Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
— Тавах сана ку сăмахсемшĕн, Сафа.
— Йышăнура мĕн пур карма çăвара пĕлтерсе хуманни вăл нимех те мар. Эпир иксĕмĕр пĕлетпĕр, пирĕншĕн çавă хаклă. Акă кăшт пысăклансан эпир ăна вĕрентме тĕнчери чи ăслă çынсене Хусана илсе килетпĕр. Аçу патне çеçен хире кайса пурăнать вăл пĕрре, Стамбула кайса çӳрет.
— Эпĕ ун ячĕпе мечĕт ларттарасшăн, Сафа, — терĕ арăмĕ. — Халăх çав мечĕте çӳресе Утямăш ятне халех хăнăхса пытăр.
— Мечĕт те, темĕн те пулать ун валли, Сююнбике. Пĕтĕм Хусан ханлăхĕ ун аллинче пулать. Эс ан васка, тусăм, ан васка. Çамрăк вĕт-ха вăл, пирĕн ача, пĕчĕк. Сăпка юррине те ăнланмасть вăл халь.
Арăмĕпе чиперех калаçрĕ пулин те хăй çак вăхăтра пачах урăххи çинчен шухăшларĕ. Ăна халь хăй вилсен кам хан пуласси мар, Юнуспа Абдулла хула тулашĕнче утлă çарпа сыхласа тăни пăшăрхантарчĕ. «Кучак каялла çаврăнса çитеймерĕ, — терĕ вăл. — Таçта хирте тĕл пулса çапăçса каймарĕç пулĕ те вĕсем? Мĕнле хăваласа ярас ку Юнуспа Абдуллана, тупа туршăн? Хуньăшĕ килĕшмерĕ, Сююнбике пулăшмасть-ши ăна ку теветкел ĕçре?»
Хан мечĕтĕ тавра çаврăнса тухса вĕсем киле кĕмелли алăк патнелле утрĕç. Кремль картишне йăлтăртатакан пуличчен тасатнă йĕс ывăс пек уйăх çутатать. Паçăрах асăрхарĕ Сафа-Гирей: уйăх хĕвел тухăç енче, нухайсен енче. Ку ăна пĕрре те кăмăла каймарĕ. Ма урăх çĕртен мар, шăп çавăнтан хăпармалла тулса çитнĕ уйăхăн кĕçĕр? Нухайсем патне тыткăна лекмен пулĕ те вăл?
2. Ыйткалакан
Казанка шывĕ хĕрринчи бустанра шăп. Хапхасене питĕрсе илнĕ, чӳречесене пурçăн чаршавпа карнă. Садри кӳлĕ хĕрринче пĕр ватă çын — хан ывăлĕн аталăхĕ — пулă тытса ларать, пĕве пуçĕнче икĕ çамрăк хĕрарăм — хан майрин тарçисем — кĕпе чӳхеççĕ.
Хан майри хăй улма йывăççисен айĕнче сарлака тӳшек çинче ачипе выляса выртать. Сафа-Гирей бустана çу каçмалăхах Сююпбикене панă — кан, хăнасем пуçтар, ывăлна пăх. Ытти арăмсем кунта Сююнбике чĕнсен кăна килеççĕ.
Мусульмансен килĕнче яланах аслă арăм хуçа пулмалла, ытти арăмсем упăшкипе ун урлă калаçаççĕ, мĕн те пулин кирлĕ пулсан унран ирĕк ыйтса илеççĕ. Сююнбике ку йĕркене пăхăнмасть, вăл ханпа тӳрех хăй калаçать, ăна хан пур енчен те пысăк правасем панă.
Хĕрарăм тарçăсем юратаççĕ Сююнбикене, мĕншĕн тесен вĕсемпе вăл пĕрре те мăн кăмăллă мар, хан арăмĕсем кураймаççĕ. «Çĕлен», «тухатмăш хĕрарăм», «йăпăлти» — çак сăмахсене Сююнбике час-часах илтет. Мĕн тăвас тетĕн, пилĕк арăм çинче сăмахсăр пурăнма май çук пуль çав кил-йышра. Ахаль те Сафа-Гирей ăна ытларах хисеплет, тĕрлĕ çĕре унпа ытларах тухса çӳрет. Ывăл çуралнăранпа хан ытти арăмĕсене йăлтах манса кайрĕ темелле. Пушă вăхăтра ялан Сююнбикепе Утямăш патĕнче. Турă пани сахал мар çав нухай мăрса хĕрĕн: пăхса киленмелĕх сăнĕ пур, арçынсемпе тан калаçмалăх, упăшкипе патшалăх ĕçĕсем пирки канашламалăх ăсĕ пур, юрламалăх сасси пур.
Кас кӳлĕм бустанра кашни кун тенĕ пекех юрă янăрать, тарçăсем ку юрра чарăнсах итлеççĕ — хитре юрлать çапах та Сююнбике!
Иртен-çӳренсене бустан çывăхпе ямаççĕ, хăнана хуçисем чĕнмесĕр килме юрамасть кунта. Хан арăмĕ хĕрарăм тарçăсемпе хапхаран тухтăр çеç, çынсем ăна аякранах пуç таяççĕ, дервишсем пĕр-икĕ сăмах хушма хăюлăх çитереççĕ. Дервишсемпе ыйткалакансене хăвалама хушмасть хан майри.
Паян бустанăн Казанка енчи кĕтессинче иртенпех пĕр çуллĕ пӳ-силлĕ ыйткалакан ларать. Çынсем намаз тунă чухне намаз тăвать çав тăсланкă, ахаль чухне хĕвел çинче тĕлĕрнĕ пек пулать. Анчах çывăхра çын курăнсан е сас-хура пулсан вăл пусне çĕклет те хапха еннелле пăхса турра кĕл тума пуçлать. Ыйткалакан тем тесен те хапхаран кам та пулин тухасса кĕтет пулмалла.
Акă ун çывăхĕнчи хапха уçăлчĕ те, урама çӳхе тутăр пĕркеннĕ хĕрарăм тухрĕ. Ыйткалакан шултра утăмсемпе ун патнелле васкарĕ. Вăл чылай инçе кайнă хĕрарăма хăваласа çитрĕ те ăна чарăнма хушрĕ.
— Ырă хĕрарăм, итле-ха, — терĕ вăл, — эс каялла час килетни, тусăм?
— Сана эп час килнипе килменни мĕн тума кирлĕ? — çиллессĕн тавăрчĕ пĕркенчĕклĕ хĕрарăм.
— Кирлĕ, йăмăкăм. Мана хан майри кирлĕ, Сююнбике. Кала-ха ăна, Казанка хĕррине тухтăр.
— Кам пулан эс? Халех тыттарса ярап сана! — хыттăн каларĕ хĕрарăм.
— Эс тархасшăн ан кăшкăр. Çук, йăмăкăм, тыттармастăн. Сююнбикене калатăн. Эп кĕтетĕп сана.
— Мĕн теес вара ман ăна?
— Абдулла чĕнет те. Асту, итленĕ пул, унсăрăн эсĕ ыранах Казанкăна чăматăн...
Хĕрарăм таçта çывăха çитсе килчĕ те пĕр сăмах каламасăр хапхаран каялла кĕрсе кайрĕ. Ыйткалакан хăйĕн вырăнĕнче сад кĕтессинче ларса юлчĕ.
Кăшт вăхăт иртсен Казанка енчи кĕçĕн алăкран хĕрарăм тарçăпа пĕрле Сююибике тухрĕ, хăракаласа ун-кун пăхкаласа илчĕ. Ыйткалакан ун патне чупса пычĕ те пуç тайрĕ.
— Ман санпа калаçмалли пур, Сююнбике, — терĕ вăл çирĕппĕн хăй кунта пĕрре те тархаслама килменнине систерсе.
— Эс мĕнле килсе тухнă, Абдулла? — тĕлĕнсе ыйтрĕ хан майри.
— Ăна эпĕ пĕлетĕп те, аллах пĕлет. Атя-ха, часрах калаçса илер. Упăшку çук пулĕ килте?
— Çук.
Вĕсем виççĕн (хĕрарăм тарçă вĕсенчен нимпе те юлмарĕ) Казанка хĕррине анчĕç. Кунта хăй ытлашши пулнине туйса хĕрарăм тарçă Сююнбикене каламасăрах айккинелле пăрăнчĕ, хан майрипе ыйткалакан йывăçсем хыçне пытанчĕç.
— Мĕнле килсе тухрăн эсĕ, Абдулла? Капла мана хăратсах пăрахрăн-ха эс, — илтĕнчĕ Сююнбике сасси.
— Юри килтĕм, — тавăрчĕ ăна ыйткалакан — Иртенпе сыхларăм сана çакăнта, хапха çывăхĕнче.
— Эп хулара пулнă пулсан? Вара мĕн, каçчен кĕтеттĕн-и?
— Эс ăçтине пĕлетпĕр, Сююнбике. Хусанта мĕн пулса иртнине, кам ăçта кайнине, ăçтан килнине пĕтĕмпех пĕлсе таратпăр.
— Çапах та мĕн кирлĕ сана, Абдулла? — терĕ тӳсĕмсĕррĕн Сююнбике.
— Ăна санăн хăвăнах чухламалла, йăмăкăм. Упăшку пире темиçе хутчен улталарĕ, Сююнбике. Пире Юнуспа иксĕмĕре Ту енчи çĕр-шыв кирлĕ.
— Ан ухмахлан, Абдулла...
— Ан ухмахлан мар! — сассине хăпартрĕ пиччĕшĕ. — Эпир ăна куншăн каçармастпăр. Ма çавăн пек мăшкăлларĕ вăл пиртен? Пама пулнă парнене ма памасть?
— Мĕн тăватăр эсир çав ту енчи çĕр-шывпа? Мĕскер, сирĕн çĕр сахал-и? Выльăх сахал-и?
— Вăл сан ĕç мар! — касса татрĕ Абдулла. — Патăр вăл пире Ту енчи çĕр-шыва. Паянах кайса кала, эпир тек кĕтме пултараймастпăр. Памастăп тесен эпир ăна Джаналие вĕлернĕ пек вĕлеретпĕр те ав Казанка леш енне ывăтатпăр. Мĕн тĕлĕнсе пăхатăн? Чăннипе калатăп: вĕлеретпĕр. Сана Шигалее качча паратпăр.
— Мĕн калаçан эс, Абдулла? — терĕ Сююнбике чĕтрекен сасăпа. — Хĕрхен пăртак тăван йăмăкна. Ма ун пекех тапăнатăр эсир Сафа-Гирее? Мĕн усал тунă вăл сире?
— Улталарĕ пире. Йытă вăл сан Сафа-Гирейӳ. Тепĕр эрнерен эсĕ упăшкасăр тăрса юлатăн. Хам аллăмпа хам пăвса пăрахатăп. Ун виллине шакалсене ывăтса паратпăр.
— Абдулла...
— Мускава аслă князь патне çырса ятăмăр ĕнтĕ, — чарăнмарĕ эрленсе кайнă пиччĕшĕ. — Сафа-Гирее вĕлеретпĕр те йăмăка Шигалее качча паратпăр терĕмĕр.
— Эп ăна пĕлетĕп, — аран-аран сăмах хушрĕ Сююнбике.
— Ăçтан пĕлетĕн?-тĕлĕнчĕ Абдулла-
— Сафа каларĕ. Сафа эсир мĕн тунине йăлт пĕлсе тăрать. Унăн сирĕн патăрта шанчăклă çынни пур пулмалла. Сыхланăр пăртак, Абдулла.
— Пирĕн те кунта шанчăклă çынсем çук мар, Сююнбике. Ну, эпĕ кайрăм. Калатни эс ман сăмахсене упăшкуна?
— Калатăп. Анчах эс кун пек килсе ан çӳре. Пĕтеретĕн мана.
— Куç курать унта, — терĕ Абдулла. — Эпир мĕн тăвасси йăлтах Сафаран килет. Санран та килет, йăмăкăм...
Йывăç хыçĕнче сасăсем шăпланчĕç. Сююнбике вăраххăн, халь-халь кайса ӳкес пек, хапха патнелле утрĕ. Хĕрарăм тарçă часрах ăна хирĕç васкарĕ. Хапха умĕнче хан майрине хуралçăсем кĕтрĕç.
3. Воеводăсем
Северьян Нухрата çухатмаллипех çухатрĕ. Ашшĕ, Тукай мăрса, килкелесе каять вăрман варринчи яла, хĕрĕ темиçе çул ĕнтĕ нимле хыпар та памасть. Эппин, Магмет Беззубова кайрĕ те телейлĕ пулчĕ. Тек ăна çуртсăр-йĕрсĕр ват хусах кирлĕ мар. Таркăн вырăспа, тарçă вырăнĕнче çын патĕнче ĕçлекен тимĕрçĕпе мĕн тăвать вăл? Упăшки хитре, пуян, аса та илмест пулĕ-ха Нухрат хăйĕн ĕлĕкхи савнине.
Çапах та мăрса хĕрĕ кăшт кӳрентерчĕ ăна — хир енчи ялтан каяс умĕн урама тухма та кăмăл тумарĕ. Икĕ хутчен пырса пăхрĕ Северьян чӳречерен — икĕ хутĕнче те Нухрат пулас упăшкипе сĕтел хушшинче саркаланса ларатчĕ. Уйрăлас пулсан та унашкал уйрăлмалла марччĕ Тукай хĕрĕн, тен, вара Северьян та кун пек тунсăхласа пурăнмастчĕ пуль.
Сисмест мар, сисет таркăн тимĕрçĕ: çамрăклăх уйрăлу юрри юрласа яланлăхах тухса кайрĕ уншăн. Умра аллине кукăр патак тытнă ватлăх тăрать. Ирĕксĕрех шутлаттарать-çке: ăçта, кампа, мĕнле пурăнса ирттермелле Северьянăн çав ватлăх кунсене?
Çынсем ав çуллансан та хăйсене валли канăçлă пурнăç тупма пĕлеççĕ. Унăн тусĕ Ятламас ку таранччен ват хусахла пурăнчĕ-пурăнчĕ те кăçал Атăл хĕрринчи пĕр яла киле кайса кĕчĕ. Темле Велиме пулнă тет имĕш унăн çав ялта, вĕсем хĕрпе каччă пекех савăнса пурăнаççĕ имĕш.
Ватăлас енне кайсан çын аса илӳсемпе ытларах йăпанса пурăнать иккен. Северьяна та пĕччен шухăша кайса ларнă хушăра ялан Фрося аса килет, Нухрат аса килет. Ку çын ячĕсем унăн чĕрине тарăн кĕрсе юлнă, вĕсене мĕн виличчен те манас çук ĕнтĕ.
Тата çакна та сисмест мар Северьян: ялан тунсăхлани тата çамрăклăх çинчен шутлани ăна урăх çĕре, ĕлĕкрех пулса курнă вырăнсене хăвалать. Ача чухне шыва кĕнĕ кӳлĕ, çырлана е кăмпана çӳренĕ вăрман, лаша çитерме кайнă вĕтлĕх, тутлă шăршăллă çеçкесемпе, кăшкар утипе тата çерçи кĕпçипе тулнă çаран... Мĕн кăна памĕччĕ-ши ватă тимĕрçĕ çавсене тепĕр хут çитсе курас пулсан! Шăрăхра сăл шывĕ ĕçнĕ евĕр, мĕнле киленсе калаçнă пулĕччĕ вăл халь вырăсла, çакăнта ăнсăртран пĕр-пĕр вырăс килсе тухсассăн! Тен, чăнах хăраса тăмалла мар унăн, хăйĕн çуралнă çĕр-шывне кайса килмелле? Мĕнех вара, тытса хупчăр ăна тахçан ĕлĕк князь тиунне вĕлернĕшĕн. Тăван яла, тăван тавралăха çакланассишĕн темле асапа та тӳссе ирттерме пулать çут тĕнчере.
Вăрман варринчи ют ялта пурăнать пулин те çулталăкне темиçе хутчен тăван чĕлхепе, тăван çынсемпе тăраниччеи калаçса юлать вара Северьян. Кун пек телей уншăн çывăхри ялсене вырăс çарĕсем килнĕ чухне пулать. Вăл, Ятламас пек, хăй ирĕкĕпех тăлмачă пулса тăрать. Воеводăсенех тĕл пулман таркăн вырăс, анчах ахаль воинсене, сотниксемпе десятскисене нумай тĕл пулнă.
— Ку этем вырăс пекех яка калаçать, тепĕр çĕрте пулсан ăна никам та чăваш тесе калас çук, — теççĕ вара вăл мĕнле куçарса панине итлесе тăракан вырăссем.
— Пултарать вăл пирĕн, — кулса тăраççĕ ял çыннисем. Кривĕш патĕнче хаким çук ĕнтĕ, ăна вырăссем тахçанах Хусана хăваласа янă. Халь унтан тăварах, Кив хула текен вырăнта, вырăссен станици тăрать. Кăçал Северьян Тукай мăрсапа пĕрле сав станцăна çакланчĕ. Тукай яланхи йăлипе таçта çухалчĕ, вĕсем вырăс сотникĕпе пĕрле ĕçке ярăнчĕç пулмалла, тимĕрçĕ вара хăй сисмен çĕртенех тăлмачă пулса тăчĕ.
Пĕр каçхине станицăна тыткăна илнĕ çирĕм-вăтăр çынна илсе пычĕç. Вĕсенчен çурри ытла кунти чăвашсем пулчĕç. Вырăсла пит начар калаçнине кура сотниксем ку çынсемпе сăмахласа та тăман иккен, çыхса пăрахса пурне те витене хупса лартнă. Хăраса ӳкнĕ чăвашсем ним тума пĕлмеççĕ, ялан Тукай ятне асăнаççĕ.
— Эй, Тукай çынни! — чĕнчĕ сотник Северьяна. — Куçарса пар-ха, мĕн теççĕ вĕсем. Сан мăрсу турă мар пуль те вăл, ма ялан ун ятне асăнаççĕ?
Северьян маттурланса çынсемпе калаçма тытăнчĕ.
— Пире киле таврăннă çĕртен ярса тытрĕç. Эпир аякри яла тырă вырма кайнăччĕ. Нимĕн те туман эпир вĕсене, хăратман та, — терĕç чăвашсем.
Северьян вĕсем мĕн каланине вырăсла куçарса пачĕ. Хăйĕнчен хушса хучĕ:
— Хусан çыннисем мар вĕсем, йăнăшпа çеç тыткăна çакланнă сирĕн пата, — терĕ.
Ун сăмахĕсем сотник кăмăлне каймарĕç.
— Эс ăçтан пĕлен — йăнăшпа-и, йăнăшпа мар-и? — терĕ вăл. — Пире чăвашсемпе çармăссене те тыткăна илсе кайма хушнă. Вĕсем те, тутарсем пекех, пирĕн тăшмансем! Ăнлантăн-и, пирĕн тăшмансем.
— Вăл пулма пултараймасть, сотник! — ку тавлашу мĕнпе пĕтессине пĕлмесĕр хăюллăн хирĕç тавăрчĕ Северьян. — Вĕсем халь вырăссен аллинче пурăнаççĕ. Ту енчи çĕр-шыв вырăссем енне куçнă. Мĕнле тыткăна илме пултартăр эсир хăвăра тĕкĕнмен çынсене?
— Тен, тĕкĕннĕ, эс куртăн-им? — вĕриленчĕ сотник. — Кунти халăх пирĕн çынсене сахал вĕлерет тетне? Эпир вĕсене салука хурса илсе каятпăр.
— Лайăх тăватăр, хăвăр енне куçнă халăха салука хурса илсе каятăр! — йĕкĕлтерĕ Северьян. — Воеводăсем хушаççĕ-и çапла тума?
Сотник унпа тек тавлашса тăмарĕ. Вăл ун-кун пăхкаларĕ те инçе те мар патак выртнине курчĕ, ăна илсе Северьян патне пычĕ.
— Ак сана вăрăм чĕлхӳшĕн! — терĕ те ăна пуç урлă çапрĕ. Патак хуçăлса кайрĕ, сотник тата ытларах тарăхса тимĕрçе пĕтĕм вăйпа питрен çупса ячĕ. — Тата кирлĕ-и? Кур-ха, тутарсемпе пурăнса мĕнле ăсланса кайнă эс — вырăссене вĕрентме пăхатăн!
— Пĕлессĕн пулсан эпĕ хам та вырăс, — тӳссе тăраймарĕ Северьян.
— Вырăс тетĕн?
— Тата кам? Калаçнинчен туймастăп-им?
— Мĕнле килсе çакланнă эс кунта?
— Чăваш çĕр-шывĕнче çуралнă.
— Суятăн! — тилĕрсе кайса кăшкăрчĕ сотник.
— Саншăн пур пĕрех мар-и, сотник? — хăрама шутламарĕ-ха унран тимĕрçĕ.
— Çук, пур пĕрех мар! Эс тарса килнĕскер пулма тивĕç. Çын вĕлерекен эсĕ е пĕр-пĕр сутăнчăк! Мăрса ахаль илсе çӳремест сана хăйĕнпе.
— Эс тĕрĕсле, — терĕ Северьян.
— Парап эп сана тĕрĕсле. Ак иксĕре те салука хурса илсе каятпăр, вара пĕлетĕн...
— Маншăн пур пĕрех, — терĕ Северьян.
— Пур пĕрех-и? — тарăхма пăрахмарĕ сотник. — Ну-ка, ачасем, çыхса пăрахăр ăна! Çаксемпе пĕрле кайса хупăр. — Вăл тыткăна илнĕ чăвашсемпе çармăссем çине тĕллесе кăтартрĕ.
Северьян сотник çакна хăратмалла калать пуль тенĕччĕ, вăл чăнах та тилĕрсе кайнă иккен. Воинсем тимĕрçе пĕрре куç хупса иличчен çыхса пăрахрĕç, ыттисемпе пĕрле витене кайса хупрĕç.
— Эх, чĕлхӳне пула ахалех асап куратăн эс, мăрса çынни! — терĕ витере ларакан çынсенчен пĕри воинсем алăка тул енчен сăлăп хурса айккинелле пăрăнсан. — Мĕн тума тавлашма пуçларăн унпа? Тӳре-шарана вăрçтарма юрать-и вара?
— Ахалех çыхлантăм çав, — хуравларĕ тимĕрçĕ. — Хам валли инкек çеç тупрăм.
— Ăçта илсе каяççĕ-ши ĕнтĕ пире? — шиклĕ сасăпа ыйтрĕ тахăшĕ.
— Мускава ара, хула курма.
— Ик хăлхаран çĕклесе кăтартаççĕ-и хулине?
— Таканран çакса хурса та кăтартма пултараççĕ.
— Тарма та çук-ши вĕсенчен нимпе те?
— Тухса тар, ма халех тармастăн? — терĕ пĕри урипе алăка тапса кăтартса.
Тепĕр кунне станицăна Тукай мăрсапа тепĕр сотник таврăнчĕç. Тукай ӳсĕр пулсан та чи малтан Северьяна шырама тапратрĕ. Лашасем тăраççĕ хӳтлĕх çи витти айĕнче, тимĕрçĕ çук.
— Вăл сана кĕтсе илеймесĕр яла тухса кайрĕ пулмалла, — суйма тăчĕ Северьяна тытса хуптарнă сотник.
— Ун пек пулма пултараймасть, — ĕненмерĕ марса. — Асту, тытса хупмарăн-и эсĕ ăна, сотник?
— Тытса хупрăм, витере ларать, — йышăнчĕ лешĕ.
— Мĕншĕн пулчĕ-ха ку?
— Вырăс вăл санăн тимĕрçӳ, Тукай мăрса, таркăн вырăс. Ăна эпир хамăрпа пĕрле илсе каятпăр.
Тукай тĕлĕннипе вăрăм куç харшисене çеç вылянтарса илчĕ.
— Ав мĕнле, — терĕ вăл кăшт аптăраса тăрса. — Илсе кайма шутларăр апла? Анчах ун хуçи эпĕ-çке, хаклă сотник. Тимĕрçĕ пирки тем тесен те манран ыйтас пулать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...