Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар


— Ман тарма юрамасть çав, — лăпкăн тавăрчĕ Ахтупай. — Эпĕ Хусантан тыткăна илнисене хăваласа килессе кĕтетĕп.

— Э-э, санăн арăму унта-çке, эп мансах кайнă, — терĕ мăрса таврара усал шăрш кĕнĕрен самсине нăш-нăш туртса.

— Арăм çеç мар, ывăл та тыткăнра пурăнать. Санпа кайсан хир енче çакланчĕç тыткăна.

— Апла кĕтсе пăх. Хусантан тыткăна лекнисем килсех тăраççĕ. Тен, хăвăннисене тĕл пулăн.

Урăх вăл калаçса тăрасшăн пулмарĕ, утне утланчĕ те Çаврака сăрт еннелле пăхкаласа вăрманалла кĕрсе çухалчĕ, Ахтупай хăй чутлама пуçланă пĕренене малалла чутларĕ.

Çав кунах Ахтупая вĕсем ĕçленине сăнаса тăракан сотник хăйĕнне тавлашнăшăн çĕр пӳрт евĕр чавнă шăтăка хупса лартрĕç. Унта вăл выçă вилесрен те аран çеç хăтăлса юлчĕ. Вăй пĕтнипе тата нӳрлĕ çĕрте ларнипе Ахтупайăн пуç çаврăнакан пулчĕ, вăл шăтăкран кăларсан та ĕçе каймасăр хĕвел çинче выртрĕ. Ним тума пĕлмесĕр хĕртĕнсе выртнă çĕрте шыраса тупрĕ те ăна Офоня Хлебник.

— Ак хайхи, тупрăм! — терĕ вăл хавасланса. — Икĕ кун шыратăп сана, путсĕре. Ку этем тӳсеймен, басурмансемпе тухса тарнă тетĕп.

— Мĕскер, сана каллех ман хутаç кирлĕ пулчĕ-им? — йĕкĕлтесе ыйтрĕ Ахтупай. — Пушах вăл ман, нимĕн те тултарман эп унта.

— Хутаçу мар, эсĕ ху кирлĕ пултăн, атте. Эпĕ сана ĕнтĕ çавăн пек чĕнем — атте тем. Уншăн ан çиллен. Çамрăк çынах мар та-ха ху...

— Кирек мĕнле чĕн, анчах аллунти пĕр пуллуна парсам мана. Выçă вилетĕп. Виçĕ кун ларса тухрăм, Офоня.

Вырăс ăсти ăна чи пысăк пуллине тыттарчĕ.

— Ларса тухрăм тетне? Вăт маттур та эс! Ара, мана хама та эрне каялла çеç кăларчĕç шăтăкран. Эпир санпа иксĕмĕр пĕр шăпаллă çынсем-иç.

— Шăтăка лекнипе мухтанмалли çук-çке унпа, Офоня, — терĕ Ахтупай. — Эсĕ мĕншĕн ларса тухрăн унта?

— Чĕлхешĕн. Чĕлхе усал манăн, Ахтупай. Чиркӳ тунă çĕрте патша дьякĕпе вăрçса кайрăм. Турă çуртне тунă çĕрте тăршшĕпе усал сăмах калатăн, ĕçлеттерместĕп сана тет. Халь эп унта мар, Ахтупай, çырма хĕрринчи тимĕрçĕ лаççинче. Эс пĕркун тимĕрçĕ тенĕччĕ те, юри шырама тухрăм. Пыратна ман пата ĕçлеме?

— Çак апатпа тимĕрçĕ лаççинче ĕçлеме ухмах мар пуль эп...

— Э-э, апат лайăхланать иксĕмерĕн. Темĕн те пĕр туптама тытăнсан выçă ларатпăр-и санпа! Тимĕр япаласене çăкăрпа улăштаратпăр.

Ку шухăш Ахтупая килĕшрĕ. Чăнах, тимĕрçĕ лаççинче выçă ларманччĕ-ха вăл.

Вĕсем Офоня Хлебникпа кунти тертлĕ пурнăç çинчен калаçса çырма хĕрринелле утрĕç.

Çаврака сăрт çинче сăвай çапнă сасă янăраса тăчĕ. Пур çĕрте те халăх кĕшĕлтетрĕ. Юнашарах чирлĕ çынсем ахлатрĕç. Такам такама вăрçрĕ, такам такама ĕмĕрлĕхех тус турĕ.

Утрав çинчи вăрман çаралсах пычĕ.

Ахтупайпа Офоня Хлебник хăйсен йышлă юлташĕсемпе тимĕрçĕ лаççинче ĕçлерĕç. Пĕр тимĕрçĕ лаççинчен тепĕрне темле çамрăк стрелецки голова чупкаласа çӳрерĕ, вăл тимĕр ăстисем патне халиччен никам курман сăнăсем, ункăсем, çăрасем, хăлăпсем, тимĕр патаксем — тата тем те пĕр йăта-йăта килчĕ, çавăн пек япаласене ытларах тумалла тесе вĕрентсе тăчĕ.

Тимĕрçĕсем ӳркенмерĕç, лаçран тухма та пĕлмерĕç темелле, анчах темиçе эрне çумăр айĕнче терт курнăскерсем, килти ĕçе те манмарĕç — мĕн тĕттĕм пуличчен хăйсем валли çĕр пӳртсем чаврĕç, хăма çапса е пура пураса çуртсем турĕç.

Вязовой сăрчĕ патĕнче çынсем, хăйсен ирĕкĕпе килнисем те, вăйпа хăваласа пынисем те, йышлансах пычĕç, çавăнпа унта çуртсем те йăвăраххăн курăнчĕç. Çаврака сăрта йăлтах воеводăсемпе стрелецсем йышăннă, ахаль çынсем унта ĕçе кăна çӳреççĕ.

Утрава — пулас хула вырăнне — вăрмантан пĕрле тасатрĕç пулин те, ахаль çынсем воинсенчен — стрелецсемпе казаксенчен — кулма пăхрĕç.

— Эсир халь хулăра тума та тытăнман, пирĕн ĕнтĕ вăл Атăл таран сарăлса ларать, — терĕç шăл йĕренсем. — Астăвăр, Иван патша парнисем пире лекме пултараççĕ.

Чăнах, Вязовой йĕри-тавра йывăç çуртсем кăмпа пек шăта-шăта лараççĕ. Вăрман каснă, йывăç турттарнă, чул-кирпĕч пушатнă хушăра тахăш вăхăтра ĕлкĕреççĕ ăстасем хăйсем валли йăва çавăрма. Воинсем вăл çуртсем çине ăмсанса пăхаççĕ: каçсерен ăшă ĕнтĕ вĕсенче, çĕлен-калтаран та хăрамалли çук. Утрав çинче вара самай сулхăнрах. Çитменнине тата, иртен пуçласа каçчен çумăр лӳшкет, ниçта типĕнсе пĕтмелле мар.

Воротынскипе Шереметев хуларан маларах ӳссе ларнă яла кимĕпе каçсах тĕрĕслерĕç. Çуртсем лайăх, вĕсене урай сарсах тунă. Кăмакисем те пур.

— Утрав çине куçарса каймалла вĕсене, — терĕ Шереметев пĕр çуртне кĕрсе курна хыççăн.

— Ма куçарса каяс? Хамăр лартатпăр, — терĕ Воротынский. — Паян-ыран çитмелле ĕнтĕ пирĕн воеводăсем Угличрен. Унта вĕсем юман кĕрешсем çеç мар, çуртлăх пĕрене те нумай кастарнă пулĕ-ха.

Сăмахпа çапла каларĕ пулин те хăй тепĕр кунах Вязовой патĕнчи пилĕк-ултă çурта утрав çине куçарттарчĕ.

— Вĕсем татах тăваççĕ, — терĕ вăл воинсене.

Воинсем çуртсене хуçисемсĕрех сӳтсе тăкрĕç, хуçисемсĕрех турттарчĕç. Çакна шăла çыртса пăхса тăнă ăстасем тӳсрĕç-тӳсрĕç те юлашкинчен çыран хĕррине ыткăнчĕç. Пĕрене тиенĕ кимĕсем патĕнче тĕрткелешӳ пуçланчĕ.

— Эсир мĕн, алăсăр-урасăр çынсем-им? Хăвăр тума пултараймастăр-им çакăн пек çуртсене? — кăшкăрчĕç ăстасем.

— Пире воеводăсем хушнă! Пăрăнăр унтан, унсăрăн халех тытса шыва ывăтатпăр.

— Эй, стрелецсем, чипертерех калаçăр! Этемле пулмасан çăрттансем патне пиртен маларах чăматăр!

— Эсир воевода сăмахне итлесшĕн мар-им, мăк сухалсем?

— Воевода тесе хамăртан мăшкăллаттаратпăр тетне?

Пĕрисем чарчĕç тавлашакансене, теприсем хăйсем чĕрре кĕрсе тăчĕç, часах вара пĕренесем, вĕсем хыççăн чул катрамĕсем шывалла ыткăнма тытăнчĕç.

Çыран хĕрринче шавланине илтсе утрав çинчен стрелецсен тепĕр ушкăнĕ анчĕ, ăстасен ирĕксĕрех парăнмалла пулчĕ.

Аслăрах пуçлăхсем ку вăрçă-харкашăва хутшăнмарĕç, вĕсем ăна курсан та курмăш пулчĕç.

Воротынскипе Шереметев воеводăсем çав вăхăтра Сĕве леш енчи улăхра юлан утпа уçăлса çӳрерĕç.

— Хитре çапах та Сĕве таврашĕнчи çĕр-шыв. Кур-ха, улăхĕнче лаша пытанать вĕт, — калаçрĕ Воротынский. — Эпĕ кунта иккĕмĕш хут кăна килетĕп-ха, пурĕ пĕр хăнăхрăм ĕнтĕ. Темшĕн чуна туртать çак юхан шыв тăрăхĕ...

— Ак Хусана илетпĕр те аслă княçран çакăнта çĕр ыйтатпăр, вара ку улăхсем пĕтĕмпех пирĕн пулаççĕ, — терĕ Шереметев.

— Парĕ-ши аслă князь ку таврара çĕр?

— Памасăр! Пире памасан кама памалла унăн? Хусан çывăхĕнчи çĕнĕ хулана кам тунă? Воротынскипе Шереметев! Хусана илнĕ чухне кам паттăррăн çапăçнă? Воротынскипе Шереметев!

— Эс, Иван Васильевич, пулман япала çинчен те туса хунă ĕç çинчен пупленĕ пекех пуплетĕн. Ку вăл çуралман ачана ят хунипе пĕрех мар-и, тăванăм?

— Ĕçĕ пулнăпа пĕрех ĕнтĕ, Михайло Иванович, — хăпартланса калаçрĕ Шереметев. — Çĕнĕ хулана ку йышпа ним мар туса лартатпăр, пуранă çуртсене кăна илсе килччĕр. Тутарсен шĕкĕр хулине тем тесен те илетпĕрех ăна. Паян мар тăк — ыран, ыран мар тăк — тепĕр кун.

— Пирĕн ĕмĕрте пулать-ши вăл, Хусана илесси?

— Пулать, Михайло Иванович. Хăвах куратăн, аслă князь çав тери çине тăракан çын. Хусан патне кашни çул вăрçăпа килет-иç. Стратилат пултарулăхĕ те пысăк унăн.

— Хусана иличчен пире пурсăмăра та леш тĕнчене ăсатса пĕтермест-и вăл? — шикленерех ыйтрĕ Воротынский. — Ытла шанмасть-çке пире...

— Унран эп хам та хăратăп, — терĕ Шереметев кăшт шăппăнрах калаçма тытăнса. — Бояр йăхĕнчен тухнă çынсене хăйĕнчен сивĕтсех, сивĕтсех пырать. Сильвестр, Пересветов, Адашев сăмахĕ уншăн темрен хаклă.

— Вĕсемпе калаçтăр-ха аслă князь, анчах пире ан хуптăр. Вăл воеводăсене ялан хупать-çке, ялан Белоозера ярать. Кун пек пире те черет çитет пуль, чăнах...

— Çитме те пултарать. Çĕнĕ хула тунă çĕрте асăрхануллă пулмалла, Михайло Иванович. Воеводăсем йышлăн. Çапăçса кайсан вĕçне-хĕрне те тупса пĕтереймĕн. Даниил Романовичĕ йăлтах пĕлтерсе тăрать ĕнтĕ патшана.

— Эс илтнĕ-и, Адашев килмелле теççĕ кунта çитес вăхăтра? — терĕ Воротынский.

— Илтмен. Хăшĕ килет вара?

— Ашшĕ. Федор Григорьевич.

— Апла пирĕн çав ăçти çук çынна пăхăнса тăмалла пулать-и?

— Пăхăнма лекет. Мĕн тăвас тетĕн? Вăл кунта государь хушнине пире сăнаса тăма килет.

Сĕве айкки Мускав тулашĕ мар, ним шухăшсăр уçăлса çӳреймĕн. Воеводăсем улăхпа инçе каймарĕç, сăртра пуртă сассисем янранине илтрĕç те лашисене каялла çавăрчĕç.

Аслă князь кайнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ, пĕр ирхине Çаврака сăрт патне сулăсем çитсе чарăнчĕç. Лере, Ушатых вотчининче, чутласа хатĕрленĕ пĕренесене, юпасемпе хулăн хăмасене воинсемпе мастеровойсем лашапа çӳлелле турттарчĕç, май килнĕ чухне ал вĕççĕн йăтрĕç. Çаврака сăрт çинче кунĕн-çĕрĕн ĕç вĕресе тăчĕ. Воеводăсем тесен, вĕсем те пулин халичченхинчен сахалтарах çывăрма тапратрĕç.

Иван Григорьевич Выродков крепоçре темĕн те пĕр тутарасшăн иккен: йĕри-тавра хулăн хӳмесем купалаттарасшăн, хапхасем айккине çичĕ тĕле башньăсем лартасшăн, посадра икĕ мунча, гостинăй çурт, тутарсем валли хăна килĕ, тимĕрçĕ лаççисем, тар хатĕрлеме селитра картишĕ тăвасшăн. Кунсăр пуçне унта темиçе чиркӳ, воеводăсем валли чаплă çуртсем, аслă княçа йышăнма уйрăм пӳлем пулмалла, çĕр айĕнчен çӳреме пĕр çыранран тепĕр çырана вăрттăн çулсем чавмалла.

Хула ятне никам та хуман-ха, ахаль калаçура çеç ăна пĕрисем Иван-город, теприсем Новоград Свияжский теççĕ. Чăвашсемшĕн ку сăмахсем кăшт йывăртарах, вĕсем хула ятне хăйсем пĕлнĕ пек хунă: Сĕве. Кун пек калама çăмăл. Тата илемлĕ те.

Хусан княçĕсем çĕнĕ хулана пур пĕрех пулмалли япала вырăнне хучĕç курăнать, вырăссене питех тапăнмарĕç. Малтан пĕр-икĕ хутчен утлă çарпа хăратма тăчĕç те вырăссем пит йышлине курсан çапăçăва кĕмесĕрех каялла чакрĕç. Асапланччăр, туччăрах вăл хулана, эпир аркатса тăкма ĕлкĕрĕпĕр терĕç-ши?

Утрав çинчи хулана тума тытăннăранпа миçе кун иртнине воеводăсем чăтăмсăррăн шутласа пыраççĕ. Вĕсен хулана часрах туса пĕтерсе Хусан княçĕсен сехрине тата ытларах хăпартас килет. Тума тытăннă çеç мар, хулана туса та пĕтернĕ теччĕр. Хăш-пĕрисене аслă князь умĕнче ырă ятлă пулас шухăш та канăç памасть. Кирек мĕнле пулсассăн та çирĕм саккăрмĕш кунĕнче Воротынскипе Шигалей мĕн пур воеводăсене, думнăй дворянсене тата чиркӳ çыннисене хăйсем патне «Воротынский çуртне» пуçтарчĕç. Аслă воевода тĕп розмысела Иван Выродкова, унпа пĕрле кунта пуçтарăннă мĕн пур чаплă çынсене государь хушса хăварнă ĕçе туса пĕтернĕ ятпа саламларĕ.

— Эпир пурсăмăр та чунтан савăнма пултаратпăр, — терĕ вăл, — Новоград Свияжский хули, хамăр государь Иван Васильевич хушнипе тума пуçланă хула, хатĕр. Эпĕ паян сиртен ирĕк ыйтса илесшĕн: хулана туса пĕтерни çинчен аслă княçа пĕлтерме юрать-и манăн?

— Юрать, воевода!

— Юрать, Михайло Иванович!

— Хамăр государе Иван Васильевича мухтав! — кăшкăрчĕç воеводăсемпе ытти чаплă çынсем.

Аслă воевода хăйĕн сăмахне малалла тăсрĕ.

— Апла пулсан эпĕ хама государь панă влаçпа усă курса Мускава аслă князь патне çынсем уйăрса яратăп. Сире халех каласа хума пултаратăп: Мускава çынсене Иван Васильевич Шереметев воеводăпа патша дьякĕ, пирĕн розмысел Иван Григорьевич Выродков ертсе каяççĕ. Сире пурсăра та ыран ирхине вĕсене ăсатма пыма чĕнетĕп...

Ирхине Ахтупай пĕтĕм халăхпа пĕрле воеводăпа патша дьякне ăсатма кайма хатĕрленнĕччĕ. Вĕсем Офоня Хлебникпа вучаха кăмрăк ытларах пăрахрĕç те тимĕрçĕ лаççине питĕрсе илес тесе çăра шырама пикенчĕç. Уçса кĕрсен таçта ывăтнă-çке Офоня, çăри нимпе те тупăнмарĕ.

— Хĕртме вучаха хуман-и эсĕ ăна савнийӳ çинчен шутланă хушăра? — кулма пăхрĕ Ахтупай.

— Тен, ывăтнă та пуль. Кайса пăхам-ха эппин.

Ахтупай ăна кĕтсе алăк патĕнче тăчĕ.

Çав вăхăтра хыçалта ура сасси пулчĕ, Ахтупай çаврăнса пăхрĕ те тимерçĕ лаççине хуралса кайнă ырхан çын кĕрсе тăнине курчĕ.

— Атте! — терĕ çын кăшт тинкерсе пăхса тăнă хыççăн. — Атте, эсĕ-и ку? — Ун сасси пырпа аптăракан çыннăнни евĕр хăрăлтатса тухрĕ.

— Иливан! — пĕтĕм вăйпа çухăрса ячĕ Ахтупай. Хăй çавăнтах ывăлĕ патне ыткăнчĕ.

Вĕсем ыталашса илчĕç те пуçĕсене пĕр-пĕрин хул пуççийĕ çине хурса сассăр макăрчĕç.

— Таврăнтăн иккен, ывăлăм. Эп сана вилнĕ тесе. Вилмен, вилмен! Телей пур иккен-ха пирĕн çут тĕнчере пăртак...

— Ак çăра та тупăнчĕ, ывăл та тупăнчĕ, — терĕ Офоня вĕсене макăрса тăранма парса.

— Тупăнчĕ, тупăнчĕ! Çухалнă ывăл тупăнчĕ! — пĕр сăмаха темиçе хутчен каларĕ Ахтупай.

— Апла эсĕ воеводăна ăсатма пымастăнах ĕнтĕ, Ахтупай?

Юлташĕ, мĕн ыйтса тăратăн тенĕ пек, аллине çеç сулчĕ.

— Шуйттан тума кирлĕ-и халь мана воевода? Ие чăмласа кайтăр вĕсене, сан воеводусене. Ман ывăл тупăннă, Офоня! Ăнланатни, ывăл тупăннă! Анчах пирĕн пата мĕнле килсе кĕтĕн эсĕ, Иливан? — пĕлесшĕн пулчĕ Ахтупай. — Эп кунта иккенне кам каларĕ сана?

— Тукай, — терĕ Иливан сывлăш çавăрса. — Çавна куртăм эпĕ Хусантан çитсенех. Вăл мана палламарĕ, эпĕ ăна палларăм...

— Тĕнчере маншăн пĕр усăллă ĕç турĕ иккен Тукай, — терĕ Ахтупай ывăлне çурăмĕнчен те, тăнлавĕнчен те шăлкаласа. — Уншăн та пулин тав ăна, аçа çапман этеме. Унсăрăн мана шырамастăнччĕ-ха эс Сĕве вăрринче, тӳрех киле тухса каяттăнччĕ.

— Каяттăм, атте. Сана кунта шырамаллине пĕлместĕмччĕ.

Ахтупай хăйĕн ывăлĕ Эрнепи çинчен пĕр сăмах та пулин каласса кĕтрĕ, анчах Иливан амăшĕ пирки нимĕн те шарламарĕ. Вара Ахтупай ăнланчĕ: Иливан тыткăнра амăшне курман. Амăшĕ ун пекех чуралăха çакланнине вăл пĕлмест те.

10. Ылтăн пичетлĕ хут

Ахтупайпа Офоня Хлебник пурăнакан çурт Сĕве айккинчи ытти çуртсенчен лайăхрах та мар, начарах та мар. Пĕренисене çуррине чутламан унăнне, тăррине хăмăш кĕлтисемпе виткеленĕ, тĕнĕ пек чӳречине çĕтĕк-çатăк кипкепе карнă. Кăмаки çук. Алăкне тахăшĕн тумалла пулнă — туса пĕтермен. Хĕвеллĕ çанталăкра ытла усалах мар ку пӳртре пурăнма, йĕпе-сапара е сивĕре аяк пĕрчисене çил ачисем тĕрĕслеççĕ.

Иливан вăй çук пирки çынсемпе тан ĕçе каяймарĕ-ха, çавăнпа кăшт каннă хыççăн никам каламасăрах пӳрт-çуртра йĕрке тума тытăнчĕ. Чи малтан вăл чулпа кирпĕч ванчăкĕ пуçтарса çĕр урайне вучах турĕ, унта çунтарма вутă чылай йăтса тултарчĕ. Вара пулăçсемпе ермешсе кайса темиçе çĕклем хăмăш касса килчĕ, унпа выртмалли вырăнсене хулăнлатрĕ. Каçсерен тимĕрçĕсем валли апат пĕçерчĕ.

— Акă пирĕн килте хĕрарăм алли пур пекех туйăнса кайрĕ, — терĕ пӳрт тирпейленнине асăрханă Офоня Хлебник. — Эс çавна сисетни, Ахтупай?

— Сисетĕп те-ха, анчах хăш-пĕр çынсене кăмăла каймасть-ха вăл çапла килте ларни, — терĕ ашшĕ.

— Сăмахран, кам кăмăлне каймасть?

— Тукай мăрса хăй патне илесшĕн ăна.

— Мĕн тума?

— Тĕкĕрçĕ вырăнне ара, тарçă вырăнне. Пирĕн йăхра, аттесĕр пуçне, пурте Тукай тĕкĕрçисем пулнă. Халь ĕнтĕ мăрса Иливанăн та ят тухрĕ тет пуль.

— Эс ан пар ăна, нимпе те ан пар! — вĕрентесшĕн пулчĕ Офоня. — Куратăн вĕт, Иливан çилпех сулланать халь. Халсăр вăл, чирлĕ.

— Мăрса ăна пăхса тăрать-и, Офоня? Тукая çын кирлĕ. Курчĕ вăл, Ахтупай ывăлĕ тыткăнран таврăннă, часрах ярса илесшĕн ал айĕнчи йĕкĕте.

— Мăрсана париччен эпир ăна хамăрпа пĕрле тимĕрçĕ лаççине илсе каятпăр, Ахтупай.

— Э-э, Тукай камран ыйтса тăрать? Эпир — мăрса çыннисем. Килет те илсе каять ак.

■ Страницăсем: 1... 5 6 7 8 9 10 11 12 13 14 15 ... 23