Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Çук, Тукай мăрса, — хирĕçлерĕ сотник. — Сан патна вăл вырăс çĕрĕнчен тарса пынă. Апла пулсан ун хуçи эсĕ мар, мĕнле те пулин князь е служилăй çын. Лере çитсен эпир ăна тĕпчесе пĕлетпĕр.
— Акă мĕн, сотник, эс ман тимĕрçе ниçта та илсе каяймастăн, — татăклăн каласа хучĕ мăрса. — Вăл ман çын, ӳлĕмрен те ман патăмрах пулать.
— Халлĕхе сан çынну ман алăра, — парăнма шутламарĕ сотник. — Эп памасан манпа çапăçас тетне?
— Чалăма кайса Шереметев воеводăпа пĕлтеретĕп.
— Шереметев вырăс çыннине сана парса хăварăс çук-ха вăл.
— Воевода та итлемесен аслă княçа пĕлтеретĕп.
— Аслă княçа хăсан та пулсан тĕлĕкре курнă-и эсĕ, Тукай мăрса? — кулма пăхрĕ сотник.
— Тĕлĕкре мар, эпĕ икĕ хутчен ун патĕнче кремльте пулнă, сотник. Ак çак хĕç манăн аслă князь панăскер. — Çапла каласа Тукай хăйĕн хĕçне кăшт малалла шутарчĕ, ăна вĕçертме тăчĕ.
— Кăтарт-ха, кăтарт-ха, Тукай мăрса, — сасартăк хыпăнса ӳкрĕ сотник. — Аслă князь панă хĕçех-и вăл сан?
— Акă кур, — терĕ мăрса хĕçе вĕçертмесĕрех ун умне пырса тăрса.
Сотник хĕçе алла илсе хыпашла-хыпашла тĕрĕслерĕ.
— Аслă князь патĕнче те пулнă эсĕ. Пĕлмен, пĕлмен, — хăй тĕллĕн калаçнă пек мăкăртатрĕ сотник. — Каçар апла, Тукай мăрса. Никама та ан шарла кун çинчен.
— Юрĕ-çке, — терĕ Тукай. — Пĕр тарçăшăнах вăрçмăпăр санпа. Эсĕ ăна часрах витерен кăларма хуш, пирĕн киле кайма та вăхăт ĕнтĕ. Тăлмач вырăнне çын тупатăр кунта.
— Тупатпăр, тупатпăр, Тукай мăрса. Халех кăларма калăп сан тимĕрçӳне.
Северьян хăй витерен хăтăлса тухнипе çырлахмарĕ-ха, вăл унти ытти çынсене те тыткăнран хăтарасшăн пулчĕ.
— Витере чăвашсемпе çармăссем йышлăн лараççĕ, Тукай мăрса, — терĕ вăл мăрсапа ун тарçисем патне чупса çитнĕ-çитмен.
— Мĕнле чăвашсем? Мĕнле çармăссем? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Тукай.
— Тыткăна лекнĕскерсем ара. Вĕсене вырăссем салука хурса илсе каяççĕ.
— Салука хурса илсе каяççĕ тетĕн? Ман çынсем мар пулĕ те?
— Çук, аякри чăвашсем. Çармăссем те пур унта. Пур пĕр парса ямалла мар, Тукай мăрса. Сана кĕтеççĕ вĕсем. Вăл килсен хăтарать те-ха пире теççĕ.
— Эпĕ вĕсемшĕн ашшĕ-им? — терĕ Тукай чăртмахланса. — Хуçи пур, килсе хăтартăр.
— Ун пек хытă чунлă ан пул, Тукай мăрса, — йăлăнмаллипех йăлăнчĕ тимĕрçĕ. — Саншăн сотнике кĕрсе каласси ним те мар-çке ĕнтĕ.
Мăрса пĕрре Северьян çине, тепре хăйсен лашисемпе айкашакан тарçисем сине пăхса илчĕ.
— Сирĕншĕн çемçе чунлă пулса пĕтереймĕн, — терĕ вăл. — Хăвăр эсир пире хĕрхенместĕр. Пĕррехинче эпĕ вăрманта хам тарçăсен аллине çаклантăм та аран хăтăлса тухрăм. «Вĕлерес! Ярас мар мăрсасене Мускава!» — тесе кăшкăраççĕ. Ак халь вырăссен аллинче вĕсем. Кайса çӳреччĕр, йӳççипе тутлине тутанса пăхчăр.
— Хăтар, Тукай мăрса. Никам сăмахне итлемесен те сан сăмахна итлеççĕ сотниксем.
— Хăтармастăп! Сана кăларттартăм, çитет. Вĕсемшĕн ура та ярса пусмастăп.
Мăрса Северьянпа тек калаçса та тăмарĕ, утне утланчĕ те ыттисене кĕтмесĕр-тумасăр вăрман çулĕпе юрттарчĕ.
Çавал вăрринчен тухса чылай кайсан ăна хăйĕнпе тавлашнă сотник çынни хăваласа çитрĕ.
— Сана Шупашкарта аслă воевода стряпчийĕ Даниил Адашев кĕтет, Тукай мăрса, — терĕ вăл юртăпа килнĕ çĕртен лашине тап! çеç чарса тăратса.
— Даниил Адашев тетĕн? — ыйтрĕ Тукай, пĕлместĕп эпĕ ун пек çынна тенĕ евĕр, мăн кăмăллăн пăхкаласа. — Эсĕ Алексей Адашев тесшĕн мар-и, ырă çыннăм?
— Çук, Даниил Адашев, аслă воеводăн — Иван Васильевич Шереметевăн стряпчийĕ, — татса-татса каларĕ сотник çынни. — Хамăн пуçлăха мĕн тес манăн, Тукай мăрса кайма пулчĕ тес-и?
— Кайрĕ те.
— Юрĕ, Тукай мăрса. — Сотник çынни лашине çавăрчĕ те каялла вĕçтерчĕ.
Тукай хăйĕн тĕкĕрçисемпе ялпа çаврăнса Çавал урлă каçрĕ те Шупашкар çулĕ çине тухрĕ. «Даниил Адашев, — шухăшларĕ вăл хăй тĕллĕн. — Алексей Адашевăн шăллĕ-ши ĕнтĕ ку? Шăллĕ пулсан каллех хăна тума лекет, парнесем пама лекет. Фу, пурнăç пуçланчĕ манăн! Воевода çине воевода, пуçлăх çине пуçлăх килет Ту енчи çĕр-шыва. Пурте Тукая ыйтаççĕ. Ĕнтĕ манăн ялан пĕр воевода патĕнчен теприн патне çеç çӳремелле-и? Ахаль те миçемĕш уйăх Чалăмран Шупашкара, Шупашкартан Çавал вăррине, унтан çав çулпах каялла куматăп. Киле кĕрсе тухма та вăхăт тупмалла мар. Ак тепĕр пуçлăх тупăнчĕ — Даниил Адашев. Пиччĕшĕнчен илсе шутласан пысăк çын пулма тивĕç ĕнтĕ вăл. Шереметев стряпчийĕ терĕ?» Кама калатчĕç-ха вырăссем стряпчий тесе?»
Северьянтан ыйтасшăнччĕ, ыйтмарĕ. Тарçăпа çавăн пек япаласем çинчен калаçсан мĕнле пулать вара? Тата пĕлмест те пулĕ вĕренменскер.
— Итле-ха, тимĕрçĕ, — терĕ вăл лашине кăшт чарса. — Сана Шупашкара илсе каяс мар пуль манăн. Кив хула вырăнĕнчи пек, те тытса хупасси пур унта...
— Хăвăн кăмăлу, Тукай мăрса, — терĕ Северьян.
— Ман кăмăл çавăн пек — тăваттăн киле кайăр, тăваттăн манпа пĕрле пыратăр. — Вăл хăйпе кам-кам пырассине каларĕ те урхамахне малалла уттарчĕ. Чунне тунсăх пусасран тутарла юрă пуçласа ячĕ:
Чупрăм тухрăм урама, —
Килнĕ улма сутакан.
Хĕрлĕ улма хĕр аллинче,
Хĕрĕ йĕкĕт аллинче...
— Хăй чăваш, — терĕ хыçалта пыракансенчен пĕри, — юрри — тутарăн, каясса вырăссем патне каять...
— Ан тиркеш эсĕ. Вырăссем патне кайни Хусан патши патне йăрккани мар-ха вăл, — хăтăрса тăкнă пек каларĕ тепри. — Куран, ялсем çунма пăрахрĕç. Сана тата мĕн кирлĕ?
— Нумайлăха-ши вара ку, ялсем çунманни?
— Ăна пĕлместĕп ĕнтĕ.
...Даниил Федорович Адашев, пиччĕшĕ пекех, хитре те çав тери кăмăллă çын иккен. Хăй каланă тăрăх, вĕл кунта Шереметев воевода хушнипе кăна килнĕ, анчах калаçнă чух туйрĕç мăрсасем: ăна Ту енчи çĕр-шыва аслă князь хăй кăларса янă.
— Мана çакна пĕлсе килме каларĕç, — пуçларĕ вăл мăрсасемпе паллашнă-паллашман. — Тутарсем киле-киле тапăнмаççĕ-и Ту енчи çĕр-шыва? Мускава пырса кайнă, аслă княçа тӳрĕ кăмăлпа пăхăнса тăма пулнă мăрсасем сутăнса хан майлă çаврăнса ӳкмен-и? Тутарсем сиртен ясак пуçтармаççĕ-и? Ту енчи халăх вырăссене мĕнле йышăнать?
— Нумай япала пĕлме хушнă сана, хаклă Адашев, — терĕ Тукай. — Нумай пĕлме хушнă. Çапах та эпир сана каласа парăпăр. Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парăпăр. Ăçтан пуçлатпăр шăрттанне (шăрттан — вăл пирĕн юратнă çимĕç), пуçĕнчен-и, кутĕнчен-и?
— Таçтан пуçласан та çисе ямалла, — кулса тавăрчĕ Адашев.
Çак шӳтлерех пуçланнă калаçу нумая тăсăлчĕ. Даниил Адашев кирек мĕн çинчен те çиелтен ыйтса пĕлнипе лăпланакан çын мар иккен, вăл ĕçе яланах вĕçне çитерме юратать. Унăн пурин пирки те тĕплĕ пĕлмелле, мĕн тусан мĕн пулса тухассине витĕр курса тăмалла. Сильвестрпа Алексей Адашев пекех, çивчĕ çын, хастар çын пулмалла воевода стряпчийĕ.
Калас пеккине каласа ăнлантарсан Тукайпа Акпарс унран пиччĕшĕ çинчен ыйтма та вăтанса тăмарĕç (туйтăр, ăçти çук мăрсасем лармаççĕ ун умĕнче, аслă княçпа ун çывăх çыннисем патĕнче пулнă мăрсасем лараççĕ).
— Пичче çав ĕçпех ĕçлет-ха, — кăшт мухтанса сăмахларĕ Адашев. — Вăл патша казначейĕ вырăнĕнче шутланать — патшан укçа-тенкĕ ĕçĕсене, çав вăхăтрах ют çĕр-шыв ĕçĕсене туса пырать. Икĕ çул каялла, аслă князь авлансан Алексее çĕнĕ мăшăр валли вырăн сарма хушнăччĕ.
— Апла патша пит юратать ăна, шанать сан пиччӳне, — терĕ Тукай. — Шанман çынна çавăн пек ĕç хушаççĕ-и? Эпир Мускава пынă чухнех питĕ хисепреччĕ вăл. Аслă князь Сильвестрпа Адашева кăна итлет тетчĕç.
— Тăрăшатпăр вăй çитнĕ таран. Пиччене пула ĕнтĕ эп те çын шутне кĕре пуçларăм ак, — те кулса, те чăнласа каларĕ Адашев. — Анчах хăратăп-ха, Ту енчи çĕр-шывпа чиперех пулса пĕтĕ-ши пирĕн ĕç? Эс мĕнле шутлатăн, Тукай мăрса?
— Ман шутпа, пурте йĕркеллĕ пырать пек туйăнать. Тутарсенчен тасалса пĕтрĕмĕр темелле ĕнтĕ. Хан утлă çарĕ тесен, вăл та пулин килеймест пирĕн енне. Халăх вырăссене пур сĕрте те çăкăр-тăварпа кĕтсе илет. Ара, паçăрах каларăм-çке сана, мĕн тепĕр хут калаттаратăн эсĕ ун çинчен?
— Сăмах шанчăклăрах пултăр тетĕп, çавăнпа, — терĕ Адашев.
— Ахаль те шанчăклă ман сăмах: тутарсене те, нухайсене те хамăр пата тек кĕртместпĕр. Анчах Ту енчи çĕр-шыва Сĕве патне çитичченех тасатас тесен çар ытларах кирлĕ. Çавна кала аслă княçа: тата темиçе воевода ятăр.
Адашев мăрсасен сăмахне аслă князь патне çитерме пулчĕ. Юлашкинчен мăрсасене савăнтарса хăварчĕ: аслă воевода Иван Шереметев илнĕ хыпарсем тăрăх, темиçе воевода вĕсем патне килме тухнă та ĕнтĕ. Семен Микулинский, Иван Палецкий, Михаил Воротынскипе Владимир Воротынский княçсем Касимов урлă Ту енчи çĕр-шывалла çул тытаççĕ.
...Северьян Кив хула çуммипе иртнĕ хушăра çав-çавах Тукай мăрсана вăрçрĕ: пулать те кутăн этем — май пур çĕртен пулăшмарĕ витере ларакан чăвашсемпе çармăссене. Тарçăсем умĕнче хăйĕн мăн кăмăллăхне кăтартасшăн пулчĕ. Мĕнле пăрахса хăвармалла ĕнтĕ халь Северьянăн çав айăпсăрах тыткăна лекнĕ çынсене? Темле те шутласа пăхрĕ тимĕрçĕ — çăлма май çук. Юлташĕсем вăл мĕншĕн пăшăрханнине туйрĕç пулин те нимпе те пулăшаймарĕç ăна. Çапах та пĕри сĕнсе пăхрĕ.
— Ун пек ĕçре ваттисем пултараççĕ пирĕн, Северьян, çавсене каласа хăвармалла.
— Атьăр, кĕрсе калатпăр.
Атăл хĕрринчи пĕрремĕш ялтах вĕсем элпуç патне кĕчĕç, ăна хăйсем мĕн курнине каласа пачĕç.
— Эпир ун çинчен илтнĕ те-ха, анчах ним тума та пĕлмерĕмĕр, — терĕ элпуç. — Çыннисем пирĕн ялтах выртса-тăрса пурăнчĕç-ха вĕсем.
— Пысăк йышпа пуçтарăнса каймалла сотник патне, — ăс пачĕç Тукай тарçисем. — Ваттисен ячĕпе каламалла. Пире тутарсенчен хӳтĕлеме килтĕр пулсан ма ун пек хăтланатăр темелле.
— Хăратса пăхас — хăрас çук вĕсем пиртен...
— Малтан ыррăн ыйтас пулать, элпуç. Нимпе те ӳкĕте кĕмесен вайпут патне каяссипе те хăратма пулать.
Юлан утсем тăнине кура элпуç пӳрчĕ умне халăх пуçтарăнчĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, элпуçпе Северьян çынсене Кив хула вырăнне ертсе кайрĕç.
— Эп калаçмастăп, манăн халь вĕсене курăнма юрамасть, — терĕ Северьян каялла Çавал вăррине çитсен. — Эс ху пупле сотникпе, элпуç, е ваттисене кĕртсе яр. Харкашмасăр, лăпкăн, ĕнентермелле калаçчăр.
Юлан утпа тата çуран кĕшĕлтетсе пынă халăха хуралçăсем картишне кĕртмерĕç. Хапха умне çамрăках мар воин — хурал пуçлăхĕ тухрĕ.
— Камсем эсир? Мĕн кирлĕ сире? — терĕ вăл, çапăçма хатĕрленнĕ пек, йывăр хĕççине хăй умнелле çĕр çине лартса.
Вырăсла пĕлекен ват çын ăна хăйсем сотникпе калаçасшăн пулни çинчен пĕлтерчĕ.
— Пирĕн патăрти çынсем пирки-и эсир?
— Çавсем пирки!
— Сотник тухмасть, — терĕ хурал пуçлăхĕ, — вăл канма выртнă.
— Вăрат. Эпир кĕтетпĕр!
— Юрамасть. Каярахпа тепре килетĕр.
— Çук ĕнтĕ, пĕр килнĕ япала каймастпăр, — воин суйнине кура çине тăчĕ ват çын.
Хурал пуçлăхĕ ку халăхран ахаль хăтăлма май çуккине сисрĕ пулмалла, пĕр сăмах чĕнмесĕр хапхаран кĕрсе кайрĕ. Кĕчĕ те пачах çухалчĕ. Çынсем вăл юри тухмасть пулĕ тесе пăлханма та тапратнăччĕ ĕнтĕ, çав вăхăтра хапха яри уçăлчĕ те, унтан темĕн чухлĕ çын кĕпĕрленсе тухрĕ.
— Эсир çаксене илме килнĕччĕ-и, ваттисем? — терĕ хурал пуçлăхĕпе пĕрле вĕсем хыççăн килекен сотник. — Ак, йышăнăр хăвăр çыннăрсене.
— Тавах сана, ырă сотник!
— Хурал пуçлăхĕ, сана та тем пек спаççипă! — пуç тайрĕç ватăсем.
— Юрĕ, чипер кайăр, — терĕ сотник. Хăйĕнпе юнашар тăракан хурал пуçлăхне вăл шăппăнтарах çапла каларĕ: — Тек салука илме юрамасть пулĕ вĕсене, тăванăм. Тутарсем мар-çке-ха, хамăр майлă халăх.
— Туслă халăх — хуравларĕ лешĕ. — Пĕр-пĕрне хӳтĕлеме пĕлеççĕ вĕсем. Кур-ха, мĕнле илсе кайрĕç хăйсен тăванĕсене...
«Салукран» хăтăлнă чăвашсемпе çармăссем хăйсене çăлнă ял çыннисемпе пĕрле Çавал сăрчĕ тăрăх çур çухрăма яхăн кайрĕç те çул юппине çитсен чарăнса тăчĕç.
— Ĕнтĕ эпир тек кĕрсе тăмастпăр яла, килелле каятпăр, — терĕ вĕсенчен пĕри. — Çăлнăшăн кĕр мăнтăрĕпе татăлăпăр унта, сăра тусан...
— Вăл тем мар-çке, ун çинчен калаçма кирлĕ мар, — терĕ элпуç.
Çавăнтах тин хăтăлса тухнисенчен пĕри Тукай мăрсана аса илчĕ.
— Пурне те тав турăмăр, Тукай мăрсана тав тума манса кайрăмăр, — терĕ вăл.
— Темскер, эп курмарăм та ăна. Пӳртрех ларса юлчĕ пулмалла вăл.
— Сире ак çак мăрса хăтарчĕ, çавна тав тăвăр, — Северьян çине кăтартса каларĕ элпуç.
— Ку витере пирĕнпе пĕрле ларнă вырăс пулчĕ пуль вăл?
— Çавă. Тукай тарçи.
— Вăл пултараканскер. Ку тарçă мĕнле маттуррине ĕнерех куртăмăр ĕнтĕ эпир.
4. Урачко казакĕсем
Сăмах вăл тин пуснă така ашĕ мар çав, унтан шашлык пĕçереймĕн. Ак кăшт типĕтсе хурас та, казаксем çăкăр вырăнне çиччĕр. Атаман, ватăла пĕлмен Урачко казак, типĕтнĕ аша юратаканччĕ-ха. Ыттисем те апат тиркекен çынсем мар ушкăнта.
Типĕтнĕ какай пĕр купа выртать ĕнтĕ, анчах казаксем курăнмаççĕ-ха. Таçта аякка, нухай енне е Атăл патне ертсе кайрĕ пулмалла вĕсене атаман, Крым çулне çеç сыхласан халиччен таврăнмалла пек.
— Сан куç çивчĕ пулакан, Безбородько, — тет хуран хуçи ыйхăласа ларакан юлташне. — Лайăхрах пăх-ха хирелле, тусан мăкăрланни курăнмасть-и унта.
— Çумăр хыççăн мĕн тусан мăкăрлантăр? — кăмăлсăррăн тавăрать ăна юлташĕ.
— Урачко çӳренĕ çĕрте çумăр хыççăн та тусан пулать. Пĕлместĕн-и вара эс çавна?
Хуран хуçи тек кĕтсе лараймасть, инçетре те мар çӳрекен лашине сиксе утланать те сиккипе çеçен хирелле вĕçтерет. Пĕр тип çырма урлă каçсан сăртра чарăнса тăрать: чылай аякра чăнах та тусан мăкăрланнă пек туйăнать. Унтан темиçе юлан ут курăнса каять.
— Эй, хăвăртрах, ачсем! Апат сивĕнет! — кăшкăрать вăл мĕн вăй çитнĕ таран. Хăйне никам та илтес çуккине казак пĕлет, çапах та унăн тата та кăшкăрас килет.
Часах малтанхи юлан утсем унпа танлашаççĕ. Вăл çав-çавах тăрать-ха, — ăна атаман кирлĕ. Ак хайхи çӳллĕ курăк хушшинче атаманăн хĕрлĕ тăрăллă çĕлĕкĕ мăкăльтетме пуçлать, казак хăйĕн утне каялла çавăрать.
— Санăн пăтă нумай-и паян, чаплăран та чаплă кашевар? — тет казаксенчен пĕри лашине унпа юнашар уттарма тăрăшса.
— Мĕн, пит касăлса çитрĕн-им уйра çил хăваласа? — тет хуран хуçи.
— Хăнасем пулаççĕ сан патăнта, çавăнпа калатăп.
— Мĕнле хăнасем тата?
— Куратăн ак. Çил хăваламан çав эпир паян, чаплă кайăксене йĕрленĕ.
— Йышлăн-и вĕсем?
— Чылайăн. Тепĕр хуран пĕçермелле ан пултăрччĕ сан.
— Çитет, ан хăра, — тет хуран хуçи. — Çитмесен сан пайна паратпăр.
— Эп хам икĕ çыншăн авăн çапма юрататăп.
— Пĕррелĕхе эпир мĕнле авăн çапнине пăхса ларатăн.
— Çук, атаман мана паян хăйĕн тирĕкĕнчи пăтта çитерет. Эп ăна чи хаклă кайăкне тытса патăм.
Хуран хуçи сăхăм пĕçернине пĕлсен атаман хăй те кулса ямасăр чăтаймарĕ.
— Пирĕн Петро хăçан мĕн пĕçермеллине чухлать вăл. Паян чунĕ сиснĕ пулĕ унăн: тутарсем валли шăп та шай сăхăм пĕçерсе хатĕрленĕ!
Каярах юлнă казаксем йĕнерсем çинчен аллисене хыçалалла туртса çыхнă темиçе аскера антарчĕç. Пĕр тутарне, ыттисенчен чаплăрах тумланнăскерне, атамана хирĕç илсе пырса лартрĕç.
— Ну, халь санпа тĕплĕрех паллашма та пулать, — терĕ атаман. — Эп Урачко пулатăп, çак казаксен ашшĕ. Эсĕ кам пулатăн? Халь калатни ĕнтĕ?
— Калатăп, — тавăрчĕ тутар. — Эп Крым княçĕ Чауш пулатăп. Киле кайма тухнăччĕ. Кусем мана ăсатма пыраççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...