Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
— Кăмака тума та пĕлеççĕ-и? — ĕненмен пек ыйтрĕ турхан.
— Пĕлетпĕр, хуçа, кирпĕчне те хамăрах çапатпăр, — калаçăва хутшăнчĕ Данила.
— Ун пек çынсем кирлĕ мана. Кирлĕ. Пурăнăр ара. Анчах асăрхаттарса хуратăп (кунта Тукай сасси çирĕпленчĕ, хытăрах та витĕмлĕрех янрарĕ), çĕр памастăп сире. Пирĕн кунта акмалли çĕр, улăх-çаран, вăрман — йăлтах ял çĕрĕ. Чăннипе, пĕр ял çĕрĕ те мар, темиçе ял çĕрĕ. Ăна пĕр шит таран валеçсе пĕтернĕ.
— Çĕр ыйтмастпăр эпир, çĕр ыйтмастпăр, — терĕ тепĕр вырăсĕ, Кĕприян текенни, Мелание хул айĕнчен тăк-тăк тĕксе.
Мелани ăна ăнланчĕ, кунта хĕрарăм та пур-ха текелесе турхан умне пырса ăна пуç тайрĕ.
— Эс мĕн тума пĕлетĕн, хĕрĕм?
— Пур ĕçе те тунă, — хуравларĕ хĕрарăм. — Тыр вырнă, авăн çапнă, çăкăр пĕçернĕ...
— Ĕç тупăнĕ, юл, — нумай калаçса тăмарĕ Тукай. — Ман арăма хăйнех апат пĕçерекен хĕрарăм кирлĕ ав. Ырансенче тепре килсе кай. Пурăнма кунтах пурăнăн, пĕччен çынна вырăн нумай кирлĕ мар. Эсир, — терĕ вăл Кĕприянпа Данилăна — халлĕхе Северьян патĕнчех хĕсĕнкелесе пурăнăр. Кайран куç курĕ. Чим, тăхтăр, — тем аса илчĕ хуçа. — Ясак пирки малтанах каласа хурам. Хусанта сиртен ясак таврашĕ илмен пулĕ-ха, кунта тӳлемелле пулать. Мĕн чул тӳлемелле тетĕр-и? Хăвăр тупăшăн вуннăмĕш пайне. Пурин çинчен те калаçса татăлтăмăр-и?
— Татăлтăмăр. Тавах сана, хуçа, — терĕ хăйĕншĕн те, ыттисемшĕн те Данила.
— Анчах халăха пăтратмалла мар, темле çапкаланчăк çынсемпе явăçмалла мар. Манран ирĕк ыйтса илмесĕр ют яла ниçта та тухса çӳремелле мар. Пĕр сăмахпа каласан эсир халь ман çынсем, турхан çыннисем.
Турхан пӳрте кĕрсе çухалсан пусма вĕçне юлнă вырăссем Северьяна хăйне тапăнчĕç.
— Эс мĕн пире турхан усал та, турхан усал тесе хăрататăн? Усаллине пĕрре те курмарăмăр-ха. Этемлех йышăнчĕ пире, пурне те ăнлантарса пачĕ.
— Лайăхах, лайăхах, — кулчĕ Северьян вĕсене урама ертсе тухса. — Анчах асăрхарăр пуль, çав «мар», «мар» тата «юрамасть» сăмахсене ытларах каларĕ. Мана ав те лашапа улăштарасшăн ĕнтĕ, те урăх япалашăн сутса ярасшăн.
— Ăна эпир те илтрĕмĕр, — терĕ Кĕпĕрьян. — Леш хитре çармăсĕпе сан çинчен калаçнă пулмалла. Эс ан кай, Северьян, ан кай.
— Асту, пиртен ыйтса тăраççĕ вĕсем! — мăрсан çуталса ларакан кантăкĕсем çинелле ал сулчĕ тимĕрçĕ. — Тытаççĕ те выльăх вырăнне сутаççĕ. Сире чура туса хунă чух хăвăртан ыйтса тăчĕç пуль?
— Çапла çав, чăн сăмах, — тинех килĕшрĕ унпа Данила. — Вĕсенчен ыррине ан кĕт. Усаллине вара çĕрĕн-кунĕн кĕт. Курнă, курнă, алăри юлашки çăкăр татăкне туртса илетчĕç шуйттансем. Кунта та çавăн пек пулĕ çав. Вĕсене пурне те пĕр калăппа тунă.
Çак вăхăтра турхан килĕнче юрăçсен иртĕшĕвĕ пек йĕплĕ, тавлашуллă калаçу пычĕ. Ватă хуçапа çамрăк хăна. кăмăлне кура пĕрре лăпланчĕ, йăвашланчĕ ку калаçу, начар çунакан вучах пек, сӳнсе ларма тăчĕ, тепре çĕнĕрен амаланса, хĕрсе пычĕ. Пĕрре кăшкăрса, сурчăк сирпĕтсе, пĕр-пĕрне кӳрентерсе калаçрĕç вĕсем, тепре куçран пăхрĕç, йăпăлтатрĕç пĕр-пĕрин умĕнче.
Тукай Атăл леш енче, Кăкшанпа Илеть таврашĕнче нумай çӳренĕ, унти мăрсасемпе çĕрпӳсене пурне те пĕлет темелле. Вĕсенчен чи пуянни Мамич-Бердейччĕ ĕнтĕ, анатри çармăссем çавна ĕмпӳ тесе чĕнетчĕç. Икĕ пуян, икĕ ĕмпӳ — чăваш ĕмпĕвĕпе çармăс ĕмпĕвĕ — туслăччĕ хăй вăхăтĕнче. Тепĕр ĕмпӳ те пур-ха çармăссен — Акпарс, анчах вăл Атăл ку енче, Ту-çи енче, йăлăмра ун ял таврашĕ çук.
Хăйĕн ятне халăх хушшинче хăварас тесе пуль, Мамич-Бердей ывăлне те Мамич ятлă хунăччĕ. Тукай астăвасса вĕçкĕн те чарусăр ача кăначчĕ-ха ывăлĕ, тепĕр чухне Хусана ашшĕпе ермешсе пыратчĕ, халь ав мĕнле ӳссе, тĕрекленсе, килпетленсе кайнă. Сафа-Гирейпа, ун арăмĕпе — Сююнбикепе, Япанчапа тата Кучакпа туслă тетчĕç Бердей таврашне. Апла ана-çаран нумай илсе юлнă-тăр-ха тутарсенчен.
Мĕнле шеп килсе кĕчĕ вăл паян Тукай килне — ултă юлан утпа, йĕс йĕнерсемпе, кĕрĕк пиншакпа, çап-çутă атă-па, хĕрлĕ сатин кĕпепе. Хĕр çураçма килнĕ тейĕн çав. Чураппапа Сарье те именчĕç пулас унран, кайри пӳрте тарса кĕчĕç те пĕрре те тухмарĕç. Сăмахпа мĕнле кастармарĕ пуль вăл çак сĕтел хушшинче?
— Шигалее, Хусан ханне, ăсатса килтĕн апла, Тукай çĕрпӳ? — терĕ мăн кăмăллăн. «Ĕмпӳ» темерĕ, «çĕрпӳ» терĕ, сан ĕлĕкхи чапна ним вырăнне те хумастăп теесшĕн пулчĕ курăнать чăртмах этем.
— Ăсатаймарăм çав, Çĕрпĕве çитрĕм те юлтăм, тек мана илсе каймарĕç, — малтан чиперех хуравласа пычĕ-ха Тукай.
— Пĕлетĕп, — терĕ Мамич-Бердей. — Çĕрпӳ патĕнче унта вырăссем ясак пуçтарма тытăннă тет. Пĕр ялта тытăçсах илнĕ тет вырăссемпе. Пĕр тиекне вара сенĕкпе чикнĕ тет.
— Илтмен, — лăпкăн çеç тавăрчĕ Тукай. — Эп тин кăна унтан килтĕм-ха. Ун пек-кун пек калаçмарĕç. Кам каларĕ сана?
— Вăрман — хăлхаллă, уй — куçлă, — терĕ Мамич-Бердей. — Илтме тӳр килчĕ. Эс унтан тухса килсен пулнă вăл, çав пăтăрмах, Тукай çĕрпӳ. Ĕнтĕ Çавал тăрăхĕнче темиçе ял пăлханать тет. Новоград Свияжскине Салтыков воевода патне çын та янă тет. Ун пек пусмăрлатăр пулсан мĕн пур тиекӳсене вĕлерсе пĕтеретпĕр тесе кăшкăраççĕ тет.
— Апла тепре каймалла пуль Çĕрпĕве? Тĕлĕнтертĕн мана, — ним калама пĕлмерĕ Тукай.
— Кай, тепре кай. Хăвна та ярса илеççĕ ак унта çынсем. Вара сан патша ĕçкинчен юлнă мухмăр тинех иртет. Пĕлетĕп эп, эсир — Акпарс, Алттыш, Сарри, эсĕ — патша ĕçкинче те пулнă.
— Вара мĕн? Эс ман пата çавна калама кĕтĕн-и? — вĕчĕрхенме пуçларĕ турхан.
— Çук, Тукай тусăм (çавăн пекех калаçрĕ çармăс мăрси, «тусăм» терĕ), эп сана туя чĕнме килтĕм. Тата анне хушрĕ, Тукая манран салам кала терĕ. Эп тахçанах Алттыш хĕрне, Кĕрккене, çураçса хунă. Çуркунне туй тăвас тетпĕр. Сан пата çула май кĕтĕм, Тукай çĕрпӳ. Пушă уйăхĕнче ман çынсем систерĕç сана, тен, хам та тепре кĕрсе тухăп — пыр вара туя, чунтан хисеплесе чĕнетĕп.
— Тавтапуç, — терĕ Тукай. — Халь вăрçă пĕтнĕ, пыма та юрать...
Çамрăк мăрса ăна тата ытларах тĕлĕнтерме шутларĕ пулас.
— Вăрçă пĕтмен! — хыттăнах кăшкăрчĕ вăл. — Вăрçă пуçланать кăна. Каларĕ тесе калăн. Ак пăхса тăр, анатри çармăссем пурте вырăссене хирĕç çĕкленеççĕ.
— Эс вара вырăссене хирĕç тухасшăн-им? — кăсăкланса ыйтрĕ Тукай. — Сан çыннусем Хусанта патшана тупа турĕç, унран крепь хучĕ илчĕç. Хам куçпа куртăм...
— Эп вăл çынсене çитнĕ-çитменех хĕнесе тăкрăм, — терĕ мăрса. — Юн сурса выртаççĕ халь килĕсенче. Тăваттăшĕ ман чул нӳхрепре лараççĕ. Пĕлччĕр, патша патне каясси вĕсен ĕçĕ мар, мăрса ĕçĕ. Анат çармăссен ĕмпĕвĕ (хăйне ĕмпӳ — анат çармăс патши тесе шутлать иккен-ха Мамич-Бердей) нихçан та вырăссем патне йăпăртатса чупса каймасть, вĕсене хирĕç çапăçать.
— Татах юн тăкас тетни? Сахал тăкăнчĕ пек-и халăх юнĕ? — терĕ Тукай. — Шухăшласа пăх тĕплĕрех, Мамич-Бердей çĕрпӳ, — вăл камне аса илтерчĕ турхан. — Ытла çамрăк теме те çук сана. Авланма та вăхăт.
— Авланма ĕлкĕрĕпĕр. Авланăпăр та, уйрăлăпăр та, — кулса кăтартасшăн пулчĕ мăрса, анчах ун кулли пулса пĕтмерĕ. — Эпĕ шариат йĕркипе пурăнатăп, сирĕн пек христос тĕнне сутăнман. Коран виç-тăват арăм тытма та ирĕк парать. Шухăшласа пăх тенĕрен çакна калам: ху шухăшласа пăх, Тукай ĕмпӳ (сăмахпа мĕнле вылять ку вĕçкĕн, пĕрре çĕрпӳ тет Тукая, çавăнтах ăна ĕлĕкхи пек ĕмпӳ туса хурать). Ывăлна вырăссем çакса вĕлерчĕç. Çĕрпӳри кĕлетӳсене çавсем ухтарса кайрĕç, ялусем çунаççĕ унта. Эс çавах вырăссем майлă çаптаратăн. Сан ывăлна çакнине курсанах çыннусене илсе Хусантан тармалла пулнă ун чухне. Е пирĕн пата пымалла пулнă.
— Ăçта вăл, «сирĕн пата»? — терĕ Тукай.
— Япанча çарне. Сан ывăлна амантнă чух эп унта пулнă, Тукай ĕмпӳ. Вара калаçса татăлса килсене салантăмăр. Кайса пĕттĕр-ха вырăс çарĕ, пăртак вăй пухар, пуçлатпăр ак. Ху та чăтса тăраймастăн, пирĕн патах пырса тухатăн.
— Мана ан кĕт, — терĕ çийĕнчех Тукай. — Ан та чĕн. Эп унта пырас çын мар.
— Апла эпир санпа ӳлĕмрен тăшманлă пулатпăр-и? — сĕмсĕррĕн калаçрĕ Мамич-Бердей.
— Хусана илнĕ хыççăн та вырăссене хирĕç тухатăн пулсан мана хăвăн тăшману тесе шутла. Туйна та пымастăп, çĕн хăтуна та. Кама шанса алла хĕç тытасшăн эсĕ, Мамич-Бердей? — лешĕ кайма хатĕрленсе ура çине тăнине курса юлашки хут ыйтрĕ Тукай. — Кам, мĕнле вăй пулăшĕ сана?
— Чăнах та ватăлнă эс, Тукай çĕрпӳ, — терĕ çамрăк мăрса кăшт шухăшласа тăнă хыççăн. — Пуç мими мăкалма пуçланă санăн. Итле. Итле те асра тыт: Нухай ханлăхĕ пур çут тĕнчере, Астрахань пур, Крым ханĕпе Турци султăнĕ пур. Вĕсем пĕтмесĕр Хусан пĕтме пултараймасть. Вăл çĕнĕрен çĕкленет, вăл ĕлĕкхинчен те чаплă пулать. Халь сывă пул. Çăмарти чăххине вĕрентет тесе ан шутла. Ман илеме манса ан кай. Вăл хăтлă вырăнта, сĕм вăрманта, Çавра кӳлĕ хĕрринче ларать. Уçăлмалла пырса кур пĕрре. Ун чухне, тен, пирĕн кăмăллăрах калаçу пулĕ... — Алăк хăлăпне тытсан каялла çаврăнса татах сăмах хушрĕ. — Арăмупа чиперкке мăнукна салам кала.
Çамрăк мăрса темерĕн, куçĕ витĕр хăйĕн, хурчка куçĕ пекех. Сарьене асăрхаса юлма ĕлкĕрнĕ, аçа çапманскер. Тепре курасшăн пулчĕ-тĕр-ха мăнука терĕ турхан. Анчах хĕрарăмсем тухмарĕç-çке ун патне. «Тухмасăр тĕрĕс турĕç-ха вĕсем хальхинче, — шутларĕ Тукай. — Теме кирлĕччĕ хĕрарăмсене çак каппайчăк палкани. Тасални паха. Ку усалпа çыхланма турă ан хуштăрах».
15. Вăхăт иртмест — ĕмĕр иртет
Ашшĕ таврăннăшăн чунтанах савăнчĕç хĕрсем, анчах ку вĕсемшĕн тулли савăнăç пулмарĕ-ха. Чун савнисем ăçта çӳреççĕ-ши çак пăтранчăк вăхăтра, вĕсем хăçан килсе шаккаççĕ-ши Алттыш çĕрпĕвĕн вырăсла хапхине? Асли, Кĕркке, ав хăйĕн Мамич-Бердейне кĕтет, вăталăххи, Эсеппе ятли, карт ывăлĕшĕн тунсăхлать. Кĕçĕннин те хăйне кура пĕр-пĕр каччă пур пулĕ-ха. Ăна ĕнтĕ амăшĕнчен ыйтас пулать. Çавă пит тăрăшать хĕрĕсемшĕн. Çав вĕрентнипе хĕрĕсем кунĕн-çĕрĕн парне хатĕрлеççĕ. Пулас упăшкисем — пуян çынсем, çири тумтирпех качча сиксе тухаймăн. Тӳшек-минтер те йышлă пултăр, кĕпе-тумтир те, атă-пушмак та. Выльăх мĕн чухлĕ парасси ĕнтĕ ашшĕ-амăшĕнчен килет.
Çармăс хĕрĕсен тахçанхи йăлипе качча кайиччен кĕсле калама вĕренчĕç вĕсем, ун валли вăхăчĕ çителĕклĕ пулчĕ. Анчах каччисем сас-хура тумаççĕ-ха. Ашшĕ калать, карт ывăлĕ Кăрмăшран таврăннă чухне юлташĕ патне хăнана кĕрсе юлчĕ тет, пĕр эрнесĕр çитейместĕп тесе каларĕ тет. Мамич-Бердее вăрçă вăхăтĕнче вырăссем патĕнче никам та курман имĕш. Апла вăл вăрçă вăхăтĕнче килтех ларнă пулĕ-ха е анатри çармăссемпе пĕрле вырăссене хирĕç çапăçнă. Кĕркке унчченех сиснĕ, Мамич-Бердей вырăссене юратсах каймастчĕ, вĕсен тĕлĕшĕнчен темле вĕчĕ тытатчĕ. Ку ман ĕç мар тет хĕр ача кун пирки, хăйне кам усал тунă, çавна хирĕç çапăçтăр, Кĕрккене çеç хытă юраттăр. Кĕрккене юратать пек-ха каччă, инçе пулсан та пĕлтĕр темиçе хут килсе кайрĕ. Пĕринче те пуш алпа килмен, кашнинчех хаклă парне илсе килнĕ.
Кĕтет, кĕтет хĕр ача савнине, ниепле те кĕтсе илеймест. Тĕлĕкре те ялан хăйĕн Мамичне курать. Хитре çав, çыпăçуллă çав анат çармăс мăрси. Ак куç умĕнчех тăрать вăл: хăй сарă, çӳçĕ çутăрах, куçĕ чакăр, ылтăн тĕспе ялкăшать, куç харшисем — хура. Утти тĕреклĕ — чăн-чăн мăрса утти. Çуралнă чухне ашшĕпе амăшĕн илемĕпе курăмне çурмалла илнĕ пулмалла.
Хусанта курбан байрамра малтанхи хут курсанах чĕрене тыткăна илчĕ çамрăк мăрса. Астăвать-ха, тĕркешӳре Кĕркке таварсем пăхкаласа çӳренĕ чух ашшĕне çухатнăччĕ. Макăрас патнех çитнĕччĕ ăна шыраса, тупасса та шанми пулнăччĕ. Çав вăхăтра ăна аллине саламат тытнă каччă тытса чарчĕ.
— Эс, çармăс хĕр ачи, мана шырамастăн пулĕ те? — кулчĕ вăл кăмăллăн шап-шурă шăлĕсене кăтартса.
— Эп çармăсне ăçтан пĕлетĕн? — унран пĕрре те хăраса ӳкмерĕ Кĕркке.
— Кун пек шупăрпа çавсем кăна çӳреççĕ.
— Çук, ун пек мар. Пирĕн патри чăвашсем те шупăр тăхăнаççĕ, — хирĕçлерĕ вăл.
— Ăна та пĕлетĕп. Çапах та эс çармăс хĕрĕ.
— Çурри çармăс, çурри чăваш, — терĕ Кĕркке.
— Апла эсĕ кам хĕрĕ пулнине те калама пултаратăп — Алттыш мăрса хĕрĕ.
— Ун мар, ун мар! Пĕлеймерĕн! — тунма тăчĕ вăл. Каччă ăна çавăтрĕ те çынсем хушшине кĕрсе кайрĕ.
— Ан суй мана, Алттыш хăй чăваш, ун арăмĕ — çармăс, анат çармăс, — терĕ Мамич-Бердей.
— Апла эс юмăç пуль, — аллине каччă чăмăрĕнчен вĕçертесшĕн пулчĕ Кĕркке — Ай, ыраттаратăн, яр-ха аллăма!
— Ямастăп. Эс халь аçуна çухатнă, çапла-и? Ăна шыраса тупмасăр вĕçерĕнме ан та шутла.
— Чăнах та эс чăн-чăн юмăç иккен, — терĕ те Кĕркке унпа алла-аллăн тытăнсах тапă тăрăх утрĕ. Ашшĕне тупсан, Хусанта çитмелли вырăнсене çитсе курсан вĕсем киле пĕрле таврăнчĕç — ватă Мамич-Бердейпе Алттыш тата çамрăк Мамич-Бердейпе Кĕркке. Каччă, ашшĕнчен уйрăм таçта малта, вăрманти илемре вуншар ял тытса пурăнаканскер, Кăкшан шывĕ патне çитиччен ăсатса ячĕ. Кăкшамарта, ашшĕ патĕнче, хăна пулса тухрĕç-ха тата Алттышпа хĕрĕ. Мăрсасем хушшинче хĕрпе каччă пирки калаçу та пулчĕ пек туйăнчĕ Кĕрккене. Кăкшамартан, тĕрĕссипе каласан, Хусантанах икĕ çунат хушса таврăнчĕ хĕр ача. Ав мĕнле селĕм каччă, çитменнине мăрса юратса пăрахрĕ ăна. Çак çулталăк хушшинче вăл хăйĕн Мамичĕ çинчен çеç шутласа пурăнчĕ. «Вăрçă пĕтнĕ ĕнтĕ, килет, килет, — лăплантарчĕ вăл хăйне. — Халь пире пĕрлешсе телейлĕ пулма нимĕн те кансĕрлес çук. Вăрçăра та пулман тет ав, апла вăл сывах, сывах...»
Ашшĕ сăмахне хăлхана чикнĕрен хĕрсем малтан Эсеппе савнийĕ, ялти карт ывăлĕ, çитет пуль тесе тĕшмĕртнĕччĕ, анчах аслин телейĕ пысăкрах иккен — малтан Мамич-Бердей килсе тухрĕ. Çитменнине тата çунапа та мар, чăн-чăн туй каччисем пек, хĕл кунĕнчех юлан утпа.
— Эй, мĕн чухлĕ каччă килет пирĕн пата, хĕрсем! — терĕ амăшĕ хăнасене аякранах асăрхаса.
Хĕрĕсем виççĕш те ăмăртмалла чӳрече патне чупса пычĕç.
— Чăнах та! — хĕпĕртенипе аллисене шартах çапрĕç вĕсем. — Атте, пире аван мар, кĕтсе ил, ав Мамич-Бердей килнĕ!
Алттыш хĕрĕсем шуйханса илнине курчĕ, анчах хăй пĕрре те хыпăнса ӳкмерĕ-ха. Курманни пит нумай пулать-çке, мĕн çăмăлпа килчĕ-ши хĕл кунĕнче çармăс мăрси? Хĕрсене курассишĕнех хăваламан пуль-ха лашисене çĕр-çĕр аллă çухрăма.
Мамич-Бердей кусем ман тăвансем тенĕрен хуçа çамрăксене пурне те пӳрте илсе кĕчĕ (кам пĕлет, тен, вĕсем чăнах та хĕр пăхма килнĕ, апла пулсан вĕсен умĕнче куçран ӳкме те юрамасть), салтăнма хушрĕ. Çармăс мăрси салтăниччен малтан хĕрсем патне ыткăнчĕ. Вĕсене ашшĕпе амăшĕ умĕнчех ыталама хăтланчĕ, урай тавра çавăркаларĕ, аллисене чăмăртарĕ, юлашкинчен, хĕрсене алăк патне сĕтĕрсе пырса ыттисемпе паллаштарма пикенчĕ.
— Пурте çамрăк, пурте каччă! — çуйхашрĕ вăл. — Хăшĕ кăмăла каять, çавна суйласа илĕр, хĕрсем! Манран, ват хусахран, чару çук. Эп хĕрсем патне мар, Алттыш мăрсапа Илтепи аппа патне килнĕ.
Чăнах та, вăл кăчăк туртрĕ те кил хуçине шалти пӳлĕме чĕнсе кĕртрĕ, Илтепи вĕсене мĕн те пулин кирлĕ мар-и тесе вĕсен хыççăн кĕчĕ.
— Тăванне тăван та-ха вĕсем, çапах ман сирĕнпе хăвăрпа кăна калаçас килет, — терĕ Мамич-Бердей сĕтел хушшине Алттыша хирĕç вырнаçса.
— Курманни нумай пулать, — калаçăва хăй те кĕтнине систерсе сăмах хушрĕ хуçа. — Çулталăк та иртрĕ пуль эс килсе кайни?
— Иртрĕ, иртрĕ. Тăвансене, чи çывăх çынсене аса илнĕ пек, ялан аса илетĕп, анчах çулĕ инçерех. Тата вăхăчĕ те пит синкерлĕ тăчĕ хĕлĕн-çăвĕн. Атте патне Кăкшамара та килсе çӳремен. Ăçта тухан унта — анаталла та тăвалла тăршшĕпе çар кумать, тăршшĕпе çар кумать.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...