Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Михха кучерне тем туса пăрахас патне çитнĕччĕ. Анчах унăн юлашки сăмахĕсем ура шăнăрĕсене çемçетрĕç. Лашасене илсе кайнинчен те пысăкрах харушлăх пур иккен. Çапзх, ĕненесшĕн мар пулса, казармăна кĕчĕ.
Кунта чăн та пушах. Хыçалти кравать çинче кăна иккĕн ахлатса выртаççĕ. Вĕсенчен пĕри Балдин пулчĕ.
— Эсир мĕн туса выртатăр? Ыттисем ăçта?
— Ай, гоçподин, Янашов, — ашшĕпе тĕл пулнăн йĕрсе ячĕ фельдфебель. — Пире шаккаса хăварчĕç те тарчĕç...
Михха парăннă чурнсене йăпатмалăх пĕр ăшă сăмах та тупаймарĕ. Казармăран урисене аран-аран ылмаштарса тухрĕ. Кучерĕ суйман иккен. Пуçланчĕ-ши ĕнтĕ мыскара? Кĕçĕр салтаксĕне илĕртнĕ. Ыран тарçăсене аташтарĕ. Мĕн тумалла? Кама евитлемелле? Вулăсри земски управ председательне-и? Вăл хăй те сăрнай. Микулана ним те тăваяс çук. Лаврские шанни те кăлăхах. Хĕрĕпе Ванюка аса илчĕ те Михха, чунĕ пушшех ыратрĕ. Ванюка, хăй май çавăрса, мăшăрлантарнă пулсан, паянхи хуйхă айккипе иртсе кайĕччĕ. Ашшĕ ывăлне тапăнмĕччĕ.
XVII
Лаврский вырăн çинчен тăчĕ те тутлăн карăнкаласа илчĕ. Уесри ĕçсем тикĕсех мар та, пурпĕр пăшăрханмаллиех палăрмасть. Анчах, тăн илнĕçемĕн хăй кунта мĕншĕн килсе лекнине аса илсен, чĕри хускалчĕ. Пурнăçри лару-тăру пĕрре те улшăнман иккен. Паян та ĕнерхи пекех кĕрешӳ. Хирĕç тăракансемпе суд умĕнче нумай çапăçнă вăл. Тепĕр чухне хăватлисемпе те тытăçнă, ĕçне пурпĕр ун майлă татса панă. Паянхи ĕç йывăртарах. Микулана путармасан, халăха унран сивĕтмесен, вăл каллех хресченсен пуçне çавăрма тытăнĕ. Çак шухăшпа Лаврский вырăн çинчен тăчĕ.
— Арсентий Ксенофонтович, пасар кăшкăракана тупасчĕ. Митинг пуласси çинчен хыпарлатăр! — урамач тухсанах хушрĕ Лаврский.
Унччен те пулмарĕ, пасар кăшкăраканăн сасси илтĕнсе кайрĕ:
— Эй-й!.. Урам вĕçĕнче митинг уçăлать. Унта Энĕшкассинчи Çтаппан ывăлĕ Микула сăмах калать. Пурте митинга васкăр!..
Лаврскипе Улитин ирĕксĕрех чарăнса тимлерĕç.
— Арсентий Ксенофонтович, мĕне пĕлтерет ку?
— Лăпланăр-ха, Константин Сергеевич, халех тепĕр май çавăрăпăр! — терĕ те Улитин пасар кăшкăракана хуса çитрĕ.
— Тăхта! Мĕн анрашса çӳретĕн? Кам ирĕк панă сана?!.
— Кам ирĕк парасса кĕтмелле ман? Хампа хам хуçа эпĕ. Пĕркун эсир тӳлерĕр те, сирĕншĕн çăвар картăм. Халь энĕшкассисем тӳлĕрĕç, вĕсем хушнине тăватăп.
— Юрĕ, кăшкăрасси сан ĕç. Анчах лешсем мĕн чул пачĕç сана?
— Вунă тенкĕ! — шухăшламасăрах патлаттарчĕ пасар кăшкăракан. Тĕрĕссипе, Микуласенчен пĕр пус та илмен вăл. Микула пурнăçĕпе кĕрешĕвĕ çинчен пĕлекенскер, вăйĕ çитнĕ таран ăна пулăшма шутларĕ.
— Эп вунпилĕк паратăп! — терĕ те Улитин укçа кăларса тыттарчĕ.
Пасар кăшкăракан тем пекех хĕпĕртерĕ. Кун чухлĕ укçа ун кĕсйине кĕрсе те курман.
— Мĕн тумалла?
— Пасар вĕçĕнче митинг пулать. Унта Энĕшкасси çынни мар, уес комиссарĕ сăмах калать тесе çаврăн.
Этем самантлăха шухăша кайрĕ: «Унашкал аван-ши? Микулана сиен кӳмĕ-ши? Çук, Микула пирки пурте илтнĕ ĕнтĕ. Тепĕр майлă çаптарни халăха пушшех шухăшлаттарĕ те, тата йышлăнрах пухăнĕç».
— Юрать, ара, маншăн пурпĕрех. Укçа ытларах тӳлеччĕр кăна, — терĕ те кăшкăра-кăшкăра утрĕ: — Эй-й, пасар вĕçĕнче митинг пулать. Унта Энĕшкасси çынни мар, уес комиссарĕ сăмах. калать. Пурте митинга васкăр!
— Арсентий Ксенофонтович, милиционерсене ура çине тăрат. Инкек-мĕн пуласран хăрушă.
Лаврский çитнĕ çĕре çивиттисĕр лавкка тавра халăх кĕпĕрленнĕ. Çӳле хăпарма ĕлкĕрнисем те пур. Микулапа Натюш пулмалла. Лаврскисем кунта та кая юлчĕç иккен.
Микула чунтан савăнчĕ. Ĕмĕрне ирĕклĕхшĕн кĕрĕшсе ирттернĕ, уншăн йывăр асап тӳснĕ большевикшăн халăхпа тĕл пулассннчен пысăк телей тата мĕн пултăр!
Ура сасси илтĕннипе Микула каялла çаврăнчĕ — Лаврский хăпарать иккен. Вăрăм мăй самаях çулланнă пулин те, сăн-сăпачĕ улшăнман. Пасар кăшкăракан урăхла майлă каласа кăшкăрнине илтсенех, ваккат кунтине тавçăрнăччĕ Микула. Тĕрĕсех иккен. Куншăн савăнчĕ. Тăшмана халăх умĕнче тăрă шыв çине кăларни — пархатарлă ĕç. Анчах шухăшне палăртмасăр та тус-йышлăн чĕнчĕ:
— А-а... господин Лаврский-çке, салам!
Ваккат Микулана калаçма памарĕ:
— Халăха пăлхатма кам ирĕк панă сире?!
Микула пит-куçĕнчен кулăш сăрĕ çухалчĕ.
— Господин Лаврский, — терĕ вăл сиввĕн, — эсир тĕпсакайĕнче пурăнакан çын пекех хăтланатăр. Революци кирек кама та митинг е пуху туса ирттерме ирĕк панине пĕлместĕр-им? Пурпĕр йывăра илмĕпĕр, хисеплесе пуринчен малтан сире сăмах парăпăр. Эсир, эсерсем, нумайранпа влаçра тăратăр. Ĕçхалăх ыйтăвĕсене мĕнле тивĕçтеретĕр? Çĕр, вăрçă пирки мĕн шухăшлатăр? Каласа кăтартăр! — Çавăнтах халăх еннелле çаврăнчĕ Микула. — Юлташсем! Атăлкасси вулăсĕнчи хресченçен митингне уçăлнă тесе шутлатпăр. Уес комиссарĕ сăмах илет! Вăл Раççейри лару-тăрупа паллаштарасшăн, Вăхăтлăх правительство ĕçхалăх пурнăçне çăмăллатас пирки мĕн туни çинчен каласшăн!
Лаврский Микулана лайăх ăнланчĕ: çын шухăшне пĕлнĕ хыççăн ăна çапма ансат. Çак инкекрен хăтăлас тесе, халăха хăваласа салатасшăнччĕ вăл. Милиционерсем персе çитсе трибуна çине Павăлпа Улитин хăпарсан, Лаврскин вăй-халĕ çĕкленчĕ.
— Тăвансем! — çывăх çыннисемпе тĕл пулнăн пуçларĕ сăмахне Лаврский, — хăвăрах илтрĕр ĕнтĕ, çак çын, — аллипе Микула çине кăтартрĕ, — мана сăмах парать имĕш. Кунти влаçра вăл тăрать тейĕн! — Халăх хушшинче шавлани илтĕнчĕ. Комиссар ăна илтмĕш пулчĕ, малалла каларĕ: — Анчах ун ирĕкĕпе мар, Вăхăтлăх правительство шаннипе сирĕнпе калаçма Шупашкартан килтĕм эцĕ. Юлашки вăхăтра Атăлкасси вулăсĕнчи хресченсем хăйсене лăпкă тытни, Вăхăтлăх правительствăна парăнса пурăнни савăнтарать. Уншăн мухтав сире! — Хăшпĕрисем алă çупнипе Лаврский пушшех хавхаланчĕ: — Тăвансем, Раççейри лару-тăру мĕнле аталанни çинчен эсир тем чухлĕ те илтнĕ. Çакă кăна пурин хăлхине те кĕреймен-и, тен. Вăхăтлăх правительство тунă чухне ун пуçлăхĕ пулма çĕр улпутне лартнăччĕ. Эсерсем тăрăшнипе улпута вырăнтан сирпĕтнĕ. Халь Вăхăтлăх правительство пуçлăхĕ хамăр çын — Керенский социалист!
— Пĕлетпĕр! Куккука хурчкапа улăштарнă! — илтĕнчĕç сасăсем.
Лаврский хăйĕннех печĕ:
— Вăт çапла, тăвансем, февральте пуçланнă революци, кунран кун асланса, чи çӳллĕ сыпăка хăпарчĕ...
Лаврский халапĕ Атăл çинчи хум евĕр пĕр çĕкленет те пĕр тикĕсленет. Унăн, тем пулсан та, халăх чĕрине витермелле:
— Тăвансем! Кашни пухурах эпир вăрçа пĕтерсе халăх пурнăçне лайăхлатасси çинчен калаçатпăр. Кун пирки тĕлĕнмелли çук ĕнтĕ. Вăрçă пурне те тарăхтарса çитернĕ. Анчах тарăхнипе те ылханнипе вăрçа чараймăр. Сĕмсĕр нимĕçсем пнрĕн сăваплă çĕршыва шаларах та шаларах кĕреççĕ. Вĕсене хăваласа ямасăр та ырă курас çук. Çавăншăн эпир, нимĕçсене çапса çĕмĕрмелле пултăр тесе, Вăхăтлăх правительствăна пулăшма чĕнетпĕр. Хирĕç шутлисене тӳрех калатпăр: эсир — тăшмансем!
Лаврский сывлăшне çавăрчĕ те малалла каларĕ:
— Тăвансем, эсир çĕре улпутсенчен туртса илсе валеçесшĕн. Куна эпир такамран та лайăхрах ăнланатпăр. Çавăнпа сирĕн умра турă умĕнче тупа тунă пек сăмах паратăп: кĕçех хавăр суйласа янă çынсем Учредиловкăна пухăнĕç те çĕрпе мĕнле усă курмаллине татеа парĕç. Унччен тӳсмĕ лекет. Анчах харпăр хăй пуçне килнĕ пек айкашакансемпе килĕшме çук. Паян вĕсем Атăлкасси улпучĕсен çĕрне туртса илме, вăрманне касма тытăнĕç. Вĕсене хирĕç пур майсемпе кĕрешĕпĕр! Саккунлăха, йĕркене пăсакансене шеллесе тăмăпăр!
Лаврский шухăшне ырласа ал çупни илтĕнчĕ. Тĕрĕссипе, халăх унăн сăмахне паянхи пек тимлениие астумасть вăл. Яланах хиреçлекенсем тупăнаканччĕ. Паян апла пулмарĕ. Микулана çĕр тĕпнех путарса лартма шăп вăхăт тесе шутларĕ Лаврский.
— Шел пулин те, пирĕн хушăра халăх кăмăлне пăсма хатĕр çынсем çук мар-ха, — терĕ вăл. — Вĕсем большевиксем. Ун пеккисем пирĕн вулăсра та палăрчĕç. Пĕрин çинчен сире хĕллех каланăччĕ. Ăна тивĕçлипе айăпласран. ăссăр этемсем хăтарчĕç. Ĕнтĕ тепри тупăнчĕ. Ĕнер çеç-ха Энĕшкасси пухăвĕнче Вăхăтлăх правительствăна хурланă, влаçра тăракан çынна пухуран хăваласа янă. Паян вăл сире аташтарма митинг тăвасшăн пасар кăшкăртнă. Çав çын кам иккенне хăвăрах тавçăратăр-и, тен? Акă вăл! — Лаврский аллипе Микула енне кăтартрĕ. — Пĕрремĕш революци вăхăтĕнче Ĕнел халăхне пăлхатса нушана кĕртсе ӳкерни сахал уншăн. Татах çапăçтарса ярасшăн. Нимĕçсене Питĕре çитме çул уçса парасшăн!
Сутуçăсем тăракан енче юнавлă сасăсем илтĕнчĕç:
— Туртса антарăр ăна!
Лаврский çунакан вут çине краççын сапнăн кăшкăрчĕ:
— Тĕрĕс, тăвансем! Ăçтан килнĕ, çавăнтах ăсатăпăр! Микулашăн хăрушлăх сиксе тухнине чи малтан трибуна çывăхĕнчисем ăнланчĕç те пĕр-пĕрин çумне таччăнрах çыпçăнчĕç. Лăпкăн курăнакан çынсем сасартăк хăватлăн шавлама тытăнчĕç:
— Ирĕклĕх текенĕ çакă-и?!.
— Долой комиссара!
— Охо-хо-хо-хо!..
Халăха хăй май çавăртăм текен Лаврский ухмаха ернĕ пек пулчĕ. Мĕн тăвасса та чухламасăр, милиционерсене хушрĕ:
— Мĕн пăхса тăратăр?! Ма илсе каймастăр?!. Милиционерсем Микула патне пыма мар, хăйсем халăх хушшине хĕсĕнчĕç.
«Пăлхав тапрансан, хĕçпăшала та уямĕç, пуçа çухатăн», — шухăшларĕ Лаврский.
Петров Лаврский хутне кĕрес шутпа малалла ăнтăлчĕ, анчах халăха сирейменнипе пĕр утăм та тăваймарĕ.
Микула çакна ăнланчĕ: халăха лăплантармасан, çапăçу сиксе тухĕ те — митинг саланĕ. Апла сăмах илме вăхăт. Вăл сасси пур таран кăшкăрчĕ:
— Юлташсем! Чарăнăр! Ан шавлăр! Халăх майĕпен шăпланчĕ.
— Господин тиек, господин ваккат... — пуçларĕ Микула, — хур кӳрсе, халăх тӳсĕмне ан пĕтерĕр. Мĕн калас тенине калама ирĕк патăмăр. Халĕ пирĕн черет! Юлташсем! Хисеплĕ ваккат хăйне ĕççыннисен тусĕ тесшĕн иккен. Апла тесен, вăл хăйĕн пурлăхне те, Сехмет пурлăхне те халăха валеçсе парĕ, тен. Çук, апла нихăш пуян та тăвас çук. Ĕçхалăхне вĕсем ĕмĕрех хăйсене пăхăнтарса, пусмăрласа пурăнма хатĕр. Анчах большевиксен партийĕ рабочисемпе чухăн хресченсене ĕмĕрхи пусмăртан тухмалли тĕрĕс çул-йĕре кăтартса пачĕ ĕнтĕ. Çав çул вăл — класлă кĕрешӳ. Эпир ĕççыннисене пĕр-пĕринпе çапăçтарасшăн мар, тĕнчери мĕнпур ĕçхалăхне пĕтĕçтерсе, çĕр улпучĕсемпе мул хуçисене хирĕç пыракан кĕрешĕве вăйлатасшăн. Апла, пăшал тытса, влаçа пуянсенчен туртса илмелле, рабочисемпе чухăнсен влаçне туса хумалла. Раççейри пĕтĕм фабрик-завод, çĕрĕ-шывĕ — пурте ĕçхалăхĕн пулмалла. Господин ваккатпа господин тиек, Вăхăтлăх правительство хутне кĕрсе, пуянсен мулне хăйсен аллинчех хăварасшăн. Ĕçхалăхĕн хĕн-хурлă пурнăçне ĕмĕре тăсасшăн. Акă мĕншĕн кураймаççĕ большевиксене пуянсемпе вĕсен йыттисем!
— Шаккамалла вĕсене!
— Чул çыхса авăра ямалла!
Микула шава пăхмасăр малалла каларĕ:
— Çĕр пирки те çавах, юлташсем! Господин ваккат мĕн юрланине илтрĕр. Çĕр ыйтăвне Учредиловка татса парĕ, тет. Унччен çĕрпе ĕлĕкхи пекех усă курмалла имĕш. Ку вара чухăнсен саплăк çĕрпех çырлахмаллине, пуянсен вĕçĕ-хĕррисĕр нумай çĕрпе юлмаллине пĕлтерет. Господин ваккат чунĕ-юнĕпех Сехмете сутăннă. Ахальтен-им, хресченсем ун çĕрне валеçме тухсан, салтаксем ярса панă. Пулеметпа персе сехĕрлентернĕ. Ку та сахал: господин ваккат вăрçа малалла тăсма кирлине ĕнентерме тăрăшрĕ. Большевиксем нимĕçсене сутăннă та вĕсене Раççее çĕнтерме май туса парасшăн имĕш. Ку элеке тăрă шыв çине кăларма та йывăрах мар. Вăрçă кама кирлĕ? Камшăн усăллă?.. Вăрçă пуянсене кирлĕ. Чухăнсене вăл вилĕм кӳрет. Кунашкалне эпир инçе каймасăрах, хамăр таврарах куратпăр. Миçе килте арăмĕ-ачисем тăлăха тăрса юлнă! Миçе килте ашшĕ-пиччĕшĕсем уксах-чăлах пулса таврăннă! Вăрçă пуçланнăранпа миçе килтен хутаç çакса пуçтарма тухса кайнă! Çав вăхăтрах Михха пуяилăхĕ юмахри пек ӳснĕ. Унăн çеç-и вара? Пĕчĕкреххисем те чухăнсен ĕнсине сахал хырман. Платун ывăлĕпе Касмухха ывăлен тантăшĕсем тахçанах вăрçăра. Аманнисем, пуç хунясем те пур. Кусем вара килтех хырăмĕсене каçăртса çуреççĕ.
— Кĕсйисем тачка, çавăнпа салтака илмен вĕсене! — илтĕнчĕç сасăсем.
— Вăрçă Раççей сехмечĕсене çеç мар, нимĕçсен, французсен, акăлчансен пуянĕсене те усă кӳрет. Çавăнпа, улталаса çапăçтарасшăн, айăпа пĕр-пĕрин çине йăвантараççĕ. Большевиксен партийĕ кăна вăрçа хирĕç, миршĕй кĕрешет. Çакна нимĕç ĕçхалăхĕсем те ăнланаççĕ. Ахальтен мар фронтра пирĕн салтаксемпе тăванлашаççĕ. Хăйсен мул хуçисемпе кĕрешме хатерленеççĕ. Çавăнпа Вăхăтлăх правительствăна ан пулăшăр, влаçа хăвăр аллăрă çавăрса илме хатĕрленĕр тесе чĕнетпĕр те сире!
— Пире мир кирлĕ! Çăкăр кирлĕ! — шавларĕ халăх.
Атăлкасси çак териех çĕклевлĕ те хавхалануллă пулнине никам та астумасть. Натюш хĕрлĕ ялава çӳле çĕклесе юрласа ячĕ. Микула ăна пулăшрĕ:
Пирĕн умра усал тăвăл улать-çке,
Теттĕм вăй-хăват пире пит хĕстерет…
Энĕшкассинчи пекех, ку юрра астăвакансем митиягра та тупăнчĕç. Вуншар çын юрласа яче. Микулапа Натюш трибуна çинчен анчĕç. Юрла-юрла урам тăрăх утрĕç.
Тăшмансемпе тĕп вăрçа кĕтĕмер,
Пуçăмăра мĕн кĕтет — кам пĕлет?
Пĕр шикленмесĕр, пĕр хăрамасăр
Ĕç ялавне çӳлелле хăпартар.
Лайăх пурнăçшăн, хаклă ирĕклĕхшĕн,
Пур халăхсем, çав ялава тытар.
Танлăхшăн юнлă
Вăрçă пуçланнă…
Лаврский трибуна çинчен анса чупрĕ. Унăн ĕмĕчĕ — демонстраци саланиччен салтаксем патне çитееси.
Тимĕр халхаран кĕрсенех чарăнса тăчĕ вăл. Салтаксене верентме илсе канман-ши? Вара чупни те кăлăхах. Малтан прапоршика тупас. Ăçтарах-ши? Пӳлĕмĕнче пулмасан, ăна шыраса хаклă вăхăта ирттерни çеç. Луччĕ тӳрех салтаксем патне каяс. Хушнине прапорщиксăрах тăвĕç.
Лаврский казармăна кĕчĕ. Унта салтаксем çук. Ăçта вĕсем?» Йынăшнă сасă илтĕнчĕ. Кравать çинче Балдин выртать.
— Господин фельдфебель, мĕн туса выртатăр? Прапоршик ăçта? Салтаксем ăçта?
— Пĕлместĕп...
— Господин фельдфебель, сирĕнсĕр пуçне кам пĕлтĕр?
— Халиччен çаплаччĕ, господин комиссар. Кĕçĕр сăсăла вĕçтерчĕç...
— Господин фельдфебель, сӳпĕлтетсе тăма вăхăт çук. Мана çак самантрах салтаксем кирлĕ!
— Господин комиссар, салтаксем çинчен каторгăран таврăннă çынран ыйтăр. Çав килсе ертсе кайрĕ вĕсене.
— Мĕн терĕр?! — хăй илтнине хăй ĕненмерĕ Лаврский. Балдин сăмахне кĕскен çапла вĕçлерĕ:
— Эпир пурĕ те иккĕнех, çитменнине, хĕçпăшалсăр юлтăмăр.
Куçĕ хуралса килнипе Лаврский сĕтел çине тĕренчĕ. Пĕтĕм çилли чашкăрса хăпарчĕ. «Пуриншĕн те прапортик айăплă. Çав салтаксене ирĕке янă. Ăна хăвăртрах арестлемелле те суда памалла».
Балдин патĕнчен тухсанах Лаврский кучера тĕл пулчĕ.
— Здравия желаю, господин ваккат!
— Салам, Трифон Гаврилович... Прапорщика курман-и эсир? — хăйне лăпкăн тыткăлама тăрăшрĕ ваккат.
— Какшĕ... Пасаралла кайса çурес-ха тесе тухса утрĕ. — Лаврский малалла мĕн тумаллине шутласа илме ĕлкĕриччен тепĕр сăмах хушса хучĕ: — Господин ваккат, сирĕн Михаил Петровича кăштах йăпатасчĕ.
— Мĕн пулнă ăна?
— Кĕçĕр пысăк инкек унăн, гослодин ваккат. Салтаксем тарса пĕтнĕ, тет. Вăт, Михаил Петровича хураллакаи никам çук. Çавăнпа ниçта кĕрсе кайма аптранă. Сире шанни те вырăна килмерĕ тесе ӳпкелет.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...