Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Павăл хĕрĕ Наума та тĕлĕнтерчĕ. Прапоршик Елюка
ырлани вара шухăша ячĕ. «Пĕр-пĕрне кнлĕштереççĕ пулас. Офицер пулсан та, Петров пуçĕнче çил вылять-ха. Путсĕр çын хĕрĕпе çыхланса вăл хăйне пĕтерĕ, çавăнпа ăна çийĕнчех сивĕтмелле».
— Хĕр пулнă та — пĕтнĕ! — татса хучĕ вара Наум.
— Пĕтнĕ?! — ăнланаймарĕ Петров.
— Хер мар вăл, качча тухнă. Петрова ку сăмах минретсех ячĕ.
— Кама тухнă вăл? Упăшки ăçта?
— Ун упăшки Пакăш ращинчи вăрă-хурах. Куна вулăсĕпех пĕлеççĕ. — Наум Ваймистров çинчен, вăл мĕнле авланни, Энĕшкасси çамрăкĕсем вăра-хурахсене йĕрлесе тытни çинчен каласа пачĕ.
Петров Елюкран писес вырăнне чĕрипе унпа çывăхланчĕ. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне пачах та юратман йĕкĕте качча панă пирки ĕмĕр тăршшĕпех куççуль юхтаракан сахал-им? Елюк та ирсер йăла мăшкăлĕ пулнă-мĕн.
— Павел, Платонович хĕрĕ телейсĕр иккен... — терĕ вара, ассăн сывласа.
Петров Елюкран йĕрĕнме мар пушшех ун майлă пулма тăрăшни палврчĕ.
— Эсремет хĕрĕшĕн ытлашши ан хыпăн, — терĕ вара Наум, — вăл вунă хут качча тухса вунă хут тăлăха юлсан та телейне çухатмĕ. Сан пуçа вăл асамласа ухмаха ертесрен хăрушă вара.
Петров лайăхмарланчĕ те:
— Эп хама çăмăллăнах тăллама ирĕк памăп! — тесе хучĕ.
Яла кĕнипе вĕсен калаçăвĕ вĕçленчĕ. Хăйсем вырнаçнă киле çитрĕç, вăрлăхне пушатса хăварсан, хутора васкарĕç.
Кĕçех каç пулчĕ. Салтак-сухаçсем таврăичĕç. Кунашкал ĕç нумайранпа туманскерсен хул-çурăмĕ ыратрĕ пулин те, кăмăлĕсем савăк: тăлăх арăмсене пулăшнă-çке вĕсем?
Кĕтмен çĕртен тăсланка салтак килсе кĕчĕ те, пурте тĕлĕнчĕç.
— Сударков, мĕн шыраса çӳретĕн эс кунта? — командир тивĕçĕпе малтан Петров чĕнчĕ.
— Господин прапорщик, — макăрса ярас пек йăлăнчĕ. тăсланка салтак, — эпĕ снрĕн умра та, юлташсем умĕнче те питĕ айăплă. Тĕрĕсех хĕнерĕç мана. Шăпам манăн сяренннпе пĕрле пулмалла. Эпĕ, ăссăрскер, хирĕç кайрăм. Халь йăлтах ăнлантăм. Хăвăр рете йышăнăр, тархасшăн. Йăнăша юсама ман парăр. Хушннне масăр тума тăрăшăп. Хăваласа ан ярăр.
Тăсланкă салтак ӳкĕнсе калаçни ыттисен чĕрине ним чухлĕ те тивмерĕ, ăна йĕплерĕç кăна:
— Шеллемелле иккен?!
— Пире сутнăшăн сахал тӳлерĕç-и?!
Çак сăмахсене тӳсме йывăр пулнн тег тăсланкă салтак палăртмарĕ. Темле хур кунине те тӳсмелле, çапла шанăçа кĕмелле унăн. Çавăнпа вăл тата хурлăхлăрах сасăпа йăлăнма тытăнчĕ:
— Шанăр, юлташсем, тек апла тумăп. Эсир кампа кĕрешетĕр, эпĕ те çавăнпа кĕрешĕп. Сирĕн тăшман — ман тăшман, сирĕн тус-йыш ман тус-йыш пулĕ.
Петров чĕри ытлашшиех хускалмарĕ, çапах тăсланкă салтак сутăнчăка тухнăшăн ĕнер тăвăлнă çилли тамăлнă. Вăл хăй те иккĕленме пăрахман-çке, тата салтаксене саманана хирĕç тăракансемпе, шалтн тăшмансемпе кĕрешме хăн те вĕрентнĕ.
— Акă мĕн, Сударков, — йăвашшăн чĕнчĕ вара Петров, — эпир сана хамăр тĕллĕн йышăнма пултараймастпăр. Ун пирки Николай Степановичпа калаçса пăх. Анчах вăл Хусана кайнă-ха. Хăçан килесси паллă мар.
Петров ытлашши хнрĕçменни тăсланкă салтака шанăç кĕртрĕ. Анчах çак вăхăтра калаçăва Гриша хутшăнчĕ:
— Командир юлташ, мĕн итлесе тăратăр ăна! Вăл дисциплинăна пăхăнса мар, Николай Степановича сутса чапа тухасшăн пулнă — ăçтан килнĕ çавăнтах кайтăр?
— Чернов, ма мана кураймастăн-шн? Унашкалах мĕн тунă-ши эпĕ сана? — мĕскĕнленсе калаçрĕ тăсланкă салтак.
— Сутăнчăкпа калаçса çăвар пылакне сая ямастăп! Ĕнсерен париччен çухал кунтан! — тавăрчĕ Гриша.
— Сутăнчăк кирлĕ мар пире!
Гриша майлă шавласа, тăсланкă салтак патнелле çывхарчĕç салтаксем. Лешĕ каялла чака-чака хапхаран тухса шăвăнчĕ.
— Тытăр ăна!.
— Симĕс туй кăтартса ярас! — ахăлтатса юлчĕç салтаксем.
— Тен, хăвалама кирлĕ марччĕ, юлташсем, Степанович йышăнĕччĕ?
— Ун пирки халех шухăшлама кирлĕ мар, командир юлташ. Николай Степанович хăй таврăниччен кунта хăварнăшăн та ятлама пултарать. Таси паха! — терĕ Грнша
Петров урăх ним те шарламарĕ, салтаксенчен пăрăнса пĕччен юлсанах Елюка аса илчĕ. Вăл вăрă-хурах арăмĕ пулни çинчен астутарнисем пуçран сирĕлнĕ ĕнтĕ. Ирсĕр йăлан тимĕр хапхи витĕр тухса та илемне çухатман хĕрарăма, тепре курсанах, тытса ыталассан туйăнать. Çак самантрах лашине йĕнерлĕччĕ те Петров хуторалла вĕçтерĕччĕ, анчах суха тăвакан лашана йĕнерлесе чуптарни аван мар.
Кил хушшине кĕрсенех Коля хаваслăн саламларĕ:
— Мухтавлă Хĕрлĕ гвардие хĕрӳллĕ салам! Салтаксем чĕрĕлчĕç. Ялта урăх никампах та паллашма ĕлкĕреймен пярки — Коля вĕсен пĕртен-пĕр тусĕ. Çавăнпа ăна хăвăрт сырăнса илчĕç те шӳтлеме тытăнчĕç:
— Эс ура çинчех-çке?! Апăршук ачи суха патĕнче тӳнмерĕ-ши тесе шеллерĕмĕр!
— Атьсемĕр, ман пнркн ан пăшăрханăр. Эпе сухаç ачи, суха туса çитĕннĕ! — Коля хăйне пысăк çыняа тыткаланипе салтаксем кулса ячĕç. — Кулатăр-я? Кулăрах. Эсир малтан хăвăр çине пăхасчĕ. Сухапуç сире самаях авнă. Ав, Гришăн курпунĕ тухнă. Санăн та-çке?! — тепĕр салтакĕ çине кăтартрĕ Коля. — Ну, юрĕ, авланиччен тӳрленĕ-ха. Вара каччă шутне те кĕрĕр. Халь эпир сире вăйă курма илсе каясшăн. Чăваш хĕрĕсене кăтартăп.
Салтаксем, ирĕк ыйтнăн, командирĕ çине пăхрĕç.
Петров вĕсен кăмăлне туйрĕ. Чаçре пулсан, шухăшласа тăмĕччĕ, хăйсене йĕркеллĕ тытакансене, службăра тăрăшакансене ирĕк парĕччĕ. Тĕплĕнрех ăнланайман нурнăçа килсе лекнипе тăхтама шутларĕ.
— Сирĕн чунăрсем вăйăряне снсетĕп, юлташсем. Хам та юлмăттăм. Çапах кĕçĕрлĕхе ннçта та каймăпяр. Няколая Степанович таврăннипе пурте вырăнта кĕтсе илĕпĕр.
XXI
Тăсланкă салтак Энĕшкассинчен хавасланса тухрĕ. Кĕтмен çĕртен ăна валли те телей тупăнчĕ. Лешĕ Хусана кайнă-мĕн. Хăш кун таврăнасса каламарĕç те, нумай пурăнас çукки паллă. Сыхлама майлă вырăн кăна тупмалла.
Утнă çĕрте утса, чупнă çерте чувса Çаларан иртрĕ вăл, йĕри-тавра пăхкаласа çаврăнчĕ. Кунтан Атăлкасси инçех мар. Ĕç кăлараймасан та, тарса ӳкме мая пур. Часовня хыçĕнче шĕшкĕлĕх. Ун витĕр прястань тĕлĕнчен хăпаракан çырмана çитме темех мар. Сылтăм енче, пĕр-икĕ анкарти тăршшĕнче, хутор вăрманĕ. Ытах çав вармана пытанма юрать. Кирек мĕн каласан та, кунтинчен майлăрах вырăн тупаймăн. Тăсланкă салтак, шĕшкĕлĕхе кĕрсе, месерле выртрĕ. Тӳпере йывăр хура пĕлĕтсем валемĕн-валемĕн анăçалла куçаççĕ. Вăрă-хурахçем хăйсен ĕçне яланах çакнашкал каçсенче тăваççĕ тенине сахал илтмен. Тăсланкă салтакăн та пĕтĕм ĕмĕчĕ — палăртнă çынна хăвăртрах тирпейлесе хурса пуясси.
Сайра хутра Атăлкассинелле е Сала еннелле пĕчченшерĕн иртекенсене сăнаса ăсатрĕ тăсланкă салтак. Тем вăхăтран никам та çӳреми пулчĕ, тавралăх шăпланчĕ. Çурма çĕр те çитрĕ-и, тен. Кĕçех Атăлкасси енчен çын килни курăнчĕ. Тăсланкă салтак ката хĕрринерех куçрĕ. Лешĕ çывхарнăçемĕн çывхарать. Çук, арçын мар иккен. Урисене хăвăрт улăштарса утăмланинчен çамрăк хĕрарăм теме май пур. Тăсланкă салтака сасартăках тепĕр ирсĕр шухăш пырса кĕчĕ. Вĕлерме хатĕрленнĕ çыншăн кирек мĕнле айăпа кĕни те çавах мар-и?..
Трифун Натюша хăй патĕнчен ирпе тин кăларса ярасшăнччĕ. Лешĕ кĕçĕрех килне çитме шутланипе килĕшмерĕ. Утма çăмăлрах пултăр тесе, Хусантан парса яцă кĕнекесене кунтах хăварчĕ. Çул çинче çын çӳрени курăнмасан та хăраса ӳкмерĕ. Атăлкассипе Энĕшкасси хушшинче усал çынсем ашкăннине илтмен. Тата ун пекки çинчен шухашлас та килмест. Чĕри савăнăçпа, ĕмĕт-туйăмпа тулли. Вăл хăйне тахçантанрах социал-демократла рабочи парти ретĕнчи пек шутланă. Халь унăн хĕрӳ чĕри тĕлĕнче — партбилет. Вăл ĕнтĕ пĕтĕм тĕнчери ĕçхалăхне иреке кăларассишĕн çапăçакан большевиксен ретĕнче. Çакнашкал самантра асаилӳсемпе киленсе пыма питех аван çав. Куçĕ умне Микула тухса тăчĕ. Шупашкара пĕрле кайманшăн, чунран чуна калаçма май килменшĕн пăшăрханчĕ те, пнтех кулянмарĕ. Вĕсен пурнăçĕ пĕтĕмпех малашлăхра, пайтах пĕрле пулĕç-ха.
Кĕтмен çĕртен часовня курăнни Натюш шухăшне татрĕ. Тĕшмĕше ĕненмесен те, тахçан илтнĕ халапсене аса илнипе çанçурăм çӳçенчĕ. Натюш утăмне хăвăртлатрĕ. Ката тĕлне çитрĕ. Сасартăк хаяррăн кăшкăрни илтĕнчĕ:
— Стой!
Натюш карт сиксе сасă еннелле çаврăнчĕ те çывăхрах салтакла тумланнă тăсланкă çын тăнине курчĕ. Револьверне хатĕр тытнă.
— Аллуна çĕкле, унсăрăн перетĕп! — тата хаяртарах кăшкăрчĕ вăл. Натюш çухалса кайнипе аллисене çĕклерĕ. — Шĕшкĕлĕхе ут!
Натюш çакна ăнланчĕ: ун çулĕ çинче хăрушă çын. Пĕчченех те мар-и, тен. Ваккат тăврашĕсем тытса янă эсремет пулсан, çăлăнасси пулас çук. Анчах ун йышши этемсем шĕшкĕлĕхе кĕртсе аппаланмĕччĕç, çакăнтах персе пăрахĕччĕç.
— Ырă çын... — хăйне алла илсе чĕнчĕ Натюш. — Çакна чухлаймарăм-çке, мĕн тума кирлĕ-ши эпĕ сире? Çаратас тесен, ман çумра пĕр пус тупаймăр. Хĕрарăм кирлĕ тесен, çапла хăтланмасан та килĕшме пулать. Эпĕ чунсăр мар.
Палламан хĕрарăм турткалашмасăрах парăнма хатĕрри тăсланкă салтака савăнтарчĕ. Ăна лăплантарасшăн сассине çемçетсе хуравларĕ:
— Эсир ман шухăша тавçăрин аван. Ан сире вĕлермĕп. Шĕшкĕлĕхе кĕрсе тухăпăр кăна.
— Çапла алăсене çĕкленипех-и?
— Антарма пултаратăр.
— Пăшалĕпе те тĕллеме пăрахасчĕ. Сехри арăм кăмăлăра тивĕçтереймĕ.
Тăсланкă салтак, ĕненсех пулмасан та, çапла шухăшларĕ: ку хĕрарăм ăна ним те тăваймĕ, турткалашма хăтлансан, ахаль те тытса çапĕ. Револьверне кĕсйине чикрĕ.
— Ут хăвăртрах!
Натюш çакăнпа усă курчĕ. Çиçĕмрен хăвăрт ăна пĕç хушшинчен ура пуçĕпе тăрăслаттарчĕ. Тăсланкă сасă та кăлараймасăр тĕшĕрĕлсе анчĕ. Натюш Сала еннелле тапса сикрĕ. Ытти хурахĕсем тухас пек туйăнни ăна тата хытăрах хăваларĕ.
Салана мĕнле çитнине те сисмерĕ Натюш. Ял хушшинче чарăнчĕ. Чупнипе мар, хăранипе вăй-халĕ хавшанăран йăванса каяс патнех çитрĕ вăл. Каторгăра та ку териех сехре хăпни пулман пулĕ. Иçмасса, унта мĕншĕн асап тӳсниие пĕлни-ăнланни чăтăмлăх панă. Кунта, кетмĕн çĕртен, чыссăр та ухмахла пĕтме лекетчĕ-çке. Малтанах Натюш вырăссене вăратса вăрă-хураха хăвалама йыхăрасшăнччĕ. Ку шухăша çав самантрах сирчĕ — çур çĕр те иртнĕ пулĕ. Çывăракан халах пуçтарăнса тухиччен тăсланкă салтак тарса пытанма та ĕлкĕрет. Çавăнпа Натюш Салара çĕр каçма шутларĕ. Ял хушшинче ниçта çутă курăнман пирки Натюш теттĕм чӳреченех пырса шаккарĕ. Тем вăхăтран шал енчен хĕрарăм сасă пачĕ:
— Кам эсĕ? Мĕн кирлĕ?
— Энĕшкассисем эпĕ. Пăрахут çинчен антăм та... Малалла пĕччен утма шикленетĕп.
Вырăспа чăваш ытлашши хутшăнсах пурăнмасан та, виçĕ çухрăмри ялта паллакансем пурах.
— Энĕшкассисем, кам тавраш эсĕ?
— Атте Прахăр ятлă. Вунă çул каярах каторгăра пĕтрĕ.
Хĕрарăм чӳрече умĕнчен çухалчĕ, шалта такампа калаçни илтĕнчĕ. Вара чӳрече умне таврăнса:
— Натюш мар-и эсĕ? — терĕ.
— Çавă, çавă, ырă çын, — çирĕплетрĕ Натюш.
Кеçех пĕчĕк хапха уçăлчĕ. Кил хуçи Натюша пӳрте илсе кĕчĕ,
— Эсир ман аттене пĕлетĕр-им? — кăсăкланчĕ Натюш.
— Аçуран ытларах çана пĕлетпĕр. Эсреметсем умĕнче пуç тайманшăн, пирĕн хута кĕнĕшĕн ырлатпăр.
Тем вăхăт анраса выртнă хыççăн тăсланкă салтак куçне уçрĕ. Мĕн пулса иртнине аса илсе, ура çине тăчĕ. Кĕсйине хыпашласа пăхрĕ. Револьверĕ унтах иккен. Килсе шырасран хăраса, Атăлкасси çывăхнерех куçрĕ. Çул хĕррине тухакан çырма пуçне вырнаçрĕ. Кунта та аван. Пристаньтен килекен çын аякранах курăнать. Пытанас тесен, çырма тĕпнелле çеç сикмелле. Унтан Атăл хĕррине тух та Упахвар вăрманне чăм. Вăхăт шунăçемĕн тăсланкă салтака ыйхă пуса пуçларĕ. Кĕçех шурăмпуç палăрчĕ. Хĕвел те тухрĕ. Кĕтнĕ çын килни курăнмарĕ.
XXII
Туран аннă пăрахут çинчен тухрĕ те Микула çыран хĕрринче чарăнса тăчĕ. Хăма тиекен баржăсем умĕнче вут çутисем мĕлтлетеççĕ, тавралăхра пĕр сас-чӳ те çук. Кунĕпе ĕçлесе сӳсленнĕ çынсем ыйха путнă курăнать. Энĕшкассине хăш çулпа каймалла-ши? Натюша вăл, вăрман витĕр хăрушă тесе, урăх çулпа утма сĕнчĕ. Хăй тепĕр май шухăшларĕ. Урапа çулĕ икĕ çухрăм ытла тавра. Микулан Энĕшкассине, арăмĕпе ывăлĕ кĕтнĕ пекех, хăвăрт çитес килет. Вăл Атăл хĕррипе çул тытрĕ. Кĕçех Упахвар вăрманĕн чăнкă сăртне хăпарчĕ. Çыран хĕрне çитрĕ. Кăнтăрла çакăнтан çирĕм çухрăмри Хурамал Ту кĕперĕ те курăнатчĕ. Халь бакенсемпе сайра хутра иртекен пăрахут çутисем кăиа йăлтăраççĕ. Хăй ларса килнĕ пăрахута пăхса ăсатнă хыççăн Микула таса сывлăша кăкăр туллин çăтрĕ те малалла утрĕ.
Акă Энĕшкасси те курăна пуçларĕ. Пус хапхи патĕнче ун умне револьвер тытнă çамрăк тухса тăчĕ.
— Кам эсир? Аçталла тапалайатăр? — терĕ вăл юри хулăнлатнă сасăпа.
Микула хĕçпăшаллă çамрăка палларĕ — Коля пулчĕ ку. Вăл салтаксене пулăшмалла хурала тухнă иккен. Анчах Микула Коля ăна тĕшмĕртеймесĕр калаçнйнчен кулас килнипе шӳтлерĕ:
— Çамрăк çын, чипер иртсе çӳрекен çумне ма çыпçăнатăр? Тепĕр тесен, хăвăр кам эсйр?
— Кайран ăнлантарĕç! Халь хурал пӳртнелле марш!
— Ух, тезка.,. ытла та куштан-çке эсĕ?! Чĕпкуç мар-и сан, хăвăр ялсене те палламастăн!
Коля пĕр хушă ним шарламасăр тинкерсе тăчĕ.
— Микула пичче, эсĕ мар-и?! — хавассăн кулсă ячĕ вăл.
— Ма кулатăн?
— Мĕнле тӳсес, Микула пичче... Мана чепкуç пулнă тесе мăшкăллатăн. Турă ырлăхĕпе куçсем шĕкĕрер-ха. Эсĕ ав кĕрхи автан пек çаралса юлнă. Майрасем çумласă яни паллах. Ватсупнă пек ан çӳре, каччă пек çамрăклан терĕç-и? Ĕнтĕ ваййа та пĕрлех тухатăн пуль?
Ма тухас мар. Хĕр тупса парасса та шанатăп. Хĕрне ытлашши шырамаллиех çук, Микула пичче. Хĕрĕ хамăр килтех пурăнать! — çаплах кулкаларĕ Коля.
Микула чĕри варкăшма тытăнчĕ. Сасартăк шӳтлеме чарăнса, сассине улăштарчĕ.
— Ырă сăмахшăн тавтапуç, анчах хĕр пйркй тепĕр чух сӳтсе явăпăр. Халь çакна пĕлес килет: Кĕчĕере кайса килтĕн-и?
— Паллах. Ганият пичче эс таврăннишĕн савăнăть. Ванюк çинчен ыйтса пĕлсен, Сухия аппапа иккĕшĕ те пăшăрханчĕç...
— Мĕн каласа ячĕ? — кăмăлĕ йăшма пуçланине сиресшĕн ыйтрĕ Микула.
— Ыран-пĕркунне Энĕшкассине çитетĕп терĕ.
— Хушнине тунăшăн мухтама тивĕç. Ялта мĕн хыпар? Салтаксем мĕнле пурăнаççĕ?
— Вĕсем хĕрсех суха тăваççĕ. Чернов Нагали аппа çĕрне сухалать.
— Вăрлăх тупăнчĕ-и?
— Хутортисенчен кайса илнĕ. Платун Павăлĕпе Касмухха ытлашши турткаланаймарĕç, тет.
— Ку вĕсен вăйĕ чакса пынине пĕлтерет.
— Пирĕн вăй хушăнсах пырать, Микула пичче. Пĕлетĕн-и, Хĕрлĕ гвардие çыранас шутлисем татах пур. Эс таврăнасса çеç кĕтеççĕ. Хăшĕсем ашшĕ-амăшĕнчен шикленеççĕ-ха. Пурпĕр вĕсене те хамăр май çавăрăп. Халь, хĕрӳ ĕçе пикенмен чухне, салтакла вĕренеççĕ.
— Тĕрĕс, çамрăксем вĕренме тивĕç. Ху мĕнле-ха?
— Мана Чернов пулеметпа пеме вĕрентет. Пĕлетĕн-и, эс кайсан тепĕр салтак килчĕ. Вăрăмскер хăй. Хĕрлĕ гвардие кĕресшĕн, тет. Командир ăна эс таврăниччен хăйсем патĕнчех усрасшăн пулнă. Чернов çине тăнипе хăваласа янă. Тата...
— Тата мĕн? — Коля хумханнине асăрхаса ыйтрĕ Микула.
— Атăлкасси çулĕ çинче вăрă-хурах пур. Хусантан таврăннă чухне Натюш аппана тапăннă. — Мĕн илтнине каласа парсан, Коля сăмахне çапла вĕçлерĕ: — Яла кайнă тăсланкă пуль теççĕ ăна. Черновсем шырама та каясшăнччĕ. Тырă акса пĕтерессипе тăхтарĕç.
Ытлашши тĕплĕнех мар та, ялти лару-тăру çинчен пĕлчĕ Микула. Салтаксем хушшинче дисциплина çирĕппи, çамрăксем Хĕрлĕ гвардие кĕме шутлани савăнтарчĕ. Вĕсем Энĕшкассинче çеç мар, ытти ялсенче те пулĕç-ха. Вăт, çул çинче вăрă-хурах тупăнни аван. мар. Анчăх урăх калаçмалли çуккипе:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...