Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
Тепĕр кунне пĕр лутака çын (вăл тиек пулнă пек туйăнчĕ) ăна аслă воевода патне ертсе кайрĕ. Алăкран хăракаласа кĕчĕ те мăрса хăй мĕн курнине хăй ĕненмерĕ — Салтыков наместника хирĕç чаплă тенкелсем çинче ун ывăлĕпе мăнукĕ лараççĕ.
— Ак Сарыев мăрса хăй те килчĕ! — ним пулман пек саламларĕ ăна аслă воевода. — Эп сан ывăлусемпе паллашма та ĕлкĕртĕм ĕнтĕ, Сарыев çĕрпӳ. Хитре сан ывăлусем, хитре. Анчах шел, таçта сĕм вăрманта пурăнаççĕ вĕсем, çырма-вулама та пĕлмеççĕ. Итле-ха, çĕрпӳ, итле-ха, тăванăм (çаплах каларĕ, «тăванăм» терĕ), хăвар пĕр ывăлна Новоград Свияжскине. Эпир çĕрпӳ ачисене темиçе çынна воевода çуртĕнче ĕçлеме вĕрентесшĕн. Тумлантаратпăр, тăрантаратпăр вĕсене, куран, тепĕр виçĕ çултан сан ывăлу тиек пулса тăрать.
— Пĕлместĕп, — воевода чеелĕхне сиссе ăна шăтарас пек пăхрĕ мăрса.
— Хăвар, хăвар. Хутран-ситрен килкелесе çӳретĕн. Кайран хăй те таврăнать, тиек пулса таврăнать.
— Хăйсен кăмăлĕ, эп хирĕç мар, — терĕ çĕрпӳ чĕтрекен сасăпа (ывăлĕпе мăнукĕ сисрĕç-и ун сасси чĕтренине, çук-и, аслă воевода аванах сисрĕ — вăрттăн кулса илчĕ).
— Эппин, калаçса татăлтăмăр, Сарыев çĕрпӳ. Ак çакна, кĕçĕннине, хăваратăн. Кайран хăвах тав тăвăн мана. Эпир унран патша çынни тăватпăр. Мĕн ятлă-ха эс, йĕкĕт? — мăрса мăнукĕ еннелле туртăнчĕ воевода.
— Илтимĕр, — терĕ каччă именсе.
— Илтимĕр, Илтимĕр... Вăл Владимир пулать пуль ĕнтĕ, Сарыев çĕрпӳ?
— Вырăсла çапла темелле ĕнтĕ.
— Вăт, Владимир, халь аслаçуна ăсатма кай. Пăртак тăрсан килетĕн кунта. Килсен Томилка тиеке шыраса туп. Вăл сана кирлĕ çĕре вырнаçтарать.
Мĕн тумаллаччĕ çак самантра Сарри мăрсан? Аслă воеводăпа тавлашма, çапăçма пуçламаллаччĕ-и? Ывăлăма та, мăнукăма та памастăп сана, наместник, пĕрех хут хама тытса хуп, хам юлатăп çак ылханлă хулана тесе кăшкăрмаллаччĕ-и? Çук, ун пек тума мăрсан вăй та, чăрсăрлăх та çитеймерĕ. Вăл хирĕç тавăрса калама сăмах та тупаймарĕ. Кăшт тăрсан тин Сарри «Атя эппин, ăсатса яр» терĕ те шуралса, кăвакарса кайнă мăнукне хăех хыçлă тенкел çинчен çĕклесе тăратрĕ. Вĕсем аслă воеводăна пĕр сăмах каламасăр пуç тайрĕç те алăк патнелле танкăлтатрĕç.
17. Пурнăç пăрăнăçĕ
Девлизер ялĕнче ĕнтĕ мăрсасем киле кайма хатĕрленсе тăнă. Анчах мĕнле тухса кайăн — Сарри çухалнă-çке. Çухаласса çухалман-ха вăл, пĕлмеççĕ мар — ăна Салтыков тытса хупнă, çапах çынна мĕнле пăрахса хăварăн? Çитменнине ывăлĕпе мăнукне хулана илсе кайрĕç ав. Ним те тăваймăн, тепрер кун кĕтес пулать терĕç.
Сарри ывăлĕпе çеç килсе кĕрсен вĕсем тӳрех ăнланчĕç — мăрсана кăларса мăнукне аманата хăварнă. Ĕлĕк Хусан ханĕсем çапла хăтланатчĕç, вырăссен те пур иккен ун пек йăла.
— Урхамахне те хăвартăн-и, хăта? — кунта пурте паллă тенĕ пек, Илтимĕр çинчен мар, лаша çинчен ыйтрĕ Тукай.
— Лаши те юлтăр, — пĕтнĕ япала пĕттĕр тенĕ пек, ал сулчĕ Сарри. — Воевода çуртĕнче ĕçлеме вĕрентетĕп, унран тиек тăватпăр терĕ. Асатте пăрахса кайрĕ тесе ан шутлатăр, çавăнпа хăвартăм утне.
— Тĕрĕс тунă, — сăмах хушрĕ Алттыш. — Пуç пулсан лаша пулать. Чăнах, урхамахĕ чаплăччĕ ĕнтĕ, ай-ай...
— Селĕмччĕ. Ухмах мар-и, ма çав лашапа илмелле пулнă-ши? — хăй куляннине пытармарĕ мăрса.
— Туртса илмесен юрать, — терĕ Акпарс.
— Телейĕ мĕнле çав ĕнтĕ. Пулас пекки пулчĕ. Виççĕн килтĕмĕр ав, иккĕн таврăнатпăр. Нухрат пĕлсен çисе ярать ĕнтĕ мана, хăта.
— Вилмен-ха, тен, чиперех таврăнĕ, — терĕ Тукай.
Ĕнерхи ĕçсем пирки сăмах тапратмарĕç, калаçас пеккине Сарри çук чух калаçса пĕтернĕ пулмалла. Ку вара Сăр тăрăхĕнчен килнĕ мăрсана тарăхтарса ячĕ. Вăл ывăлĕпе пĕрле сĕтел хушшине ирхи апата кĕрсе ларсан (те ирхи апат пулчĕ ĕнтĕ уншăн, те кăнтăр апачĕ) пурне те куç айĕн пăхса çаврăнса майĕпен кăна çапла ыйтрĕ:
— Киле, кăмака çине кайма хатĕрленетĕр апла? — терĕ. — Курас пеккине куртăр та халь арăмсем патне васкатăр?
Лешсем ку ахаль ыйту маррине сисрĕç, анчах мăрса воевода çуртĕнчен мĕнле кăмăл-туйăмпа таврăннине ăнланса сăмах тавăрса калама тăхтаса тăчĕç.
— Мĕн, чĕлхесĕр пултăр-им? Е эсир манпа хĕл сивви çинчен, уйăхпа çăлтăрсем çинчен калаçасшăн-и? — татах çуйкăнланчĕ вăл. — Юрать, юрать, итлесе пăхăп. Ун çинчен пуплеме ăста эсир.
— Кăшт лăплан-ха, вара сăмахлама та пулĕ, — куларах каларĕ Тукай. — Халь эс хӳри айне çунакан ăвă хунă ут пекех.
— Шăл йĕретĕн, Тукай мăрса? — хăта темерĕ, мăрса терĕ вăл ăна хальхинче. — Кул, кул. Хăвăн инкек сиксе тухсан, темскер, эс урăхларах калаçнă пек астăватăп...
— Ну, кăна эс ытлашши калаçатăн, Сарри мăрса, — ку калаçуран пур пĕр пăрăнса юлса пулмасть тенĕ пек, сăмах тĕртрĕ Акпарс. — Юнлă вырăна тăвар сапмаççĕ.
— Калатăр, калатăр, — терĕ Тукай. — Эп вăл инкеке тӳссе ирттернĕ. Темле кӳрентерсен те чăтатăп. Шăла çыртатăп та чăтатăп.
— Эп чăтаймарăм пулать эппин. Çапла шутлăр, ку хавшак чунлă пулчĕ тейĕр. Анчах тӳрех калатăп: чăтма шутламастăп та. Çакăн пек мăшкăл курнă хыççăн вĕсен куçĕнчен пăхатăп-и? — çав-çавах тулашса калаçрĕ Сарри. — Салтыков воевода мана ыйткалакан туса хурасшăн, пылчăк ăшне таптаса чикесшĕн. Кĕçĕр мана хупса хучĕç те шутла терĕç. Шутларăм, çĕр каçиччен пĕрре куç хупмарăм. Ирĕке тухрăм пулсан эп ыйткалакан хутаççине тытиччен малтан алла хĕç тытатăп, çав Салтыковсене, Лупинсене аркатма тытăнатăп.
— Сахалтарах шутламан-и эс, хăта? Тата пăртак шутласа пăхмалла мар-и санăн? — тăрăхлама пăрахмарĕ Ту-кай.
— Çителĕклĕ çĕмĕртĕм пуçа. Халь эс çĕмĕрсе пăх. Ман шутпа, сан çулу та çавăнталлах выртать.
— Ăçталла-ха вăл?
— Ахматек мăрсаран ыйт, вăл пĕлет, — терĕ Сарри..
— Унпа калаçса татăлма та ĕлкĕртĕн-и?
— Ĕлкĕртĕм, Тукай мăрса. Эсир юрă юрласа киле арăмăрсем патне таврăнăр, эпир Ахматекпа Ар леш еннелле вĕçтеретпĕр.
— Асту, вĕçтерсен-вĕçтерсен хăвăр вĕçсе ан кайăр. Эп çавăнтан хăратăп.
— Вăл ĕнтĕ мĕнле килсе тухать. Ху пымастăн апла, хăта? Эп сана та чĕнесшĕнччĕ-ха..
— Мана унта савни те, паллакан çармăс мăрси те кĕтсе лармасть, — мĕнле çапла сĕнме хăятăн тенĕ пек, çиллессĕн хуравларĕ Тукай. — Кайма нимле сăлтав та çук.
— Кутăн эс, хăта, ак мĕн калам эп сана. Пур пĕр паян-ыран çĕрсĕр тăрса юлатăн. Ялусем пăлханнăшăн Салтыков кунта мар тăк, таçта урăх çĕрте çакса вĕлерет сана. Пирĕн вырăн халь санăн та, манăн та — Мĕша тăрăхĕнче, пăлхавçăсем хушшинче.
— Ухмахла ан калаç, пĕчĕк ача пек ан пул, Сарыев мăрса, — ăна хăта тесе те каласшăн пулмарĕ Тукай. — Мĕн шырама каймалла пирĕн пăлхавçăсем патне? Мĕне кура каймалла? Малтан эс хăвăн Ахматекӳнтан ыйтса пĕл, мĕншĕн пăлханнă унти чăвашсемпе çармăссем? Тата кам хĕтĕртет, кам астарать вĕсене вырăссене хирĕç тухма?
— Мĕншĕн пăлханнине пĕлместĕн пулать, Тукай мăрса? — аллинчи кашăккипе хăлаçланчĕ Сарри. — Вырăссем тăнăç пурнăç туса пачĕç пире — çавăншăн. Хусана илнĕшĕн ĕнерхи пек тав турĕç пире — çавăншăн. — Вăл, тавлашас тăк тавлашас тенĕ пек, апат çиме пăрахса сĕтел хушшинчен тухрĕ. Урай варринче кĕрĕкне çӳп-çапран тасатакан Тукай патне пырса тăчĕ. Ытти мăрсасем те пĕр çĕре пуçтарăнчĕç.
— Чăнах эс ытлашши вĕриленмесне, Сарри мăрса? — терĕ халиччен чĕмсĕр ларнă Акпарс. — Эпир вырăссемпе ача вăййилле пĕрлешмерĕмĕр пуль? Тата ĕнер пĕрлешмен эпир — тахçанах. Ан çиллен те, пĕр каç мар шутланă ун çинчен, ĕмĕр тăршшĕпе шутланă. Çавăнпа пăлханма иртерех мар-и пирĕншĕн?
— Ан аташ, килнех кай, Сарри мăрса, — сăмах тĕртрĕ Алттыш çĕрпӳ те. — Ахматек хăй те пулса курман халь Мĕша тăрăхĕнче. Çын сăмахĕ тăрăх кăна калаçать. Куртăм ăна ĕнер, пуплерĕм. Ну, кӳрентернĕ ăна пĕр тиек, çĕрне туртса илессипе хăратнă.
— Ун хыççăн ан кай. Санне çĕрне туртса илмен-çке-ха? — терĕ Акпарс.
— Ну, ним те ăнланмастăр эсир, мăрсасем! — тата ытларах тарăхрĕ Сарри. — Каларăм-çке сире, Кăрмăшра, Лупин воевода нӳхрепĕнче ман çынсем лараççĕ. Вĕсем вырăс купсисене вĕлернĕ. Çаратнă çеç мар, вĕлернĕ! Темиçе кунтан вĕсене Сĕве хулине илсе килеççĕ. Салтыков çавна пĕлсен мана киле ярать-и? Çук, тӳрех тытса хупать. Çĕрсĕр хăварать, ачасене ыйткалама кăларса ярать.
— Ан ӳкĕтлĕр, кайрăмăр киле, — терĕ Тукай кĕрĕкне тăхăнса. — Пуçа çĕмĕрсех шутларăм тет-çке. Эппин, хăй мĕн тунине пĕлет, пĕчĕк ача мар.
— Вăт, çавна кала, Тукай мăрса! — хавхаланнă пек пулчĕ Сарри. — Эс яланах ăслă çын пулнă, халĕ те ăслă каларăн. Кӳр аллуна, хăта. Аллуна пар та — сывă пул. Эсир те сывă пулăр, Акпарспа Алттыш, — пурне те ал тытса тухрĕ çĕрпӳ. Кулма тăчĕ. — Эпир сире кĕтетпĕр унта, Мĕша тăрăхĕнче. Çуркунне, çĕр-шыв типсен, çитетĕр пулĕ тетĕп.
— Темĕн, кĕтсе илейĕн-ши? — терĕ Акпарс.
— Пыратăн, пыратăн, Акпарс мăрса. Ана-çаранна Шереметев валли касса илеççĕ те, тĕкĕрçӳсемпе вĕçтерсе те çитетĕн. Пурнăç пĕр пăрăнăçсăр пулмасть вăл. Их, çапăçатпăр вара санпа! Салтыков стрелецĕсене купăстана вакланă пек ваклатпăр. Тен, Хусана та пĕрлех пырса кĕрĕпĕр-ха.
Тек сăмах ваклани усăсăр пулнине пĕлсе Тукай юлашки хут сĕнсе пăхрĕ.
— Çапах та ывăлна илсе ан кай, вăл пирĕнпе пытăр, — терĕ.
— Çук, эп аттене пĕччен ямастăп, — ашшĕшĕн хуравларĕ Атапай. — Тарçăсемпе пурте пĕрле каятпăр. Илтимĕршĕн тавăратпăр Салтыков воеводăна!
— Илтетни, хăта? — ывăлĕшĕн савăнса кăшкăрчĕ Сарри. — Кун пек ывăлпа ниçта кайма та хăрамастăп.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...