Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Сӑхманлӑ ҫар
Молодец девицу подговаривал:
— Поедем, девица, на Казань город.
Казань город на красе стоит,
На красе стоит, на крутой горе;
Казаночка речка медово течет.
Мелки ключики — зелено вино;
По лугам, лугам трава шелкова,
Цветы алые, все лазоревые.
— Не обманывай, добрый молодец.
Я сама давно про то ведаю,
Что Казань город на костях стоит,
Казаночка речка кровава течет,
Мелки ключики — горючи слезы.
По лугам, лугам все волосы,
По крутым горам все головы,
Молодецкие, все стрелецкие.
Вырăс халăх юрри
1. Тыткăна лекнĕ уйăх
Сафа-Гирей кăçал хăйĕн тăванĕсем патне Тавридăна кайса килесшĕнччĕ, анчах вăхăт тупаймарĕ. Çу кунĕсене Казанка хĕрринчех ирттермелле пулчĕ. Тĕрĕссипе каласан ытах çине тăнă пулсан вăхăчĕ тупăнатчĕ-ха вăл, ăна ханлăхри ĕçсем тытса тăчĕç. Сафа-Гирей хулана темиçе эрнелĕхе те пулин пăрахса хăварма шикленчĕ. Хăй ирĕкĕпе мар пулин те вăл хуларан кайкаласа курнă ĕнтĕ. Кайма йывăрах мар та, килме питĕ кансĕр Хусана. Икĕ хутчен унăн шĕкĕр хулана хапхана çĕмĕрсе кĕрсех таврăнмалла пулчĕ.
Тепĕр çул аллă тултарсан Сафа-Гирей Крым ханне хăнана чĕнсе пăхасшăн. Килĕ-ши хăйĕн тăванĕн юбилейне Сахиб-Гирей? Чĕрĕк ĕмĕр пулман-çке вăл Атăл çинчи шĕкĕр хулара! Пĕрре килсе курмаллах ĕнтĕ ашшĕпе пĕр тăван пиччĕшĕн кунти Гирейсем патне, Хусан уншăн ют хула мар, хăй хан пулса пурăннă хула.
Сисмест мар, сисет Сафа-Гирей, иртнĕ çич-сакăр çул хушшинче тăвансем пĕр-пĕринчен чылай сивĕнчĕç. Ăшă саламсем сахал килеççĕ кăнтăрти хĕвеллĕ çĕр-шывран. Парнесем илет те Сахиб-Гирей парăмра юлас мар тесе пулас пĕчĕк çеç çар ярса парать. Ку çарпа пĕрле темиçе князь тата темиçе улан килеççĕ. Вĕсенчен яланлăхах Хусана службăна юлакансем сахал. Нумайăшĕсем кĕсье тулли ылтăн тултарса каялла тарма пăхаççĕ.
Хусан патши çапла ĕмĕтленнĕччĕ: мĕн пур парнесемшĕн Сахиб-Гирей унăн икĕ ывăлне — Булюкпа Мубарека — чипер пăхса ӳстерет пулĕ тенĕччĕ. Çук, ку ĕмĕчĕ те çитмерĕ унăн. Булюкпа Мубарек Крымри Гирейсемшĕн ют çын вырăнне кăна пулчĕç. Ĕнер Бахчэ-Сарайран таврăнсан каласа кăтартрĕç те ывăлĕсем, Сафа-Гирей йăлтах тĕлĕнсе кайрĕ: кăшт айăпа кĕрсенех, тепĕр чухне ним айăпсăрах Сахиб-Гирей Булюкпа Мубарека хупа-хупа лартать, ытти тăвансем умĕнче тивĕçсĕр намăслантарса пĕтерет. Кунтан ывăлĕсем валли парса янă япаласем те нумай чухне вĕсен аллине çакланмаççĕ.
Хăйне чаплă çар пуçĕ, Сулейман Великолепнăйăн вĕренекенĕ, тесе шутлакан Сахиб çак çич-сакăр çул хушшинче асра юлмалăх, Мускав патшалăхне кисретмелĕх пĕр вăрçă та ирттереймерĕ. Украина çеçен хирне тухать те каялла таврăнать, Дон патне çитет те каялла таврăнать. Ку сахал-ха, Сафа-Гирей Атăл тăрăх вăрçăпа кайнă çулсенче те ячĕшĕн çеç пулăшать. Крым çурçĕрелле çар яманнине кура Хусан та вăрçă вăрçайми пулчĕ. Вырăссем тапăнса килеççĕ ав кашни çул, тутарсем Чулхулапа Балахна патне те сайра çитеççĕ.
— Мĕскер, ватăлчĕ-им манăн Сахиб пичче? Шăммисем хытнипе ут утланайми пулчĕ-им? — ыйтать вара Сафа-Гирей Крымран килнĕ чаплă княçсемпе улансене йышăннă чух.
— Аптрамасть-ха пиччӳ, Мускав еннелле çĕмĕрттерсе кайма хатĕрленет-ха, — теççĕ Крым çыннисем.
Сафа-Гирей мăйăх айĕпе кулса çеç илет. Вăл ĕненмест ĕнтĕ: пулмасть Сахибран тек Мускав еннелле каясси. Чаплă çар пуçĕ, Сулейман вĕренекенĕ, Хусанти тăванĕ парнесем ярассине çеç кĕтсе ларать.
Хусан патши Крым çыннисене хисеплемест, вĕсене кӳрентерме пăхать тесен шĕкĕр хулара такам та тĕлĕннĕ пулĕччĕ. Пурте пĕлеççĕ-çке-ха, Сафа-Гирей кирек мĕнле ĕç пирки те чи малтан Крым çыннисемпе канашлать, чи чаплă парнесене Крым çыннисене парать, ĕçкĕ-çикĕре те, тĕрлĕ йышăнусенче те кĕрекере çавсем саркаланса лараççĕ.
Вĕсем пиркиех паян Сафа-Гирейĕн хăйĕн юратнă арăмĕпе — Сююнбикепе урлă пулма тиврĕ. Упăшки аскерсемпе тарçăсене Крым çыннисемпе Хусан княçĕсем патне çеç чуптарнине курса арăмĕ чунтанах ӳпкелешме тапратрĕ.
— Эсĕ нухай княçĕсене йышăнăва чĕнесшĕн мар-им вара, Сафа? Утямăш çуралнă куна ун тăванĕсемсĕр ирттерме шутлатни? — терĕ вăл халь-халь макăрса ярас пек.
— Нухайсене те чĕннĕ, ан хăра, вĕсем те пулаççĕ, — йăпăлтатма тăчĕ Сафа-Гирей.
— Кама чĕннĕ? Камсем пулаççĕ? Никам патне те çын ямарăн эсĕ. Крым çыннисемпе каçăхса кайнă та çавсене анчах чĕнтеретĕн.
— Аçупа аннӳ килеççĕ, вĕсене каласа янă. Тата кам кирлĕ сана?
— Пиччесем кирлĕ.
— Вĕсене те систернĕ.
— Çук, систермен. Ман пиччесем нимĕн те пĕлмеççĕ паянхи йышăну çинчен. Йывăр вăхăтра сана ман пиччесем пулăшрĕç, нухай княçĕсем пулăшрĕç, паян, ывăл çуралнă кун ячĕпе ирттерекен йышăнура, Крым çыннисем хаклăрах.
Сафа-Гирей эс ытлашши калаçатăн тесе арăмне кăшкăрса тăкма хатĕрччĕ, тепĕр чухне пулсан кăшкăрса тăкатчĕ те пулĕ вăл, анчах паян Сююнбикене кӳрентерме пултараймарĕ.
— Ху пĕлетĕн-çке, пиччӳсемпе эпир Ту енчи çĕр-шывшăн вăрçмаллипех вăрçса кайрăмăр, — терĕ хан арăмĕпе йăвашлăраххăн калаçма тăрăшса. — Çилленнĕ вĕсем пире, чĕнсен те килмеççĕ йышăнăва.
— Ывăл çуралнă кун тесен мĕнле килмеççĕ пуль вара? — ӳкĕте кĕмерĕ арăмĕ. — Менелникре Ту енчи çĕр-шыва пайлас çук. Кур-ха, темле чăвашсемшĕн урлă пулнă та, ман тăвансене «йышăнăва чĕнесшĕн те мар...»
— Юрĕ, халех çынсем ярăп. Шыраса тупсан калĕç, шыраса тупмасан эп айăплă мар.
— Эс ман ятпа чĕнтер, Сафа. Йăмăку каласа ячĕ тесен килеççех вĕсем.
Сафа-Гирей нухай мăрсисене хăйĕн ячĕпе те, арăмĕпе ывăлĕ ячĕпе те чĕнтермерĕ. Юсуф ывăлĕсем утлă çарпа Хусан тулашĕнче çаратса çӳреççĕ те, хан вĕсене хапха уçса хулана кĕртет пулать. Нухайсене кĕртсе ярса халăха пăтратма, вĕсемпе кунта сĕтел хушшинче тавлашса ларма Сафа-Гирей ухмаха ермен-ха. Хăна-вĕрле унăн нухай мăрсисемсĕрех çителĕклĕ пулать. Чаплă бексемпе княçсене, эмирсемпе улансене пурне те чĕннĕ паян кремле.
Вăхăт улшăнать, çавна пула кĕрекери çынсем те улшăнаççĕ (тĕрĕсрех каласан ылмашăнаççĕ). Паян ĕнтĕ хан кĕрекинче çамрăксем ытларах. Тин çеç сеид пулса тăнă Кулла Шерифпа Кучак улана шутламасан Сафа-Гирейпе юнашар ларакансем — пурте тин çеç арçын шутне кĕнĕ йĕкĕтсем. Çамрăксен шутĕнчен тухнă, ваттисен шутне кĕреймен княçсем виççĕн-тăваттăн кăна: Бибарс, Нуралей, Ширин, Растов, Чапкун.
Сĕтел хушшинчи çынсен сăмах хĕрӳлĕхĕ пĕтмен-ха, анчах вăл та ĕлĕкхи мар ĕнтĕ. Хан хăй те, ун княçĕсемпе уланĕсем те халь тост çĕкленĕ чух пулас вăрçăсем çинчен кăшкăрмаççĕ, вырăссемпе Хусан тулашĕнче тытăçкаласа илни синчен çеç сăпайлăн калаçаççĕ. Çапах та мухтанмалли япаласем те пур иккен-ха Хусанта.
— Тăвăллă хĕрĕх пиллĕкмĕш çул иртсе кайрĕ, — ĕлĕкхи пекех çĕкленсе калаçма тăрăшрĕ Сафа-Гирей. — Унтанпа тăватă çул чиперех пурăнатпăр-ха. Пирĕн тăшман, Хусан престолне тахçантанпа хапсăнакан Шигалей, килчĕ те çичĕ кун çумăр айĕнче тăнă хыççăн каялла кайрĕ. Иван патша пĕлтĕр вăрçă пуçласа Работкирен те иртеймерĕ. Шĕкĕр хулара, ханлăхри мĕн пур даругăсенче йĕрке туса хутăмăр. Тау Ягы кăшт пăлханать-ха, Мускав еннелле пăхать, анчах ăна лăплантаратпăр. Шухă ут валли чĕн йĕвен тупăнатех вăл. Пире ĕçре чăрмантарса тăнă тăшмансем пирки каламастăп та. Вĕсене эпир пĕр хĕрхенмесĕр аркатса тăкрăмăр. Сутăнчăксен юлашки ушкăнĕ висĕ çул каялла, сурăх кĕтĕвĕ пек, Мускава тухса кайрĕ. Мĕн тупрĕç вĕсем аслă князь патне службăна куçса? Пире хăратрĕç-и, Хусана парăнтарчĕç-и? Хăйсем намăс курчĕç анчах. Эпир вырăссене парăнман, парăнас та çук. Кремле кĕнĕ чух куртăр пуль, хӳмесем çинче пур çĕрте те халăх ĕçлет. Эп посадпа кремль хӳмисене тĕреклетме шутларăм, хаклă туссем. Вырăссем пирĕн çине тапăнса килме пăрахмаççĕ пулсан эпир те, тăмана пек, тĕлĕрсе лармăпăр. Ывăл ячĕпе шантарса калама пултаратăп: эпир халь вăйсăр мар. Манăн мухтанас кăмăлăм çук, анчах Хусанти чи чаплă çынсен умĕнче, сеид умĕнче каласа хăвармасăр та чун чăтмасть: Гирейсем тытса тăма пăрахмасăр Хусан ханлăхĕ вырăссен хурри пулас çук. Гирейсем нихçан та вырăссене парăнса хăйсен ирĕкĕпе кунтан тухса каймĕç. Телее, Гирейсен йăхĕ чакмасть-ха, хутшăнсах пырать. Паян чи кĕçĕн Гирей çулталăк тултарчĕ. Эппин, çавăншăн тост çĕклер, хаклă тăвансемпе ман хаклă тусăмсем.
— Утьăкка пирĕн Утямăша!
— Часрах ӳс те пысăк пул, Утямăш-Гирей!
— Гирейсен йышĕ хутшăнсах пытăр! — кăшкăрашрĕç пуçтарăннă хăнасем.
Унтан сеидшăн, ханшăн, аталăхсемшĕн, Сююнбикешĕн, Утямăш кукашшĕпе кукамăшĕшĕн, Сафа-Гирейĕн аслă ывăлĕсемшĕн тост çĕклерĕç.
Йышăну хĕрсех пычĕ. Чăннипе ĕнтĕ вăл халь шавлă ĕçкĕ пулса кайрĕ. Ларнăçемĕн сĕтел хушшинчи çынсем темиçе ушкăна пайланчĕç, пур çĕрте те хĕрӳллĕ тавлашу пуçланчĕ.
Сафа-Гирей нимрен ытла хăйĕн хуньăшне — Юсуф княçа сăйлама тăрăшрĕ.
— Ĕç, ĕç эсĕ, хуньăм. Ку вăл сирĕн патăрта тăвакан пăтранчăк шыв мар, Бухараран илсе килнĕ таса эрех. Шăп кăна ваттисем валли.
— Ăна та ĕçейми пултăм, кĕрӳ. Нимскере те йышăнмасть вар-хырăм. Эс эрех вырăнне кумыс тупса парсамччĕ мана...
Ханăн йышлă нӳхрепĕсенче темĕн те пур, кумыс та нумай. Сафа-Гирей старике кумыс ĕçтерет, çав вăхăтрах ун çумнерех куçса ларса мăрса ывăлĕсем çинчен сăмах тапратать.
— Сан Юнусу ăçта ĕнтĕ, хуньăм? Абдулла ăçта? Халĕ те Хусан таврашĕнче çаврăнса çӳреççĕ-и вĕсем?
— Хам та пĕлместĕп, кĕрӳ. Курманни нумай пулать аслă ывăлсене, — тет Юсуф князь.
— Киле пырса çӳремеççĕ те-и?
— Чылайранпа пыман. Сан патна та килмеççĕ-и вĕсем?
— Çук, курмастăп. Ĕнер икĕ князь килсе ӳпкелешрĕç. Юнус вĕсен учĕсене илсе кайнă. Мĕн кирлĕ çавсене Хусан тулашĕнче? Çырупа пĕлтермесни эс ывăлусене, хуньăм, кайччăр вĕсем кунтан...
— Эс вĕсене Ту енчи çĕр-шыва пама пулнăччĕ мар-и, кĕрӳ?
— Пама пулнăччĕ те, халь ĕçсем улшăнчĕç çав. Ту енче унта вырăс çарĕ тăрать. Кучак хан утлă çарĕпе кайса килчĕ, ăна та кĕртмен вăл таврана. Çавал вăрринчен те иртеймерĕм тет.
Юсуф чееленме пăхать.
— Вара Ту енчи çĕр-шыва вырăссене парас тетне?
— Çук, никама та памастăп!
— Сăмахпа çапла пулĕ те-ха, анчах чăннипе вăл вырăссен аллинче-çке, кĕрӳ. Хăвах каларăн-çке, хан утлă çарĕ те кĕреймест унта терĕн. Эппин, мĕнле пулса тухать-ха санăн? Нухайсене парасшăн мар эсĕ, вырăссене парасшăн мар, хăвăн вăл çĕр-шыва тытса тăма вăю çитмест.
— Çитеретпĕр. Вырăссем унта нумай тытăнса тăраймаççĕ. Ту енчи çĕр-шыв хамăрăнах пулать.
— Хăвăнне ху пĕл ĕнтĕ, кĕрӳ. Анчах ман ывăлсене пама хĕрхенсе вырăссене ан парса яр вăл пуян çĕр-шыва. Вара хитре мар пулса тухать. Тепринче мĕн те пулин килсе тухсан Юнуспа Абдулла пулăшас та темĕç сана.
— Çапах та эс вĕсем патне çын яр-ха — терĕ Сафа-Гирей хуньăшĕпе ытлашши тавлашма шутламасăр. — Каласа хур, пирĕн княçсене çаратса ан çӳреччĕр.
— Май килсен каласа хурăп ара, — ирĕксĕртен тенĕ пек тавăрчĕ Юсуф.
Сафа-Гирей ăнланмасăр тăма пултараймарĕ: старик вăл хушнă ĕçе тăвас çук. Юсуф князь хăйĕн ывăлĕсем майлă. Нимле çыру та çырмасть вăл Юнуспа Абдулла патне, хула тулашне çын та ямасть. Вăл халь, ывăлĕсем пекех, Хусанта инкек пуласса кăна кĕтет.
«Анчах Ту енчи çĕр-шыв нихçан та сирĕн пулмасть, нухай мăрсисем! — терĕ ăшра Сафа-Гирей. — Вăл сăртлă вырăна мекеçленсе хăпарма вăй çитмест сирĕн. Унта хăпарма чăнкă, ура шăвать. Эсир мар, эпĕ те, ун хуçи, кутпа шуса антăм çав чакăл сăрт çинчен».
Старикрен уйрăлсан хан Крым çыннисем хушшинче Кучака шыраса тупрĕ.
— Итле-ха, тăванăм, — терĕ вăл ăна айккинерех чĕнсе илсе, — тем тесен те Юнус усал шухăш тытнă. Темиçе эрне ĕнтĕ каллех хула тулашĕнче çӳрет. Улталаса хулана кĕрсе ан кайтăр.
— Эп пур çĕре те вăйлă хурал тăратнă, — терĕ Кучак. — Пирĕн çынсем Юнус ăçта кайнине сăнаççĕ унта.
— Çапах та ху тĕрĕсле-ха эсĕ. Кайран тепре килетĕн. Улансене каласа хур: сĕмсĕрленсе хулана кĕме хăтлансан нухайсене хĕрхенсе ан тăччăр.
— Юрĕ, аслă хан.
— Тата акă мĕскер, тăванăм. Чăвашсемпе çармăссен утлă çарне пушкăрт чиккине куçарма хуш. Вĕсене вырăссенчен аяккарах тытас пулать.
— Ăнлантăм, аслă хан.
— Тукайпа Акпарс килмерĕç-и?
— Çук, килмерĕç.
— Килсен кăтартăп-ха вĕсене! — терĕ хан шăл витĕр. — Виççĕ чĕнтертĕм ĕнтĕ, пыратпăр тесе те, пымастпăр тесе те каласа ямаççĕ. Йăлтах вырăссем майлă кайса ӳкрĕç пулмалла.
— Иртнинчех тытса хупмаллаччĕ вĕсене, аслă хан. Сутăнчăксем вĕсем, урăх никам та мар, — терĕ Кучак.
— Тĕрĕс, тытса хупмаллаччĕ.
Хăнасем саланса пĕтсен Сафа-Гирей амăшĕн чĕрçи çинче çывракан Утямăша ача пӳлĕмне йăтса кайса вырттарчĕ. Вĕсем Сююнбикепе иккĕшĕ уçăлса çӳреме кремль картишне тухрĕç.
— Мĕнле, сан кăмăл халĕ те çаврăнмарĕ-и, Сююнбике? — куларах ыйтрĕ хан арăмĕ чĕмсĕр пынине асăрхаса.
— Çаврăнман, — терĕ Сююнбике юнтарнă çын сассипе. — Пиччесенчен пĕри те килмерĕ паян. Эс вĕсене чĕнтермен те.
— Чĕнтернĕ, Сююнбике. Тарçăсенчен ыйт эппин.
— Ыйтма та кирлĕ мар, чĕнтермен. Пĕлетĕп, эс вĕсене çын вырăнне хумастăн. Анчах эс мана юрататтăнччĕ-çке, Сафа. Халĕ унчченхи юратăву ăçта кайса кĕчĕ?
— Сана эп халĕ те юрататăп, Сююнбике. Паянхи йышăнăва пĕр саншăн ирттертĕм.
— Темскер ĕненес килмест. Апла пулсан ма пĕр ĕç тумарăн паян?
— Мĕн тумаллаччĕ? — терĕ Сафа-Гирей.
— Çулталăк тултарнă ятпа Утямăша трон халаллас пулатчĕ.
— Ара, эп вилмен-çке-ха. Ма трон халалламаллаччĕ ăна? — тĕлĕнчĕ Сафа-Гирей.
— Йăли çапла, — терĕ арăмĕ. — Ман атте те вилмен ав, ун хыççăн аслă князь кам пулассине пур пĕр каласа хунă. Санăн та каласа хумаллаччĕ.
Хан хăйĕн йăпăлти арăмне хăрах алăпа çупăрласа илчĕ.
— Ан хăра, Сююнбике, — терĕ вăл. — Ханлăх, паллах, Утямăш аллинче пулать. Кама парса хăваратăп эп Хусан патшалăхне Утямăша памасан!
— Сан тата икĕ ывăл пур-çке, Сафа. Эп çавсенчен хăратăп. Паçăр вĕсем Утямăш çине сиввĕн çеç пăхса ларчĕç. Юратмаççĕ, унтан та ытларах — кураймаççĕ вĕсем пирен пĕчĕк ывăла.
— Ахалех ун пек шутлатăн, Сююнбике. Булюкпа Мубарека Хусан тронĕ кирлĕ мар. Вĕсем ак часах Бахчэ-Сарая каяççĕ.
— Чăнах те, Сафа?
— Чăнах пулмасăр!
Сююнбике кушак пек ачашланса упăшки çумне йăпшăнчĕ, ăна мăйĕнчен ыталаса илчĕ.
— Кала, хăвăртрах кайччăр аслă ывăлусем, Сафа. Вара эп нимĕншĕн те кулянмастăп. Ун чух телейлĕ пулатпăр санпа...
Çакăнта урăх арăмĕ пулсан Сафа-Гирей кунашкал сăмахсемшĕн ăна енчен енне çупса ямалла, темĕн те пĕр каласа хăйĕн пӳлĕмне тарса кĕмелле. Сююнбикене вăл ман аслă ывăлсем пирки ун пек калама мĕнле хăятăн тесе вăрçса та тăкаймарĕ, хăйĕн çумĕнчен тĕртсе те яраймарĕ. Юратать хан Джаналирен тăрса юлнă виççĕмĕш арăмне. Уншăн чунне пама хатĕр вăл.
— Эпир ахаль те телейлĕ санпа, Сююнбике, — хăй çилленнине нимĕн чухлĕ те палăртмарĕ хан. — Пирен, иксĕмĕрĕн, пĕчĕк Гирей пур, Хусан престолне ман хыççăн йышăнма тивĕçлĕ тĕпчĕк пур.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...