Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Кăрмăшах апла? Инçе вăл кунтан. Эпĕ ача чухне çитсе курнăччĕ.
Тарçăсем вĕсен лашисене илчĕç те апат пама витене çавăтса кайрĕç. Туканаш çири тăлăпне хывмасăрах пӳрте кĕчĕ. Тарçăсем ăна систерсе хучĕç: унта хăнасем татах та пур.
«Хĕл кунĕнче мĕнле хăна пулма пултарать атте патĕнче? — шутларĕ мăрса ывăлĕ. — Мускав çыннисем килсе тухнă пулсан анчах. Вĕсене те килме майлах мар кунта — аслă çултан аякра».
Мускав çыннисенчен хăракаласа кĕрсе Туканаш тĕттĕмре пӳртре кам пуррине ыйтрĕ.
— Туканаш килнĕ, тупата, çавă! — илтĕнчĕ Нухрат сасси.
— Тăр, тăр, йăмăкăм, эп сассуна палларăм ĕнтĕ, — терĕ Туканаш та.
Пиччĕшпе йăмăкĕ тĕттĕмрех ыталашса чуп турĕç. Часах ама çури амăшĕ çутă çутса ячĕ. Çутă çине пӳлĕмрен тата тепĕр çын тухрĕ — Магмет Беззубов.
— Ак хайхи Хусан çыннисем пĕр çĕре пуçтарăнма тытăнчĕç! — терĕ Чураппа тăван мар ывăлне тăлăпне хывма пулăшса. — Сана курманни нумай пулать-çке, Туканаш. Чимĕр-ха, ачсем, çутта сĕтĕрсе кайсах пăхар-ха ăна.
Нухратпа Чураппа Туканаша тĕпелелле çавăтса пычĕç, туй арăмне çавăркаланă пек çавăркаласа пăхрĕç.
— Ватăлатăн, ывăлăм, — терĕ ама çури амăшĕ ун тăнлав çинчи шурă çӳçне аллипе тĕкĕнсе.
— Мăрсана тухнă, — терĕ Нухрат пиччĕшĕн чылай пысăкланнă хырăмне пӳрнепе тĕртсе.
— Пăрахăр ун çинчен пуплеме тархасшăн. Вăл качча каяс хĕр мар-çке ĕнтĕ, — чарчĕ вĕсене Магмет Беззубов. — Эс пире часрах Хусан çинчен каласа кăтарт, Туканаш. Ху пĕлен, эпир халь урăх патшалăхра пурăнатпăр. Хусанта хан камне ыйтсан ăна та калаймастăп эпĕ халь.
— Ăшăнам-ха, йăлт каласа паратăп ак, — терĕ Туканаш.
Тарçăсем ăна пӳрте кĕрес умĕн кăшт суйнă иккен. Нухратпа Магмет кунта хăнана килмен, вĕсем мĕн кĕркуннеренпех ялта пурăнаççĕ. Ытти мăрсасемпе пĕрле Мускава кайса килнĕшĕн Сафа-Гирей хăй вилес умĕн Беззубовăнне ялĕсене туртса илнĕ. Çĕрсĕр, пурлăхсăр тăрса юлнă мăрсан вара ирĕксĕрех кунта, вырăссем патне, килмелле пулнă. Вырăссем ăна çĕнĕ вырăнта çĕр парса сотник тума пулнă имĕш, анчах та çуркуннеччен кĕтме хушнă.
— Нумай кĕтме хушнă сана çĕнĕ тусусем, нумай, — тӳрех кулма пăхрĕ хан çынни. — Вăл та питех шанчăклă теме çук-ха: те лекет сана çĕр, те лекмест. Çанталăк иккĕллĕ тăрать-çке вăл ялан: пĕрре уяртать, тепре пăсăлать. Вырăссем вĕсем çавнашкал...
Ку сăмахсем малтанхи каçшăн, халиччен калаçса курман, питех палласах та кайман çыншăн вырăнсăр пулчĕç темелле, çавăнпа та Магмет Беззубов вĕсене хирĕç нимĕн те тавăрса каламарĕ. Вăл Хусан хыпарĕсене çеç ытларах ыйтса пĕлме тăрăшрĕ, тавлашма, ытти ĕçсене сӳтсе явма ĕлкĕрĕпĕр терĕ. Туканаш вара вăл каç та, тепĕр кунне те калаçăва Мускавпа Хусан хушшинчи ĕçсем патнеллех пăрчĕ, кĕрӳшĕн ăс-хакăлне тĕрĕслес тесе-ши е вăл тĕрлĕ ыйтусем çине мĕнле пăхнине пĕлес тесе ялан чăркăшма тăрăшрĕ.
Ниçта тухса çӳреме аптранипе вĕсем кăнтăрла кашни кун малти пӳртре тунсăхласа ларчĕç, тĕрĕссипе каласан ялан пĕр япала пирки тавлашрĕç.
— Ман атте ĕлĕк — ĕлĕк мар-ха, вунă çул каялла кăна — Хусан тесен вилсех каятчĕ, — чарăнма пĕлмесĕр калаçрĕ Туканаш. — Хусан тапăрне эпир темиçе лавпа, юлан утсемпе, туя кайнă пек каяттăмăр. Вăл пире юри чаплă княçсем патне илсе çӳретчĕ. Тутар княçĕсем аттешĕн турă вырăнĕнче пулнă. Эх, пурăнма пĕлеççĕ-çке мурсем! тетчĕ пара, вĕсем суту тума юратнине мухтатчĕ. Хан патне, Булат Ширин патне вăл эрнере пĕрре кĕрсе тухнă. Мăхамет тĕнне йышăнчĕ, мана вĕренме илсе кайрĕ. Унтан ăна чăваш ĕмпĕвĕ туса хучĕç — ытти мăрсасем пурте аттене пăхăнса тăратчĕç. Кайран пăхатăп — ман атте тутарсене хирĕç çаврăнса ӳкнĕ. Тукай мăрса Мускава вырăс патши патне кайнă теççĕ. Мĕн пулчĕ ман аттене — эп нимĕн те сиссе юлаймарăм.
— Кăна тĕрĕс калатăн, — терĕ Магмет Беззубов, — эсĕ аçу Хусантан мĕнле сивĕннине, вăл мĕнле майпа Мускав енне çаврăнса ӳкнине сисмесĕр юлнă. Пурăннă эс кремльте хăвăн пуçлăхусен сăмахне итлесе. Ханлăхра мĕн пулса иртет, мăрсасем мĕншĕн кĕрешеççĕ — эс ăна курасшăн та, пĕлесшĕн те пулман.
— Сан сăмахусем тĕрĕс те пуль, — килĕшрĕ унпа Туканаш. — Эсир пĕр-пĕрне кăшланине, элекленине, укçашăн, чапшăн такам майлă кайса ӳкнине юратмастăп эпĕ. Тĕнче пысăк, кĕрӳ, чаппа мул унта пурин валли те çитет.
— Çитмест пулĕ çав, хунчăкам, ахаль пулсан тутар княçĕсем аçуна çапла хĕсĕрлеместчĕç те, — хирĕçлеме тăчĕ Магмет Беззубов.
— Ман шутпа, тĕнчере çапăçмасăрах пурăнма пулать, хунчăкам. Аллаха ĕнен, хăвăн ĕçне тӳрĕ кăмăлпа ту, эс лайăх çыннине куратех вăл. Эсир татти-сыпписĕр çапăçатăр, тăшмана сутăнатăр, темĕн те пĕр хăтланатăр, эпĕ çавна нимĕн те ăнланма пултараймастăп. Мĕн кирлĕ сире? Сăмахран илсен ман аттене мĕн кирлĕ?
— Калаç, калаç, питĕ хитре пуплетĕн, Хусанти сеид пекех, — кулма пăхрĕ Магмет Беззубов. — Сана пĕр-пĕр яла имам туса кăна ямалла. Аллаха юратса, Хусан патшине пăхăнса мĕнле пурăнмаллине вĕрентĕттĕн ун чух.
— Чăнах, чăнах, — терĕ Туканаш. — Ак эс мана пĕр пытармасăр çакна каласа пар-ха. Хăратса ыйтмастăп, мĕншĕн тесен эп сан пуçлăху мар, тăванла, ахаль çеç ыйтатăп: ма вырăссем майлă çаврăнса ӳкрĕç Ту енчи мăрсасем? Ну, тутар княçĕсем усал тейĕпĕр, вĕсемпе килĕштерейместĕр эсир. Вырăссем мĕнрен лайăх? Ма эсир кашкăр çăварĕнчен хăтăлса упа çăварне çакланасшăн? Кала мана пĕр пытармасăр, кĕрӳ: мĕнпе илĕртрĕç сире вырăссем? Мĕн туртать сире вĕсем патне?
— Эс манран тĕрĕс мар ыйтатăн, хунчăкам, — ĕçлĕн тавăрчĕ Магмет Беззувов, — мĕн туртать мар, мĕн тĕртет теес пулать. Ăна калама пултаратăп. Эп элчĕ мар, хитре калаçма пĕлместĕп, анчах пĕр япалана лайăх чухлатăп: Хусан патшалăхĕнчи мăшкăллă пурнăç тĕртет, акă мĕн. Куна эсĕ ху та лайăх сисетĕн те-ха, анчах хан патĕнче ĕçлесе кашни сăмахшăнах чĕтресе тăма вĕреннĕ, тӳрех калама хăяймастăн.
— Эс мана ĕненместĕн, кĕрӳ, эп пĕр суймасăр калатăп. Юрĕ эппин, санпа килĕшем. Хусан сире куç уçма та памасть тейĕпĕр. Анчах эсир ма Мускавалла çул тытнă? Мускав пиртен çав тери аякра вăл. Вăрçăпа килнĕ чух пирĕн пата çитиччен уйăх та иртет вĕсен. Çывăхра нухайсем пур-çке. Вĕсемсĕр пуçне Крымпа, Астраханьпе туслашма пулать. Эсир ялан вырăссем патне танккатăр. Çавна ăнланма йывăр, кĕрӳ.
— Пĕрре те йывăр мар, — терĕ Магмет Беззубов. — Эсĕ умрине нимĕн те курмастăн, тăванăм, ыранхи кун çинчен шутлама пĕлместĕн. Çĕр ĕçĕпе пурăнакан чăвашсен çеçен хирте пĕр вырăнтан тепĕр вырăна кусса çӳрекен нухайсемпе мĕн тумалла? Пирĕншĕн мĕнле тăвансем пулччăр вĕсем? Çук, хунчăкам, нухайсемпе те, Астраханьпе те ĕç тухмастех пирĕн. Эс илтнĕ пуль, юлташу хăвăнтан маттуртарах пултăр теççĕ. Вырăссем тем тесен те пиртен маттуртарах вĕсем. Такампа та суту-илӳ тăваççĕ, халăхĕ йышлă, патшалăхĕ пысăк. Вĕсен хӳттинче пурăнни тутарсен хӳттинче пурăнни мар ĕнтĕ.
Туканаш шухăша кайнă пек пулчĕ. Çапах та кĕрӳшĕпе килĕшмен пек пулса пусне пăркаларĕ.
— Хусан вăйсăр патшалăх-и вара? — терĕ хан çынни кăмăлсăррăн.
— Вăйсăр, — тавăрчĕ Магмет. — Вырăссемпе танлашма пултараймасть вăл.
— Апла пулсан Хусана ма илеймеççĕ вырăссем ку таранччен? Кашни çул килеççĕ, кашни çул тупписене турттарса, суранĕсене сăтăркаласа каялла каяççĕ.
— Ан васка, илеççĕ ак, — терĕ çирĕппĕн Магмет. — Хусана вĕсем ниçта та вĕçертмеççĕ. Вырăссен урăхла май çук. Атăл тăрăхĕнче хуçа пулма вĕсене Хусан кансĕрлет.
— Илеççех апла? — вĕчĕрхенсе тепĕр хут ыйтрĕ Туканаш. — Эс куна мана хăратмалла çеç каламасна, кĕрӳ?
— Илеççĕ. Урăхла май çук терĕм-çке сана.
— Каснă-лартнă пирĕн атте пекех калаçрăн эс паян. Темиçе çул каялла атте Хусанта çапла тавлашнăччĕ манпа.
— Вăл тĕрĕс каланă. Эп те малтан пит айванччĕ, тăванăм. Хусана, унти ханпа княçсене, сеидпа шейхсене ырласа кăна пурăнаттăм. Кайран аçупа çӳрекелерĕм, Мускава кайкаласа килтĕм те, пăртак куç уçăлчĕ. Çĕрĕк вăл, сан Хусану, унтан аякранах пăнтăхнă шăрш кĕрет.
— Манăн çеç-и, санăн та мар-и вăл? — йĕплесе илесшĕн пулчĕ Туканаш.
— Эпир аçупа Хусантан тасалнă. Пирĕн унта каялла çул çук, — терĕ Магмет.
— Эп илсе каяс пулсан? Эс пĕлместĕн-çке-ха, тен, эпĕ юри сире илме килнĕ, кĕрӳ?
Вăл «мана сире илме янă» темерĕ, «килнĕ» терĕ, çавăнпа-тăр, ун сăмахĕсем Магмет Беззубовшăн ĕненмелле тухмарĕç. Нухрат упăшки, калаçатăн кирлĕ мара тенĕ пек, кулса çеç илчĕ.
— Пире халь таçта та илсе кайма пултаратăн, анчах Хусана мар, — терĕ вăл.
— Пымастăрах апла?
— Ун çинчен калаçса çăвар тутине те пĕтерес килмест. Атя, калаçас та мар, хунчăкам.
— Юрĕ, атте киличчен тавлашма чарăнăпăр, — килĕшнĕ пек пулчĕ Туканаш. — Анчах атте килсен çĕнĕрен пуçлатăп, кĕрӳ. Каларăм-çке, эп хальхинче сире илме килнĕ терĕм.
— Асту, аçуна ун пек ан вăрçтар, — асăрхаттарчĕ Магмет. — Ку сăмахсене илтсен вăл сана!..
— Мĕн тăвать вăл мана?
— Тем тесен те пуçран шăлмастех ĕнтĕ.
— Атте мана ăнланĕ-ха вăл, — терĕ Туканаш мăн кăмăллăн. — Ăна Мускав мар, Хусан çын тунă.
— Хусанах тĕп тунă ăна, — çийĕнчех тавăрчĕ Беззубов.
— Кам тĕп тунă аттене? Вăл хăй ухмахланса вырăссем енне куçнă.
— Ухмахланса-ши? Вырăнлă сăмах-ши ку санăн?
— Мĕн темелле вара эсир таканари шыв пек выляннипе? Пĕрре вырăссем лайăх сирĕншĕн, тепре тутарсем. Ĕлĕк ма ун пек марччĕ эсир? Ялан пĕр хуçана çеç пăхăнаттăрччĕ.
— Ĕлĕкхи вăхăтсем иртрĕç вĕсем, хунчăкам. Саманасем улшăнчĕç. Калаç-ха лайăхрах, сăна-ха килсен, сан аçу та ĕлĕкхи мар ĕнтĕ.
Туканаш ашшĕпе калаçрĕ çеç мар, шăп та шай виçĕ кун тавлашрĕ. Мĕнле тӳсĕм çитрĕ ашшĕн вăл ялан пĕр япалапа сӳтĕлнине итлесе ларма! Тукай хăйĕн ывăлĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ: мĕн пулнă ун Туканашне хĕрĕх урлă каçсан? Ĕлĕк вăл ханлăхри ĕçсем çинчен çăвар та уçмастчĕ, эп унашкал япалана пĕлместĕп, манран ун çинчен ан ыйтăр тетчĕ те пăрăнса каятчĕ. Халь ăна эмир е карачи туса хунă тейĕн, вăл патшалăхри кăткăс ĕçсем çинчен кăна пуплет. Пурне те хак парать тата — çав лайăх, çав начар, çав тĕрĕс, çав тĕрĕс мар.
— Сана унта Ширинсем вырăнне аслă карачине лартман пуль-çке, ывăлăм? — ыйтмасăр чăтса тăраймарĕ ашшĕ.
— Ма ун пек калатăн, атте?
— Ара, вĕçĕмсĕр хан ĕçĕсене çеç тишкеретĕн те... Вĕçĕмсĕр вырăссем те тутарсем, тутарсем те вырăссем сан чĕлхӳ вĕçĕнче. Эпир вĕсем пирки калаçса йăлăхнă ĕнтĕ, ачам.
— Эп санпа тин пуçласшăн-ха ун çинчен пуплеме.
— Кирлĕ мар, вăл мана йăлăхтарнă. Тата, эп астăвасса, эсĕ çав ыйтусене сӳтсе явнă çĕрте ытла вăйлах та марччĕ.
— Халь вĕрентрĕç.
— Темĕн-çке, курсах каймастăп, — терĕ ашшĕ. — Вырăссене хурласа ларни вăл вĕренсе çитнине пĕлтермест-ха. Хусанта пурăнса вырăссем пирки мĕн калама пултаратăн эс? Пĕлместĕн эсĕ вĕсене.
Туканаш чарăнмарĕ. Çын умĕнче те, çын çук чухне те вăл калаçăва патшалăх ĕçĕсем çинеллех куçарса пычĕ.
— Итле-ха, ывăлăм, — терĕ вара ашшĕ. — Сана мĕнле те пулин усал ĕç тума хушса яман-и Хусанти тусусем? Пытарса ан тăр, тӳрех кала...
Ку сăмахсене илтсен Туканаш пĕчĕк ача пек хĕрелсе кайрĕ.
— Эсĕ кунта хĕл кунĕнче ма килнĕ? — çине тăрсах ыйтма пуçларĕ Тукай. — Куратăп, хăнана килмен эсĕ. Аçуна Утямăш майлă çавăрма хушса ячĕç-и?
— Ма ун пек шутлатăн, атте? Утямăш пирки нимĕн те каламарăм-çке.
— Эп сисетĕп. Ялан Хусан пирки юрлатăн. «Унта ĕçсем лайăх. Унта ĕçсем юсанчĕç. Сююнбике кунти мăрсасене юратать, Сююнбике вĕсемпе туслă пурăнасшăн». Ку халапа эпир тахçанах илтнĕ. Вĕсем пире мĕнле юратнине пĕлетпĕр. Тепре ыйтатăп, ма кăларса янă сана Хусантан?
— Халех калатăп, атте.
Туканаш вара пĕтĕмпех каласа пачĕ. Нимĕн те пытармарĕ вăл ашшĕнчен.
— Анчах эп сана усал тума килмен, атте, ун пек ан шутла, — хушса хучĕ вăл юлашкинчен.
— Халь кăшт тавçăрса илтĕм, — терĕ ашшĕ лăпланнă пек пулса. — Пĕтĕмпех мар-ха, çапах эс мĕнле серепене çакланни маншăн пăртак паллă. Эпир кĕрӳпе иксĕмĕр хурапа шурра тӳссе курнă çынсем. Ĕнтĕ пире ӳкĕтлеме кирлĕ мар, ывăлăм. Хусан пирки эс пирĕнпе ан калаç. Вăл пирĕн ăша витнĕ. Сан патшуна, унти княçсене аса илсен манăн тӳрех чышкă чăмăртанать.
— Апла пымастăнах унта, атте? — ячĕшĕн те пулин тепре ыйтрĕ ывăлĕ.
— Кăшт ăслăрах калаç ĕнтĕ, Туканаш! — кӳреннĕ пек пулчĕ мăрса. — Сăмаха мĕнле çавăн пек пĕр чухламасăр персе ямалла ăна? Ку таранччен калаçнинчен нимĕн те ăнланмарăн-и вара? Хусана ĕнтĕ эпир ылханса кăна аса илетпĕр, пырса пуç çапасси çинчен тĕлĕкре те шутламастпăр. Кăмăла каять пулсан пурăн эс шĕкĕр хулара, пире ан пăтраштар, ывăлăм. Эс турра тутарла кĕл тăватăн, эпир вырăсла кĕл тăватпăр. Пирĕн Мекка халь — Мускав. Урăх ман санпа сăмахăм çук, хăван шăпу çинчен ху шутласа пăх, эп сана нимĕн те вĕрентместĕп...
Çакăнпа вара Туканашăн ашшĕпе тӳре-шарасем, хансем, вырăссемпе тутарсем çинчен сăмахласси пĕтрĕ. Вăл ĕнтĕ килте канса пурăнакан çын çеç, хăна çеç пулса тăчĕ. Кăнтăрла вăл Нухратăн виççе кайнă ывăлĕпе выляса йăпанчĕ, каçпа аяк пĕрчисем ыратакан пуличчен вырăн çинче йăваланчĕ. Хăй, ăш вĕçнĕ çын пек, ялан ассăн сывларĕ, çĕрле, çывăрнă хушăра, вырăн çине тăра-тăра ларчĕ.
Кучак мĕн хушса янине пĕр самантлăха та манмарĕ пулин те Туканаш ĕнтĕ тек ашшĕне шĕкĕр хулана илсе каясси çинчен шухăшламарĕ. Хăйне каласа хучĕ: ку пулма пултарайман япала. Ашшĕ Хусана вăл ӳкĕтленипе мар, ханăн чи çывăх карачийĕсем ӳкĕтленипе те каяс çук. Шĕкĕр хулана Туканашăн мĕнле килнĕ, çавăн пекех таврăнмалла пулать. Пĕччен, хăйĕн икĕ тарçипе. Пуçа каçăртса мар, пуçа усса. Таврăнмалла та Кучак умне пырса тăрса каламалла: «Акă эпĕ килтĕм, тытса хупăр мана. Эсĕ хушнă ĕçе тăваймарăм, хазрат Кучак, атте мана итлемерĕ. Хан чиновникĕ пулма тивĕçлĕ мар эпĕ, часрах кремльтен хăваласа ярăр та, пасара суту тума каятăп».
Темшĕн-çке, ăна Кучак хĕрхенессĕн туйăнчĕ. Пултарусăр этем эсĕ, тăван аçуна та çавăраймастăн тесе вăрçса тăкать те ирĕке ярать. Тытса хупмасть, çакса вĕлермест.
Пурăна киле ăнланчĕ: ку вăл айванла шухăш. Хусана таврăнас пулсан ăна хĕрхенсе тăраççĕ-и? Ним иккĕленмелли те çук, Туканаша тӳрех сутăнчăк туса хураççĕ. Чи шанчăксăр çынна айăпланă пек айăплаççĕ ăна унта. Ача вăййи выляс пур Кучак мăрса ывăлне Ту енчи çĕр-шыва кăларса та ямасть.
Çук, çăлăнăç çинчен унăн кунта мар, Хусанта, хан утлă çарĕн пуçлăхĕ хушнă ĕçе йышăниччен шутласа пăхмалла пулнă. Хазрат Кучак, эс мана хам тума пултарайман ĕç хушатăн, эпир аттепе тахçанах çыхăну тытма пăрахнă, эпĕ ĕнтĕ ăна каласа ӳкĕте кĕртес çук, чăн-чăн тăшмансем пек пурăнатпăр унпала тенĕ пулсан хан утлă çарĕн пуçлăхĕ ăна чăваш çĕр-шывне ирĕксĕр хăваласа ямастчĕ те пуль. Кайма килĕшменшĕн çакса вĕлерейместчех вăл. Халĕ унпа тем тесен те урăхла калаçĕç. Тума пултăрайман ĕçпе çыхланса Туканаш ултавçă пулса тăчĕ, урăх никам та мар.
Вăхăт иртнĕçемĕн иртрĕ, мăрса ывăлĕ хăйĕн шăпине çăмăллатма пултаракан нимле сăлтав та шыраса тупăнмарĕ. Тукай курчĕ: ывăлĕ чунтан пăшăрханать. Вутпа çуннă пек çунать ĕнтĕ чĕри мĕскĕнĕн. Анчах вăл пулăшма та пултараймарĕ. Ывăлĕ пĕччен çын пулсан калĕччĕ: тупнă хуйхăрмалли, пурăн аçу килĕнче, мĕн тăватăн çав Крым уланĕпе тейĕччĕ. Хусанта кил-йышĕ пур-çке унăн. Ачи-пăчине, арăмĕсене мĕнле манĕ вăл, вĕсене кам мăшкăлĕ пулма пăрахса хăварĕ?
Тата пăртак пурăнсан тӳсĕмĕ пĕтрĕ Тукайăн.
— Эс кун пек кунĕн-çĕрĕн хуйхăрса ухмаха еретĕн, — терĕ мăрса. — Атя Сăр таврашне манпала. Сарри патне хăнана кĕрсе тухăпăр, кăшт уçăлатăн. Кăмăлу пулсан вырăссемпе те паллаштаратăп сана...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...