Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ
Лаврский пăрăнса утрĕ. Трифуя ăна кула-кула ăсатрĕ: «Ак ĕнтĕ, сехметсем, пĕр-пĕрннпе канашлăр-ха. Революди мĕн иккенне тутанса пăхăр».
XVIII
Михха пуç тăрах вĕри шыв янă пекех ĕшеленсе кĕчĕ кабинетне. Ниçта кайма, ним тума алтранă енне, каллĕ-маллĕ уткаларĕ. Вăй-халĕ пĕтнипе пукан çнне персе анчĕ. Ик аллипе сĕтел çине чавсаланчĕ, кăн-кан пăхкаларĕ. Пĕтĕм пурнăçĕ куç умне тухса тăчĕ. Мĕн çамрăкран ун çулĕ çинче, кирек хăш пусăма хăпарнă тапхăрта та, Микулана унăн ашшĕ чăрмав кӳрсе пычĕç. Михха вĕсене пĕтерме е хăй майлă çавăрма пайтах тарăшрĕ. Лешсем çаврăнмарĕç. Акă халĕ каллех Микула ăна аырсв çапрĕ. Кĕçĕр салтаксене таçта ертсе кайнă. Халь Миххана кам хӳтĕлĕ? Салтаксем çуккипе хресченсем каллех пуç çĕклĕç. Иçмасса, калаçса чун уçма та çын çук. Пĕртен-пĕр юратакан хĕрĕ те çăва патне кайса кĕчĕ-и, тен. Михха сасартăках ик чăмăрĕпе сĕтеле çапса кĕмсĕртеттерчĕ те ура çине тăчĕ. «Мĕн нăйкăшнипе çитĕ! Манăн пĕтмелле мар-ха. Пурнăçăма, пурлăхăма упрасшăн вунă пин, çĕр пин шеллемĕп те, тепĕр отряд килетех!»
Алăка шаккани Миххана шартах сиктерчĕ. Микула пуль тесе, сĕтел сунтăхне уçса пăхрĕ. Револьверĕ унрине аса илчĕ. Хуçи ирĕк памасăрах алăк уçăлчĕ. Лаврский кĕнине курсан, Михха сехĕрленнипе те эрленнипе йĕп-йĕпе тара ӳкрĕ.
— А-а, сăрнай комиссарĕ... Килех, килех! Мĕн хыпарпа савăнтарăн?!
— Михаил Петрович, — сассине хăпартарах чĕнчĕ Лаврский, — сăлтавсăрах кӳрентеретĕр!
— Ахă, эпĕ кӳрентеретĕп иккен?! Эсĕ мар-и?! Кала-ха, салтаксем ăçта?!
— Çавăн çинчен ыйтса пĕлме килтĕм те... — сӳрĕккĕн тавăрчĕ Лаврский. — Эп отряд ярса патăм. Эсир ăçта салатрăр ăна?! Мĕншĕн пăхмарăр?!
Михха пушшех шăртланчĕ:
— Ахă, сăрнай... Салтаксем тарнăшăн эп айăплă иккен? Прапорщикпа фельдфебель мар-и? Çавăншăн укçа паратăп-и эп вĕсене?! Çавăншăн умран юличчен чыхтаратăп-и?
Лаврскин те парăнас килмерĕ. Шухăшне вĕçнех çитерчĕ.
— Прапорщикне явап тыттарăп-ха. Халь çакна астутарасшăн: хисеплĕ Михаил Петрович, эп пулăшнине пĕрре те хакламастăр иккен эсир. Ним маршăнах ятлаçатăр. Ку йăлана пăрахма вăхăт!
Михха, ытлашши ĕрĕхнипе Лаврские кӳрентернине аса илсе, çиллине шăнарчĕ.
— Хăвăн ман вырăнта пуласчĕ. Вара мĕнле юрлăттăн? — терĕ мирлешнĕн.
Хуçа кăмăлĕ çемçеле пуçлани Лаврские килĕшрĕ. Ĕнтĕ кăшт йăпатма, ĕç пирки сăмах хускатма та вăхăт.
— Эп те сирĕнтен инçех мар, Михаил Петрович. Пирĕн ăраскалсем пĕр тĕвĕллĕ. Мана лайăххи — сана лайăх, сана начарри мана та начар. Вăт, малалла мĕн тумаллине сутсе явар.
— Сӳтсе явмалли çук. Тытмалла та хупмалла!
— Шел те, çак самантра апла тăваймастпăр. Прахăр хĕрне хупкаласа хăтланни те нумай çынна пиртен сивĕтрĕ.
Микула ун йышши çеç мар. Çитменнине, унăн хĕçпăшаллă ушкăн пур. Çара алăпа пырса çулăхаймăн.
— Хусантан е Шупашкартан тепĕр отряд ярăр!
— Кунашкал отряд тупма çăмăл мар, Михаил Петрович. Отряд кирлĕ вырăнсем Атăлкассисĕр те пур.
— Мăка çĕçĕпех пусатăн, Константин Сергеевич! Апла вăрă-хурахсене парăнмалли, ампарсене уçса хумалли çеç юлчĕ-и?
— Кăлăхах пăлханатăр, Михаил Петрович. Ним тума та çук темерĕм вĕт эпĕ.
— Тата мĕн лăпăртатса ларатăн?!
— Ăна ним шавсăр леш тĕнчене ăсатмалла. Ыттисем хăйсемех саланĕç.
Вĕлерес, тĕп тăвас сăмах Михха кăмăлне яланах килентернĕ.
— Ельпох та калатăп, сирĕн шухăш вырăнлă. Анчах епле ăс тупса майлаштарăпăр ку ĕçе?
— Унта пĕр салтак юлнă. Юлташĕсене сутма хăю çитернĕскер именсех тăмĕ.
— Фельдфебельпе калаçса пăхсан аванрах мар-ши? Вăл ытларах парăннă пек туйăнать мана?
— Сутăнчăкпа парăнни икĕ тĕрлĕ япала, Михаил Петрович. Малтан салтакне тĕпчесе пăхар-ха. Фельдфебель валли урăх вырăн пур. Вулăсри милиционерсен путлĕ начальник çук. Ку ĕçе ăна шанас.
Кĕçех сĕтел çине апат-çимĕç, эрех хатĕрлесе хучĕç. Тата пĕртакран тăсланкă салтака кĕртрĕç. Лешĕ алăк патĕнчен те хăпманнине асăрхасан, Михха хирĕç пычĕ.
— Мĕн ятлă-ха эсĕ?
— Савелий Миронович Сударков! — стройри пек хуравларĕ тăсланкă салтак. Куçĕ хăйĕн тутлă апат-çимĕç çинче. Вăл паян ăша тĕпренчĕк те яман-çке.
— Пит аван... — Салтак кăмăлне çĕклесшĕн сăлтавсăрах ырларĕ Михха: — Сĕтел хушшине кил-ха. — Салтак ура пусма та хăранипе, хулĕнчен тытрĕ. — Атя, атя! Ним те ан имен. Эпир сана вырăссен тӳрĕ салтакĕ тесе шутлатпăр. Пурте тарнă çĕртен пĕр-пĕччен тăрса юлнă. Çавăнпа хисеп тăвасшăн. — Салтака сĕтел хушшине лартрĕ. Тултарса черккине тыттарчĕ.
Тăсланкă салтак çак пӳрт еннелле яланах ăмсанса тем чул ыйхине кăна тĕлĕкре те пăхнă. Михха пек пуясшăн ĕмĕтленсе татнă. Кунти кĕрекене ларма тивессе курман. Киле таврăнсан ашшĕ-амăшĕ уменче мухтанмалăх телей килчех. Вăл чăн та тӳрĕ салтак. Вăхăтлăх правительствăна парăннине пĕр-пĕччен кăтартрĕ. Апла тесен, ма хăяс мар? Тытнă черккене пушатрĕ. Тепĕр черкке хыççăн тăсланкă салтакăн ыратнисем иртнĕн туйăнчĕç, хăйне хăй çăмăлрах тыткалама пуçларĕ.
— Савелий Миронович... — тере Лаврский, — каçхине мĕн пулса иртнине каласа парăр-ха. Фельдфебель хыпарларĕ те, вăл сирĕн чухлĕ пĕлеймест пулас. Эсир паçăр, казармăра тел пулнă чухне, шарламарăр.
Чаплă çынсем ашшĕ ячĕпе чĕнни тăсланка салтак кăмăлне хăмла пек хăпартрĕ.
— Эсир тĕрĕсех тавçăртăр, господин комиссар. Каçхи сас-хура çинчен манран лайăх никам та пĕлес çук. Мĕншĕн тесен эпĕ дневальнăй пулнă. Вăрă-хурах текенĕ пирĕн казармăна леш каçах килнĕччĕ.
— Леш каçах?.. — тĕлĕнчĕ Лаврский.
— Ийя. Салтаксен пурнăçĕ, кăмăл-шухăшĕ çинчен тĕпчесе ларчĕ. Ун чухне дневальнăйра Сидоров тăнă. Фельдфебель килессе çав систернипе вăрă-хураха пытарса хăварчĕç. Кайран тепĕр каç курнăçма сăмах туса уйрăлчĕç. Çакăн çинчен эпĕ фельдфебеле каласа патăм.
— Маттур салтак эсĕ, Сударков. Киле курма яма та çылăх мар сана. Шанатăп, господин Янашов та тав тăвĕ! — терĕ Лаврский.
— Эпĕ тав тума хатĕр. Анчах мĕншĕн прапорщика е мана систермерĕн?
— Эп устав тăрăх çывăхри начальника евитленĕ. Кучер сутман пулсан...
— Мĕнле кучер? — хăвăрт ыйтрĕ Михха.
— Господнн Янашов... Эсир ним те сисмен-им? Эпĕ Трифун çинчен калатăп. Тĕрĕссипе, çав паллаштарчĕ пире вăрă-хурахпа. Çавах чĕнсе килнĕ. Сирĕн кучер — чи хăрушă тăшман. Эсир ăиа хăвăр патăрта усратăр! — хăйĕн курайманлăхне палăртрĕ тăсланкă салтак.
Михха тилĕрнипе ура çине сиксе тăчĕ. Трифуна тем туса пăрахĕччĕ, Лаврский астутарни тăна кĕртрĕ.
— Ун пиркн кайран калаçăпăр, Михаил Петровнч, халь сапаланма юрамасть.
— Вара мĕн, вăрă-хурах майлисем хĕç-пăшалĕсене илсе тухса кайрĕç. Господин фельдфебель ятлама пуçларĕ. Салтаксем çулса илчĕç те мана та патак çитерсе хăварчĕç, — вĕçлерĕ сăмахне тăсланкă салтак.
Пĕр хушă пурте чĕмсĕрленчĕç. Лаврскипе Михха умне сасартăках Микула сăнарĕ тухса тăчĕ. Иккĕшин те пĕр шухăшах тĕвĕленчĕ: «Эпир ăна пĕтермесен, вăл пире пĕтерĕ». Юлашкинчен Лаврский, шăплăха сирсе, чи кирлĕ сăмахне пусапчĕ:
— Эсир чăн та маттур салтак. Аçупа анну мĕн ĕçлесе пурăнаççĕ сирĕн?
— Анне лавккара сутă тăвать. Атте тавар кайса илет, — чыслă çынсем умĕнче вăтанма кирлĕ мар пек мăнкăмăлланарах хуравларĕ салтак.
— Пит аван. Сире хăвăр ялта çеç мар, хулара та лавкка уçас, суту-илӳ ĕçне Михаил Петрович пек сарса ярас шухăш пырса кĕмен-и?
— Кам пуясшăн мар-ши? Çăтмаха кĕме çылăх чарать теççĕ. Пирĕн те çавах, суту-илĕве аслатыа укçа-тенкĕ çителĕксĕр.
— Енчен тупăнсан? Нумай укçа тупăнсан?
— Манран телейлĕ çын пулас çукчĕ. Халех аттене леçсе парăттăм. Вăл темиçе лавкка уçĕччĕ! — хавасланчĕ тăсланкă салтак.
Лаврский ун сехрине хăпартма шутларĕ:
— Шел те, эсир киле таврăнасси пулмасть. Атăлкассинчи пăтăрмахшăн айăпламасан та, сире турех фронта ярĕç.
Тăсланкă салтак Вăхăтлăх правительствăшăн, хуçашăн тăрăшса патак çинишĕн хăйне тав тăвасса кĕтнĕччĕ. Лаврский астутарни ăна пĕр вĕрилентерсе, пĕр шăнтса пăрахрĕ. Фронта лекесси уншăн вилĕмпе пĕрех.
Тăсланкă салтак хăраса ӳкннне сисрĕ Лаврский.
— Анчах кнле кайма, укçа тупма та май пур, — ытарлă сасă çине куçрĕ вăл.
Тăсланкă салтака чун кĕчĕ. Телейĕ çак таврарах çӳренĕн, ăна халех ярса тытмасан ĕмĕрлĕхе çухатассăн туйăннипе васкаса ыйтрĕ:
— Мĕнле май?
— Пĕтĕмпех хăвăнтан, ху пултарнинчен килĕ. Тăсланкă салтак темле ĕç хушасса сисрĕ. Хăвăртрах пĕлесшĕн:
— Апла мĕн тумалла ман? — терĕ.
— Сирĕн те, пирĕн те пĕр тăшман. Салтаксене илĕртсе кайнă вăрă-хурах пулмасан, эсир чиперех пурăнса ирттерĕттĕр, вăрçă тĕлне те пĕлмĕттĕр. Ун ырлăхĕпе халлехе шăммуна ватнă, ыран-тепĕр кун — вăрçа кăларса яреç. Куншăн тавăрас шутлă мар арçынна çын теме те çук. Эс паттăррнне шанатпăр эпир. Пуçтармалла ăна. Урăх ннхçан та, ннкама та ан тарăхтартăр. Леш тĕнчĕне ăсатмалла. Вара сана çар службинчен хăтарнă хут туса парăп. Михаил Петрович укçапа пулăшĕ.
— Пилĕк пин паратăп! — терĕ ннм шухăшласа тăмасăрах Михха.
Тăсланкă салтак йăлтах ăнланчĕ. Микулана çул çинчен тасатмалла. Ку ун кăмăлне юрăхлă сăмах. Çапах та хака ӳстермелле. Вак-тĕвек сутăç ачи çеç пулин те, вăл хăйĕн тивĕçне çĕре ӳкермĕ.
— Сахал тӳлесшĕн эсир. Эпĕ çамрăк пуçăма шеллеместĕп, — терĕ вара.
Лаврскипе Михха тăсланкă салтак килĕшессе ĕненчĕç.
— Мĕн чул ыйтатăн?
— Вунă пин! — терĕ тăсланкă салтак.
— Паратăп. Анчах сăмахна тытайăн-и?
— Ку ман ĕç, господин Янашов!
— Апла, юмах-сăмах вĕçленнине çирĕплетсе, пĕрер черкке ӳпĕнтерер! — Михха пурне те тултарса пачĕ. Ытларах ӳсĕрĕлнĕ тăсланкă салтака пуш пӳлĕме вырттарчĕç. Хăйсем çеç юлсан, Михха тăвăлса кайрĕ: — Вăт, тӳрĕ те лăпкă тарçă тесе пурăн ăна!
— Кам пирки эсир?
— Илтмĕрĕн-им? Ман кучер çинчен мĕн каларĕ?
— Эп ытлашши тĕлĕнместĕп, Михаил Петрович. Хăй камне вăл чиркури митинграх кăтартрĕ. Пачăшкă патĕнче мана станувуйпа танлаштарчĕ.
— Урăх шеллесе тăмăп. Паянах çăва патне кайтăр! — Михха çавăнтах Трифуна чĕнсе килме хушрĕ.
— Михаил Петрович, эп килтĕм. Лаша кӳлмелле-и? Кучер ним шарламасăр тăнă пулсан, Михха йĕлпĕрсе калаçĕччĕ. Трифун ним пĕлмен, ним сисмен пек айкашни ăна тилĕртсе ячĕ.
— Сăрнай!.. — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ хуçа. — Лаша кӳлмелле иккен. Ман урхамахсене вăрă-хураха кам парса ячĕ?! Эс мар-и?! Ĕмĕр тăршшĕпе тăрантарса усрарăм. Мăшăрупа вырнаçма йăва туса патăм. Çапла тав тăватăн иккен?!. Юрĕ, хăвна ху ӳпкеле. Паянах тĕрмере пулăн!
— Господин Янашов! — пуçламăш хут çапла чĕнчĕ Трифун. — Тĕрме пирки шухăшларах калаçăр. Халь ĕлĕкхи самана мар. Лашасене илсе кайни вырăнлă. Вĕсем сирĕн мар. Тĕрĕссипе, сирĕн кунта нимĕн те çук. Эсир усă куракан мула çĕршер тарçă ĕçлесе пухнă. Эсир вĕсен вăй-халне сĕлĕх пек ĕмсе пурăннă. Тарçăсем куç уçма пуçларĕç, хăйсем ĕçлесе пухнă мулпа хăйсем усă курасшăн!
— Хуп çăварна, сăрнай! — Михха пукана ярса илсе çĕклерĕ.
Трифун вăр-вар револьверне кăларчĕ:
— Господин Янашов, ытлашши ан ĕрĕхĕр!
Пукан Михха аллинчен тухса ӳкрĕ.
— Вăт çавнашкал, господин Янашов! — теме систернĕн астутарса хăварчĕ Трифун.
Варвари упăшкине яланхи пекех хаваслăн кĕтсе илчĕ, анчах лешĕ йăшăхнине асăрхасан, сасартăк çуйланчĕ:
— Трифун, мĕн пирки салху эсĕ?
— Хуçа ĕçрен кăларчĕ...
— Ĕçрен кăларчĕ? — ĕненмен пек пулчĕ Варвари. Тата тепĕр сăмах хушса хучĕ: — Мĕншĕн тет?
Трифун тĕппипе каласа пачĕ. Варвари пĕр самант шухăша кайнăн шарламарĕ. Тăн илсенех упăшкине йăпатма васкарĕ:
— Кăларчĕ-тĕк кăлартăр! Урăх ĕç тупаймастăн-им? Пурăнкалăпăр-ха. Эпир тӳсмен сӳсмен çук. Анчах Николай Степановичсен урапи çинчен ӳксе ан юл. Вĕсем пире ырă пурнăçа илсе çйтерессе шанатăп!
Варвари упăшкине апат антарса пачĕ.
...Митинг хупăннă хыççăн Микула трибуна çывăхĕнче хăйне кĕтсе тăракан юлташĕсем патне çитеймерĕ — çулне çамрăк офицер пӳлчĕ. Ку Петров прапорщик пулчĕ.
— Каç салтаксем патне пыни эсир мар-и?
— Эпĕ... Вара мĕн?
— Ман салтаксем ăçта?
— Господин прапорщик, салтаксем ăçтине сирĕнтен лайăх кам пĕлтĕр? — ыйтупах тавăрчĕ Микула.
Микула юптарса калаçни Петрова тарăхтарса ячĕ.
— Хисеплĕ гражданин, ан кутăнланăр! Çĕркаç эсир вĕсене илĕртсе кайнă! — терĕ вара прапорщик команда пама хăнăхнă сассипе.
Микула татах юптарасшăнччĕ, сасартăк çакна аса илчĕ: Хĕрлĕ гвардие ертсе пыма офицер кирлĕ. Мĕншĕн ăна хăйсем май çавăрма тăрăшас мар?
— Господин прапорщик, — витĕмлĕн пуçарчĕ сăмахне Микула. — Эсир кăштах йăнăшатăр. Пĕчĕк ачасене тетте кăтартса илĕртме пулать. Сирĕн салтаксем çăкăр хыттипе çемçине чухлама вĕреннĕ. Хальхи саманапа этем ăраскалĕ пирки каллĕ-маллĕ шухăшлама пултараççĕ. Тӳрех калатăп, сире пăрахса хăварма хăраманскерсем, хăш çулпа кайсан телей тупăнасса ăнланнах ĕмтĕ. Хăвăрах шухăшлăр, пуянсем ĕмĕр тăршшĕпе чухăнсен тирне сӳнĕ, халь çав чухăнсен ачисене хуçасен мулне хӳтĕлеме хĕçпăшал тыттарнă. Эсир мĕн, мул хуçи ачи-им?
Петров «çук!» тейĕччĕ. Ăстăнĕ йăлтах пăтрашни чарчĕ. Салтакĕсем тупăнсан, инкекрен хăтăлма май пур пек сунса:
— Хисеплĕ гражданин, эп кам ывăлĕ пулни сире кирле мар. Тата хам салтаксен шухăшĕпе те интересленместĕп. Вĕсем ăçтине кăна калăр! — терĕ.
Çын ăсне ик-виçĕ сăмахран чухлама çук та, прапорщик иккĕленнине сисрĕ Микула. Салтакĕсемпе курнăçтарсан, вăл мĕнле çынни лайăхрах палăрĕ. Çавах салтаксен кăмăлĕпе ăстăнне сăнама май парĕ.
— Ака мĕн, господин прапорщик, эпир салтаксене пытарса усрамастпăр. Вĕсемпе курнăçас тесен, сирĕн Энĕшкасси ялне пымалла. Чăрмав темĕр-и?
— Маншăн пурпĕрех халь... Салтакĕсене çухатнă офицерăн суд умне тăмалли кăна юлать. — Чунĕ кӳтнипе калас мар сăмахне персе ячĕ те Петров пуçне усрĕ.
Прапорщик йăшни витĕрех курăнать ĕнтĕ.
— Вăхăтлăх правительство сучĕ умне ăссăр çын кăна çакланĕ. Унтан хăтăлма пĕр çул кăна сирĕн, — терĕ те Микула, лашапа тăваттăн килнине аса илсе, хушса хуче: — Анахвиспе Коля, эсир çурран утатăр пулĕ!
Микулапа Петров тата Натюш лавпа çула тухрĕç.
— Ăçтисем эсир? — пырсан-пырсан ыйтрĕ Мнкула.
— Çĕрпӳ уесĕнчен. Çавалкасси вулăсĕ тенине илтнĕ-и?
— Илтме мар, пулса та курнă. Энĕшкассинчен хĕрĕх çухрăмра. Аçу-аннӳ мĕн ĕçлесе пурăнать?
Калаçу тĕвĕленсе кайрĕ. Мнкула лашана хăваламарĕ, Петров кунçулĕ пирки ытларах пĕлес килчĕ унăн.
Петров вăтам хресчен ывăлĕ иккен, ултă çул вĕреннĕ хыççăн салтака иличчен ашшĕн хуçалăхĕнче ĕçлесе ӳснĕ. Фронтра аманса та курнă. Прапорщиксен шкулне патша стройне çирĕплетес шутпа мар, офицер пулса чапа тухас ĕмĕтпе кĕнĕ. Микулапа Натюш умĕнче вăл Лаврские ĕненнине те пытарса тăмарĕ. Микула сăмахĕсене илтсен, халăх демонстраци туни чĕрине питех хумхантарнине те палăртрĕ.
Иккĕленмелли çук, большевиксене хирĕç каяс çын мар ку çамрăк. Хăйсем май çавăрса Хĕрлĕ гварди ретне кертсен, пит аванччĕ. Килес çапăçусенче çар ĕçне вĕреннĕ çынсем кирлĕ. Çав ĕмĕтпе Микулапа Натюш Петрова большевиксен партийĕн теллевĕсем çинчен ăнлантарма тăрăшрĕç.
XIX
Кĕтмен çертен прапорщик килсе кĕни салтаксене хăратса пăрахрĕ.
Çакна сиссе, Микула вĕсене Петров ирĕкĕнчен хăтарасшăн хавасланса саламларĕ:
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...