Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем


Мăрса туллатнă кĕрĕкне тăхăнса пăтари сăсар çĕлĕкне ярса тытнăччĕ ĕнтĕ, çав вăхăтра алăкран Аттеней васкаса кĕчĕ.

— Сана, хоçа, Хыçалтикас çынни Туринке корасшăн, — терĕ вăл.

— Туринке тетĕн? Ăна Кăрмăша кайнă темерĕç-и? — çĕлĕкне тăхăнма та аптрарĕ Сарри.

— Тин çеç таврăнтăм тет. Мĕн тес ăна?

— Кĕтĕр ара. Кăрмăша кайнă пулсан вăл ĕнтĕ манран чаплăрах çын...

Туринке ĕçпе чупса килнине пĕлчĕ-ха мăрса, çавах вăл çук чух тӳре-шара патне çӳренĕшĕн хыттăн вăрçса тăкас килчĕ ăна, ялта, таврара кам хуçа пулнине тепĕр хут кăтартса парас килчĕ. Çавăнтах хăй вăрçăран тин таврăннине, ялта ăна вилнĕ тесе шутланине тата Туринкене ял халăхĕ суйласа янине аса илчĕ те лăпланнă пек пулчĕ.

Вĕсем пĕр-пĕрне ыррăнах сывлăх сунчĕç, тахçанхи пĕлĕшсем пек, ал тытрĕç-ха тата.

— Илтрĕм çав, таврăннă терĕç, çавăнпа чупса килтĕм, — хĕпĕртенĕ пек калаçрĕ Туринке. — Куратăп, эс ху та Кăрмăша кайма ут йĕнерленĕ иккен. Эп те ухмах пуçпа кайса килтĕм унта. Пĕччен те мар, тăваттăн çитсе килтĕмĕр.

— Усси пулчĕ-и пăртак? — çиллине пусарса йăвашшăн ыйтрĕ мăрса.

— Урасем хăпаланса тухиччен утрăмăр, усси çавă пулчĕ.

— Воевода йышăнмарĕ-им?

— Ун патне кĕртмерĕç те пире. Сирĕн мăрса пур, староста пур, çавсем килччĕр теççĕ. Пирĕн мăрса та, староста та çук тетĕп. Пулмалла теççĕ, сирĕнпе никам та калаçас çук теççĕ. Тӳрĕ каланăшăн каçар та-ха, эп ĕлĕк турхансăр, мăрсасăр пурăнма майлăрах пуль тесе шутлаттăм. Ун пек мар иккен, турхан тени те кирлех. Пирĕнпе, çук, калаçмаççĕ.

— Ара, сан турхан тесе кĕмеллеччĕ тиексем патне, — тăрăхларĕ Сарри. — Чĕлхе çивĕч санăн, вырăсла лайăх çаптаратăн. Ма çавăн пек тумарăн?

— Э-э, вĕсен куç витĕр. — Туринке кил хуçи ларма сĕнмесĕрех вăрăм тенкел çумне сĕвенчĕ. — Пĕрре пăхсах пĕлеççĕ çĕр çăтмансем, мăрса-и ку е темле сурханах-и.

— Иртсе лар, иртсе лар, — терĕ хуçа юлашкинчен. — Эс çапах та шăтарса кĕрсе кайрăн пулĕ-ха?

— Кĕрсе кайрăм, эс каланă пек, шăтарсах кĕрсе кайрăм. Пирĕн мăрса та, староста та çук, мана темиçе ял халăхĕ суйласа янă терĕм. Йышăнмасан Сĕве хулине аслăрах вайпут патне каятăп терĕм. Куратăп, пĕр-пĕрин çине урлă та пирлĕ пăхкаласа илчĕç.

— Пултаратăн, пултаратăн, — çав-çавах тулашмасăр калаçрĕ мăрса. — Сана тахçанах старостăна суйласа лартмалла та çав, ял халăхĕ чухласа илеймест.

— Ял халăхĕ чухлать пулĕ те-ха, пуçлăхсем лартасшăн мар, — сăмаха тӳртен кастарчĕ Туринке.

— Ма ун пек шутлатăн?

— Пĕлетĕп. Пурăнса курнă. Вĕсене йăвашрах çын кирлĕ мар-и ара.

— Темĕн-çке. Старостăна ял халăхĕпе суйласа лартаççĕ пуль ăна? — тăрăхлама пăрахмарĕ хуçа.

— Суйласса ял халăхĕпе суйлаççĕ те, çыннине вара темиçе пичке пушатнă хыççăн пуçлăхсем шыраса тупаççĕ, çавсем сĕнеççĕ.

— Юрĕ, ăна эпир пĕлсе пĕтерес çук, — сăмаха урăх йĕрпе ярасшăн пулчĕ Сарри. — Ял халăхĕ валли, ман валли мĕнле ырă хыпар илсе килтĕн-ха Кăрмăшран? Эс çавна калама килнĕ пуль, Туринке?

— Çавна калама килнĕччĕ те, халь куратăп, каламасан та юрать.

— Ма ун пек тата?

— Ху каятăн, ху пĕлетĕн. Çылăхĕ те мана тивмест. Ырă хыпар çукрах манăн, Сарри, усалли вара — тулли.

Чылайччен хистесе тăчĕ мăрса Туринкене, Кăрмăша тухса кайиччен унран мĕн те пулин çĕнни пĕлсе юлма тăрăшрĕ, лешĕ хăйĕн сăмахĕнчен тухмарĕ, ырри-усаллине нимĕн те каламарĕ.

«Çирĕп чунлă мур илесшĕ этемĕ, — шутларĕ Сарри ăна хăваласа кăларасси патне çитсе. — Кама мĕн каламаллине пĕлет. Эппин, хăй калашле, ырри çук унăн. Çавăнпа ман кăмăла хуçасшăн мар».

Анчах кăмăл хуçăлчĕ ĕнтĕ. Кăрмăша архиерей патне тухса каяс килмерĕ. Тата пĕлнĕ-пĕлмен ăна пĕр лав апат-çимĕç пама та кирлĕ мар-тăр.

«Вăхăт пулĕ-ха, ĕлкĕрĕп, — терĕ Сарри хăйне. — Уçăлмалла хам ялсене çитсе килес ак».

Йĕнерленĕ утсене каялла витене хупас çук ĕнтĕ, Туринке кĕрсе тухнăшăн килте пуçа усса ларас çук. Ун пек тусан тарçăсем тем калĕç. Усала сисрĕ те кайма та хăрать ав тейĕç. Куçа-куçăн калаçмалла архиерейпа пĕрре, ăна Хусан çинчен каласа кăтартмалла. Анчах халь мар, тепĕр чух терĕ хуçа.

Вăл утне утланчĕ те тарçăсене хапхана уçма хушрĕ.

— Кайрăмăр!

Каяссине пĕлет те-ха Аттеней, анчах ăçталла çул тытрĕç вĕсем? Кăрмăша мар, мăрса ав лашине тепĕр еннелле пăрчĕ. Ăнланчĕ: Сарри кӳршĕ ялсене çитсе курасшăн. Васкамасть, майĕпен юрттарса пырать. Шанмасть те пулас — ялсенче ăна çынсем ĕлĕкхи пекех хăйсен мăрси тесе шутлаççĕ-и е вĕсемшĕн урăх хуçа тупăннă-и?

Урапакассинче темшĕн ял пуянĕсем патне мар, Эхмемет шăллĕ Якăпта патне кĕме кăмăл турĕ. Эхмемечĕ хăй тахçанах вилнĕ-ха вăл, ăна Чалăм крепоçне юсанă чух тутар мăрси Бурнаш хĕнесе вĕлернĕччĕ. Шăллĕ пурăнать ав. Пиччĕш пекех маттур. Якăпта, тен, унтан та ирттерет пуль. Эхмемечĕ вырăссем Васильев-Новгород хулине тунă чухнех темиçе ял çыннине вĕсемпе туслашма ертсе кайнăччĕ. Уншăн мăрса чĕп-чĕр юн тунăччĕ-ха ăна. Тарçăсем астăвасса Якăптине те унран патак сахал мар лекнĕ. Çапах та ăна çын вырăннех хурать мăрса, ялта никампа та мар, унпа калаçасшăн. Хăйне кура ăслă этем çав Эхмемет шăллĕ, яла килнĕ тӳре-шарапа та, мăрсапа та, ял халăхĕпе те калаçма пултарать. Туринке хăраххи, ял ĕçĕпе тĕрлĕ çĕре чупма юратать вăл, мĕскĕнрех çынсене хӳтĕлеме час-час судсене каять.

Сарри ун патне ял ĕçĕпе ĕлĕк те кĕркелесе çӳренĕ, çавăнпа Якăпта хăй патне мăрса килсе кĕнинчен пĕрре те тĕлĕнмерĕ.

— Килех, килех, мăрса, сана курманни нумай пулать, — терĕ вăл чăпта йĕппине алăран пăрахса.

— Ху мĕнле пурăнан? — ун пӳрт ăшчиккине пăхса çаврăнчĕ хăна. — Халь те тир туса аппаланатни?

— Тир пире вĕлерет те, тăрантать те, — ăна сĕтел çывăхне вырăн туса пачĕ Якăпта. — Пурăнни-масарĕ ĕнтĕ, ху куран... Кĕпе саплатăп — йĕм шăтать, йĕм саплатăп — кĕпе çĕтĕлет. Халиччен сӳс таврашне куланай вырăнне илекен марччĕ, кăçал ăна та тиесе тухса кайрĕç. Кĕпелĕх пир тĕртме те сӳс çук.

— Эс укçан тӳле, — вĕрентесшĕн пулчĕ мăрса.

— Укçи укçу йăтса çӳренĕ чух тухса ӳкнĕ. Тыр-пул хакланса пырать ав, чăпта, тир-сăран йӳнелсе пырать. Эпир ăпăр-тапăр сутса тырă илетпĕр-çке. Кĕсье тĕпĕ шăтăк пулсан мĕнпе илмелле ăна? — çавна та ăнланмасни тенĕ пек, ун çине сиввĕн пăхрĕ Якăпта.

— Вăл тĕрĕс ĕнтĕ, — ирĕксĕртен килĕшрĕ Сарри. — Эп сан пата урăх çăмăлпа кĕнĕччĕ-ха, Якăпта.

— Кала, кала.

— Ман пата ĕçлеме пымăн-и эс, чăпта купси? Пикпулат таврăнмарĕ ав, хам ватăлтăм. Хуçалăха тытакан çын кирлĕ пулĕ тетĕп.

— Ывăлупа мăнуку пур пулмалла сан? — терĕ хăюллăн Якăпта. — Тарçусем те картиш тулли пулĕ-ха...

— Ывăлпа мăнук çамрăкрах. Тарçă вăл — тарçă. Мана çав тарçăсене ĕçлеттерекенни кирлĕ. Пыр, Якăпта. Эп шутларăм-шутларăм та санран лайăх çын тупаймарăм. Тата пăртак парăм та пур санăн мана парса татмалли. Астăватни?

— Астăватăп, мăрса. Ăна пĕчĕккĕн парса татăп, анчах ĕçлеме пымастăп. Пулмасть манран ял çыннисемпе харкашасси, тарçăсене ĕçлеттересси. Кама та пулин урăххине шыра.

Мăрса ку сăмахсене илтсен кӳренчĕ. Кур-ха, ял куштанĕ, чăртмах этем, ун патне аслă тарçă вырăнне пыма килĕшмест! Тепри хăйне сĕнсен савăннипе мăрса аллисене чуп тумалла.

Вăл ура çине сиксе тăчĕ, алăк патнелле утрĕ, алăка уçма тăрсан каласа хучĕ:

— Апла ачусем выçă ларса курман пулас-ха санăн. Выçă ларма тытăнсан чупса пыратăн ак. Ун чухне эп санпа урăхларах калаçăп...

 

Юнашар ялта мăрсана кӳрентермелли татах тупăнчĕ. Вăл пырса кĕнĕ чух урам кукăрĕнче ват çынсем кĕпĕрленсе тăратчĕç. Сарри, кунта нумайранпа пулманран-тăр, вĕсемпе калаçса пăхма шутларĕ. Лешсем ăна юри кĕтсе тăнă тейĕн çав, тӳрех çĕр валеçесси пирки сăмах пуçларĕç.

— Хĕлле кам çĕр валеçет, ял-йышсем? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ мăрса. — Кăшт йĕркине пĕлес пулать. Пĕрремĕш хут валеçместпĕр-çке ăна...

— Кăçал çулĕ çавăн пек, Сарри мăрса! — эп калаçам-ха сирĕншĕн тенĕ пек, маларах тухрĕ пĕр старикĕ. — Çуркунне шыв вăйлă пулмалла тет. Хăрушлăх пур, пирĕн çĕрсем шывпа юхса кайма пултараççĕ.

— Кам каларĕ сана? — вăл мĕн каласшăн пулнине тавçăрса илесшĕн пулчĕ мăрса.

— Хамăр сисетпĕр. Çу каçиччен Сăр тăрăхĕнчи улăхсенчен, леш енчи вăрмансенчен вырăссем — вайпут çыннисем тухма пĕлмерĕç. Ялан виçеççĕ, темле юпасем лартаççĕ, тем çыраççĕ. Кайса пăх-ха, мăрса, хăвăн улăхусене — унта юпа çине юпа. Сан шутупа мĕне пĕлтерет ку?

— Манăн кайса пăхма вăхăт пулман-ха, эп тин çеç Хусантан таврăнтăм, — мăнаçлăн хуравларĕ Сарри.

— Çапах та эс вăхăт туп, кайса пăх!

— Кăрмăша çитсе пĕл! — сăмах хушрĕ тепри.

— Ял çĕрĕ чакса та чакса пырать ав, кăçал выльăх çӳремелли вырăнсене те, хурт-хăмăр усрамалли тата сунара çӳремелли вăрмансене те туртса илеççĕ тет. Сан пĕлмеллех ĕнтĕ çавна, эс пирĕн мăрса, пирĕн хунтă. Эпир сана хырçă-куланай тӳлетпĕр-çке...

— Кайса çӳреймерĕм-ха, — терĕ мăрса малалла туртăнакан лашине аран тытса чарса. — Калатăп-çке тин таврăнтăм тесе. Çĕр пирки шухăшлăр ĕнтĕ — мĕнле тусан лайăхрах. Эп кайса килĕп те сире каласа кăтартăп.

— Кайса кил, мăрса, тӳре-шара патне часрах çитме тăрăш. Ыйтса пĕл пурин çинчен те, лăплантар пирĕн чĕресене.

— Мăнастирсем пирки татса калаччăр. Пирĕн улăхсем çавсен аллине куçаççĕ текен хыпар çӳрет.

— Сĕве хулинех кай-ха, Сарри мăрса. Кунти чăвашсемпе çармăссене Сĕве вайпучĕн аллине панă тет.

Мăрса вĕсене май пур таран лăплантарчĕ, Кăрмăшпа Сĕве хулине (каллех «Сĕве» терĕç, чăвашсем йывăр ята — Новоград Свияжскине — хăйсем евĕрлĕ пит хитре калама пĕлеççĕ иккен) паян-ыранах çитсе килме пулчĕ. Анчах хăй кăмăлне вăл нимпе те пусараймарĕ-ха, ĕнерхи тата ирхи калаçусенчен юлнă йӳçĕк паян çине-çине усал хыпар илтнĕрен ăшра каплансах, каплансах пычĕ, чĕрене йĕп пек чиксе, йĕкĕлтесе тăчĕ.

«Халăх калаçать тĕк — хавха пур, — тетчĕ ун пек чухне Сарри ашшĕ. — Ĕнĕк шăрши кĕрет тĕк — таçта темскер çунать».

«Çунать, çунать, — терĕ мăрса ăшра. — Ял халăхĕ те сиснĕ ав, ман çĕрсем кĕрхи шывпах юхса кайнă. Хам ялсенче хам ыррине кăтартса çӳретĕп пулать. Йăпататăп вĕсене, кайса пĕлетĕп тесе шантаратăп.

Паян ирхине Акпарс мĕнле хитре калаçса ларчĕ ав. Вырăссем апла та, вырăссем капла. Вĕсене те çĕр кирлĕ, тата тем те пĕр. Пирĕн ĕнтĕ пурне те тӳсмелле, алăри çĕре мăнастирсене памалла. Тьфу, пĕчĕк ачасем пек итлесе лартăмăр çармăс мăрсине. Çавăн пек калаçмаллаччĕ-и пирĕн Лупин князь патĕнчен таврăннă хыççăн? Чышкăпа пĕррех сĕтеле памаллаччĕ Алттышпа иксĕмĕрĕн».

Килĕнче ăна тата Аттеней тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Темле сăлтав тупса пӳрте кĕрсе тăчĕ те сăмахсене пĕрерĕн-пĕрерĕн суйласа:

— Итле-ха, хуçа, эп сана ак мĕн калам: кăçал пэрн енче çĕр вăрçи полатех, — терĕ.

— Ăçтан пĕлетĕн? Тĕлĕкре куртăнам? — йĕкĕлтеме тăчĕ Сарри.

— Хăрушă вăрçă полать. Каларĕ тесе калăн.

— Апла эс хутшăнатăн пуль-ха унта? Çавăнпа хăрушă пулать ĕнтĕ вăл. Çапла-и?

— Ан кул, — терĕ тарçă. — Эп чăннине калатăп. Кортăн поль, ялсенче халăх мĕнле пăлханать, мăрса. Çĕр тесен паян тесен вăрçа тохма хатĕр.

— Саншăн пур пĕрех мар-и вара? Е сана та çĕр кирлĕ, Аттеней? —тарăхтарма пăрахмарĕ Сарри.

— Мĕнле вăл кирлĕ мар? Мĕскер, эп этем мар-им? — чышкисене чăмăртасах кăшкăрчĕ тарçă.

— Ун пекех ан çуйăх-ха, Аттеней.

— Эп çойăхмастăп, калатăп çеç. Çĕр валеçес полсан çынпа тан эпĕ те çĕр ыйтатăп. Мĕскер, ман ĕмĕр тарçăра порăнмалла-им? Авланатăп та ойрăлса тохса кил-çурт, ана-çаран тытатăп.

— Ара, сан лашу та çук-çке, йăнкăрчăк этем. Мĕн, качака кӳлсе сухалатни ануна?

— Сохалатăп. Анчах тарçăра порăнса йăлăхтарчĕ, мăрса.

— Йăлăхтарчĕ пулĕ те-ха, анчах эс çакна манатăн, Аттеней, — хуçа пулса çирĕппĕн каларĕ Сарри. — Эс тарçă çеç мар, тата тĕкĕрçĕ те, урăхла каласан, çар çынни. Тĕкĕрçĕн мăрса ăçта илсе каять, çавăнта пымалла. Çĕр çинчен шутланă май çав япала пуçунтан тухса ӳкмерĕ-и сан?

— Ӳкмен. Пĕлетĕп ăна, — парăнасшăн пулмарĕ тарçă. — Халь вăрçă пĕтнĕ, сана тĕкĕрçĕсем кирлĕ мар.

— Тен, кирлĕ. Тен, ыранах санпа иксĕмĕрĕн инçе çула тухмалла пулать.

— Ниçта та каймастăп эп орăх. Вырăнтан та хоскалмастăп.

Кур-ха, нимпе те ӳкĕте кĕртме çук Аттенее. Темле хăратсан та, тавăрса калама сăмах тупать тарçă. Сарри ăна урăхла тапăнса пăхма шут тытрĕ.

— Ял çĕрне валеçнĕ чухне сана пур пĕр ят çĕрĕ тивмест, Аттеней. Мĕншĕн тесен унччен сана ят çĕрĕ панă пулнă.

— Ăна атте охмахпа поçĕпех сана сотнă, — терĕ Аттеней. — Эппин, манăн ят çĕрĕ çок. Вăхăтлăх тара панă полсан çĕр пор теме полатчĕ...

— Ма сутрĕ ун чух аçу хăйĕн çĕрне пуçĕпех?

— Тертлĕ порнăç соттарнă поль. Ăна ĕнтĕ эсĕ ху лайăх пĕлетĕн, мăрса.

— Çавă çав, выçă лараттăрччĕ, вилес патне çитнĕччĕ эсир ун чух. Ху астумастăн та пулĕ-ха, пĕр харăс виççĕн тан чирлĕ выртатчĕç килӳнте. Эп сире хĕрхенсе ĕне патăм, пĕр лав тырă патăм.

— Оншăн тавах, мăрса, — пуç тайрĕ тарçă. — Çапах мана çĕр кирлĕ. Мĕнле порăнам эпĕ çĕрсĕр? Çок, ыйтатăпах ял халăхĕнчен ят çĕрĕ. Çавăнпа сана каласах хурас терĕм. Тӳлесе илме вăй çитес çок пэрн, çĕнĕрен паччăр темиçе çор пилĕк...

Мăрсан урăх сăмах тупăнмарĕ-ши, е ăна ку тавлашу йăлăхтарса çитерчĕ, вăл тарçине ырă та, усал та каламарĕ. Лешĕ тухса кайсан та пуçне сулкаласа «Ну, Аттеней! Ну, Аттеней!» тесе çеç ларчĕ.

14. Мамич-Бердей

Шупашкартан лартса килнĕ вырăссем Северьян патĕнче эрнене яхăн ниçта тухмасăр пурăнчĕç. Кăшт йăл илнĕ хыççăн Северьян вĕсене турхан патне илсе кайрĕ. Пӳрте кĕме хăяймарĕ тимĕрçĕ, турхана тарçăсем урлă картишне чĕнес терĕç. Картишĕнче Иливан урлă çакна пĕлчĕç: Тукай патне йăлăм вăрманĕнчен, Илеть шывĕ тăрăхĕнчен ултă юлан утпа Мамич-Бердей ятлă чаплă мăрса килнĕ.

— Халь калаçасси пулмасть, — терĕ Иливан, турхан кăмăлне лайăх вĕренсе çитнĕскер. — Куштан сăнлăччĕ пит. Вăрçса тăкĕ, хăваласа ярĕ тата. Тепĕр чух килĕр.

— Çапла тумалла пуль.

Вĕсем хапха патне çитнĕччĕ ĕнтĕ, картиш енчи чӳречене Тукай хăй шаккарĕ.

— Тăхта эс, Северьян!

Хуçана вĕсем пусма вĕçĕнче кĕтрĕç.

— Ак вăл, ман тимĕрçĕ, — терĕ турхан унпа пĕрле тухнă яштака та хитре мăрсана Северьян çине кăтартса.

— Ватăрах, — пĕр сăмах çеç каларĕ çармăс мăрси ăна пасара сутма илсе тухнă выльăха хакланă пек хакласа.

— Мĕн ватă — аллăра. Вăй питти çын. Ун пек тимĕрçе эсĕ шыраса тупаймастăн.

— Ватăрах. Мана çамрăккисем кирлĕ, — хăйĕннех печĕ мăрса.

— Ну, апла урăх çĕрте шыра. Северьян мана хама кирлĕ. Тимĕрçĕ чухне тимĕрçĕ вăл, тĕкĕрç чухне тĕкĕрçĕ. Ун аллисем — ылтăн.

Вĕсем çаврăнса пӳртелле кĕчĕç. Анчах Тукай тимĕрçĕ пĕччен килменнине асăрхарĕ пулмалла, çийĕнчех каялла тухрĕ.

— Çакă-и сан вырăсусем, Северьян? — терĕ вăл икĕ ват çынпа хĕрарăм патне çывăхарах пырса.

— Çаксем. Вĕсем санран Тукай ялĕнче пурăнма ирĕк ыйтса пăхасшăн.

— Ытла имшер-çке хăйсем, ним ĕçлеме те пултараймаççĕ пуль кусем? — хальхинче çынсене хăй те тиркерĕ турхан.

— Чурара пурăннă, çавăнпа имшер, — терĕ Северьян, ăçтан пĕлет-ха турхан эпир вырăссене лартса килни çинчен тесе тĕлĕнсе шутласа тăраканскер. — Ĕçлеме хăнăхаççĕ, Тукай хуçа (вăл «турхан» темерĕ, «хуçа» терĕ, мĕншĕн тесен çармăс мăрсипе тата унпа, тимĕрçĕпе, вăл чăн-чăн хуçа пек хаклашрĕ-çке-ха). Касмăк ĕçне те пултараççĕ, кăмака тума та ăста.

■ Страницăсем: 1... 10 11 12 13 14 15 16 17 18 19