Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Хусан ишӗлчӗкӗсем
Яла пырса кĕрсен Иливана пĕр шухăш кăсăклантарчĕ: мĕн хăтланать халь Тукай ĕмпӳ — таврăннă ятпа киле ярать-и е тарçă вырăнне хурса хăйĕн патне илсе каять?
Ăна та, кăна та шарламарĕ турхан, вăл çут тĕнчере Иливан пуррине те манса кайрĕ тейĕн. Икĕ тĕкĕрçĕ, Юмашпа Шемеккей, кайран ыйтмасăрах килĕсене кĕрсе юлчĕç, ăна хуçа курмăш пулчĕ. Иливан, çын лашине утланса пыраканскер, Турчка кассине пăрăнма хăяймарĕ.
Вĕсем Тукайăн çак çулсенче самаях кивелсе тĕссĕрленнĕ, çапах та сăртра кермен пек мăнаçлăн сарăлса ларакан пӳрчĕ умне пырса чарăнчĕç. Хуçа таврăннине курса пӳртрен, картишĕнчен, пахчаран ун тăванĕсем, вĕсемпе пĕрле тарçи-тĕрçисем сиксе тухрĕç. Тукай лашине картишне çавăтса кĕчĕç. Çавăнтах йĕнерне салтса илсе витене кĕртсе ячĕç. Иливан чĕлпĕрне алăран вĕçертмесĕр ухмах пек пĕр вырăнта тăчĕ.
— Эс кама кĕтетĕн тата? — терĕ тарçăсенчен пĕри, Тукая амăшĕ енчен тăван тивекен Питтапай. — Е турхан пулса таврăнтăн-и Хусантан? Ав лашу хĕç пек тăрса юлнă, витене кĕрт те часрах апат пар.
— Эп мĕн тесе-ха, ман лашана тарçăсем пăхаççĕ пулĕ тесе... — васкамарĕ Иливан.
— Эс ху кам? Тарçă мар-им вара? Апла чăнах та турхана тухрăн пуль? Кӳр эппин, йĕнерне илем, апат парам. Эс часрах пӳрте кĕр те кĕрекере вырăн йышăн.
— И-и, этем хăраххи, Исампай таврашĕ, — йĕкĕлтерĕ Иливан. —Таврăнтăр-им, мĕнле çитрĕр тесе ыйтасчĕ иçмасса. Кусар чĕлхе...
— Эп ыйтмасăрах курап — чиперех çитнĕ. Улшăнман та. Çĕтĕк çĕлĕкӳ те, саплăклă сăхману та çавах. Кĕсйӳсене тĕрĕслемен, тен, унта ылтăн нумай.
Çав вăхăтра Иливана такам юр муклашкипе печĕ. Çаврăнса пăхрĕ — çывăхрах Сарье шурă шăлĕсене кăтартса кулса тăрать.
— Мĕнле кайса килтĕр, Иливан? — ун умнех пырса тăрса Питтапай каламан сăмахсене каларĕ хĕр ача. — Ытла нумай çӳрерĕр-çке хальхинче. Эй, эпир сирĕншĕн кулянни, пăшăрханни... Çĕр çывăрмасăр, турра кĕтнĕ пек кĕтрĕмĕр сире.
— Мана кĕтрĕн-и е аçуна-и? — куласшăн пулчĕ Иливан.
— Сана та кĕтнĕ, чăртмах этем! — çилленнĕ пек тавăрчĕ Сарье.
— Тавах апла. Тукайран кĕрсе ыйт-ха, хĕрĕм: ман мĕн тумалла, киле каймалла-и?
— Ху кĕр. Эп ун ĕçне пĕлместĕп. Кĕр, кĕр, хăраса ан тăр, Иливан, — аллине каччă кăкăрĕ çине хучĕ Сарье, унтан карт! туртса илчĕ те пӳртелле чупса кĕчĕ.
Пусма çине Тукай хăй тухрĕ.
— Иливан, эс ăçта? — кăшкăрчĕ вăл хулăн сассипе.
— Мĕскер, Тукай ĕмпӳ? — кĕлет хыçĕнчен сиксе тухрĕ каччă.
— Мĕскер, мĕскер... Кĕр часрах пӳрте. Килӳ ниçта та тармĕ. Эпир паян санпа кĕрекере юнашар ларма тивĕçлĕ. Таçтан сунартан мар, Хусантан килетпĕр тутарсен шĕкĕр хулине парăнтарса. Атя часрах!
Иливан иккĕленсе тăчĕ. Ăна Аттеней сăмахĕсем аса килчĕç. «Ырă турхан...» Паян Тукай чăнах та ырă хуçа пуласшăн иккен. Чун туртмасан та кĕрес пулать ĕнтĕ, хуçа ирĕкĕнчен тухма çук.
— Халех, — терĕ вăл. — Алла çуса илетĕп те...
Турхан патĕнче мĕнле хăна пулнине Иливан тĕпĕ-йĕрĕпе астуса та пĕтереймест — ĕçнĕ, çинĕ, калаçнă та пуль, çур çĕр тĕлĕнче киле çитсе ӳкнĕ. Турхана тухнă çав ĕнер — хăй тĕллĕн таврăнайман, Яхуте ывăлĕ ăсатса янă.
Ирхине вăл, кутник сакки çинче выртаканскер, куçне уçрĕ те хăйĕнчен хăй вăтанса кайрĕ, килтисене курăнас мар тесе çири чапанĕпе пуç çинчен витĕнчĕ. «Эй, намăс та, — терĕ ăшра. — Мĕнле питпе тăрас вырăн çинчен? Кур-ха, тупăннă Хусан паттăрĕ! Турханпа ун килĕнче ĕçсе çиет. Хăçан пулнă вăл авланман йĕкĕте çын ăсатни? Хăсса пĕтмен-ши пĕрех хут?»
Килтисем вăл çывăрмасăр выртнине сисрĕç-сисрĕçех.
— Тăр ĕнтĕ, Иливан, яшка пиçнĕ, — терĕ асламăшĕ калама çук йăваш та çемçе сасăпа. Ку ырă сасă ăна пушшех вăтантарса ячĕ.
— Тăр тата, мĕн туса выртатăн? — юриех çилленчĕклĕн каларĕ ашшĕ ун хыççăн.
Иливан тăчĕ те çӳçне-пуçне тирпейлерĕ, асламăшĕ патнелле утрĕ.
— Каçар, асанне, ĕнер эп этем йĕркинчен тухнă, — терĕ вăл хăй те палласа илеймен улшăннă сасăпа. — Эсир те каçарăр, асатте, атте-анне...
— Мĕн урлă каçарас-ха сана, пичче? — кулса ыйтрĕ кăмака хыçĕнчен хĕсĕнкелесе тухнă Чечекпи, ун йăмăкĕ.
— Эсĕ те кунта-и? — ыталаса илчĕ ăна Иливан.
— Кунта пулмасăр. Сана кĕтетпĕр. Эс ав турхансемпе ĕçсе çиме тытăннă.
— Ан шарла, Чечекпи, — асли пулса чарчĕ ăна Иштерек. — Çын патĕнче мар та-ха, çапах ваттисем пур чух чи çамрăкки сăмах пуçлани килĕшмест.
Чечекпи вăтанса шăлне çыртнă пек пулчĕ, апата лариччен те, сĕтел хушшинче те пĕр сăмах та чĕнмерĕ.
Килте апата турхан патĕнчи пек шавласа та шӳт туса çимерĕç. Ку çемьере ун пек иртĕхсе апатланас йăла нихçан та пулман. Тата унашкал кĕрлесе ларма паян Иливан таврăннине шутламасан нимле уяв та мар. Уяв тени çавă пулчĕ: аслашшĕ пурне те пĕрер чашăк максăма тултарса пачĕ. Ăна та пĕчĕккĕн тутанса сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçрĕç. Иштерек Иливана Хусана илнĕ хыççăн турханпа ăçта-ăçта çитсе курни çинчен каласа пама хушрĕ. Иливан вĕсене мăн çын пекех йĕркипе каласа кăтартрĕ. Вăл Çавал тăрăхĕнче вырăссем хырçă-куланай пуçтарма тытăнни çинчен сăмах хускатсан аслашшĕ ун пирки питĕ тĕплĕн ыйтса пĕлчĕ.
— Эс вырăсĕсене хăвах куртăн-и вара? — тĕпчерĕ вăл. — Çар çыннисемпех çӳреççĕ-и ялсем тăрăх?
— Çар çыннисем çукчĕ, — терĕ мăнукĕ. — Вырăссене хам куçпа куртăм. Лавĕсем тулли. Çав, пуçтарнă куланай ĕнтĕ...
— Апла ĕçсем начар, — терĕ аслашшĕ. — Пурăна киле вĕсем кунта та çитĕç. Турхан мĕн терĕ вара? Чарма хăтланса пăхрĕ-и?
— Пӳртре тавлашрĕç пулмалла. Тукай кая юлса тухрĕ, ăсатмарĕ. Унăнне хăйĕнне те кĕлечĕсене тустарнă тет.
— Хăй вăл аптрамĕ-ха, кĕлечĕсене çĕнĕрен те тултарĕ. Эпир мĕнле пурăнкалăпăр ак? Эс пĕлместĕн те пулĕ-ха, пирĕн ĕнене упа тытса çурчĕ-çке кăçал вăрманта.
— Ак тата, — терĕ Иливан асламăшĕ çине пăхса.
— Çавнашкал инкек пулчĕ-ха пирĕн, — мăнукĕ вăл сăмах хушасса кĕтнине пĕлнĕ пек хуравларĕ асламăшĕ. — Чуна хĕнесе пурăнас пулать çав ĕнтĕ. Пушмак пăру пăруласа парсан сĕтсĕр пулмăпăр та-ха...
Ашшĕпе амăшĕ нимех те калаçмарĕç. Асăрхарĕ Иливан, амăшĕ сĕтел хушшинче хăна çынни пек ларать. Никам çине те пăхмасть, яшкине хутран-ситрен çеç сыпкалать, çăкăрне пĕр тĕпренчĕк çеç çыртать. Мĕн пулнă-ши ăна? Чирлемеллипех чирлесе ӳкнĕ пулас вăл. Сăнран та ытла начар-çке хăй. Тем пирки килтисемпе вăрçнă пулсан çеç. Ун пек вăрçнине-харкашнине те халиччен курман ывăлĕ.
Çаксене питĕ пĕлесшĕн пулчĕ Иливан, анчах ваттисем умĕнче амăшне сăмах хушма, унран мĕн çинчен те пулин ыйтма пултараймарĕ.
Апат хыççăн вăл Чечекпие алăран тытса картишне тухрĕ.
— Аннене мĕн пулнă пирĕн? — ыйтрĕ вăл йăмăкĕнчен.
— Хам та тĕлĕнетĕп — хуравларĕ Чечекпи. — Пĕрре те ĕлĕкхи пек мар. Çăварне шыв сыпнă пек ла-арать пӳртре. Те йывăр чир унăн, темскер... Ман ăна курсанах макăрас килет, пичче.
— Ху мĕнле пурăнатăн, чиперкке? — ăна янах айĕнчен тĕртсе каларĕ Иливан. — Каччă тупрăн-и-ха е шыратăн кăна-и?
— Эс Хусанта хĕр тупрăн-и унта? — хирĕç йĕкĕлтесшĕн пулчĕ Чечекпи.
— Пĕлетĕп, эс пиччӳ авланманран качча тухмастăн пулĕ-ха, йăмăкăм? Асту, эп çар çынни, çитменнине тарçă, мана кĕтсен эс ват хĕр пулса юлатăн. Пурте килте чух тытăр та туй тăвăр...
— Ан ухмахлан, — аллипе ун çăварне хупласшăн пулчĕ Чечекпи. — Пиччĕшĕ авланмасăр мĕнле хĕр качча тухни пур? Ун пек яла култарас мар-ха...
— Апла шантарсах калатăп сана: ват хĕр пулса юлатăн. Мана Тукай ав атте вырăнне тарçă туса хучĕ ĕнтĕ.
— Чăнах-и? — терĕ йăмăкĕ.
— Виç кунтанах килме хушрĕ.
— Эс ан кай. Ун куçне ан курăн.
— Асту, тупмасть пуль вăл! Саламатпа çунтарса илсе каять.
— Чăнах та çав, — килĕшрĕ Чечекпи. — Ун вырăнне лашаллă пулатăн, пичче. Аттене вăл юпах тиха панă тет. Тихине вара Урасмет вăрланă тет.
— Вăрламан, тутарсене вăрлаттарнă, — терĕ Иливан.
— Пур пĕрех мар-и? Тен, лайăх ĕçлесен сана та парĕ.
— Тăрăшса пăхас-и вара? Тăрăнса аниччен ĕçлес-и? — кулчĕ пиччĕшĕ.
Чечекпи тавăрса калас вырăнне Иливана пилĕкрен çеç ыталарĕ. Унтан кăшт тăрсан каласа хучĕ:
— Каçар ухмах йăмăкна, — терĕ.
Каç кӳлĕм Иливан килтисене систерсех вăрмана кайрĕ. Паллакан йывăçсене, уçланкăсене, упа тытма тунă тарăн шăтăксене шырарĕ вăл, ăсран тайăлнă çын евĕр, тăршшĕпе хăй тĕллĕн калаçрĕ. Ачалăхĕ çак вăрманта иртнĕ-çке Иливанăн. Кунта вăл ашшĕпе кашни кун тенĕ пек килсе сӳренĕ. Мĕн чухлĕ мулкач, пакша е ăсанпа карăк тытнă çак уçланкă хĕррисенче. Астăвать-ха, уçланкăран чĕрĕп илсе кайнăччĕ киле, ав çав ват юман тăрринчен пысăк та çаврака куçлă, пăхма хăрушă тăманана персе антарнăччĕ. Ашшĕ вăрçрĕ ăна ун чух тăманана пенĕшĕн.
— Нихçан та ан тив вăл кайăка, — терĕ вăл ывăлне вĕрентсе. — Илемсĕр пек хăй, тепĕр чух мулкачсене тапăнать. Анчах пит усăллă кайăк. Уçланка тырă аксан унтан лайăх хуралçă тупаймастăн. Пĕр шăши хăвармасть, йăлт тытса çиет.
Ак çак уçланкăра вăл пысăк чĕрĕп çĕленпе вылянине курнăччĕ. Çĕленĕ шăтăка тарса кĕресшĕн пулчĕ курăнать, пĕр-икĕ утăм шуса кайрĕ. Чĕрĕп çавăнтах ун çулне пӳлчĕ. Çук, вĕçерĕнейместĕн тенĕ пек, ун тавра ташласа çаврăнма пикенчĕ. Çĕлен хускалмарĕ, хутланса выртрĕ те хăйĕн вилĕмне кĕтрĕ. Чĕрĕп ташласа, чупкаласа йăлăхрĕ те Иливан умĕнчех çĕлене çисе ячĕ. Мĕнле шăнăçрĕ-тĕр çав тем вăрăмăш çĕлен ун хырăмне!
Пĕр хĕл Иливанпа ашшĕ çак вăрмантан пăши тытса таврăннăччĕ. Мĕн çуркуннеччен какайлă пулнăччĕ вăл çул çемье. Ашшĕ пит чаплă сунарçă-çке унăн. Иливан сунара çӳреме юратать, анчах ăсталăхпа ашшĕне çитеймест. Çук, çитеймест. Ятламас та танлашма пултараймасть унпа. Ун ашшĕпе пĕрле упа тытма каять вăл, пĕччен — шикленет. Ашшĕ пĕчченех темиçе упа тытнă.
Иливан тин çунă юр çинче çĕнĕ йĕрсем чылай курчĕ, çапах та ухă илменшĕн ӳкĕнмерĕ. Йăлăхтарнă мар-и ăна çурăм хыçĕнчи ухă такмакĕ! Сахал йăтман ăна, сахал тĕллесе пемен кăçал ухăпа. Кайăка çеç мар, çынна та тĕлленĕ. Кай, асăнсан кăмăл пăтранать.
Каччă çĕнĕ тунката çине пырса ларчĕ те хăй вăрмана мĕншĕн килесшĕн пулнине тинех тавçăрса илчĕ. Унăн хăйĕн пуçĕнче уйăхĕ-уйăхĕпе пуçтарăнса пынă иккĕленӳллĕ шухăшсене пĕрерĕн-пĕрерĕн суйласа тухмалла, пĕрре сӳтсе тепре явмалла, вĕсенчен яланлăхах хăтăлмалла. Хăтăлмалла çав, унсăрăн çип çăмхи пек урлă-пирлĕ явăннă шухăшсем ăна кăнтăрла та, çĕрле те канăç памаççĕ. Чи малтан вăл этем кун-çулĕн пĕр вăрттăнлăхĕнчен, никам пулăшмасăр, хăй тĕллĕн шыраса тупнă вăрттăнлăхран тĕлĕнет: ача ӳснĕçемĕн ăсланса пырать, тĕнче, çутçанталăк çинчен, çынсем çинчен ытларах пĕлекен пулать: эппин, унăн хăйне асаплантарнă ыйтусем пĕчĕккĕн сахалланмалла пек — ача чухне нумайрах пулмалла тĕлĕнтермĕшсем, каччă чухне — кăшт чакмалла пуль вĕсем, вăй питти чухне пачах чăрмантармалла мар, ватăлса, ăсланса çитсен, пурне те витĕр курса тăракан пулсан пачах пĕтмелле. Аçа çаптăр, çĕр çăттăр, ку пĕтĕмпех урăхла иккен! Иккĕлентерекен япаласем, тĕлĕнтермĕшсем, çĕрле те ыйăха вĕçтерекен экеметлĕ, пăтранчăк ыйтусем, этеме таçта-таçта илсе çитерекен шухăш-ĕмĕтсем, юлашкинчен, чĕрене çĕçĕ пек касса каякан аса илӳсем пурăннăçемĕн ӳссе, йышланса, сарăлса та тарăнланса, çивĕчленсе те кăткăсланса пыраççĕ. Пĕлнĕ-ха Иливан, халиччен те пĕлнĕ, ват çыннăн çӳç шуралать, сухал кăвакарать. Вăл ăна яланах пурăнса ирттернĕ çулсенчен килет тенĕ, ав вăрманти йывăç мĕн чухлĕ ватăрах, ун хуппине сырса илнĕ кăтра мăк-тăлăм çавăн чухлĕ кăвакрах. Çук çав, çӳç мăк мар, вăл шураласси ватлăхран çеç килмест, нумай-нумай сăлтавран килет иккен.
Тепĕр чухне пĕр кун хушшинче, эрнере е уйăхра ĕмĕр шухăшлаттаракан ĕçсем пулса иртеççĕ. Çулталăк тесен вара тепри этем ĕмĕрĕпе танлашать. Иливан пурнăçĕнче çавăн пек çулталăк кăçал пулчĕ пуль ĕнтĕ. Виçсе-хисеплесе те пĕтерес çук, мĕн-мĕн кăна курмарĕ каччă иртнĕ çул тыткăнран тухса тарнăранпа! Новоград Свияжскинче ашшĕпе Тукай ĕмпĕве тĕл пулчĕ. Вара тăван яла, тăван киле килсе курчĕ, тĕкĕрç ятне илсе Сăр таврашне вырăс çарне кĕтсе илме кайса килчĕ, Сĕве тăрăхне тепре çаврăнса тухрĕ, унта хăйĕн пекех телейсĕр хĕрпе, Хабиба хăрхăмпа, паллашрĕ, Хусана илессишĕн пынă хаяр çапăçăва хутшăнчĕ, Тукай ывăлне Туканаша çакса вĕлернине курчĕ, Хусан ханĕ пулнă Шигалее ăсатрĕ. Мĕн курнине, мĕн тӳссе ирттернине ăçтан каласа пĕтерĕн? Янтуш кĕслеçĕ пулсан ун вырăнĕнче юрă хыççăн юрă хывĕччĕ, ялтан яла çӳресе, хурлăхлăн каласа кăтартса халăха макăртĕччĕ.
Сĕве çывăхĕнчи Девлизер ялĕнчен тухса килнĕренпе каччă куçĕ умĕнче ялан Хабиба тăрать. Çул çинче те кайма пĕлмерĕ вăл куç умĕнчен, халĕ те тутар хĕр ачи юнашар пулнăн туйăнать — юнашар, анчах хӳме леш енче, алла тăс та, сан пӳрнӳсем ун пӳрнисене сĕртĕнеççĕ, вăл санран чечек çыххи илет.
— Эс мĕнле чечек юрататăн, хĕр ача?
— Супăнь курăкĕ кăмăллатăп.
— Татса килсе парас мар-и?
— Кирлĕ мар. Вăл хамăр пахчарах пур... Кирлĕччĕ-ха чечек çыххи хăйне. Хӳме шăтăкĕнчен тыттарсан мĕнле савăнчĕ!
Туслашма ĕлкĕреймерĕç, анчах питех те кăмăла кайнăччĕ вăл хăрхăм. Шăпи Иливанăнни пек пулнăран-ши е уншăн кăна та мар? Мĕнле путсĕр çын пырса çыпçăнчĕ-ши ун çумне? Мĕнле чăтса ирттерчĕ-ши хĕр ача çав мăшкăла? Чунĕ чăтаймарĕ пулĕ çав, Хабиба кун хыççăн ман çутă кун курма юрамасть тесе çакăнса вилчĕ пулĕ. Унтан виллине пахчана кăларса пăрахрĕç-тĕр. Тен, хуçи Крыма тухса тарас умĕн хăй пусмăрланă-ха ăна. Пусмăрланă та, вараланчăк кипкене, çĕтĕк-çатăка ывăтнă пек, кăларса ывăтнă.
Çапах та çĕр çинче çынсем хăйсене валли туса хунă хăш-пĕр йĕркесем тискер, выльăхсем те унашкал тискер хăтланмаççĕ пуль. Вăйли вăйсăррине пусмăрлать, таптать, пăвать, пуянни чухăннине çаратать. Ăçта кайса кĕмелле кун пек, пурнăçа мĕнле пурăнса ирттермелле? Ак, сăмахран, Иливанăн та Тукай патĕнче тарçăра пурăнмалла? Вăл пуян тесе-и, вăл вăйлă тесе-и? Ача чухне Иливан хăйĕн ашшĕне тĕнчере чи вăйли тесе шутлатчĕ. Упаран вăйли, турханран вăйли. Чăн-чăн Улăп. Халь темскер пĕчĕкленсе пырать ашшĕ ун куçĕ умĕнче. Никамран вăйли-тĕк, ма Тукай патĕнче тарçăра пурăннă вăл? Тукай саламатĕнчен хăранă-и? Ашшĕн те килте чĕн пушă та, саламат та пур-çке. Ма вăл унпа никама та çапаймасть? Халь чухлать пек Иливан, саламатпа хытă çапма ал вăйĕсĕр пуçне урăхларах вăй кирлĕ иккен. Мĕнле вăй вăл? Чĕрипе туять ăна Иливан, сăмахпа каласа ăнлантараймасть. Тепĕр усал пăхма ним те мар, хăрса типнĕ йывăç, хăрса типнĕ йывăç. Хăй çапах тепĕрне, юман кĕреш пек тĕреклĕ çыннах, патакпа хăмсарать, чул нӳхрепе хупса лартассипе хăратать. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен унăн мул пур. Вăл çынсене сутăн илме пултарать, ăна тӳре-шара хӳтĕлет. Куçкĕретĕнех сĕмсĕрленет вăл, çăткăнланать, айăпсăр çыннах айăплать, тӳре-шара пурĕ пĕр ăнах хӳтĕлет.
Юлашки вăхăтра ялан пĕрле çӳренĕрен, ун тарçи пулса тăнăран-тăр, Иливан Тукай ĕмпӳ çинчен нумай шутлать. Ăнланать те, ăнланмасть те вăл хăйĕн хуçине, çав хушăран-хушăран ырă пулма пĕлекен, хушăран-хушăран тилĕрсе, урса каякан, нимле этемлĕхе, пахмата, нисĕпе пĕлмен этеме.
Хусана илнĕ хыççăн мĕнле тĕлĕнтерчĕ вăл Ту енчи мăрсасене, вĕсен тĕкĕрçисене! Хăйĕн куçĕ умĕнче тăван ывăлне, чунне тахçанах тутар ханĕсене сутнă Туканаша, çакса вĕлерчĕç — вăл çавах вырăссене ылханмарĕ, вĕсем патĕнчен тухса тармарĕ. Тепри пулсан, тупата, çав каçах утне йĕнерлет те тĕкĕрçисене илсех килелле тухса вĕçтерет. Турхан ун пек тумарĕ, чăтрĕ. Темле те виçсе-шайлаштарса пăхрĕ пуль, çапах та ним те палăртмарĕ, пĕрре те мĕскĕнленсе кăтартмарĕ. Чунпа-чĕрепе вăйлă этем иккен Тукай. Ĕлĕкрех ял çыннисенчен хăш-пĕрисем Тукан Мускава парне илме кăна çӳрет, чееленсе икĕ ĕне сĕтне ĕмет тесе калаçкалатчĕç, вăл тутар мăрсисенчен сивĕнессе шанмастчĕç. Сивĕнчĕ, вĕсене хирĕç кĕрешрĕ. Хусана иличчен ялта ун пирки урăхларах калаçнине те сахал мар илтнĕ Иливан. Хăйĕн çинчен çеç шутламан пуль çав, пирĕн çинчен те шутланă пуль турхан терĕ пĕррехинче аслашшĕ Ятламаса Тукай çинчен сăмах хускатсан.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...