Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар


— Пырас-ши вара? — иккĕленсе тăчĕ ывăлĕ.

— Кайрăмăр, кайрăмăр. Çул çинче анкă-минкĕ йăлтах тухать акă. Пуçна ырă шухăшсем пырса кĕреççĕ.

— Кивĕ çула пăрахса çĕнĕ çул шырама каламан та-ха...

— Çĕнĕ çулĕ киввинчен лайăхрах пулсан шырама юрать, — терĕ ашшĕ.

8. Новоград Свияжский

Шигалейĕн çут тĕнчере пурте пур: ялĕ те, чапĕ те, мулĕ те çителĕклĕ унăн. Ăна пĕр япала çеç çитмест — Хусан престолĕ. Çав престола çĕнĕрен алла çавăрса илсен вăл тĕнчере чи телейлĕ этем пулмалла. Телейĕ те юнашарахчĕ ĕнтĕ, темиçе кунтан Шигалей вырăс çарĕпе пĕрле Хусана кĕрсе каймаллаччĕ, анчах аллах ăна хальхинче те хур кăтартма шутларĕ.

Хăйĕн шĕкĕр хулине хан темиçе çĕртен — Казанка хĕрринчен, Атăл енчен, Арск çулĕ çинчен — пыра-пыра пăхрĕ, вăл пурăннă кремль куç умĕнчех ĕнтĕ, ун хапхисем халь-халь яри уçăлса каяссăн туйăнатчĕç, анчах çук, уçăлмарĕç. Шĕкĕр хулана илме каллех темскер çитеймерĕ.

Ак вырăс çарĕ Атăл икĕ енĕпе те каялла чакать. Аслă князь хăйĕн чатăрĕнчен тухман-ха, унта вăл воеводăсемпе калаçать, анчах çарсене Хусан патĕнчен кайма каласа хунă ĕнтĕ. Воеводăсенчен кашни аслă князь ăна мĕн тума хушасса кĕтет — камăн ăçта чакмалла, мĕнле воеводăна пăхăнса тăмалла, вырăна çитсен çарсене мĕн вăхăтчен салатмасăр тытса тăмалла. Вĕсем аслă князь сăмахне итлеççĕ те чатăртан васкавлăн тухса каяççĕ. Шигалей хăйĕн черетне лайăх пĕлет — патша ăна яланах чи юлашкинчен калаçма хăварать. Тем тесен те вăл ахаль воевода мар — патша ывăлĕ, Хусан престолне йышăнмалли çын.

Чатăрта темиçе воевода çеç юлчĕ ĕнтĕ, вĕсене кăларса ярсан Иван Васильевич Шигалейпе калаçма тытăнать. Ку калаçу мĕнпе пĕтессине вăл малтанах туять. Аслă князь вĕçĕмсĕр тулашса, вĕчĕрхенсе тăракан çын евĕр ирĕксĕртен кулса илет те каласа хурать:

— Санăн, Шигалей Шейх Аулиярович, тепре çапăçăва кĕмелле пулать. Хусан княçĕсем эпир вăйсăр тесе ан шутлаччăр, аркат вĕсене тата тепре. Вара вĕсен сехрине хăпартнă хыççăн пире хăваласа çитетĕн!

Ку сăмаха вăл темиçе хут та илтнĕ. Хальхинче те çавнашакалах пулать.

Акă Иван Васильевич, вăрăмскер, кăшт ватăрах сăнлăскер, малалла хыттăн туртăнса ура çине тăчĕ, Петр Семенович Серебряный умне пырса ик аллине те ун хул пуççийĕсем çине хучĕ.

— Санăн ĕçӳ йывăртарах пулать, Петр Семенович, — терĕ аслă князь, — эсĕ тата тепре çапăçса илетĕн. Иван патша хăраса ӳкрĕ, çавăнпа чакать тесе ан шутлаччăр, аркат тутарсене лайăхрах. Çитес çулччен асăнса пурăнччăр. Вара хăвăн çыннусемпе Угличе каятăн. Мĕншĕн кайнине кайран калатăп. Эпир сана Сĕве вăрринче кĕтетпĕр, Петр Семенович...

Ку сăмахсене илтсен Шигалейĕн тачка та пысăк хăлхисем хĕрелсе кайрĕç, хăй вăл, сиксе тăрса тухса кайма хатĕрленнĕ пек, пĕр вырăнта хускалкаласа илчĕ. Ун еннелле пăхман князь вăл çилленнине туймарĕ курăнать, анчах воеводăсем ăна сисмесĕр юлма пултараймарĕç.

Шигалей чăнах та кӳренмеллипех кӳренчĕ. Аслă князь тутарсемпе çапăçма вăл пур çинче Серебряный воеводăна ярать. Мĕн тивĕç пур унăн поход вĕçĕнче ыттисенчен уйрăлса тăма, тепĕр хут çапăçăва кĕрсе ырă ят илме? Воеводăна кун пек ĕç хушас пулсан та Иван Васильевичăн ун пирки малтан Шигалее систерсе хумалла. Шигалей ку вăрçăра ахаль çын мар, аслă княçа пулăшаканĕ, Хусана илнĕ пулсан вăл унпа пĕр танах патша пулса тăратчĕ.

Аслă князь хăйĕн çыннисене тата юлнă пек воеводăсене утсене йĕнерлеме хушрĕ. Шигалее вăл чатăртах тытса юлчĕ.

— Эс кунти вырăнсене лайăх пĕлетĕн-и, Шигалей Шейх Аулиярович? — терĕ вăл ăна хăйпе юнашар лартса.

— Пĕлетĕп пек туйăнать, аслă князь, — хуравларĕ лешĕ сăмах мĕн çинчен пынине чухласа илме тăрăшса. — Мĕн чухлĕ çӳренĕ те эп кунта сан аçупа тата санпа. Хусанта хан пулнă чухне те ку таврара нумай çӳренĕ эпĕ.

— Сĕве вăррине те лайăх пĕлетни, Шигалей Шейх Аулиярович?

— Унта темĕн чухлĕ çапăçнă ĕнтĕ. Вăрçăпа килсен çарсене ку енне ялан çавăнтан каçарнă.

— Çаврака ту тени пур-и вăл таврара?

— Пур, аслă князь. Йĕри-тавра шыв, варринче пĕчĕк утрав, питĕ хитре вырăн. Эп сунара çавăнта çӳреттĕм. Çаврака сăрт синче карăк нумай. Кăвакал тытма та майлă Сĕве вăрринче. Атăл çинчен вĕçсе пынине сыхласа çеç выртатăн. Сана кам каларĕ вăл утрав синчен, аслă князь?

— Утрав-и вăл, вăрманти сăрт-и — пĕлместĕп. Мана ун пирки Костров князь каласа кăтартрĕ. Пĕлетĕн-и мĕн, Шигалей Шейх Аулиярович, темиçе кун ĕнтĕ мана пĕр шухăш канăç памасть. Эпĕ Хусан çывăхĕнче хула туса лартасшăн. Вăрçăпа миçе килтĕмĕр, Хусана илейместпĕр. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен пирĕн ку таврара, Хусан çывăхĕнче, çар бази çук. Эпир туса хунă базăсем, Чулхулари тата Арзамасри базăсем, питĕ аякра. Вĕсенчен çар хатĕрĕ турттарма çав тери чăрмавлă. Пире çарсене кантармалли тата çар хатĕрĕ тытмалли вырăн кирлĕ. Костров князь мана çав базăна Сĕве вăрринчи Çаврака сăрт çинче тума сĕнчĕ. Ĕненме пулать-и тутар княçне, темле чее шухăш тытман-и вăл? Эс мĕнле шутлатăн, Шигалей Шейх Аулиярович?

Шигалей ку сăмахсем хыççăн сăн-питрен те çуталса кайрĕ.

— Лайăх вырăн вăл, Çаврака сăрт! Майлă база пулать пире валли! Шухăшу та лайăх санăн, аслă князь. Хусанпа вăрçă вăрçма чăнах база кирлĕ. Ай-ай, хитре шухăш пырса кĕнĕ сан пуçна! Анчах эпĕ тӳрех калатăп вара, аслă князь, ку хулана тума никама та мар, мана хушатăн. Никама та мар, мана, аслă князь!

Аслă княçа Шигалей вĕриленсе калаçни килĕшрĕ пулмалла, вăл кăмăллăн кулса илчĕ.

— Хăвах ыйтатăн пулсан ма парас мар? — терĕ Иван Васильевич. — Эп ку хулана тăвас ĕçе питĕ пысăк вырăна хуратăп, Шигалей Шейх Аулиярович. Унти пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пыма чи маттур воеводăсене уйăрса лартасшăн.

— Воеводăсем ытларах пар, аслă князь! — çав-çавах хавасланса калаçрĕ Шигалей. — Тутарсенчен хăрамалла ан пултăр. Э-э, ăна тума тытăнсан мĕн тери вĕчĕрхенме пуçлаççĕ вĕсем! Çирĕм çухрăмра хула туса ларт-ха! Ку вăл хĕве, ак çакăнта кĕрсе кайниех пулать, аслă князь. — Шигалей чăтаймасăр кĕрĕк тӳмине вĕçертрĕ те хăрах аллине хĕвне чиксе ячĕ, кăкăрне хыттăн шаккаса кăтартрĕ.

— Тĕрĕс калатăн, çавăн пекех пулать, — килĕшрĕ Иван Васильевич. — Анчах çав хулана пирĕн пĕлсе тумалла, Шигалей пиччем. Ăна тăшман ан тапăнайнă пултăр, тапăнсан та ан илейтĕр. Ку вăл вăйлă тĕреклетнĕ крепость пулмалла.

— Çавăн пек крепость тăватпăр, аслă князь. Курсан тĕлĕнсе кайăн!

— Апла юласах тетĕн вăл хулана тунă çĕре? — ыйтрĕ патша.

— Юлмасăр, аслă князь! Унта хăвармасан эп чунтан кӳренетĕп вара.

— Юрĕ, калаçса татăлнă пек пултăр. Воеводăсене кама-кама хăварнине куртăн пуль?

— Куртăм, аслă князь, куртăм. Маттур çынсене хăварнă, эп юратакан воеводăсене.

Вĕсем калаçса ларнă çĕре патша стремяннойĕ кĕчĕ, кайма лашасем хатĕр пулни çинчен пĕлтерчĕ. Аслă княçпа Шигалей чатăртан тухса учĕсене утланчĕç, стрелецсемпе пищальниксен пысăк ушкăнĕпе пĕрле Атăл хĕрринчи аслă çул çине тухрĕç.

Çул лайăххине кура аслă князь утне юртăпа ячĕ, ун хыççăн тем кăшкăрашса Шигалей хăйĕн тимĕр кăвак утне хăваларĕ. Кăшт юларах воеводăсем мăшăрăн-мăшăрăн пычĕç. Вĕсенчен каярах патша дьякĕсем, стремяннойсем, думнăй дворянсем вĕçтерсе пычĕç.

Сĕве пырĕ тĕлне çитсен аслă князь хăйĕн утне Атăл хĕрринелле пăрчĕ — калаçса татăлнă тăрăх, унта юри тунă чатăрта ăна Семен Микулинский воеводăпа тутар княçĕсем кĕтсе тăмалла. Патша чатăра курчĕ пулин те ун патне пымарĕ, утне хытă хăваласа сăртлă вырăна хăпарса кайрĕ. Хăпарса çитсен лаши çинчен анчĕ те пуçĕнчи шлемне хыврĕ, ăна хăйĕн патне чупса пынă стремяннойне тыттарчĕ. Аялта тăракан çынсене сасă пачĕ:

— Эх-эй! Кунта килĕп. Семен Иваныч! Сăртран лайăхрах курăнать, — терĕ. Сасси çирĕп иккен патшан — йăлăм вăрманĕнче таçта çити ахрăм янăраса кайрĕ.

Унччен иккĕленсе кĕтсе тăнă воеводăсем пурте сăрта пуçтарăнчĕç. Тутар княçĕсем çеç чатăр умĕнчен хăпмарĕç — хăйсене ятарласа чĕнмесĕр вĕсем аслă князь патне çывхарма хăймарĕç-ха. Аслă князь вĕсене маннă пек пулчĕ, çил çинче çара пусăнах тăрса, аллисемпе самай вăйлăн хăлаçланса воеводăсемпе калаçрĕ.

— Çавăнта, сылтăм енче, Сĕве Атăла кĕнĕ çĕрте, христиансен хули пулмалла, — терĕ вăл «христиансен» сăмаха уйрăммăнах палăртса. — Çак хулана лартса эпир турă хушнă ĕçе тăватпăр. Манăн воеводăсем — Даниил Юрьев, Иван Хаваров, Михайло Воротынский, Семен Микулинский, Петр Шуйский, Петр Серебряный, Григорий Булгаков, Иван Шереметев тата Хусан ханĕ Шигалей Шейх Аулиярович, çак чыслă ĕçе сире шанса паратăп. Сире пур ĕçре те пулăшаканĕ, ĕçе мĕнле тумаллине кăтартса пыраканĕ государь дьякĕ Иван Выродков розмысел пулать. Хисеплĕ Иван Григорьевич! — патша куçпа дьяка шырарĕ, ăна тупса хăй патнерех пыма хушрĕ. — Эпĕ сана хăвна та, сан ăсталăхна та пĕлетĕп. Басурмансене хур тумаллах вĕсен шĕкĕр хулинчен инçе мар тĕреклетнĕ хула туса ларт. Сана эпĕ çапла хушатăп: Семен Микулинский, Петр Серебряный, Даниил Юрьев, Иван Хабаров воеводăсемпе пĕрле эсĕ паян-ыранах Угличе каятăн. Унта çĕнĕ хула пĕренисене касса хатĕрлесе шывпа анаталла антаратăр. Ытти воеводăсем Сĕве вăррине ку тавралăха сыхлама юлаççĕ. Григорий Булгаков воевода! Петр Шуйский воевода! Сире эпĕ Ту енчи çĕр-шывра тăракан çарсен пуçлăхĕ туса хуратăп. Эсир ку таврана Ту енчен сыхланисĕр пуçне тепĕр ĕç тăватăр — çĕнĕ хула тунă сĕрте ĕçлеме Ту енчи çĕр-шывран халăх тăрататăр...

Воеводăсемпе тата Шигалейпе калаçса пĕтерсен Иван Васильевич хăйне валли малтанах туса лартнă чатăра кĕчĕ. Часах вăл хушнипе унта тутар княçĕсене чĕнтерчĕç.

Походра пулсан та аслă князь валли чатăрта трон евĕрлĕ хыçлă тенкел хатĕрленĕ иккен, — патша тӳрех çавăнта вырнаçрĕ, тутарсем ун умне палас çине урисене хуçлатса ларчĕç.

— Мĕнле май килнĕ, çавăн пек ларса тухăр, — терĕ Иван Васильевич походра вăл килти пек питех çирĕп йĕрке тума шутламаннине систернĕ евĕр. — Мускава каяс умĕн тепре сăмахлам сирĕнпе. — Çаксене вăл пĕр такăнмасăр тутарла каласа хучĕ, малалла вара йăлтах вырăсла калаçрĕ, вĕсен калаçăвне çамрăк та хитре дьяк куçарса пычĕ. — Сирĕн шухăшăр килĕшрĕ мана, Костровпа Чапкун княçсем, хулана Çаврака сăрт çинче тăвас терĕмĕр.

— Аслă князь, эпир сана канашпа та, ĕçпе те пулăшма хатĕр, — сăмах хушрĕ Чапкун.

— Ырă сăмахшăн рехмет сана, Чапкун князь. Пытарса тăмастăп, сирĕн пулăшу ӳлĕмрен те кирлĕ пулать пире. Эпир боярсен думинче çапла йышăнтăмăр: Хусана хирĕç пыракан кĕрешĕве вăйлатас терĕмĕр. Хусан ханĕн ултавне, ун майлă тăракан княçсен ултавне тек тӳссе пурăнма май çук. Иртнĕ çул Хусан княçĕсем, мăрсисемпе уланĕсем хан ячĕпе хĕл каçиччен ултавлă çырусем çӳретрĕç. Вăл çырусене пире йăпатас тесе, вăхăта тăсас тесе çеç çырнине эпир пĕлетпĕр. Эсир Мускав тусĕсем пулнине асра тытса эп сире çапла калама пултаратăп: Хусан кун-çулне татса паракан самант çывхарса килет. Ултавпа суя çинче, чеелĕхпе икĕ питленни çинче тытăнса тăракан ханлăх турă пулăшнипе çитес вăхăтрах пăчланса лармалла.

— Пăчланмалла вăл! Пăчланмалла! — терĕç пĕр харăс Хусан княçĕсем.

— Халь эпĕ сире итлетĕп, — терĕ Иван Васильевич княçсем тӳсĕмсĕррĕн ларнине сиссе.

— Итле, аслă князь, пирĕн сăмаха, пирĕн каламалли питĕ нумай, — терĕ Чапкун. Ыттисем шарламаннине кура вăл хăех сăмаха малалла тăсрĕ. — Хусанта ĕçсем çав тери начар, аслă князь. Унта пурнăç йăлтах пăтрашăнса кайрĕ. Шĕкĕр хулара та, Арскра та халăх пăлханать.

— Мĕншĕн, мĕн тесе пăлханать? — ыйтрĕ Иван Васильевич тăлмач куçарса пĕтеричченех.

— Йĕрке çук, çавăнпа пăлханаççĕ.

— Мĕншĕн йĕрке çук сан шутупа?

— Сююнбикепе Кучак ханлăха иккĕшех тытса тăрасшăн. Ун пек тытса тăма вăй çитмест хăйсен. Пире нимле ĕçе те хутшăнтармаççĕ, çавăнпа йĕрке çук. Тата Хусанти ĕçсене Крым питĕ пăтратать. Крым княçĕсем хан пулма Булюка илсе килесшĕн. Сююнбике хам вилмесĕр Булюка хан тутарттармастăп тесе калать тет.

— Булюкĕ килесшĕн-и вара?

— Вăл Крымра Сахиб-Гирейпе вăрçса кайнă. Хан Булюка тытса хупнă тет, мĕншĕн тесен лешĕ ăна ӳсĕрпе пăвма пуçланă.

— Гирейсем çапăçни пирĕншĕн усăллă, — терĕ аслă князь.

— Усăллă та-ха, йĕрке çук шĕкĕр хулара. Халăх пăлханать, эпир хамăр та хăратпăр...

— Халăха чарас пулать, княçсем. Чармасан вăл сурăх кĕтĕвĕ пекех. Тăватă çул каялла Мускавра та смердсем çав тери иртĕхсе кайнăччĕ. Эпир лăплантартăмăр. Эсир вĕсемшĕн хăва хулли хĕрхенетĕр пулĕ-ха?

— Хĕрхенмен. Çавах пăлханаççĕ. Арскинче кшилярсем Кучака кăштах тытса çурман.

— Хусана илсен смердсене те лăплантаратпăр ак. Пирĕн хурăн хулли те, хăва хулли те нумай, Атăл тăрăх сулă тусах илсе анма пултаратпăр, — терĕ аслă князь.

Унтан вăл тутарсенчен Кучак пирки тĕплĕрех ыйтса пĕлчĕ.

— Кучак хăйне кура маттур улан вăл, — ăнлантарчĕ Костров князь, — вăл тăрăшман пулсан пирĕн ханлăх ку таранччен аркансах каймалла. Анчах кăмăлтан хивре-çке питĕ, Сафа-Гирей пекех...

— Куштан, куштан, — сăмах хушрĕ Бурнаш ывăлĕ.

— Мĕнле вара эсир ăна Крыма хăваласа яраймастăр? Питĕ вăйлă-и вăл, эсир пурте хăратăр-и унран? — кулма пăхрĕ аслă князь.

— Ун аллинче хан утлă çарĕ, çавăнпа вăйлă вăл. Утлă çарти юзвашисем пурте тенĕ пекех Крым çыннисем, ăна итлеççĕ.

— Апла, вăрçăпа килсен пирĕн каллех Кучакпа çапăçмалла пулать-и-ха?

— Çавăнпа, урăх кампа пултăр? Хусан ханлăхĕнче ĕнтĕ пĕр чаплă çын çеç юлчĕ — Кучак. Хан амăшне вĕрентекекенни — вăл, çар пуçлăхĕ — вăл. Урăххисем халь ним вырăнĕнче те мар.

— Пĕтĕм шанчăк санра халь пирĕн, аслă князь, — терĕ Чапкун. — Хусанта эс лартнă хан пулсан кăна эпир çын шутне кĕретпĕр. Унччен пирĕн йытă пурнăçĕпе пурăнас пулать.

— Эсир ман пата службăна куçăр, — сĕнчĕ Иван Васильевич. — Хусана иличчен çар службинче вырăс çарĕнче тăрăр. Сирĕн нумай княçсем çавăн пек пурăнаççĕ.

— Эпир ун çинчен те шутланă, — терĕ Костров князь. — Анчах пирĕн кил-йыш Хусанта-çке. Пĕччен пуçпа Мускава тухса каяс килмест. Пирĕн пурин те ачасем йышлă.

Бурнаш ывăлĕ вырăс патшинчен урăххи çинчен ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ.

— Аслă князь, — терĕ вăл, — эпир хамăр енчен Сĕве вăрринче хула тунă çĕрте пурăнма кăмăлланă пулăттăмăр. Ху пĕлетĕн, Хусана кайма çук халь пирĕн. Е эс пире Ту енчи çĕр-шывра ялсем пар, эпир вара сана унта кĕтетпĕр, е çĕнĕ хула тунă çĕрте воеводăсем патĕнче службăра тăмалла ту.

Ку ыйту аслă княçшăн кĕтмен япала пулчĕ курăнать, вăл пĕр авăк шухăша кайса ларчĕ. Çавăнтах княçсем çине улталасшăн мар-и эсир мана тенĕ пек пăхса илсе çирĕппĕн каласа хучĕ:

— Манăн, государĕн, сăмах çакăн пек: эсир çĕнĕ хула тунă çĕрти воеводăсем патĕнче юлатăр. Май пулсан ачăрсемпе арăмăрсене те илсе килĕр. Эп каласа хунă, çĕнĕ хулара пирĕн енне каçнă княçсемпе мăрсасем валли ятнех çуртсем пулаççĕ.

— Эй, лайăх та ун пек! — терĕ Чапкун хавасланса. — Хусан çывăхĕнче эпир сана ытларах усă кӳме пултаратпăр, аслă князь. Хамăр çынсем урлă темĕн те тума пулать.

— Кучака воеводăсен аллине тытса паратпăр!

— Хусана çакăнтан йĕкĕлтесех тăратпăр!

— Лайăх пулать çывăхра, лайăх!

Хĕпĕртесе ӳкнĕ княçсем кăшкăрашнине аслă князь ним чĕнмесĕр итлерĕ. Вăл ăшра: «Кучакпа вăрçса кайса вăхăтлăха тарса килнĕ княçсене çĕнĕ хула тунă çĕрте хăварса тĕрĕс тăватăп-и эпĕ?» — тесе шутласа илчĕ пулмалла. Сăнĕнчен пăхсан унăн иккĕленĕвĕ нумая пымарĕ. Иван Васильевич малалла туртăнса ура çине тăчĕ, чатăрти дьяксенчен пĕрне Воротынский воеводăна чĕнсе кĕртме хушрĕ.

■ Страницăсем: 1... 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 13 ... 23