Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Малти пӳрте кĕтĕр. Вăл пирĕнпе ĕçсе çиет. Йĕрки çапла.
— Калăп, — терĕ Аттеней. — Шăпăрçăсем кирлĕ полмаççĕ-и?
— Чăнах та, шăпăрçăсене чĕнтермелле-çке тата! Пăртак тăрсан çын яр вĕсем патне. Иккĕш те килччĕр...
Малти пӳртре, хуçа кĕреки хушшинче, ĕçкĕ-çикĕ ваттисен йăлипе шăппăн, сăпайлăн пуçланчĕ. Хăнасем те малтан йĕркене пĕлсе, асăрханса, сăмаха тĕплĕ виçсе калаçрĕç, унтан пӳрт шуйхатнă вĕлле пек сĕрлеме тытăнчĕ, юлашкинчен, вăйсăртараххисем ӳксе-йăванса пĕтиччен, вăйлăраххисем, хастартараххисем тăпăр-тăпăр ташласа, мачча таран сиксе халтан кайиччен, чул никĕс çинче чĕтресе ларчĕ.
Кăрмăшран килнĕ виçĕ çĕрпӳ хушшинче хăйсем шутласа хунă йĕркеллĕ калаçу пулмарĕ. Юнашар ларакан Акпарспа Алттыш Кăрмăша, Чулхулана, Воротынскисемпе Шереметевсене, хăйсен сехрине хăпартнă Лупин княçа темиçе хутчен те асăнчĕç, анчах хуçасăр, хыçлă тенкелĕ çинчен сике-сике тăрса унта та кунта алтăр е курка йăтса каякан Саррисĕр, сăмах-юмах çыпăçмарĕ, пуçланнă-пуçланман сӳнчĕ, пăчланчĕ. Хаклă хăнасем хăйсене кичемрех тытнине курса хуçа шалти пӳлĕмрен кĕсле йăтса тухрĕ, шăпăрçăсене чарăнма хушса аллинчи кĕслине Акпарса тыттарчĕ. Такама хыттăн чĕннĕ пек, такама асăнса çын ӳлесе макăрнă пек çухăракан шăпăрсем хыççăн кĕсле сасси янкăр уяр çанталăкра тӳпере тăри тĕрĕлтетнĕ евĕр, таврара кĕмĕл, йĕс, хурçă хĕлĕхсем пĕрре сыпăнса тепре чăнкăртатса татăлнă евĕр илемлĕн янăраса кайрĕ. Хăнасем хăйсем ӳсĕрĕлнинчен, виçерен тухса ытла шавлама тытăннинчен вăтаннă пек пулса сасартăк шăпланчĕç. Вĕсем кунта ĕçкĕшĕн çеç мар, чуна уçма, савăнма килнине аса илчĕç пулмалла. Малтан Акпарспа Алттыш, сассисене хăпартмасăр, пĕр-пĕрне пулăшса пырса çармăсла юрласа кăтартрĕç, унтан хăюланса хĕрарăмсем хутшăнчĕç. Ку ĕнтĕ чăвашла юрă пулчĕ. Яланхи пекех, хурлăхлă юрă.
Кĕсле шăплансан кил хуçи урайне тăрст! тапрĕ, шăпăрçăсен умне хăйĕн ватăлма пĕлмен, утмăлта та çĕнĕ çын пекех çиçсе тăракан арăмне çавăтса тухрĕ.
— Ку илемлĕ вара! Тахçанах çапла кирлĕ! — ура çине тăрсах ал çупма пуçларĕç хăнасем. Хуçа черетпе вĕсене те ташлаттарчĕ, вăл çулăхнинчен хăтăлаймасăр Акпарспа Алттыш та пăртак çаврăнкаласа илчĕç.
Хусан ĕçки — аякри те, килти те — Сарришĕн çакăнпа пĕтрĕ. Ирхине ирех çĕрпӳсем (Лупин князь каланă сăмахсем асра юлчĕç-çке — «мăрса» ята вĕсем тек асăнасшăн пулмарĕç) ура çинче пулчĕç. Шутласа хучĕç: паян мухмăртан тасалса çитмелле те ĕçе тытăнмалла. Чуна ĕçкĕпе мар, калаçса, килти ĕçсене сӳтсе явса пусармалла. Вĕсем никам та ан кансĕрлетĕр тесе алăка çаклатса хучĕç, ĕçлĕн, чăн-чăн çĕрпӳсем пек, сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç.
— Ывăлусене чĕнме те юратчĕ пуль, вĕсен ĕнтĕ халăх ĕçне хутшăнма вăхăт, — ячĕшĕн сăмах тĕртрĕ Акпарс.
— Хамăр тĕллĕн калаçар-ха, мĕн пулса иртнине хамăр ăнланса илме тăрăшар, — хуçана хӳтĕленĕ пек пулчĕ Алттыш. — Акпарс тусăм, кала-ха, çапах та мĕнле пурăнăпăр ĕнтĕ малашне? Хĕссе-хĕссе мĕн патне илсе çитерĕç пире боярсемпе княçсем?
— Çавăн пирки шутлатăп та ялан, — терĕ Акпарс хуçа сĕннĕ куркана тытса. — Кĕçĕр эп çĕрĕпе çывăрман. Вĕçĕмсĕр шутланипе тăнлав çурăлса тухать.
— Эп те куç хупман, — йышăнчĕ Алттыш.
— Боярсем, княçсем, вĕсем çеç мар, тата чиркӳсемпе мăнастирсем ӳлĕмрен те тапăнса килессĕн туйăнать мана. Пире ĕлĕкхи чухлĕ çĕр тытма памаççех, кăна пирĕн малтанах пĕлсе тăмалла. Хусан ханĕ, унти княçсем, мăрсасем, улансем хура халăха пит пусмăрлатчĕç, тĕрĕссипе каласан, сывлама та памастчĕç, анчах пире, вырăнти мăрсасене, вĕсем çĕр тĕлĕшĕнчен хĕсмен...
— Çук, хĕсмен, — килĕшрĕ унпа Сарри. — Ман çаран Сăр тăрăх Атăл таран сарăлса выртатчĕ. Халь пĕтрĕç иккен вĕсем, пĕтрĕç...
Вырăссем пире ĕлĕкхи пек иртĕхме парас çук. Ялсене хăйсем тытас тейĕç, хырçă-куланайне хăйсем пуçтарас тейĕç.
— Старостăсем те вĕсен çыннисем пулаççĕ ĕнтĕ, — сăмах майăн хушса хучĕ Алттыш. — Анчах мана ак мĕн тĕлĕнтерет, Акпарс: кун пек хĕсес теççĕ пулсан, пире ма ярлăк парса ячĕç-ха вĕсем? Памалла та марччĕ.
— Памасан май килмест, — хăй пĕлнĕ пек ăнлантарчĕ сармăс мăрси. — Вĕсем халь пирĕнсĕр вырăнти халăха тытса тăма пултараймаççĕ. Эппин, эпир вĕсене кирлĕ. Ӳлĕмрен кирлĕ пулăпăр-и — ăна турă пĕлет. Лупин князь сăмахĕсем пит шухăшлаттараççĕ. Ирĕксĕрех иккĕленме тытăнатăн.
— Иккĕленмесĕр! — терĕ Сарри. — Тӳрех систерсе хучĕ те-ха, эсир ĕлĕкхи чухлĕ çĕр тытмастăр терĕ. — Кил хуçи ĕнсине хыçса илчĕ. — Эх, мĕнле кӳренмелле! Тăрăшрăмăр, тăрăшрăмăр, йăлт харама кайрĕ. Шел, ывăлăма мăрса тăваймарăм...
— Юлать-ха сан ун валли, юлать, — лăплантарасшăн пулчĕ ăна Алттыш. — Лупин князь ун пек каламарĕ-иç, сиртен пĕтĕм çĕре туртса илетпĕр темерĕ. Ну, Воротынскисене касса парĕç унта, Шереметевсене касса парĕç. Йăлтах илеймеççĕ, патша ун пек тума хушман.
Акпарс пĕр пуçланă сăмаха малалла тăсрĕ.
— Эп хам Воротынскисемпе Шереметевсенчен мар, урăххинчен хăратăп, — терĕ вăл. — Чиркӳсемпе мăнастирсем йышланса кайĕç Ту енче. Вĕсем питĕ ĕмĕтсĕр пулакан. Илтнĕ пуль, Чулхулари мăнастирсене унти воевода таçта та ана-çаран парса тултарнă тет. Сăр тăрăхĕнче те улăх пур тет вĕсен.
— Пур, пур, — терĕ Сарри. — Ургапа Уронга тăрăх çарана пĕтĕмпе çавсем çулаççĕ.
— Ӳлĕмрен мăнастирсем Ту енне те кĕрсе кайĕç. У-у, çав выçă куçлă пупсемпе игуменсене кураймастăп-çке. Ак çăва тухсан ялсем тăрăх çӳреме пуçлаççĕ ĕнтĕ. Пире хĕрес турă ячĕпе хĕсĕрлеме тытăнаççĕ.
— Хăвалатпăр! — терĕ Сарри хаярланса. — Яла та кĕртместпĕр вĕсене. Миçе çул çине тăраççĕ ав, пирĕн халăх хĕрес тĕнне йышăнмасть те йышăнмасть. Вăйпа нимĕн те тăваймастăн. Чиркĕвĕсене те лартма памастпăр.
— Калама çăмăл — хăвалатпăр, яла та кĕртместпĕр, — вĕрентнĕ пек каларĕ Акпарс. — Хăваласа пăх-ха. Эс хирĕç пулнине пĕлсен чи малтан хăвна тытса хупаççĕ. Унтан сан ывăлусене. Вара çĕрне туртса илме сăлтав пулчĕ те ĕмĕтсĕр пупсемшĕн.
— Вăл та тĕрĕс, — хирĕçмерĕ Сарри. — Хамăрăн ытла кăшкăрашма юрамасть пирĕн. Ăна çыннисем пирĕнсĕрех хăвалĕç-ха, пуп килнĕ тесен чукмарсемпе сиксе тухĕç. Пирĕн ĕнтĕ, тĕне кĕнĕ çынсен, шарламалла мар.
— Çавна кала. Ялан çапăçнипе, ялтан хăваланипе те пулмасть, тăвансем. Пирĕн вырăс тӳре-шарипе этемле калаçма та вĕренсе çитмелле. Тутарсем ав йăпăлтатнине, уйрăмах бакшиш текеннине юрататчĕç. Кăсем валли те чĕлхе тупас пулать.
— Вырăссем мĕне юратаççĕ?
— Вуншар çул вĕсемпе çӳресе пĕлмерĕн пулать!
— Çапах та çав Лупин князь валли мĕн тиесе каяс-ши? — пĕлмĕше печĕ Сарри. — Унран та нумай килет-çке ман çĕрĕме мĕн чухлĕ касса илесси.
— Калас-и? Вăл мĕн юратнине пĕлес килет-и?
— Кала-ха.
— Чи малтан хаклă тир тие. Кăш, сăсар, тилĕ тирĕ.
— Унтан темиçе чĕрес пыл ларт, — сĕнчĕ Алттыш.
— Сар çу, шăрттан, чăкăт ытларах ил.
— Хăмла, салат е чашкăрса тăракан кăрчама! Вĕсем виççĕш те ахăлтатса кулса ячĕç. Калаçнин-тунин усси çакă пулчĕ: пĕрле çӳренĕ, пĕрле çапăçнă, пĕрле таврăннă çĕрпӳсем пĕр-пĕринпе туслашмаллипех туслашса çитнине, ку туслăх вĕсемшĕн питех те хаклă пулнине туйса илчĕç. Ăшра кашни ку туслăха ӳлĕмрен те çухатас марччĕ тесе шутларĕ. Кашни ĕненсе тăчĕ: чипер пурăнсан, пĕр-пĕрне пăрахмасан аптрамĕç-ха вĕсем. Çĕр пирки пăшăрханса пурăнас мар, Новоград Свияжскине каяс та унта аслă воеводăран тĕплĕ ыйтса пĕлес терĕç.
13. Аттенее çĕр кирлĕ
Ту-çи тăрăхĕнче ана-çарана пур çĕрте те тенĕ пекех ушкăнпа, ял-йышпа, уйрăм вырăнсенче темиçе ялпа тытаççĕ. Сăр тăрăхĕнче ял çĕрĕсем пушшех те пăтранчăк. Вĕсем çыхланса, арпашăнса пĕтнĕ çип çăмхине аса илтереççĕ. Ыраш вырма ик ял урлă каятăн, çур тырри вырма — виç ял урлă. Утă çулнă çĕрте пĕр тăруках пилĕк-ултă ял халăхĕ ĕçлет. Çулса тăма йывăрах мар пек, валеçсе утта киле илсе кайма — вилĕм. Кунта сенĕк-кĕрепле утă пуçтар-ма çеç мар, кӳршĕ ял çыннисемпе (тепĕр чухне хăйсен тăванĕсемпе) тытăçса илме те кирлĕ.
Илтнĕ Сăрьел çыннисем, ун пек пăтранчăк çĕрсем Вылпа ытти шывсем тăрăх та пур: Сурăм тĕмĕ, Шăмат тĕмĕ, Асламас тĕмĕ, Пакăш тĕмĕ. Каласа та пĕтереймĕн. Акмасăрах шăтнă пулмалла вăл тĕмĕсем, çавăнпа ытла йышлă.
Чи тĕлĕнмелли, кăсăкли тата çакă: ялĕсем питех ĕрчени, сарăлса, пысăкланса пыни сисĕнмест, çĕрĕ вара çулсерен чакса пырать. Ăçта кайса пĕтет-ши темиçе ял çĕрĕ куç умĕнчех? Çĕр вăл çырмари пăр татăкĕ мар-çке, çурхи хĕвел хĕртнипе ирĕлсе пĕчĕкленмест.
Ял çыннисем çĕре час-часах валеçме те хăраççĕ — валеçмессерен ана-çаран çинче «çĕр вăрçи» тухать. Ку вăрçăра ялпа ял çапăçмасăр калаçса татăлни е кама та пулин чиксе-касса вĕлерменни сайра пулать. Валеçмесен те май çук çĕре: çын вилет, çын çуралать, пĕр-пĕр хăтлă вырăнта тепĕр пĕчĕк ял ӳссе ларать. Унта çынсем вăрман хăртаççĕ, уçланкăра ана-çаран тăваççĕ, ăна та ял çĕрĕ çумне хушмалла.
Хĕл тин ларнă-ха, ялсенче ĕнтĕ ватăраххисем — ял пуçлăхĕсем — çуркунне çĕре çĕнĕрен валеçесси çинчен сăмахлаççĕ. Чылайăшĕ Хусан вăрçинчен таврăнман, ялта чирлесе е ватлăха пула çĕре кĕнисем те сахал мар. Халь çуралнисене те ят çĕрĕ кирлĕ. Мĕн пытармалли, ял çыннисен урăхларах шанчăк та пурччĕ: тен, Сарри телейĕ иккĕллĕ пулĕ, мăрса вăрçăран таврăнмасан ун çĕрĕ ял çĕрĕ çумне хутшăнма пултарать тетчĕç. Вара Сăрьел тĕмĕ улăх-çаранран самай пуйнă пулĕччĕ. Аслă ывăлĕ, Пикпулат, çухалмаллипех çухалчĕ ав, кĕçĕн ывăлĕпе мăнукĕ ун чухлĕ çĕр тытаяс çук, вĕсем çĕр тытма ярлык та илеймен пулĕ-ха. Ун пирки ял çыннисем куçкĕретех калаçмарĕç, çапах та шутлама кашниех шутларĕ-тĕр.
Темиçе эрне каялла ялта çуркунне çĕр валеçмелле пулать тесе хыттăнах шавласа илчĕç. Ваттисем никам хушмасăрах кӳршĕ ялсене кайса çӳрерĕç. Вĕсенче те кăçал ана-çаран валеçмесен май çук теççĕ.
Ун хыççăн ял çыннисем вырăсла пĕлекен Туринкене, таврари пĕтĕм халăх хисеплекен ват çынна, виçĕ старикпе пĕрле Кăрмăша кайса килме хушрĕç. Вĕсем çурăм хыçне хутаç çакса ялтан тухса кайнăччĕ кăна — Сăрьелне Сарри мăрса таврăнчĕ. Таврăннă хыççăн тепĕр куннех мăрса хăйĕн пушанса юлнă пӳртне кӳршĕри ватăсене тата чи паллă юмăçа Аниккее чĕнтерчĕ.
Ват çынсем ăна савăнмалли ним те пĕлтереймерĕç. Çакна çеç каларĕç: ял çĕрне çуррине ытла мăнастир тытса илесшĕн тет, усрав вăрман та ун аллине куçать тет.
— Тет кăна-и е чăн-и ку хыпар? — пĕлмĕш пулса ыйтрĕ Сарри.
— Чăн пулма тивĕç. Çавăнпа Туринкене суйласа ятăмăр та. Сана кĕтрĕмĕр-çке, Сарри мăрса. Эс ав час таврăнаймарăн, — калаçрĕ ваттисенчен пĕри, Яркункка текенни.
— Староста ма суйламастăр ку таранччен?
— Ăна суйлама та сана кĕтрĕмĕр.
— Ку аван-ха. Çапах та мăрса пуррине манса кайман эсир, — сухалне шăлкаларĕ Сарри.
— Манман, манман, — терĕç темиçен пĕр харăс — Эс çук чухне пит кансĕр пулчĕ пире. Вырăс тиекĕсем çав тери пусмăрлама пуçларĕç халăха. Священник килсе кайрĕ яла. Чиркӳ лартмалла тет. Укçи халăхран тет. Ăçтан вăй çитеретпĕр эпир чиркӳ лартма? Тата — кама кирлĕ вăл, чиркӳ! Мĕн, эпир хĕрес тĕнĕпе пурăнатпăр-и?
Сарри, хăй Христос тĕнне тахçанах йышăннăскер, ку калаçуран тытăнса тăчĕ: пит теветкеллĕ те тавлашуллă вăл, тĕн ыйтăвĕ. Халь ун пирки сăмах пуçлама вăхăт мар. Тĕрĕс шутлаççĕ ваттисем, чи малтан çĕр ыйтăвне татса памалла.
Ват çынсене мăрса нумай тытмарĕ. Туринкепе ытти стариксем таврăнсан куç курĕ унта тесе вĕсене килĕсене саланма ирĕк пачĕ, хăй ялти ытти ĕçсем çинчен калаçма Аниккейпе çеç ларса юлчĕ.
— Санăн ĕçсем мĕнле, ял пуçлăхĕ, киремет патши? — вăл хăйĕн тĕкĕрçи пулнине манманскер, шӳтлерех ыйтрĕ юмăçран Сарри.
— Илтрĕн пуль, — терĕ лешĕ пĕр кулмасăр. — Кăçал пупсем çу каçиччен тапăнчĕç. Чиркӳ лартасшăн, пирĕн киремет картине, чӳк вырăнĕсене аркатса тăкасшăн. Хăвăр кайса тархасласа илсе килтĕр те вырăссене, халь вĕсем пуç тăрнех хăпарса ларчĕç.
— Эс вĕсене чĕнме ху та пынăччĕ пулас Мускава, Аниккей? — терĕ мăрса.
— Кун пек пулса тухасса пĕлмен, пымастăмччĕ. Эп ун чух Мускавра чухнех шутласа илтĕм: пурăна киле пире те çакнашкал чиркӳсем тутарма пуçлаççĕ пуль кусем терĕм.
— Хитре-çке чиркӳсем, чан çапни хăй мĕне тăрать, — ăна татах йĕкĕлтесшĕн пулчĕ курăнать хуçа.
— Хитре те, пире кирлĕ мар вăл. Эпир хамăр асаттесен-асаннесен тĕнĕпе пурăннă, ӳлĕмрен те çав тĕнпех пурăнатпăр. Кирлĕ пулсан лартчăр хăйсем. Ма пире пусмăрлаççĕ вĕсем? Ма çĕмĕреççĕ киремет вырăнĕсене?
— Эсир вăл вырăнсене ан кăтартăр, — ним калама пĕлмен енне сăмах хушрĕ мăрса.
— Çулла тепре килсен хăваласа яратпăр ак. Пĕтĕм ял халăхĕпе сенĕксем йăтса тухатпăр.
— Ун пек юрамасть, ун пек вăрçă пулать. Уншăн сана мар, мана айăплаççĕ...
Мăрса юмăçран ытти япаласем пирки ыйтрĕ.
— Уй чук ирттертĕр-и кăçал?
— Ирттертĕмĕр, — терĕ Аниккей. — Санăнне те ик така илсе тухрăмăр. Каларĕç-и?
— Каларĕç. Хам килте çук чухне манăнне те юратчĕ пулĕ те...
— Ял халăхĕ çапла йышăнчĕ.
— Ял халăхĕ хăй пуçлăхне те пăхăнми пулчĕ-и? — тулашма пуçларĕ хуçа. — Ху хушмарăн-и-ха мăрсанне те илсе тухăр тесе?
— Мана çылăха ан кĕрт, Сарри мăрса, эп хушнипе мар, — аллине кăкăрĕ çине хурса тупа тунă евĕр каларĕ юмçă.
— Мучавăр çавах-и ялта?
— Çавах, Эхмемет ывăлĕ.
— Вăл ашшĕ пекех усал пулакан марччĕ, — терĕ хуçа. — Сана итлет-и? Ман çинчен ним те шарламасть-и?
— Мĕн шарламалли? Сана пачах çухатнăччĕ эпир. Ялта эс вилнĕ текен хыпар та тухрĕ, — калас мар тенĕ сăмаха персе ячĕ юмçă.
— Ав мĕне кĕтетĕр эсир! Вилнĕ пулсан савăнаттăрччĕ ĕнтĕ...
— Çук, апла мар, — хăй вырăнсăр сăмах каланăшăн ӳкĕнсе илчĕ Аниккей. — Вырăссем ясак пуçтарасран шикленсе пурăнтăмăр. Мăрса пулнă пулсан яла кĕртместĕмĕр те-ха вăл вырăссене теттĕмĕр. Эп вырăсла пĕлсех каймастăп. Тата манпа калаçас та çук вĕсем. Кĕтрĕмĕр сана, кĕтрĕмĕр, Сарри мăрса.
— Апла пулсан юрать те-ха, — кăмăлтан çемçелнĕ пек пулчĕ хуçа. — Ялта тӳре-шара кирлех çав вăл, хуçа та кирлĕ. Кăрмăша Туринкесем чупма тытăнсан тĕнче пĕтрĕ вара. Ун пек çĕре мăрсан каймалла, старостăн каймалла.
— Каларăм, итлемерĕç, — терĕ Аниккей. Хăй тĕлĕнсе çапла ыйтрĕ. — Эс халь Кăрмăшран килмесним вара?
— Çавăнтан-çке.
— Элле вайпутсем патне кĕрсе çӳремерĕн-и?
— Вайпучĕ Васильев-Новгород хулине кайнăччĕ. Юри килĕп терĕм, — суйрĕ Сарри.
— Ырансенчех каятăн пуль апла?
— Каятăп. Ирех тухса каятăп. Леш Туринкене килне хăваласа яратăп. Ман ята ярса ан çӳретĕр унта.
Юмçă ку сăмахсемшĕн савăнмаллипех савăнчĕ.
— Хăвала, хăвала эс ăна! Мăрса вырăнне Кăрмăшсем тăрăх сĕтĕрĕнсе ан çӳретĕр. Ялта та йăлт тарăхтарса çитерчĕ вăл. Пĕтĕм халăха пăтратаканни çавă пирĕн. Мăрса мăрса мар уншăн, юмăç юмăç мар.
— Алла илĕпĕр, алхасма памăпăр, — терĕ хуçа.
Çынсенчен, хăнасенчен кăшт хăтăлсан мăрса хăйĕн хуçалăхне пăхса çаврăнчĕ: выльăх-чĕрлĕх мĕн чухлĕ юлнине тĕрĕслерĕ, кĕлечĕсене кĕрсе тухрĕ, утă капанĕсене шутларĕ, ял тулашĕнчи арманне çитсе килчĕ. Курчĕ вăл, пур çĕрте те хуçа çукки сисĕнет.
— Юхăнать хуçалăх, юхăнать, — сасăпах каларĕ Сарри. — Кун пек юрамасть. Хаяртарах çынна аслă тарçă тумалла пулать. Ыттисене пурне те алăра тыттăр. Куланай пуçтаракансемпе те калаçма пултартăр. Арăмпа ывăла шансан тепрер çултан çап-çара тăрса юлатăп.
Мăрса хăй каланă пекех турĕ. Тепĕр кунне кăнтăрла тĕлĕнче темиçе юлан утпа Кăрмăша тухса кайма хатĕрленчĕ. Ун пуçне хăйне евĕрлĕ илĕртӳллĕ шухăш пырса кĕчĕ: пĕр тăхтаса тăмасăр архиерей патне каймалла, ăна мĕнле те пулин хаклă парне памалла. Ак кам пĕлет чиркӳ-мăнастир çĕрĕсем пирки!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...