. Кунта ав чӳречерен пăхатăн та, тӳрех чиркӳ куçа курăнать. Касимовра минарет та пур, мечĕт, тюрьбе — вилнĕ хансен мавзолейĕ. Килĕнче Джанали хĕрĕ пурăнать. Тепĕр арăмĕнчен. Чипер хĕр ача, юратмалла ăна. Кунта пĕр-пĕччен асапланса пурăниччен эп çавăнта кайнă пулăттăм. Шигалей илсе кайма пулчĕ-ха, Иван патшаран ыйтса пăхатăп терĕ. Анчах таçта пурăнсан та чун вырăнта мар-çке. Ялан Хусан аса килет, ялан Сафа аса килет...
Сююнбикен куçĕсем йĕпе вырăнта иккен, вăл калаçнă хушăра темиçе хутчен макăрса илчĕ, унтан пит-куçĕпе çиçсе кулса кăтартрĕ.
— Каçар, хаджи, — терĕ вăл хаваслăрах пулма тăрăшса. — Эс ман куççуле курма килмен пулĕ-ха, ĕçпе килнĕ пулĕ-ха. Çапла-и?
— Ĕçпе, ĕçпе, — пуçне ухрĕ Усеин-Сеит. — Эпир сан ятна. кунне çĕр хут, пин хут асăнатпăр, пирĕн сар хĕвелĕмĕр Сююнбике. Кăкшан Атăла тухнă çĕрте хула тăватпăр. Вăл пирĕн вăхăтлăх шĕкĕр хула пулать. Пăлхавçăсен çарĕ хутшăнсах пырать. Хамăрăн сераскир пур пирĕн — вăтăрсем патне çывхарнă каччă.
— Мамич-Бердей-и? — тӳсĕмсĕррĕн ыйтрĕ Сююнбике. — Илтнĕ ун çинчен. Эс ху та çырнăччĕ...
— Çавă, — çирĕплетрĕ князь. — Вăл сана салам калама хушрĕ.
— Тавтапуç, хаджи. Ун пирки кăшт та пулин каласа кăтарт-ха мана. Мĕнлескер вăл?
— Çармăс мăрси. Тахçанах ислам тĕнне йышăннă. Пуянскер. Сăнран хитре. Çыпăçуллă каччă. Мĕша тăрăхĕнче паттăр çапăçрĕ. Салтыков воеводăна Нурла тăрăхĕнче чи малтан вăл аркатса тăкнă. Хусаншăн пынă çапăçу вăхăтĕнче Япанча утлă çарĕнче пулнă. Сана лайăх астăвать. Курнă эпĕ хамăрăн шурăмпуç çăлтăрне, халĕ те манаймастăп тет. Шăллу, Али-Акрам, пынă хыççăн иккĕш пит туслашса кайрĕç. Хан ăна хăйĕн нуратдинĕ туса хучĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...