Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
Паян Сююнбике утлă çар пуçлăхне пĕрремĕш парне пачĕ — ăна дамаск хурçинчен тунă панцирь тăхăнтарчĕ. Ку панцире Сулейман Сафа-Гирей валли ярса панăччĕ, анчах вăл ăна пĕрре те тăхăнаймарĕ.
— Аллах хӳтĕлетĕр сана гяурсенчен, çак панцирь пирĕшти пек сыхлатăр, — терĕ регентша хурçă кĕпене хăех тӳмелесе ярса.
Каçсерен Сююнбикен хурлăхлă самантсем те сахал мар пулчĕç. Хăйĕн çыннисем, чуху пĕлтерсе тăракансем, ăна ырринчен ытларах усаллине систерсе тăчĕç, çав сăмахсенчен хăшĕсем ун чĕрине йĕппе чикнĕ пекех ыраттарчĕç. Чи усал элек унăн шанчăклă çынни — Кучак пирки пулчĕ. Княçсемпе мăрсасем хушшинче тахăшĕ сăмах сарма ĕлкĕрнĕ те иккен — вĕсене, Кучакпа иккĕшне, савнисем туса хунă. Ку хыпара илтсен Сююнбике куçĕнчен куççуль юхса анчĕ — ытла та кӳренмелле калаçаççĕ вăрăм чĕлхесем вĕсем пирки. Сююнбике Кучака хисеплет, анчах нихçан та пӳлĕме те кĕрсе курман-çке хан утлă çарĕн пуçлăхĕ ун патне. Халь мĕн тумалла ĕнтĕ, çынсем калаçаççĕ тесе Кучака хăйĕнчен пăрса ямалла-и? Капла тума пултараймасть вăл. Кучак уншăн ытла та хаклă. «Калаçчăрах, — терĕ тарăхнипе Сююнбике. — Çын çăварне тутăр карса чарас çук. Аллах умĕнче эпĕ таса. Кучака хамран сивĕтместĕп».
Пĕр хĕрарăм тарçă, Нухайран илсе килнĕскер, ăна Сафан пиллĕкмĕш арăмĕ пулнă княжна сăмахĕсене пĕлтерчĕ. Сююнбикене тахçантанпах курайман княжна ытти хĕрарăмсем умĕнче Утямăшпа амăшĕ патшара нумай тытăнса тăраймаççĕ тесе персе янă пулать. Вăлах тата ку Гирей ĕнтĕ Хусанта юлашки Гирей пулмалла, ун хыççăн вĕсен ĕмĕрĕ пĕтет ак тесе каласа хунă имĕш.
Сююнбике шăлне çыртрĕ те тарçă умĕнче нимĕн те чĕнмерĕ. Анчах хăй тĕллĕн шутласа хучĕ: княжнана ыран-тепĕр кунне ку сăмахсене ас илтерес пулать, уншăн ăна нимпе те каçарма юрамасть. Хăйĕн Сафаран çуралнă ывăлĕпе ĕлĕк те чуна нумай ыраттарса пурăнчĕ вăл, халĕ ун мăшкăлне тӳсме çук.
Тепĕр усал хыпар уншăн Мускаври элчĕ каласа кăтартни пулчĕ. Ку элчĕ те вăл çĕрле ыттисенчен вăрттăн йышăнчĕ. Элчĕ ăна пĕр калаçурах темĕн чухлĕ хыпар пĕлтерчĕ: Чауш княçпа ун çыннисене Крым çулĕ çинче казаксем тытса чарнă, Ту енчи çĕр-шыва аслă князь çĕнĕ воеводăсем кăларса ярать, Утямăша вăл чăн-чăн хан вырăнне хумасть, ăна сирпĕтсе антарса Хусанта каллех Шигалее хан тăвасшăн, çитес çуркунне вырăссем Хусан патне вăрçăпа килме хатĕрленеççĕ.
Çаксене илтсен Сююнбикен пуç çаврăнса кайрĕ. Йывăр пулать ăна çапах та Хусанта тытăнса тăма. Упăшки вилнĕ хыççăнхи малтанхи кунсенче çапăçни нимех те мар иккен-ха вăл, малашне чăрмавсем ытларах килсе капланмалла. Сююнбике ывăлне алла илсе час-час унпа калаçрĕ. «Эх, пĕчĕк ывăлăм! — терĕ вăл. — Манăн пепкеçĕм! Эсĕ хан пулсан та нимĕн те пĕлместĕн ак, ху патша иккенне те, аннӳ саншăн мĕнле çуннине те нимĕн те туймастăн. Хăвăн аçу пек, Кучак пиччӳ пек пысăк пулăн-ши эсĕ? Хăçан хăвăн телейсĕр аннӳне хӳтĕлеме вăй çитерекен пулăн-ши? Эп вара, аçупа пурăннă чухнехи евĕр, Казанка хĕрринчи бустанра кăна сар кайăк пек юрласа ларăттăм, сан ывăлусене пăхăттăм. Эс вăрçăсене çӳрĕттĕн, мана валли ют çĕр-шывран хаклă парнесем иле-иле килĕттĕн. Тулать-ши ман ĕмĕтĕм хăçан та пулсан, тулмасть-ши? Е эс, ман килĕнтеш каланă пек, юлашки Гирей пултăн-ши Хусанта? Юлашки пулсан та ĕмĕрӳ вăрăма тăсăлтăр санăн, çĕр çул пурăн эсĕ тĕнчере, кукаçу каларăшле, çăпатуна кутăн сыракан пуличчен пурăн...»
6. Юсуф князь
Утямăш-Гирей кукашшĕ Хусантан аякра, Яик хĕрринче пурăнать. Унăн ывăлĕсем йышлă, кил-йыш пысăк. Çĕрпе çарансем тесен вĕсене хирте ирĕкре çӳрекен утсемсĕр пуçне никам та виçмен. Ăçта курăк пур, ăçта ут çитет, çав пĕтĕмпех Юсуф çĕрĕ. Ĕлĕк вăл камăн пулнă, халь ун хуçи кам шутланать — мăрса ăна ыйтса тăмасть. Ун лаши таптать пулсан, унăн çĕрĕ.
Нумай пулмасть-ха Юсуф ахаль мăрса кăначчĕ. Пуянччĕ вăл, нумайăшĕ хăратчĕç унран, анчах вăл ытти йăхсемпе ăрусемшĕн никам та марччĕ. Халĕ унпа пырса калаç-ха, вăл тӳрех: «Эпĕ кам? Пĕлетни, эс кампа калаçатăн?» — тесе хурать. Юсуф халь ахаль князь мар, пĕтĕм Нухай мăрси. Ун аллинче — сахал-и, нумай-и вун сакăр йăх: кунгратсем, наймансем, алчинсем, минисем, китайисем... Пурне те шутласа пĕтереймĕн. Анчах вĕсем пурте Юсуфа пăхăнса тăраççĕ. Сакăр ывăллă йыш тытмасан кашнин патне çитсе курасси те пулас çук. Юсуфпа ывăлĕсем çитсе курнă. Вĕсем хăш ăру ăçта пурăннине çеç мар, иртнĕ çул е кăçал миçе пин лаша кĕтнине те пĕлеççĕ.
Нухай орди лашаран пуян. Лашаран тата сурăхран. Вĕсем вара кӳршĕсене сутмалăх та пур. Хăш çулхинеччĕ-ха, вырăссем нухайсенчен пĕр тăруках аллă пин лаша туянчĕç. Кăçал та Мускав элчи унпа тĕл пулмассерен лашасем пирки сăмах тапратать. Эппин, вырăссене татах утсем кирлĕ. Мĕн тума кирлĕ пулнине те аванах пĕлет Юсуф князь — Хусана хирĕç çапăçма. Хусан патне вăрçăпа кайма йышлă утлă çар тытас пулать, йышлă утлă çар тытма лаша нумай туянас пулать. Ăçтан туянатăн ăна? Таврида самай хавшарĕ, сутмалăх лаша çук унăн, ирĕксĕрех нухайсене тархаслас пулать. Нухайсем хыт кукар çынсем мар, тырă парсан, укçа парсан лашисене йĕвенĕ-мĕнĕпех сутаççĕ. Вырăс патши ан хăраса тăтăр, Юсуф ăна: «Эп сана тек лаша сутмастăп, мĕншĕн тесен эсир Хусана хирĕç çапăçатăр. Хусанта манăн хĕрĕм пур, хĕрĕн ачи пур», — тесе калас çук. Илĕр, туянăр тархасшăн. Хусан пирки кайран калаçса пăхăпăр унта. Ăна илес тесен сирĕн халь ман çинчен çеç мар, Крым çинчен, Турципе Астрахань çинчен те шутласа пăхмалла. Хусанăн хапхасем нумай унăн, эсир пĕринчен пырса кĕнĕ вăхăтра тепринчен урăххисем пырса кĕме пултараççĕ. Лашасене эпир сире кăна мар, ыттисене те, вăл шутра сирĕн тăшмансене те, сутатпăр, çавна ан манăр тархасшăн.
Ватă князь вырăс элчине — Петр Тургенева яланах ăшшăн кĕтсе илет. Пусма вĕçне ăна хирĕç чупса тухать вăл, пӳрте кĕрсен хăйĕнпе юнашар лартать. Тахçанхи тусне тĕл пулнă пек, кулса кăна калаçать унпа. Калаçу вĕçĕнче тем амакĕ пулса иртет вĕсен хушшинче — сăмах-юмах çыпăçми пулать, элчĕ кашнинчех çилленсе тухса каять. Питĕ килпетлĕ, ĕçлĕ çынсем çав вырăссем. Нимĕн чухлĕ те шӳт тума юрамасть вĕсемпе.
Нухайра пурте пĕлеççĕ: Юсуф хăйĕнпе калаçакан çынна тарăхтарма юратать. Пĕрре йĕплесе илет вăл ăна, тепре йĕплесе илет, пĕр сăмахне урăхла ăнланнă пек тăвать, тепĕр сăмахне илтмĕш пулать, куран — çын вĕчĕрхенме те пуçланă. Тен, ват çынна килĕшмест те пулĕ ун пек кутăнлашса калаçни, анчах мĕн тăвас тетĕн — хăнăхнă. Халĕ пăрахма йывăр ĕнтĕ вăл усал йăлана. Элчĕ çавна шута илесшĕн мар. Юрĕ эппин, паян ним вăрçтармасăр калаçма тăрăшĕ князь унпа.
Яланхи пекех, элчĕ ун патне калаçса татăлнă вăхăтра çитрĕ. Тулта йĕпе юр çăвать пулин те элчĕ аркине тата çанă вĕçĕсене пурçăн çиппе эрешленĕ çĕнĕ кĕрĕк тăхăннă, пуçĕнче унăн шĕвĕр вĕçлĕ сăсар çĕлĕк. Боярсен йăхĕнчен пулĕ-ха ку элчĕ, ялан çавсем пек çӳреме пăхать. Тыткаласса та çавсем пекех мăнаçлăн тыткалать вăл хăйне.
— Мĕнле, çуртна юсаса пачĕç-и санăнне, элчĕ? — ыйтрĕ князь пĕр-пĕрне чыслăн саламланă хыççăн.
— Пырса та пăхмарĕç унтанпа, — хурав турĕ Тургенев.
— Суятăн пулĕ? Эп ун чухнех каласа хутăм-çке...
— Пĕлместĕп ĕнтĕ. Пирĕн, Руçре, князь сăмахĕ çирĕп, князь каласан кирек мĕнле ĕçе те çийĕнчех тăваççĕ. Сирĕн темле вара, пĕлместĕп.
— Пирĕн княçсем сирĕннех çитеймеççĕ ĕнтĕ, — кӳреннĕ пек пулчĕ Юсуф, — анчах итлекенччĕ. Тен, юсамалла та мар пуль сан çуртна, эс ахаль калатăн пуль?
— Ахаль мар! — тарăхса тавăрчĕ элчĕ. — Маччаран çумăр анать, урайĕсем шăтса пĕтнĕ, пурте кăнтăр кунĕнчех йĕке хӳресем тухаççĕ. Чӳречисенчен çил шăхăрать. Картлашки те çук пӳрте этемле пускаласа кĕме.
— Юрĕ, ан вăрç. Юсаттаратăп, — çемçен каласа хучĕ князь.
— Эп ку ыйтупа иккĕмĕш хут килтĕм, тек килместĕп. Хальхинче те юсамасан Мускава аслă князь патне çырса яма лекет.
— Унта ан çыр, элчĕ. Мана намăс кăтартатăн.
— Ман урăхла май çук ара.
— Чăт пăртак. Ăстасен хăми пĕтнĕ пулĕ-ха, çавăнпа юсаймарĕç пуль.
— Пулма пултарать. Яик хĕрринче купи-купипе хăма выртать, вăл ĕнтĕ урăххисем валли-тĕр?
— Ăçта? — терĕ князь тĕлĕннĕ пек пулса. — Яик хĕрринче хăма пуррине асăрхаман-çке эпĕ. — Хăй суйнине туйса пулас вăл кулса илчĕ.
Çемçе минтер çинче ларакан элчĕ ура çине тăчĕ те чӳрече патне пычĕ.
— Ав кунтан та курăнать, князь, килсе пăх.
Юсуф вырăнтан та хускалмарĕ.
— Ĕненетĕп сана. Эп хăма çуккă тесе-ха. Эппин, калас пулать, часрах юсаччăр. Вырăс элчине шăтăк пӳртре усрани аван мар. Мĕнле чухламан-ха эпир ăна? Çуртне малтанах юсаттарса хумалла пулнă. Чӳречинчен çил шăхăрать тетĕн те, эп шалт тĕлĕнсе кайрăм-ха.
Туймасăр тăма пултараймарĕ элчĕ, князь йĕкĕлтесе калаçать. Тĕрĕссипе вăл урăххине кĕтмен те. Мускавран çитнĕ-çитмен каласа хучĕ-çке: сана кунта, çеçен хирте, пурăнма йывăр пулать терĕ. Элчĕ пӳрчĕ шăтăк пулнăшăн çеçен хир айăплă мар та-ха, мĕн тăвас тетĕн, тӳсме лекет.
Князь калаçрĕ-калаçрĕ те халь куçне хупса çывăрам пек туса ларать. Çывăрмасть, паллах, ун тӳсĕмне çеç тĕрĕслет. Ку тарăхса тухса каять-и-ха е эп куçа уçасса кĕтсе ларать-и тет пуль. Пулать те кутăн çын, пĕчĕк ача пек курнăçланать йӳтеме пуçланă старик. Мĕнле аслă мăрса туса хунă ăна Нухайра çавăн пек чăркăш, тӳрккес тата йăскăн этемне пĕле тăркач?
Тургенев васкамарĕ. Князь çывăрнă пек туса лартăрах, вăл кĕтме пултарать. Паян васкавлă ĕçсемех çук-ха унăн.
— Мускавран çырусем илкелетни эсĕ? — терĕ князь сасартăк вăраннă пек пулса. — Мĕн çĕнни пĕлтереççĕ унтан? Каçар, эп ăшăра ларса çывăрса кая пуçланă...
Элчĕ ăна: «Мĕн тума кирлĕ сана эп çырусем илнипе илменни? Элчĕн Мускавран килекен хыпарсене сана пĕлтерсе тăмалла мар пулĕ те?» — тесе тавăрасшăнччĕ, анчах чĕрре кĕме шутламарĕ, ун сăмахĕсем хăйне кăмăла кайманнине палăртмасăр:
— Хыпарсăр мĕнле пултăр? Хăш-пĕр хыпарсем çиткелеççĕ, — тесе хучĕ.
— Мĕн çырать сан патна Адашев? Лашасем илесшĕн-и вăл кăçал?
— Илесшĕн. Çитес вăхăтра сан пата ку ыйтупа çынсем килмелле, князь. Лашасем пирки ун чухне калаçăпăр.
— Юрĕ эппин, — терĕ мăрса. — Тепĕр чухне тĕк тепĕр чухне. Халь вара эс чăнах çуртшăн кăна килтĕн-и?
— Çавăншăн кăна пулмасăр! Пурăнма май çук вăл çуртра, князь. Нимле элче те ун пек пӳртре усрамаççĕ...
— Ман пата куç ара. Манăн пушă пӳлĕмсем нумай кунта, — кĕтмен сĕртен каласа хучĕ мăрса.
— Эп темле çапкаланчăк çын мар, ыйткалакан та мар, эпĕ — аслă князь элчи! — мăн кăмăллăн тавăрчĕ Тургенев. — Манăн пурăнма, ĕçлеме хамăн çурт пулмалла! Хăвăн элчӳ Мускавра ман пек тертленсе пурăнсан мĕн калăттăн эс, Юсуф князь?
— Мĕн калăттăм — сан пек вăрçнă пулăттăм çав.
— Анчах эпир вăрçмастпăр-çке. Сирĕн элчĕ Мускавра чипер çуртра пурăнать, ăна унта никам та кӳрентермест.
— Сана кӳрентеретпĕр-и? — пуçне чалăштарса чеен пăхкаласа ыйтрĕ князь.
— Манпа çакăн пек калаçнине мĕнле ăнланмалла тата? Мана усал çуртра усранине мĕнле ăнланмалла? Ку вăл пирĕн аслă княçа хисеплеменни пулать, ку вăл...
— Çитет, çитет, çитет, тек ан кала! — аллисемпе хăлаçлансах чарчĕ ăна Юсуф. — Сирĕн аслă княçа эпĕ питĕ хисеплетĕп. Салам сырса яр ăна. Юсуф князь сана сывлăх сунать, ăнăçу сунать те. Анчах Хусан еннелле вăрçăпа ан кайтăр. Вăрçăпа кайсан эпĕ ăна ятлатăп, хытă ятлатăп. Çырса яр çавăн пек.
— Чипер калаç, ун пек çырма май çук! — чăтаймасăр кăшт çеç çухăрса ямарĕ Тургенев.
— Мĕншĕн май çук?
— Мĕншĕн тесен пирĕн аслă княçа вĕрентме кирлĕ мар, вăл мĕн тумаллине хăех пĕлет.
— Эппин Ту енчи çĕр-шыв пирки çыр, — куçа кĕчĕ старик. — Вăл çĕр-шыва аслă князь ман ывăлсене патăр.
Элчĕ ăна тек итлесе ларма пултараймарĕ, ячĕшĕн пуç тайса сыв пуллашрĕ те хăвăрттăн алăкран тухрĕ.
Князь элчĕ тухса кайсан та çемçе минтер çинчех тĕлĕрсе ларчĕ. Вăл çывăрмарĕ, хăйĕнпе çапла тӳрккессĕн калаçма хăякан элче тавăрасси çинчен шутларĕ.
Кăшт тăрсан ун патне пӳрте вăталăх ывăлĕ Али-Акрам кĕчĕ.
— Кам пулчĕ ку? — куçне усса пăхрĕ ашшĕ.
— Эпĕ-ха, атте.
— Мĕскер, каллех ĕçсĕр аптăрамарăн пулĕ те, Али?
— Ма ун пек калатăн, атте?
— Вырăс элчин çуртне ма юсаттармастăн?
— Ху тăхта терĕн-иç. Ан васка-ха терĕн. Мантăн-им?
— Хам каларăм-и? — пĕлмĕш пулчĕ старик. — Апла юрĕ. Чăнах васкама кирлĕ мар пулĕ. Вăл хăлтăр-халтăр çурта юсама ĕлкĕретпĕр. Малтан Юсуф камне систĕр-ха, унтан куç курать. Сана урăх ĕç хушманччĕ-и эп, ывăлăм?
— Хушман-çке.
— Э-э, апла тĕлĕкре куртăм пулас. Çав вырăс элчине такам çаратса кайнă пек. Эх вăрçать, эх вăрçать мана. Эп пĕр сăмах та чĕнместĕп. Курман-илтмен, пĕлместĕп тесе çеç ларатăп. Ăнлантăн-и ман тĕлĕке, ывăлăм?
— Ăнлантăм, атте, — терĕ Али.
— Апла хăвăнне ху пĕл. Халь мана ан кансĕрле, эп канатăп.
Пӳлĕмре шăпланать. Старик куçне хупнă та тĕлĕрсе ларать. Анчах вăл çывăрса каймасть. Пуçра шухăшсен çăмхи сӳтĕлет те сӳтĕлет пĕчĕккĕн. Пĕтĕмпех чăлханса ӳкнĕ ку çăмхара: ĕнерхи, паянхи, ыранхи. Темĕн те пĕр тухса тăрать князь куçĕ умне: Мускав, Хусан, Сююнбике, Утямăш, çеçен хирти ут кĕтĕвĕсем, вырăс элчи. Çавсем синчен шутласах пĕрре ĕмĕрлĕхе йăванса каймалла пулать-ши ĕнтĕ çемçе минтер çине? Çывăрам пек туса куçне хупса выртĕ те сасартăк тĕпсĕр ыйха путĕ, тек вăранаймĕ те. Ун йăлине пĕлекен ывăлĕсем ăна тĕкĕнме те хăраса тăрĕç, тĕлĕрет кăна вăл тейĕç. Старик ĕнтĕ чунне аллаха панă. Килет вĕт çавăн пек самант, килет.
Çук, сывă чух, чĕре тапнă чух ун çинчен шутлама кирлĕ мар. Халлĕхе унăн урисем утаççĕ, куçĕ курать, пуç мими ĕçлет. Асран мăкалман-ха князь. Ăс тени унăн çырусенче Мускав патшине хăратмалăх та, хăйĕн Хусанти хĕрне вĕрентмелĕх те, элчĕсемпе тавлашмалăх та пур. Çамрăк чухне вăл аслă мăрса пулса кураймарĕ, хальхи пек, ытти çĕр-шыв патшисемпе çырусем çӳретеймерĕ. Ун вырăнне халь, ватăлсан, куçран пăхтарас кăштах тăшмансене. Унпа мĕнле калаçмаллине пĕлччĕр, ун аскерĕсем умĕнче чĕтресе тăччăр.
Юсуф сисет, Нухай вăйне халь Крымра çеç мар, Турцире те лайăх туяççĕ. Турци султанĕ ун патне элчĕ хыççăн элчĕ ярать, фирман хыççăн фирман çырать. Пĕр фирманне ĕнер кăна вуланăччĕ-ха. «Юсуф князь, эс мана хăвăн тусу тесе шутла, хăвăн тăшманусене ман тăшмансем тесе шутла. Эпир тахçанах çапла каласа хупă: Турци, Крым, Нухай, Астрахань тата Хусан пĕр юртра пурăнмалла, вĕсен пурин те пĕр тăшмана хирĕç кĕрешмелле», — тенĕччĕ унта султан. Князь ĕнерех Бахчэ-Сарайпа Стамбула элчĕ кăларса ячĕ. Вăл хăйĕн çырăвĕнче Сулейманпа Сахиб-Гирее пĕр юртри çĕр-шывсем хушшинче туслăхпа тăванлăх союзĕ туса хума сĕнчĕ.
Тĕрĕссине тĕрĕсех калас пулать, ватă княçăн ĕçсем начар мар халь. Чăнах, мĕншĕн ӳпкелешмелле унăн? Хусанта Юсуф мăнукĕ (калăпăр — хĕрĕ) престолта ларать. Ывăлĕсем паян-ыран Хусан княçĕсем пулса тăмалла. Хăй вăл Бухарапа суту-илӳ тăвать, вырăссене утсем сутать. Кăçаллăха тырă çителĕклĕ унăн, выльăх апачĕ çителĕклĕ. Хусан княçĕсем Мускав патнелле вăрçăпа каяс пулсан хаваслансах пулăшмалла Юсуф вĕсене.
Ватă княçа мĕн пурĕ те пĕр япала çеç кăштах пăшăрхантарать пурнан пурнăçра — тăван шăллĕпе килĕштерменни. Тахçан ĕлĕк-авал ашшĕ пурлăхĕшĕн вăрçмаллипех вăрçса кайрĕç те вĕсем, унтанпа пĕр-пĕрне алă памарĕç. Хытă чĕреллĕ çын пулчĕ ун шăллĕ Исмаил, пиччĕш умĕнче пуç таймарĕ. Юсуфа юри тарăхтарма тăрăшнă пекех, ялан вырăссемпе суту-илӳ тăвать. Хусан Мускава хирĕç вăрçă вăрçнă хушăра тутарсене çар памасть.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...