Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
— Акă мĕн, тус-йышсем, — терĕ вара Микула. — Хулана çурран утăпăр. Вырăна çитнĕ çĕре пире кирлĕ çынсем ĕçе те тытăнĕç.
Натюшпа Трифун хаваспах килĕшрĕç.
Ир еннелле тин лăпланакан пристань шăпах. Çăмăл лавçăсем те пуçĕсене усса кăтăш пулнă. Пассажирсем пырçан кăна лашисене хуланалла çавăраççĕ.
Микула Науççана ĕлĕк те кĕрсе тухкаланă. Унтанпа вунă çул иртнĕ пулин те, кунта улшăнусем пурриех палăрмасть. Хăмаран тунă лавккасем, булка-çăкăр пĕçерекен столовăйсем халь те çавсемех. Юсаман пирки тĕксĕмленнĕ, тунсе каяс пек малалла ӳпĕннĕ.
Çул çинче виç-тăватă лав чупса иртрĕ. Пăрахута ĕлкĕрме васкаççĕ пулас. Чăптасемпе ещĕксем тиенĕ бара-буссем умлă-хыçлăн çӳреççĕ. Хула урамĕ чĕрĕлме тытăннă.
Икĕ хутлă чул çурт тĕлне çитсен, Микула «Губернский окружной суд» тесе çырнине асăрхарĕ. Çурт тăрринче — ăмăрткайăк кĕлетки.
— Ĕлĕк Енелпе Пиш çĕр общинисем утравшăн судлашнă чух çак çурта кĕрсе курнăччĕ, — терĕ Микула утнă май. — Кулăшла та пăшăрханмалла пулчĕ ун чухне. Сехмечĕ, ваккачĕпе уполномоченнăйсем пĕр шутлă пулса, утрава халăхран туртса илме тытăннă. Çакна малтан никам та сисмен. Чугун çул çинче ĕçлекен пĕр вырăс, ăна ĕçсем мĕнле пулса пынине каласа парсан, кунта чее ĕç тунине тавçăрса илнĕ. Çав вырăс вĕрентнипе Ĕнел çĕр общицин пухăвĕнче Миххан ултавне питлеме май килчĕ.
Ир пулçан та, губкбмрисем ĕçе тытăннă. Коридорта çынсем васкавлă утаççĕ, алăксенчен кĕре-кĕре тухаççĕ. Микулапа юлташĕсем, тĕл пулакансене сывлăх сунса, кирлĕ алăк патне пычĕç. Ун çине: «Губком бюро членĕ Кузнецов Л. С» тесе çырнă. Микула алăка шаккарĕ.
— Кĕрĕр, Николай Степанович! — ура çине тăрса ал пачĕ ăна Кузнецов. — Мĕн хыпар пур?
— Хыпарĕ тем чухлех, Леонид Сергеевич... — Апла лар та йĕркипе каласа кăтарт.
— Атăлкассине Хусантан отряд янă пулнă. Хресченсем Сехмет çĕрне валеçме тытăнсан, çав отряд вĕсене хăратса салатнă. Халь Атăлкассинче салтаксем çук.
— Ăçта вĕсем?
— Саккăрăшĕ пирĕн енне куçрĕ. Ыттисем тарса саланнă. Хĕрлĕ гварди отрячĕ тăватпăр. Пирĕн алăра çирĕм винтовкăпа пĕр пулемет пур. Офицерĕ те пĕрлех. Ку ĕçе тума Трифон Гаврилович нумай пулăшрĕ.
— Янашов кучерĕ-и? Пит аван.
— Шанатăп, Леонид Сергеевич, пирĕн отряд татах пысăкланĕ. Вăл Атăлкасси вулăсĕнчех тăрсан та юрамалла пек. Унтан вара Хусана е Шупашкара çитме çывăх.
— Килĕшетĕп, Николай Степанович.
— Ĕнер Атăлкасси пасарĕнче пысăк митинг пулчĕ. Халăх революциллĕ юрă юрласа демонстраци турĕ, большевиксене саламласа, резолюци йышăнчĕ. Акă, вуласа пăхăр, — хут кăларса пачĕ Микула.
— Пит аван, — ырларе Кузнецов, вуласа тухсан. — Хусанта тухакан хамăр хаçатра пичетлеттерĕпĕр.
— Эпĕ те çапла шутлатăп. Пуринчен ытла ак мĕн ĕçпе килтĕм: Энĕшкассинче большевиксен ячейкине тăвасчĕ.
— Ку шухăша ырлама тивĕç, Николай Степанович... Çыннисем пур-и?
— Пур, Леонид Сергеевич: халь çеç асăннă Трифон Гаврилович, Надежда Прохоровна...
— Надежда Прохоровна таврăннă-и?
— Хĕллех таврăннă, Леонид Сергеевич. Митингра эсерсене питленĕшĕн тĕрме çăкăрне тепĕр хут та тутанса пăхнă.
— Ирсĕрсем, — çилленсе кайрĕ Кузнецов. — Куçа-куçăн кĕрешме хăват çитереймеççĕ те ирсĕр йăласемпе усă кураççĕ. Кун пирки халех хаçатсем урлă рабочисемпе чухăн хресченсене пĕлтермелле. Надежда Прохоровна ашшĕ таврăнман-и?
— Çук. Вăл каторгăрах çĕре кĕнĕ.
Икĕ большевик пĕр хушă чĕнмесĕр ларчĕç. Тем вăхăтран тин Микула шухăшне малалла тăсрĕ:
— Тата Наум Васильевич пур. Кӳртăр-и, халех тăваттăн эпир. Вĕсене партие илмелле кăна. Надежда Прохоровнăпа Трифон Гавриловича хампа пĕрлех илсе килтĕм.
— Ăçта вĕсем?
— Коридорта лараççĕ-ха, Пĕрне эпĕ рекомендаци паратăп. Тепĕрне эсир парсан аванччĕ.
— Хаваспах, Николай Степанович. Чунĕпе вĕсем тахçанах большевиксем. — Натюшпа Трифуна чĕнсе кĕртиччен Кузнецов ыйтса пĕлчĕ: — Эс Ванюк çинчен ним те хыпарламарăн-çке? Мĕнле пурăнать вăл?
Микула чĕри ыратса кайрĕ, турех нимĕн те калаймарĕ.
— Ванюка кураймарăм, вăл ялтан тухса кайнă, — терĕ кăна.
— Ăçта?
— Никам та пĕлмест.
Вара Микула, Лукарьепе мĕн пирки çыхланнинчен пуçласа, хăйĕнчен хĕрача çурални, Ванюкпа çав хĕре çураçни, Михха Ванюка Клавьепе мăшăрлантарма тапăнсан, хĕрĕпе ывăлĕ те çухални çинчен каласа пачĕ.
Кузнецов тĕлĕнчĕ, çав вăхăтрах Микулана ăнланчĕ те. Миçе çул курасшăн çуннă ывăлĕ килте çук иккен.
— Ванюкпа тĕл пулайманшăн тарăхмалла ĕнтĕ. Вараха тăсма та сăлтав çук. Тăнсăр-пуçсăр ача мар, хăех таврăнĕ е ăçтине пĕлтерĕ. Клавьепе иккĕшĕ пĕртăвансем пулнине амăшĕ систерни те лайăх. Вĕсем мăшăрланни пур енчен те сиенлĕ пулнă пулĕччĕ...
Кузнецов сăмахне вĕçлемерĕ, анчах Микула вăл мĕн каласшăн пулнине тавçăрчĕ.
— Паçăрах каларăм, çӳресен-çӳресен таврăнĕ, — терĕ Кузнецов Микулана йăпатас шутпа. — Клавье пирки шухăшлама лекет. Хĕрупраç йĕкĕт мар... Тупăнсан, хăвăнтан сирме ан васка.
Микула Трифунпа Натюша илсе кĕчĕ.
— Паллашăр, Леонид Сергеевич. Сирĕн умра — Трифон Гавриловичпа Надежда Прохоровна.
— Надежда Прохоровна, салам! — ал пачĕ Кузнецов. — Сирĕнпе курнăçма телей килнĕшĕн çав тери савăнатăп. Эсир каснă-лартнă Екатерина Прохоровна!
— Çапла, пире пĕр сăнлă теççĕ. Анчах ĕçĕм-хĕлĕмпе аппа çывăхне те пыраймастăп.
— Пирĕн умра сăпайланмасан та юрĕ, Надежда Прохоровна. Эсир мĕн таран хăрушă ĕçре пулнине чухлатпăр. Эсир аппупа танах паттăр революционерка! Пĕтĕм чун-чĕререн шанса сире парти ретне кĕме рекомендаци паратăп!
— Тавтапуç, Леонид Сергеевич! — именерех хуравларĕ Натюш.
Унтан Кузнецов Трифуна ал пачĕ, ăна та парти ретне тăма рекомендаци пама пулчĕ.
— Шаннине тӳрре кăларма тăрăшăп! — терĕ Трифун.
Губком секретарĕ вăхăта ирттермесĕр бюро членĕсене пухрĕ. Натюшпа Трифуна партие илчĕç...
Каялла таврăннă чухне Натюш Микулапа пĕрле Шупашкара каясшăнччĕ. Анчах виççĕмĕш кун хăйсем тĕллĕн пурăнакан салтаксем хушшинче тем сиксе тухĕ тесе шутланăран унăн Атăлкассине анса юлма тиврĕ.
Микула виççĕмĕш класри борт хĕррине тухрĕ, пристаньри Натюша алă сулчĕ.
Кĕçех Натюш курăнми пулчĕ. Микула чĕринче темĕн йăштăр турĕ. Уйрăлни салхуллатрĕ ăна. Анчах ку туйăма вăраха тăсма юрамасть.
Пăрахут Сала тĕлне çитрĕ. Ку вăхăтра хресченсем хăй çутсах лармаççĕ те, çапах пĕр çутă пур. Вăл йаккат килĕнче иккен. Çавăн кил-çурчĕ çӳллĕ сăртра виçĕ чӳречипе Атăл еннелле пăхса ларать. «Пасарти мыскара хыççăн мĕн тума шутлать-ши? Çĕнĕ отряд ярасран сыхланмалла. Шупашкара хăвăртрах çитее çаврăнас та тивĕçлĕн кĕтсе илме хатĕрленес», — терĕ хăй ăшĕнче Микула.
Шупашкара пăрахут шурăмпуç çутипе çитрĕ. Ку вăхăтра хулара нимле учреждени те ĕçлемест-ха. Микула пассажирсем кĕтекен пулĕме кĕчĕ. Пушă вырăн тупса, стена çумне тайăнчĕ те кăтăш пулчĕ.
Ирхине Микула урай çăвакан матрос шавланипе вăранчĕ те хуланалла утрĕ.
Сăрта хăпарсан, куç умне Шупашкар тухса тăчĕг Матросра ĕçленĕ чух вăл ку тĕлтен темиçе хут та иртнĕ. Суту-илӳпе айкашнă вăхăтра ик-виçĕ хут килсе те курнă. Çавăнтанпа хула ним чухлĕ те улшăнман-и, тен. Сылтăм енче, çывăхрах, — чиркӳ. Тăварах — çаврă ылтăн тăрăллă собор. Сулахайра — хĕрарăмсен мăнастирĕ. Ирсĕр ĕçĕсене тӳрĕ çынсен куçĕнчен пытарасшăн пек, йĕри-тавра чул хӳме çавăрнă. Чӳречисене тимĕр решетке карнă. Лерелле йĕркипех пĕр хутлă йывăç çуртсем. Сайрарах икĕ хутлисем те курăнкалаççĕ. Урамĕнче ура сыппи таран тусан, тислĕк.
Кĕсйинче Уляна панă укçа çеç пулин те, Микула пурпĕр çӳç кастарма кĕрсе тухрĕ. Унтан рабочисемпе салтак депутачĕсен Советне шыраса тупрĕ.
Советра та, губкомри пекех, ĕç вĕрет. Вăхаче çавăн пек. Уесĕпех революци тăшманĕсемпе çапăçу пырать.
Председатель пӳлĕмĕнче Микулана çирĕп те вăрăм пӳллĕ, кăмăллă сăн-питлĕ çамрăк кĕтсе илчĕ. Хусанта Кузнецов каласа панинчен ку çын латыш çынни пулнине, вунпиллĕкре чухнех вăл социал-демократсен партине кĕнине, ăна Шупашкара ссылкăна яниие пĕлет вăл.
— Эсир Грасис юлташ-и? — ыйтрĕ вăл çапах та.
— Çавă.
— Сывлăх сунатăп, Карл Янович! — ал пачĕ ăна Микула.
— Салам... Тем, паллаймарăм-ха сире?
— Эпĕ большевик, Атăлкасси вулăсĕнчен. Хушаматăм — Соколов. Губкомра сирĕнпе çыхăну тытма канаш пачĕç.
— Тăхтăр-ха, тăхтăр... Соколов Николай Степанович-и? Пин те тăхăрçĕр пиллĕкмĕш çулта Атăлкассинчи восстание эсир ертсе пынă-и?
— Пĕччен мар...
— Илтнĕ, Николай Степанович. Хусанти юлташсем сирĕн çинчен те каласа панă мана. Паллашма тĕл килнĕшĕн çав тери савăнатăп. Хăçан таврăнтăр?
— Виç-тăватă кун каялла.
— Апла вулăсри лару-тăрупа паллашма ĕлкĕреймерĕр пулĕ-ха?
— Мĕнле калас... Кăштах ĕçе те хутшăнтăм. Ĕнер Атăлкаееинче митинг, демонстраци туса ирттертĕмĕр. Вулăс халăхĕ, большевиксем майли çинчен пĕлтерсе, резолюци йышăнчĕ. Хĕрлĕ гварди пухатпăр. Пирĕн ĕнтĕ çирĕм винтовкăпа пĕр пулемет пур.
— Пит аван.
— Шупашкарти лару-тăру мĕнлерех?
— Хула халăхĕ эсерсен сĕрĕмĕнчен хăтăлса пырать. Пирĕн Совет çирĕпленнĕçемĕн çнрĕпленет. Нумаях та пулмасть-ха промышленноçпа суту-илӳ ĕçченĕсем валли сакăр сехетлĕ ĕç кунĕ туса патăмăр. Вăхăтлăх правительство органĕсене шалкăм çапнă тейĕн. Хăйсем вăйсăррине пула большевиксем çинчен элек сарма тăрăшаççĕ. Эпир вĕсене пурпĕр пуç çĕклеттермĕпĕр, Кашни митинграх тăрă шыв çине кăларатпăр. Вулăссенче кадрсем çителĕксĕрри кăна хуплать. Çимел вулăсĕнче Муравьев хушаматлă эсер алхасать.
— Муравьев? Сывах иккен, ирсĕр.
— Эсир пĕлетĕр-им ăна?
— Пĕлетĕп çеç мар, Карл Янович,. Революцилле юхăма хам хутшăнтарнăччĕ ăна. Полици аллине лексен, чи çывăх çыниисене сутрĕ.
— Вăт, çав эсремет алхасать те. Кăрмăш вулăсĕнче буржуалла националистсем вăй илнĕ. Большевиксем майлă хресченсемпе чухăнсене сехĕрлентерсе çитернĕ.
— Юрĕ, Карл Янович. Ку вулăссенче большевиксея чăнлăхне сарас, эсерсемпе, буржуалла националистла çӳп-çапсемле кĕрешес ĕçе хамăр çине илетпĕр.
— Пит аван, Николай Степанович.
Вĕсем, калаçăва вăраха тăсмасăрах, пĕр-пĕрне ăнланчĕç. Анчах сывпуллашнă чухне Микула тепĕр сăмахие хушса хучĕ:
— «Чебоксарская правда» хаçат валли материалсем парса хăварасчĕ. Редакци ăçтарах-ши?
Грасис Микулана çӳреттересшĕн марччĕ, хăех редактор пирки илсе юласшăнчĕ. Сасартăк тепĕр ман шухăшланипе:
— Николай Степанович, кунта хăварсан та çавахчĕ. Вăхăт пулсан, редакцие кĕрсе тухни, унта ĕçлекенсемпе паллашни те пархатарлă, — терĕ.
— Хам та паллашасшăн-ха вĕсемпе. Вăхăт тенĕрен, каçхи пăрахут çине пурлĕр ĕлкĕретĕп.
— Тархасшăн, Николай Степанович. Редакцинче те ăна хавассăн кĕтсе илчĕç.
Хăй çинчен нимех те пĕлтермесĕр, Микула вĕсене Атăлкассннче пулса иртнĕ митингпа демонстраци, эсерсем Натюша асаплантарии çинчен каласа пачĕ, мигангра йышăннă резолюцие кăларса хучĕ. Микула ĕнтĕ сывпуллашма та хатĕрччĕ, юнашар пӳлĕмрен çын тухнипе чарăнса тăчĕ.
— Ильин юлташ! Тăхтăр-ха, — хыпăнса ӳкрĕ Микула.
— Мана ăçтан пĕлетĕр эсир? — терĕ халь çеç пӳлĕмрен тухнă çын.
— Эх, Фома Семенович, хăвăра тилографи-мĕнĕпех Кĕчĕере леçнине мантăр-им?
— Тăхта, тăхта... Нивушлĕ Ннколай Степанович?!.
— Шăп çавă.
— Хăçан таврăнтăр?
— Эрне те çитмест-ха. Шупашкарта тус-йышсемпе тĕл пулса калаçма килтĕм те... Ху мĕнле?
— Ку енчен телейлĕ пултăм. Улранса юлтăм. Тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлерĕм. Вăрçă тухсанах, салтака илчĕç. Февральти революцн хыççăн çуралнă çĕршыва таврăнтăм.
— Çемье пур-и?
— Какшĕ. Ялта-ха. Пӳрлĕр сана хăна тумасăр ямастăп. Халех столовăя кайăпăр.
— Хаваспах лыратăп, унччен кăштах ĕç пирки калаçар-ха.
— Апла пӳлĕме кĕрĕпĕр!
— Ĕлĕк эçĕ пĕр революцилле юрра чăвашла куçарнăччĕ, ăна халăх хушшинче халь те астăваççĕ. Энĕшкасси пухăвĕпе Атăлкасси митингĕнче, демонстрацинче юрлакансем нумай тупăнчĕç. Тăлмач ĕçне малалла тăсасчĕ. Революцилле юрăсене чăвашла куçарни питĕ кирлĕ.
— Ăнланатăп, Николай Степанович. Айкашса та пăхрăм. — Сĕтел сунтăхĕнчен хут татăкĕсем кăларчĕ Ильин. — Ку акă «Марсельеза», тепри «Смело, товарищи, в ногу...»
Юрахлă пулайрĕç-ши?
Тĕнчипе хĕм-пушар чĕртне эпĕр,
Коммунизм — пирĕн хĕрлĕ ялав.
Чурасен сăнчăрне сирпĕтетпĕр,
Кĕрешӳ — пирĕн чаплă йыхрав.
Кам чыслă, хастар — пăшал тытăр алла,
Аркантăр шăпи харам пырăн.
Çĕнер е вилер вăрçса ыррăн —
Малалла, малалла, малалла!
— Ĕлккен, Фома Семенович! Куншăн тайма пуç сана! — терĕ Микула, вуласа пĕтерсен. — Хаçатра пичетлесе халăх хушшинче сарасчĕ вĕсене. Ял-ялĕнчĕ нота таврашне учительсем пĕлеççĕ. Çавсем ыттисене вĕрентĕç.
— Пархатарлă шухăш, Николай Степанович. Ĕнтĕ столовăя кайăпăр. Эсир апатланма ĕлкĕреймен курăнать!..
XX
Ялта камăн лаша çуккине ахаль те пĕлеççĕ. Вăрçăччен, вăйпитти арçынсем килте чухне, пĕр ятпа та лаша. усрама хăтланакансем пулнă. Арçыннисене вăрçа илсе кайсан, арăмĕсемпе ачисем çеç юлнă килсенче икĕ ятпа та лаша усраймаççĕ.
Наум каçах, çынсем çывăрнчченех, лаша усрайманнисем патне çитсе çаврăнчĕ. Вĕсенчен хăшĕсем ят утине памалла суха тăвакан тупнă. Вунă кил никампа та кнлĕшӳ тăвайман-ха. Вĕсен вăрлăх та çук. Хăйсем валли те çăнăх юлман пиркн хутаç çакса тухасси патне çитнĕ.
Наум Микула хушса хăварнине пĕле тăркачах аптраса ӳкрĕ. Хăйсен лашисемпе пĕр вăхăтрах пилĕк килĕнне сухалама тытăнĕç. Ыттисен çĕрĕсене сухаличчен вăхăт вăраха тăсăлать, тырă тухăçлă пулас шанăç çухалать: Мĕн тумалла? Юлашкинчен Улянапа канашлама тĕвтурĕ.
Уляна пӳртре пĕчченех юлчĕ те яланхи пекех тунсăхлама, Наума кĕтме пуçларĕ. Манукĕсем ӳссе çитĕннĕ май уйрăлас тапхăр çывхарнипе ăна пĕртен-пĕр çывăх çын кирли сисĕнет. Кĕтнĕ пекех, кĕçех Наум çитрĕ.
— Килех, тĕпелерех ирт, — кăмăллăн чĕнчĕ Уляна. Наум чĕри те Улянаннипе пĕр каварлăн варкăшрĕ.
«Уляна, хамăра хамăр тарăхтарнипе çитмест-ши? Ма пĕрлешес мар? Кам чарать пире?..» — тесшĕн тем чул та çуннă вăл. Чĕлхи çинчен халь те çав сăмахсем сирĕлмеççĕ. Хăю çитереймен пирки ассăн сывласа ирттерчĕ. Уляна çав-çавах лăпланаймарĕ:
— Çиес-ĕçес килмест-и?
— Çиес килсен, хамах калаттăм, Уляна. Паян кунĕпех салтаксемпе апатлантăм та выççине сисмерĕм.
— Эппин...
— Эп санран ăс ыйтма килтĕм, — сăмах пуçарчĕ Наум.
— Мĕн-ши тата?
— Николай Степанович лаша çук çынсене пулăшма хушрĕ. Вĕсем самаях йышлăн иккен. Хăшне-пĕрне хамăр лашасемпе акса парăпăр. Ыттисене ĕлкĕриччен ытла кая юлать. Вĕсен вăрлăх та çук. Нушаран хăтарма мĕнле май тупас-ши?
Уляна халь çеç тăна кĕнĕн тӳрленсе ларчĕ. Пуçне çĕклерĕ. Яланхи пекех витĕмлĕ каласа хучĕ:
— Ман шутпа, акса пĕтернисене чĕнмелле. Пурне те чулран туман вĕт, çын нушине ăнланакансем тупăнĕç. Пĕрисене хамăр акса парăпăр. Кольăна е Анахвисе ыранах кăларса ярăп. Ирхине лашаллисене пух та каласа ăнлантар.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...