Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем


— Çар кăткă пекех хĕвĕшрĕ ĕнтĕ пирĕн таврара, чĕтресе кăна пурăнтăмăр, — сăмах чĕнмесĕр ларни аван мар тесе шутларĕ пулас Илтепи.

Анчах калаçăва хĕрарăм хутшăнни хуçана килĕшмерĕ, вăл арăмне куç шурри кăтартрĕ те лере тухса çамрăксене апатлантарма хушрĕ.

— Ку тĕрĕс, — асăрхамасăр ирттермерĕ çакна çамрăк мăрса. — Пĕрре те юратмастăп эпĕ хĕрарăмсем арçынсемпе юнашар хăлхисене тăратса ларнине, вĕсем пĕли-пĕлми сӳпĕлтетнине. Ман санпа калаçмалли питĕ нумай, Алттыш мăрса. Мĕнле калаçса пĕтерĕпĕр-ши тупата!

— Пуçлама пĕлнĕ япалана вĕçлеме пĕлĕпĕр, — терĕ хуçа. — Кала-ха, эс халь Хусантан таврăнтăн-и е урăх çĕртен-и? Курмарăмăр-çке сана эпир унта анат çармăс мăрсисем хушшинче...

Мамич-Бердей çавăнтах чухласа илчĕ: ку мăрсапа та Тукайпа тавлашнă пек тавлашма лекет. Урăхларах калаçмалла мар-ши унăн пулас хуньăшĕпе? Мĕн парĕ-ши калас пеккине тӳррĕн каласа асар-писер вăрçса тухса кайни, ашшĕ-амăшне çеç мар, хĕрĕсене те çиллентерсе хăварни? Ашшĕ, ватă Мамич-Бердей, мĕн тăватчĕ-ха ун пек чух?

— Курма та пултарайман, — терĕ вăл Алттышпа пуплеме пачах урăхла мел тупнăшăн савăнса. — Мĕн йӳтĕмпе пымаллаччĕ ман Хусана вырăссем патне? Анатри çармăссем сирĕн пек Новоград Свияжскинче вырăссене тупа туман, крепь хучĕ илмен. Пирĕн çынсем ку таранчченех ясак тӳлесе пурăнаççĕ. Вĕсене вырăссем ясакран хăтарман. Çавăнпа ман Хусаншăн çапăçма сăлтав та пулман. Вырăссем майлă çапăçас — эпир вĕсен çыннисем мар, вĕсем пире мĕнле çăмăллăх парасса пĕлместпĕр, тутарсем майлă çапăçас — вĕсем те йăлăхтармаллипех йăлăхтарнă пире хăйсен хырçă-куланайĕпе. Япанча çарне каякансем чылай пулчĕç, эп иккĕленсе тăтăм. Хам та каймарăм, илем çыннисене те ямарăм. Ялсене сыхларăмăр, çунтарма памарăмăр. Ман çуннă ял пĕрре те çук, — мухтанарах каларĕ çармăс мăрси.

— Апла кĕтсе пурăнатăн иккен, — терĕ Алттыш. — Кам кама çĕнтерет терĕн пулать. Халь вăрçă пĕтрĕ ак, вырăссем Хусана илчĕç. Ĕнтĕ кам майлă эс? Халь мĕн тăвас тетĕн?

— Куç курать унта. Татах кĕтсе пăхас тетĕп. Вырăссем Хусана тытса тăраяççĕ-и, çук-и.

— Кĕтсе пăх, кĕтсе пăх, — лешĕ питех те асăрханса калаçнине сиснĕрен-ши, ăна пĕрре те вăрçма, вĕрентме шутламарĕ хуçа. — Анчах чăвашсен çакăн пек сăмах пур: кая юлсан — карлав аври теççĕ. Çавăн пек пулса ан тухтăр. Вырăссемпе те пĕрлешеймĕн, тутарсенчен те уйрăлаймăн. Тата çакă пур: юхан шывпа пынă чух хăш çырана та пулин пурĕ пĕр чарăнмалла-çке — е сылтăма, е сулахая.

— Эп халлĕхе тӳрех вĕçтеретĕп-ха, нихăш çырана та чарăнса тăма шутламастăп, — татах куласшăн пулчĕ Мамич-Бердей.

— Темле-çке, ĕненесех килмест. Бердейсем юхан шывпа ишкĕчсĕрех çӳрекен мар, — терĕ Алттыш. — Ялан майлă вырăн шыранă. Аçу Сафа-Гирей патĕнчен тухма пĕлместчĕ. Питĕ тăрăшрĕ вăл çав Гирейсемшĕн...

— Пайта пулнă-тăр, çавăнпа тăрăшнă пуль, — сăмах тĕртсе илмесĕр чăтаймарĕ çамрăк мăрса.

— Пайта пулмасăр ара, вăл пулнă ĕнтĕ. Хан ярлăк пама та, ăна каялла туртса илме те ăстаччĕ. Уйрăммăнах пире, Ту-çи мăрсисене, юрататчĕ Сафа-Гирей, тӳрех кремльти чул нӳхрепе хупса лартатчĕ.

— Вăл — пулни-иртни, ырă çĕрпӳ, — терĕ хăна Гирейсене хурлама чарасшăн пулнă пек. — Пуласси пирки мĕн шутлатăр эсир, Ту-çи мăрсисем?

— Пуласси — турă аллинче, — хăй те ытарлăн калаçма тăрăшрĕ хуçа. — Эпир халь качча кайнă хĕр пекех. Хĕр юратса качча кайрĕ пулсан ма атте-анне патĕнчех пурăнмарăм-ши тесе ӳкĕнмест. Упăшкипе пĕрле пурнăç тăвать, кил-йышне тĕплет.

— Сирĕн хĕр юратсах тухрĕ-и вара качча?

— Ман шутпа, юратсах тухрĕ. Никам та ирĕксĕр памарĕ ăна.

— Йывăр вăхăтра вăрласа каймарĕç-и?

— Хăй тухрĕ, хăй. Темиçе çул çураçрĕç ăна, ашшĕ-амă-шĕсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлчĕç.

— Парнесем те пулчĕç пулмалла? — тутине йĕлпĕртрĕ Мамич-Бердей.

— Ара, вăл ĕнтĕ йăли çавăн пек. Туй, çĕн хăта парне-сĕр пулмасть.

— Çапах та ман чĕлхе вĕçĕнче чăвашсен тепĕр сăмахĕ тăрать.

— Мĕнле сăмах-ха вăл! — терĕ Алттыш. — Вырăнлă пулсан — кала. Чĕлхе вĕçне килнĕ япалана мĕн чăмламалла ăна?

— Вырăнлипе вырăнлă маррине халь калама пит йывăр, эп ăна-кăна шайлаштарса виçме, хак пама çамрăкрах-ха, айванрах, анчах чăвашсен пит хитре сăмах пур: аптранă кăвакал кутăн чăмнă тет.

— Илтнĕ, — терĕ Алттыш хăна сăмаха ăçталла пăрнине çийĕнчех сиссе. — Пирĕн кăвакал пĕрре те аптраса çитнĕ пек туйăнмасть-ха, кутăн чăмма та васкамасть.

— Эп сана пит лайăх ăнлантăм, — пуçне яшт! çĕклерĕ çамрăк мăрса, — Тавах ырă сăмахсемшĕн. Ытти ĕнтĕ, тутарсен каларăшле, чăнах та, пĕтĕмпех аллахран килет. Шутлаттарать-çке хамăр пуласлăх, шутлаттарать. Таçта та пулатăн, темен те илтетĕн, пуçа ирĕксĕрех усал шухăшсем килсе кĕреççĕ. Халь эп Çĕрпӳ урлă килтĕм, Алттыш мăрса. Унта вырăссем ясак пуçтарма тытăннă. Тукайăнне хăйĕнне кĕлечĕсене тĕрĕслесе кайнă ясак пуçтаракансем.

— Илтнĕ, — пĕр сăмахпа çеç тавăрчĕ хуçа.

— Тукай пит пăшăрханать тет. Вырăссемпе вăрçса ан кайтăр унта вăл.

— Калаçса татăлĕç-ха. Уншăнах вăрçса каймĕç, — терĕ Алттыш.

— Кăвакал кутăн ан чăмтăр, — хăйĕн сăмахне ытараймарĕ Мамич-Бердей.

— Ан хăра, ĕç ун патне çитмест.

— Апла юрать те-ха. Сирĕн мĕнле кунта лару-тăру? Василь-Новгородран вырăссем персе çитмен-и-ха?

— Курман. Эпир халлĕхе ясаксăрах пурăнатпăр.

— Хăвна валли те пуçтармасни? — куçа кĕчĕ хăна.

— Мана çĕрпӳ тесе патша шалу тӳлемест. Май килнĕ таран пуçтарма лекет. Эс ху та пуçтаратăн пуль?

— Унсăрăн мĕнле пултăр? — терĕ Мамич-Бердей. — Эп укçа та, хаклă тир те чылай хатĕрлерĕм-ха. Тирне Хусана кайса сутмалла та ăна, килтен тапранса тухма хăрушă-çке. Те вырăссем туртса илесси пур, те нухайсем. Укçи-тенки мана хутаççи-хутаççипе кирлĕ пулать-ха. Мăрса хĕрне илес тесен хулăм укçи нумай пама тивет...

— Эс мăрса хĕрне ан ил, пĕр-пĕр çара çерçие тупса яр, — йĕкĕлтерĕ Алттыш.

— Ун пек намăс курас килмест тата атте-анне ятне ярас килмест.

— Хăвăр енче çураçкаларăн-и кăшт?

— Çук, çураçман. Сирĕн Кĕрккепе паллашнăранпа шыраман та. Ак пăртак пушантăм та тӳрех кунта вĕçтерсе килтĕм. Калаçма лайăх мар та-ха, çапах пĕлмелли япалана пĕлсе каймаллах ĕнтĕ манăн, эсир хăвăр шухăшăра улăштарман-и, Алттыш мăрса? Илтепи аппа мĕнле шутлать-ши тата? Сан хăлхуна кĕмен-и?

— Хăйĕнпе калаç, — ку калаçуран пăрăнчĕ хуçа. — Эп — ашшĕ, ман ĕçĕм — çамрăксене пиллесси. Ытти пирки хăйсем хушшинче хăйсем калаçса татăлччăр.

— Çавă ĕнтĕ, çавă ĕнтĕ, — хуçана ăнлансах пĕтереймерĕ-ха хăна. — Ашшĕ пиллесен ĕç тухать вара. Ну, апла атя вĕсем патне тухар, унсăрăн çамрăксем çилленме те пăхĕç. Эп Илтепи аппапа пуплĕп унта. Ытти чăрмавне йăлтах хам çине илетĕп. Туйĕ, çĕн хăти унта, хулăм укçи. Пурте пулать, Алттыш мăрса, пурте йĕркеллĕ пулать.

— Хăвăрăнне хăвăр пĕлĕр, — хĕрĕн кăмăлне туйса тăрса турткалашмарĕ вара Алттыш.

Пулас кĕрӳшне вăл нихăш енчен те хурлама пултараймарĕ: хитре, тĕреклĕ, пуян, калаçнинчен пăхсан ухмах та мар. Тепĕр чух ăслă сăмахсемех çавăрттарса хурать, шӳтлет, юптарса калаçма пĕлет. Анчах вĕсем Хусана илессишĕн, çав сăпса йăвине аркатса тăкассишĕн çапăçнă вăхăтра ăçта пулчĕ-ха вăл? Атăл леш енче мĕн туса пурăнчĕ? Килте лартăм тет. Çук, килте ларманах мăрса Хусан ханлăхĕ хуран пек вĕресе тăнă чухне. Пăхăсăн, хăй хĕр çураçать — чунне уçса парасшăн мар. Авкаланать, шахвăртать, сăсăл вĕçтерет, калас сăмаха уçăмлăн каламасть. Тупата туршăн, мĕнле упăшка пулĕ-ши вăл Кĕрккешĕн? Сĕтел хушшинче ларса пĕр чашăкран яшка сыпнă чух мĕн çинчен пуплемелле-ши унпа, кама ырламалла-ши, кама хурламалла-ши?

Пулас кĕрӳ Илтепипе мĕнле калаçнине çĕрпӳ тăнласшăн пулмарĕ. Аслă хĕрĕ Кĕркке каччăпа çĕр каçиччен пăшăл пăтти пĕçерчĕ. Вĕсем арăмĕпе иккĕш Кĕркке каласа хунă пĕр сăмах çаврăнăшне çеç ăнсăртран илтсе юлчĕç.

— Вăхăт иртмест — ĕмĕр иртет, — терĕ хĕрĕ каччи туй çинчен тем ăнлантарнине хирĕç.

— Эй, ухмах хĕр-упраç! — вăрçса илчĕ хăй тĕллĕн арăмĕ. — Ăçта васкаççĕ-ши тупата! Намăссăр, мĕнле çавăн пек калаçмалла каччăпа!

— Юратать пуль, — терĕ упăшки.

— Юратсан та сăмахăн чаракĕ пулмалла унăн. Çапла лаплаттарса хумалла мар ĕнтĕ. Ах, тур-тур... «Вăхăт иртмест — ĕмĕр иртет...»

— Мĕн, тĕрĕс мар-им? Кирек хăш хĕр ачан та часрах арăм пулас килет. Пирĕн Кĕрккене те çав чустаранах тунă.

— Вăл çапла та-ха, çапах...

— Мĕн «çапах»? Мĕн «çапах»? Шăпăрт пул. Ан шарла.

Вĕсем тек калаçмарĕç, çамрăксем мăкăртатнине итлесе пĕтереймесĕрех тутлă ыйха путрĕç.

Тепĕр кунне хăнасене ăсатса ярсан Илтепи пӳлĕмрен чĕн пушă йăтса тухрĕ.

— Акă хайхи Кĕрккешĕн çимĕк çитрĕ, — терĕ вăл пушшине упăшкине, унтан хĕрĕсене кăтартса. — Кала, вăрттăн хурса хăварчĕ-и е систерчĕ-и сана? — Кăна вăл аслă хĕрĕнчен ыйтрĕ. Хĕрĕ нимĕн те чĕнмерĕ, питĕнчен халь-халь юн пĕрĕхесле хĕрелсе çеç кайрĕ.

16. «Ывăлусем хитре сан, çĕрпӳ»

Сарри кӳршĕ ял çыннине Якăптана ачусем выçă ларма пуçласан хăвах тархаслăн ак тесе хăратса хăварнăччĕ. Якăпта ун патне темиçе кунтанах чупса пычĕ.

— Çăл, мăрса, тархасшăн, — тӳрех ун умне чĕркуçленсе ларчĕ вăл. — Турă пул...

— Мĕн пулчĕ-ха? Мĕнле инкек сиксе тухрĕ тарçăра ĕçлеме йĕрĕнекен этемĕн?

— Икĕ шăллăма тытса хупнă. Кăрмăшра нӳхрепре лараççĕ. Хамăр ялтан тата виççĕн унта...

— Çын вĕлернĕ-и? — Ан йăралан ман умра, курас килмест тенĕ пек, урăх çĕрелле тăрса утрĕ хуçа.

— Вĕсене çуркуннех Кăрмăша илсе кайнăччĕ. Платник тесе вайпут çуртĕнче тем тутарчĕç. Унтан Васильев-Новгорода куçарнăччĕ. Ĕçленĕ-ĕçленĕ вĕсем, анчах вайпут çыннисем укçа тӳлемеççĕ тет. Кусем вун пиллĕкĕн тухнă та тарнă. Çурри вырăс тет, çурри чăваш тет тарнисем хушшинче. Тарăхнипе пуль, çул çинче Хусантан килекен купсасене çаратма тытăннă.

— Э-э, апла сан ĕçсем начар, Якăпта, — терĕ Сарри хăй вырăнне пырса ларса. — Вĕсене çакса вĕлереççĕ.

— Пĕлетĕп, — татах ун умне чĕркуçленесшĕн пулчĕ Якăпта. — Сăр леш енче вырăс ялĕнче те пултăм, унти староста та çавнах калать. Çавăнпа сан патна килтĕм те. Çăл, Сарри мăрса, ĕмĕр манмăпăр. Мĕн виличчен сан патăнта тарçăра ĕçлĕп. Шăллăмсем те ырăпа тавăрĕç сана...

Хуçа çын хуйхишĕн пăшăрханса ӳкмерĕ, çапах шухăша кайрĕ. Теветкеллĕ ĕç! Çăлсан аванччĕ ĕнтĕ, çăлаймасан...

— Лупин князь патне кĕмен-и вырăссем? — пĕлесшĕн пулчĕ Сарри. — Вырăсĕсем хăш ял терĕн-ха?

— Сăр леш енчен, хамăр вырăссемех, — терĕ Якăпта. — Старости кĕрсе тухнă. Ан та калаç, эп ним те тăваймастăп тесе каларĕ тет. Мана вĕсене Новоград Свияжскине ăсатма хушнă тесе каларĕ тет.

— Апла вăл мана та çаплах калать.

— Эс унта ăсатма ан пар, мăрса, — ăс пачĕ Якăпта. — Пирĕн ял çыннисем вĕсем тесе хăвна ыйтса ил.

— Çук, памасть вăл çынсене Лупин князь. Вĕсем çинчен Васильев-Новгород воеводи пĕлет-çке. Вăл Мускава та, Сĕве хулине те çырса пĕлтернĕ ку таранччен. Асту, çав вăрă-хурахсене алăран вĕçертеççĕ-и? Пĕтĕм халăх умĕнче çакса вĕлереççĕ, акă мĕнле.

— Мĕн тăвас, мĕн тăвас? — ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр аллисемпе ун пек те, кун пек те хăлаçланчĕ Якăпта. — Икĕ шăллăм-çке, икĕ шăллăм! Пĕри авланма та ĕлкĕрейменччĕ-ха. Инçе мар-çке ĕнтĕ, мăрса, кайса кил тархасшăн, ĕмĕр манмăпăр сана...

— Усси пулсан кайăттăм. Усси çук, — терĕ Сарри. — Ман çынсем тесен хама айăплама пултарать вăл, хама нӳхрепе хупса лартать. Пĕлетни мĕн? — аллине ун хул пуççийĕ çине хучĕ çĕрпӳ. — Эпир халь, темиçе мăрса, Новоград Свияжскине каятпăр. Сан шăллусене, ушкуйник-вырăссене илсе пыриччен тем тесен те унта пулатпăр. Пирĕн хыççăн эсир те çула тухăр. Миçен пыратăр — вăл сирĕн ĕç. Новоград Свияжскинче аслă воевода патĕнче ун пирки калаçу пулатех. Эпир вара хамăр сăмаха калăпăр...

— Тем пекчĕ, тем пекчĕ, — хыпăнса ӳкнипе мĕнле тав тумаллине те пĕлмерĕ Якăпта. — Анчах, Сарри мăрса, Сĕве хулине кайма ман лаша çук-çке. Вара пирĕн халех çула тухса çуран танккас пулать.

— Çуран инçе, — терĕ мăрса. — Ак инкек тата — лаша çук. Тăвансенчен ыйтса пăх, тен, кам та пулин парĕ.

Якăпта пуçне çеç сулкаларĕ.

— Çураки умĕн кам лаша парать халь? Çук, лаша тупасси пулмасть.

— Эппин, çапла тăвар, — аллине каллех ун хулпуççийĕ çине хучĕ хуçа. — Аслă тарçă пуласси пирки калаçса татăлтăмăр санпа. Килсенех ĕçлеме тытăнатăн. Лаша... лаша манăнне илетĕн. Эп Атапая калăп унта.

...Сарри киле таврăннăранпа кĕçĕн ывăлĕпе тата хăй ӳстернĕ мăнукĕпе йĕркеллĕ калаçса та курманччĕ-ха. Ялан çын, ялан халăх. Виççĕн юлса шăкăл-шăкăл калаçма памаççĕ. «Ну, мĕнле пурăнатăр-ха, йĕкĕтсем?» — тесе вĕсен çумне пырса кăна ларатăн, алăкран Аттеней кĕрсе те тăрать. «Мăрса, сана çавă курасшăн», «Мăрса, сан патне çавă килчĕ».

Çĕрпӳ çулĕ çинче вĕсен вăхăт ытлашшипех пулчĕ. Вăрманта питех ашăпа пыраймăн — пĕç тĕпĕ таран юр хӳсе кайнă. Çуна çулĕ кăшт пур та çав, вăл хытă мар-çке, лаша ури путать те путать.

Аслă ывăлне, Пикпулата, çухатнă хыççăн Сарри хăйне алла çăкăр тытсах сăмах парса хунăччĕ: Атапайпа Илтимĕре Хусана пĕрре те ямастăп, хампа пĕрле те илсе каймастăп. Ку сăмаха Хусан вăрçи вăхăтĕнче те тытрĕ-ха вăл, халь ак ватлăхра инçе çула ывăлĕпе мăнукĕсĕр тухас мар терĕ.

— Эс мĕнле сăмах панăччĕ-ха мана? — аса илтерчĕ арăмĕ тахçан тупа тунине. — Манса кайрăн пулать?

— Манман, — терĕ мăрса йĕкĕтсен умĕнчех. — Ара, эпир Хусана каймастпăр-иç,. карчăк. Сĕве хули вăл Хусантан кунтарах, эпир çавăнта кăна çитетпĕр. Тата халь хăрамалли те çук — вăрçă вăхăчĕ мар.

— Хăрамалли яланах тупăнать вăл, — хирĕçлерĕ карчăкĕ. — Ав кашни кун тенĕ пекех илтетĕн: унта çынна вĕлернĕ, кунта çынна çаратнă. Сан Илтимĕре илмесен те юратчĕ пуль? Халь ывăлу пытăр, тепринче мăнукна илетĕн.

— Çук, эпĕ те каятăп. Ан чар мана, асанне, ан чар, — ӳкĕтлерĕ мăнукĕ. — Эп Кăрмăшсăр пуçне ниçта та пулса курман-çке...

— Ан шиклен, карчăк, эпир йышлăн пулатпăр, — терĕ хуçа. — Тукай ĕмпӳ унта, Акпарс, Алттыш. Тата темиçешер тĕкĕрç илетпĕр хамăрпа пĕрле. Тепрер эрнерен кĕт пире, çаврăнса çитетпĕр. Хăватлă кăна кăрчама туса хур.

Çул çинче пĕрре ывăлĕпе юнашар пычĕ Сарри, тепре — мăнукĕпе юнашар. Мĕн калаçăвĕ çамрăксен? Таврара пулса иртекен, мăрсана çĕрĕн-кунĕн шухăшлаттаракан ĕçсем çинчен сăмах та хускатмарĕç. Пулла çӳрени çинчен, упа тытни çинчен калаçаççĕ, тата иккĕшĕн те пĕр хуйхă — кăçалах авланмалла иккен вĕсен.

— Авлансан мĕнле пурăнатăр-ха? Уйрăлса тухатри?

— Эс мĕнле хушан теççĕ айвансем иккĕш те. Эс мĕнле хушан... Ашшĕне шанаççĕ апла. Пулмасть вĕсенчен нимле пархатар та. Мăрса ятне те илеес çук вĕсем, вăл пуçтарнă пурлăха та тытса усраяс çук. Эх, Пикпулат, Пикпулат, — тĕрĕ Сарри, — ытла вăхăтсăр çĕре кĕтĕн-çке, ывăлăм. Ман пĕтĕм шанчăкăм сан çинчеччĕ...

Çĕрпӳре вĕсене никам та кĕтсе тăмарĕ. Магмет Беззубовпа Нухрат Ар шывĕ тăрăхне пурăнмаллах тухса кайнă иккен, ытти мăрсасем Çĕрпĕве кĕмен, Сĕве хули патнелле Атăл тăрăх аннă.

Сарри мăрса пĕтĕм йышпа Тукай килĕнче çĕр каçрĕ. Ирхине ирех вĕсем çула тухрĕç — Сĕве хули аякра-ха, тата çавăн чухлĕ каймалла.

Ту енчи мăрсасем ăçта вырнаçассине пĕлсе Сарри тӳрех Девлизер ялне çул тытрĕ. Туссем чăнах та çав ялта-мĕн. Виççĕш те килнĕ, Сĕве хулине каçма ăна кĕтеççĕ.

Сывлăх сунса пĕр-пĕринпе çамрăксем пек тĕрткелешсе илнĕ хыççăн нимрен малтан çакăнтан кулчĕç: Хусана та, Сĕве хулине те тек килместпĕр терĕмĕр-çке пурсăмăр та, ку хуласемпе çĕлĕксене сулсах сывпуллашрăмăр терĕç.

■ Страницăсем: 1... 12 13 14 15 16 17 18 19